Чӑваш Енре ялта пурӑнакан ватӑ ҫынсене пульницӑна илсе ҫитермешкӗн 21 автомобиль туяннӑ. Кашнинчех сусӑрсен кӳмине хӑпартмалли хатӗр пур. Кунсӑр пуҫне унта хӑрушсӑрлӑх пиҫиххисем, кондиционерсем, тахографсем, ГЛОНАСС пур. Водительпе ҫыхӑнмалли пускӑч та вырнаҫтарнӑ.
Ку машинӑсене федераци хыснинчи укҫапа «Аслӑ ӑру» проектпа килӗшӳллӗн туяннӑ. Машинӑсемпе 1720 ялти ҫынсем усӑ курма пултарӗҫ. Анчах пурте мар – 65 ҫултан иртнисем ҫеҫ. Чӑваш Енре ку ӳсӗме ҫитнӗ 80 пин ҫын пурӑнать.
Мобильлӗ бригадӑсем усал шыҫӑпа, сахӑр диабечӗпе, гипертонипе, психика чирӗпе аптӑрас хӑрушлӑх пур ҫынсем патне ҫитӗҫ, пульницӑна леҫӗҫ.
Патӑрьел, Вӑрнар, Куславкка, Муркаш, Тӑвай, Ҫӗрпӳ районӗсенчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрсем икӗ машинӑна тивӗҫӗҫ. Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Элӗк, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Шупашкар районӗсене, Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрер машина ярӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пӗр арҫынна япӑх пулса кайнӑ: кӑкӑрӗ тӗлӗнче хӗртсе ыратнӑ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ун патне 10 минутран ҫитнӗ.
Хайхискерӗн чӗри патне юн сахал пыма пуҫланӑ-мӗн. Тухтӑрсем пӗр тӑхтамасӑр пулӑшма пуҫланӑ: юн тымарӗнчен чӗрене ҫӑмӑлрах ӗҫлеме май паракан эмелсем янӑ. Ҫапах арҫын япӑхлансах пынӑ. Фельдшерсем реанимаци бригадине чӗнсе илнӗ. Пилӗк минутран лешсем клиника вилӗмӗ пулнине палӑртнӑ.
Тухтӑрсем пациента интубаци урлӑ сывлаттарнӑ, чӗрине массаж тунӑ. Арҫыннӑн чӗри 15 минутран ӗҫлесе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ унӑн сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Икӗ ҫулти ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ: вӑл 30 магнитлӑ ҫаврака ҫӑтса янӑ. Хирургсем унӑн хырӑмлӑхӗнчен вӗсене операци туса кӑларнӑ. Халӗ пӗчӗк пациент хӑйне чиперех туять.
«Ҫаврашка хӑй тӗллӗн тухсан лайӑх-ха. Анчах вӑл тухмасан та пултарать. Ку ачан пыршӑлӑх стенкисен хулӑнӑшӗнчен килет. Шӑпӑрлан темиҫе ҫаврашка ҫӑтса яни хӑрушӑ», - ҫапла пӗлтернӗ Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче. Ачана шӑпах унта операци тунӑ.
Асӑрханӑр: магнитлӑ пуҫватмӑшсем ачашӑн хӑрушӑ. Кунашкал тетте Раҫҫейре темиҫе ҫул каялла тухнӑ. Малтанах ӑна килӗштернӗ, анчах кайран вӑл хӑрушӑ пулнине ӑнланнӑ: ача ҫаврашкасене ҫӑтать.
Свердловск облаҫӗнче чӑваш юмахӗсем тӑрӑх лартнӑ «Иван батыр» (чӑв. Иван паттӑр) мультфильм кӑтартнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче асӑннӑ тӑрӑхра «Чувашская книга на Уральской земле» (чӑв. Урал ҫӗрӗ ҫинче чӑваш кӗнеки) акци–тифлотурне иртнӗ. Ӑна «Екатеринбург – Билимбай – Сысерть — Екатеринбург» маршрутпа йӗркеленӗ. Сысерть районӗнчи П.Г. Зуев ячӗллӗ культура ҫуртӗнче Чӑваш Ен хӑнисене вырӑнти тутарсен йӑлипе —чак-чакпа — кӗтсе илнӗ.
Куҫ начар куракансене наци литературипе тивӗҫтерес тата Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес тӗллевпе ирттернӗ турнене Чӑваш Ери Халӑхсен ассамблейин канашӗн ертӳҫин ҫумӗ, Елена Светлая ҫыравҫӑ; Куҫсӑррисен Пӗтӗм Раҫҫейри обществин пайташӗ, «Вокал» номинацире пӗтӗм ҫӗршыври тата тӗнчреи конукрссенче лауреат ятне тивӗҫнӗ Галина Никитина; Л.Н. Толстой ячӗллӗ республикӑри ятарлӑ вулавӑшӑн пай заведующийӗ Галина Афанасьева хутшӑннӑ.
Мероприятие «Иван батыр» мультфильм кӑтартнипе (тифлокомментаторӗ — Мария Белькова) вӗҫленӗ.
Раҫҫей турисчӗ канма кайсан вилнӗ. Бассейнра. Турцинчи Аланья хулинче. Инкек сӑлтавне право тытӑмӗн тӗпчевҫисем палӑртӗҫ.
Раҫҫейӗн ют ҫӗршыври пайтаҫисем вилене хамӑр ҫӗршыва епле илсе килесси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Раҫҫейӗн Анталья хулинчи тӗп консульствин пайтаҫи инкек эрнекун пулнӑ тесе пӗлтернӗ. «Эпир страхлакан компанипе тата право органӗсемпе ӗҫлетпӗр халь. Вилене Раҫҫее илсе кайма хутсем хатӗрлетпӗр», — тенӗ вӑл «Новости» Раҫҫей информаци агентствине.
Вилнӗ арҫын Сергей Жук ятлӑ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Екатеринбургри Сергей Цукрук турист тӑн ҫухатнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хурас тенӗ. Анчах арӑмӗ вӑхӑтра асӑрханӑ. Туристсене страхлакан компани арҫын пульницӑра сипленнине саплаштарма килӗшмен.
1994 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкарти Ҫемье планланмалли тата репродукци цетрӗнче ЭКО процедурине пӗрремӗш хут ирттернӗ. 1995 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ҫут тӗнчене 3480 грамм таякан хӗрача килнӗ. Ҫак хӗрача кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хӑй амӑшӗ пулса тӑнӑ. Вӑл ывӑл ҫуратнӑ.
Палӑртмалла: Президент пепкелӗх центрӗнче ЭКО мелӗпе 1994 ҫултанпа усӑ кураҫҫӗ. Ку таранччен ку мелпе 3,5 пин ытла ача кун ҫути курнӑ.
2013 ҫултанпа вара ЭКО хӗрарӑмсемшӗн тӳлевлӗ пулса тӑнӑ. Хӗрарӑмӑн гинекологран направлени илмелле ҫеҫ. Президент пепкелӗх центрӗнче «хӗрӳ лини» ӗҫлет: (8352) 58-39-94. ЭКО пирки ыйтусем пур тӑк шӑнкӑравласа пӗлме пулать.
Эндокринологсем Шупашкарта пурӑнакансене сывлӑха ҫирӗплетме чӗнеҫҫӗ. Вӗсем Скандинави мелӗпе мӗнле утмаллине вӗрентеҫҫӗ. Урок кашни юнкун 16 сехетре пуҫланать, 17 сехетре вӗҫленет.
Кунашкал урока кашниех хутшӑнма пултарать. Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗн эндокринологӗсем кун пек акцие пӗлтӗр те ирттернӗ. Кӑҫал уроксене ҫӗнӗрен пуҫарнӑ.
Тухтӑрсем Скандинави утти чӗрешӗн усӑллӑ пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӑл начарланма, япаласен ылмашӑнӑвне лайӑхлатма пулӑшать.
Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ку шӑматкун, Республикӑри кардиологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Тухтӑрсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Маларах регистратурӑна шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать: (8352) 62-00-25.
Шурӑ халатлисем ытларах чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем, артери юн пусӑмне тӗрӗслесси пирки калаҫӗҫ. Кирлӗ пулсан электрокардиографи тӗрӗслевӗ те тӑвӗҫ.
Диспансера уҫӑ алӑксен кунне каяс текенсен ҫумра паспорт, СНИЛС, полис пулмалла. Пульница ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Гладков урамӗ, 29-мӗш «А» ҫурт.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев черетлӗ канӑва кайнӑ. ЧР Конституцийӗн 76-мӗш статйинче пӑхса хӑварнине шута илсе республика пуҫлӑхӗн тивӗҫне Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин (сӑнӳкерчӗкре) пурнӑҫлӗ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен канӗ. Апла пулсан вӑл республикӑн тӗп хули 550 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисене хутшӑнасси иккӗленӳллӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер унччен нихӑҫан та ҫулла канман. Кӑҫал вӑл хӗллеччен тӑхтас темен.
Аса илтерер: Питӗрти пульницӑра сипленнӗ хыҫҫӑн Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗннӗччӗ. Ӗҫе тухиччен вӑл Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренине, иртен-ҫӳренпе калаҫнине Инстаграмра пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре 2 пин ытла ВИЧ-инфекциллӗ ҫын пурӑнать. Палӑртмалла: республикӑра ку чирпе нушаланакансен йышӗ ӳснӗ.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта 165 ҫын ВИЧ-инфекциллӗ пулнине тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, халӗ республикӑра ку чирпе аптӑракан 2368 ҫын пурӑнать. Вӗсен йышӗнче ытти регионти ҫынсем те пур.
Ку таранччен Чӑваш Енре 3095 ҫын ВИЧ-инфекциллӗ пулнине шута илнӗ. Вӗсенчен 80-шӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 228-шӗн СПИД стадине куҫнӑ. Ку чирпе нушаланакансем Шупашкарта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта ытларах.
Республикӑра, 5 хулара, кӗҫех «Тест на ВИЧ: Экспедиция» ятлӑ акци иртӗ. Тест витӗр ҫурла уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче тухма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |