Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пуранакан 49 ҫулти арҫынна 14-ри хӗрачана таптаса кайнӑшӑн судпа айӑпланӑ. Аса илтерер, пӑтӑрмах пӗлтӗрхи кӗркунне пулса иртнӗ. Ӳсӗр этем ачана машинӑпа лартса каяс тенӗ. Лешӗ хирӗҫлесе ҫул айккине пӑрӑннӑ. Тарӑхнӑ водитель кювета пӑрӑнса хӗрача ҫине пырса кӗнӗ. Ҫапла майпа ачан ҫурӑм шӑмми аманнӑ, ӑна пульницӑна вырттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана халӗ те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ.
Пуҫтахланнӑ этеме пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха хупмалла тунӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха. Кунсӑр пуҫне ӑна ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн та явап тыттарнӑ. Унӑн правине 1,5 ҫуллӑха туртса илнипе пӗрлех 30 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Чӑваш Енре иртнӗ ҫул диспансеризаци вӑхӑтӗнче 433 ҫыннӑн усал шыҫӑ чирӗ аталаннине ҫирӗплетнӗ. Вӗсенчен 70 проценчӗн чирӗ пуҫламӑш тапхӑрта пулнӑ. Ҫавна май рака вӑй илме пуҫланӑ самантра тупса палӑртасси 55,7 процент таран ӳснӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Республикӑри онколог тухтӑрсен чи пысӑк ҫитӗнӗвӗ — пӗлтӗр ракран вилнисен йышне чакарма май килни. 2018 ҫулта тупса палӑртнӑ ҫулах пурнӑҫран уйрӑлнисен шучӗ 22,1 процент пулнӑ, унтан малтанхи ҫулта — 24,8 процент.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, иртнӗ ҫул республикӑри 208 пин ытла ҫын диспансеризаци тухнӑ. 45 пин ытла хӗрарӑм маммографи тӗрӗслевне пынӑ, 81 пин ҫын хулӑн пыршӑ ракӗ аталаннипе аталанманнине палӑртма юн панӑ.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 59 ҫулти арҫынна эрех ӗҫме юратнӑшӑн автомобиль прависӗр хӑварнӑ.
Сыпма юратакан этемӗн водитель прави пуррине асӑннӑ районти прокуратура палӑртнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче надзор органӗ ҫав арҫын районти пульницӑра «синдром зависимости от алкоголя средней стадии» (чӑв. эрех-сара витӗмне вӑтам шайра парӑннӑ) диагнозпа шутра тӑнӑ. Апла пулин те нарколог патне сипленме кайса ҫӳремен.
Чӑваш Енӗн прокуратурин арҫын тӗлешпе суда тавӑҫпа тухнӑ. Эрех енне туртӑнакан ҫын ӳсӗрле руль умне те ларма пултарать-ҫке. Ун пек чухне инкек пуласси те часах.
Вырӑнти суд прокуратура тавӑҫӗпе килӗшнӗ, арҫына правасӑр хӑвармалла тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ Станислав Садальские, Раҫҫейри театрпа кино актерне, Мускаври пульницӑна вырттарнӑ, ҫак кунсенче ӑна операци тунӑ. Кун пирки актер Инстаграмри хӑйӗн старницинче пӗлтернӗ.
Станислав Садальский – 67 ҫулта. Унӑн чӗрине операци тунӑ. «Манӑн сайра тӗл пулакан хушаматлӑ тухтӑр Иванов (Иванов профессорӗн ывӑлӗ) ӗҫмест, операцие питӗ тӗплӗн ирттернӗ, вара эпӗ кӑкӑр тулли сывласа ятӑм. Тухтӑра сире те сӗнетӗп», — ҫапла ҫырнӑ актер Инстаграмри страницинче.
Унӑн пултарулӑхне кӑмӑллакансем ӑна часрах сывалмашкӑн ӑнӑҫу сунса комментарисем ҫырнӑ.
Пӗлтӗр кӗркунне РФ Патшалӑх Думи саккун йышӑннӑ: унта палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалтан диспансеризаци тухакан ҫынна ӗҫре канмалли кун параҫҫӗ. Диспансеризацие виҫӗ ҫулта пӗр хутчен тухмалла. Пенси ӳсӗмне ҫывхаракан ҫынна вара ҫулсерен медкомисси тухма икӗ кун параҫҫӗ.
Диспансеризаци – тӳлевсӗр. Пульницӑна кайнӑ чухне ҫумра паспорт, СНИЛС тата страхлав медицина полисӗ пулмалла. Терапевт пациентӑн сывлӑхне тӗрӗслесен анализсем пама направлени парӗ, кирлӗ пулсан ытти специалист патне ярӗ. Диспансеризаци тухнӑ хыҫҫӑн ҫынна сывлӑх паспорчӗ параҫҫӗ, унта пӗтӗмлетӳ тата сӗнӳсем ҫыраҫҫӗ.
Кӑҫал 1920, 1923, 1926, 1929, 1932, 1935, 1938, 1941, 1944, 1947, 1950, 1953, 1956, 1959, 1962, 1965, 1968, 1971, 1974, 1977, 1980, 1983, 1986, 1989, 1992, 1995, 1998 ҫулсенче ҫуралнӑ ҫынсен диспансеризаци тухмалла.
Хӗрарӑмсен кӑкӑр ракне вӑхӑтра тупса палӑртассипе кӑҫал та Чӑваш Енре «Маммологи онкопатрулӗ» профилактика проектне пурнӑҫлама палӑртнӑ. Усал шыҫҫа ҫийӗнчех тупса палӑртса сиплеме пуҫлас тӗллевпе тухтӑрсем хальхинче республика тӑрӑх икӗ машинӑпа ҫӳрӗҫ. Республикӑн онкологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш района хӑҫан ҫитессипе паллаштаракан графика каярах пӗлтерӗҫ.
Хальхи вӑхӑтри рентген комплексӗсене КамАЗ автомобиле вырнаҫтарнӑ. Маммографи цифра комплексӗсем пулӑшнипе 39 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсене тӗрӗслӗҫ.
«Маммологи онкопатруль» ятпа профилактика ӗҫне онкологсем пирӗн республикӑра 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫарса янӑ. Ҫак ҫулсенче ун вӑхӑтӗнче 15 пин ытла ҫынна тӗрӗслеме пултарнӑ.
Шупашкарта тӑхӑр ҫулти ачана ватӑ ҫынна ҫӑлнӑ. Ютскере мар-ха. Хӑйӗн ват асламӑшне (тен, ват кукамӑшне-ши... Вырӑсла пурне те прабабушка теҫҫӗ те) пулӑшнӑ вӑл.
Ватӑ хӗрарӑм урамра персе аннӑ. Ҫӗр ҫине вӑл пуҫӗпе шаплатнӑ. Ача ҫухалса кайман: ӑна пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ, тухтӑрсене чӗнсе илнӗ.
Пӑтӑрмахӗ раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Шкултан килсен ача урок тума ларнӑ. Ватӑ ҫын килте чылайранпа ҫукки ӑна сисчӗвлентернӗ. Ӑна шырама вӑл урама тухнӑ. Унта вӑл тӑнсӑр врытакан ҫывӑх ҫыннине тупнӑ. Хӗрарӑмӑн пуҫӗ юн тухмаллах аманнӑ. Вӑл тӑн ҫухатнӑ.
Ача ватӑ ҫынна ура ҫине тӑратнӑ. Киле илсе кӗнӗ. Ыраттарнӑ вырӑнне юра алшӑлипе чӗркесе тытнӑ. Кайран вӑл васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ. Лешсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче Чӑваш Енри пульницӑсем ятарлӑ режимпа ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви вӗсем валли график хатӗрленӗ.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче – канмалли кун.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче – шӑматкунхи график.
2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче – шӑматкунхи график.
Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче – канмалли уяв кунӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ – канмалли уяв кунӗ.
Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче тата Хулари 1-мӗш клиника пульницинче приемнӑй покойра кӑрлачӑн 1-8-мӗшӗсенче талӑкӗпех медпулӑшу парӗҫ.
Иртсе пыракан ҫул Виталий Петрович Станьялшӑн кӑткӑс пулчӗ. Ҫурла уйӑхӗнче шалкӑм (инсульт) ҫапнипе ӑсчахӑмӑр та поэтӑмӑр Шупашкарти васкавлӑ пулӑшу сыватӑшне лекрӗ. Ун чухне ӗҫ-пуҫ мӗнле ҫаврӑнса тухасси те паллӑ марччӗ. Вӗрентекенӗмӗре ҫӑлса хӑварнӑшӑн Турра тата ҫывӑх ҫыннисене мухтав. Станьял пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, уншӑн тӑрӑшнӑ, уншӑн кӗлтунӑ, уншӑн пӑшӑрханнӑ ҫынсене пурне те тав.
Кӑшт-кашт самайланнӑ пек пулсанах Виталий Петровичӑн канӑҫсӑр чӗринче ҫак йӗркесем ҫуралнӑ. Йывӑр шухӑшсемпе витерӗннӗ сӑввисене вӑл кӗҫӗн хӗрне — Эрпинесе халалланӑ.
Сыватӑш сӑввисен ярӑмӗпе пӗрле кунта тата икӗ сӑвӑ пичетленет: вӗсенчи шухӑш-кӑмӑл малтанхисемпе пӗр килет.
Кӗҫех Ҫӗнӗ ҫул ҫитет. Унӑн пӗрремӗш кунӗнче Станьялӑмӑр сакӑрвунна каять. Вӑхӑчӗпе саламлӑпӑр-ха. Вӑл пирӗнпе!
Геннадий Дегтярёв
***
Пурнӑҫ хӑвачӗ сулчӑланчӗ,
Шевли килет йӑпӑртлӑха.
Пӑлхавлӑ уйрӑлу саманчӗ
Калать пекех: «Таси паха!»
Каясчӗ чыслӑ та тирпейлӗ,
Йӑлӑхтармасӑр ҫынсене,
Пӗри ӳксен тепри ҫӗклетӗр
Эпир пуҫланӑ ӗҫсене.
Ӗнер, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Мир проспектӗнче пӗр машина ачана ҫапса кайнӑ. Инкеке асӑрхакансем пӗлтернине шута илсе «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопорталта хыпарланӑ тӑрӑх, ача ҫул урлӑ светофороӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ. Ун ҫине О005ОО21 номерлӗ «Тойота» пырса кӗнӗ.
«Антидилер» халӑх юхӑмӗ (ертӳҫи — Альберт Ильин) пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче руль умӗнчи ҫын ШӖМ ӗҫченӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Инкеке пакунлисем тишкереҫҫӗ тесе ҫырнӑ.
Ачана ҫапса хӑварнине хыпарланине «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «За рулем» автопортал пабликӗнче пысӑк йышпа хӗрсех сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫнӑ чух пӑхмалла текенсем те пур, теприсем водителе ятлаҫҫӗ. Ачана пульницӑна илсе кайнӑ иккен. Анчах, пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне укҫа-тенкӗ ҫеҫ кирлӗ, вӗсем ывӑлӗн сывлӑхӗ пирки шухӑшламаҫҫӗ, тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |