Шупашкар районӗнче икӗ грузовик, ҫӑмӑл машина тата кроссовер ҫапӑннӑ. Инкеке пула пӗр водитель тата 6 ҫулти ача пульницӑна лекнӗ.
Чӑваш Ен Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ҫӗркаҫ, раштавӑн 16-мӗшӗнче, 22 сехет те 10 минутра М-7 «Атӑл» федераци трасси ҫинче, Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ.
«Hyundai Creta» рульне тытса пыракан 60 ҫулти водитель (машина Хусан енне кяканскер пулнӑ) «Мерседес Бенц Actros» йывӑр тиевлӗ машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн грузовикӑн малти урапи шӑтнӑ та вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта «Мерседес» цистернӑллӑ «КамАЗпа» ҫапӑннӑ. «КамАЗ» ҫул айккине пӑрӑнса кӗрсе кайнӑ. Унпа ҫула май пыракан «Киа Рио» автомобиль инкекрен пӑрӑнма хӑтланса ҫул хӗррине чӑмнӑ.
«Hyundai Creta» водителӗ тата 6 ҫулти пассажир пульницӑна лекнӗ.
Ҫӗршывӑн хулисенче ҫул-йӗр ҫинче пулса иртекен инкексен шутне тишкернӗ. «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» проекта хутшӑннӑ 38 хуларан 22-ӗшӗнче инкек шучӗ сахалланнӑ. Тишкерӗве Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ ҫул-йӗр инспекторӗсен статистикине тӗпе хуса хатӗрленӗ.
Инкек шучӗ 10 процентран ытларах чакнӑ хуласем саккӑр ҫеҫ. Ҫак енӗпе Дон ҫинчи Ростов хулине палӑртнӑ. Унта инкексен шучӗ икӗ ҫулта 23 процент сахалланнӑ, Пермьре — 22 процент, Калининградра — 21 процент. Сарту, Красноярск, Липецк, Барнаул тата ытти хӑш-пӗр хула та лайӑххисен шутӗнче.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке пула суранланакансен йышӗпе Шупашкар хули мала тухнӑ. Чӗмпӗр, Омск хулисенче те лару-тӑру начар. Ҫул ҫинчи инкексенче вилекенсен шучӗ юлашкинчен асӑннӑ икӗ хулара та нумайланнӑ.
Ку пӑтӑрмах паян, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пулса иртнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, усал хыпар пирки пакунлисене ирхи 10 сехет тӗлӗнче пӗлтернӗ.
Инкек Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче пулнӑ. Вӗренӳ заведенийӗнче уйрӑм заведующийӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк преподавателе (вӑл — 1989-мӗш ҫулта ҫуралнӑскер) 17-ри хӗр ҫӗҫӗпе чикнӗ. Питне тата аллине суранлатнӑ преподавателе пульницӑна илсе кайнӑ. Суран пит тарӑн пулман.
Колледжра ЧР ШӖМӗн ертӳҫисем таранах пулнӑ. Ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен подразделени ӗҫченӗсем те вырӑна ҫитнӗ. Пухнӑ материалсене РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленине ӑсатнӑ. Ӗҫе унтисем малалла тӗпчӗҫ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ та ӗнтӗ.
Шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, студентка ӑс-сывлӑхӗ хавшак тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта Русфонд ирттерекен акци пуҫланнӑ. «Пурнӑҫа ҫӑл – шӑмӑ сӑссин донорӗ пул» ятлӑскер малтан Йошкар-Олара иртнӗ. Чӑваш Енре вӑл раштавӑн 13-31-мӗшӗсенче пулӗ.
Акцие Йошкар-Олари 5 ҫулти Мария Капрановӑна пулӑшас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Вӑл чирлет, унӑн шӑмӑ сӑссине куҫарса лартмалла. Раҫҫей регистрӗнче вара кирлӗ донор ҫук.
Хальлӗхе тухтӑрсем Машӑн ашшӗне донор тӑвас шухӑшлӑ, анчах вӗсен пӗрпеклӗх 100 проценчӗпех мар.
Акцие хутшӑнакансен Инвитро лабораторире юн памалла. Е «Промедик» медицина центрӗсен сечӗсене ҫитмелле.
Ӗнер, раштавӑн 7-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнче пулса иртнӗ ҫул-йӗр ҫинчи инкекре виҫҫӗн вилнӗ. Пӑтӑрмах 18 сехет те 40 минутра пулнӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ «Киа-Риа» автомашина прицеплӑ трактор айне пырса кӗнӗ. Инкек «Нурӑс-Патӑрьел-Елчӗк» ҫул ҫинче, Елчӗк районӗнче, пулса иртнӗ.
«Киа-Рио» водителӗ ҫула май пыракан тракторпа ҫапӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина инҫӗше пӑхӑнман. «МТЗ» трактор йыӑҫ тиенӗскер пулнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина хӑвӑрт пынӑ. 22-ри водитель правана икӗ ҫул каялла илнӗ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн ӑна кӑҫал ултӑ хутчен явап тыттарнӑ. Машина водителӗ тата машинӑри икӗ пике: 8-мӗш тата 10-мӗш класра вӗренекенскерсем — вилнӗ. Тракторист урӑ пулнӑ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗн тӗлне Чӑваш Енре 782 ача пневмонипе чирленине тупса палӑртнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинченпысӑк мар.
Ачасем пневмонипе чирленине Улатӑр, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче йыллӑ палӑртнӑ.
Пневмонипе 3-6 ҫулсенчи (33,6%), 7-14 ҫулсенчи ачасем (30,8%) тата тин ҫуралнисенчен пуҫласа 2 ҫула ҫитичченхисем (29%) ытларах чирленӗ. 15-17 ҫулсенчисем аптӑрасси йышлӑ мар. Цифрӑсене процент ҫине куҫарса пӑхсан, вӑл – 6,6%.
Пневмони — ӳпкен питех те хӑрушӑ чирӗ. Унӑн паллине ҫивӗч респираторлӑ вирус чирӗпе пӗр евӗр. Вӑхӑтра сиплеме пуҫламасан амак шала каять, ҫын вилме пултарать.
Алькешри Болгарстрой урамӗнчи канализаци ҫӑлне ача кӗрсе ӳкнишӗн «Водоканал» ӗҫченне штрафланӑ.
Аса илтерер: пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑччӗ. Ҫулталӑк та 10 уйӑхри ача урама амӑшӗпе тухнӑ. Асли хыҫҫӑн утса пыраканскер канализаци ҫӑлне, 3 метр тарӑнӑшне, персе аннӑ. Ача хытах суранланман-ха. Пульницӑра тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле янӑ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем яваплине шырама пикеннӗ. Канализаци ҫӑлне хупманшӑн «Водоканал» предприятин ӗҫченӗ айӑплине палӑртнӑ.
Уҫӑ ҫӑла ҫын ӳкесрен карта тытса хупламалла пулнӑ тесе арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланманнине, йӑнӑша йышӑннине, ачана сӑтӑр кӳнине саплаштарнине шута илсе суд ӑна 7 пин тенкӗ штрафланипе ҫырлахнӑ, пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пневмонипе чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. ОРВИпе аптӑракан та чылай. Ку эрнере ку чирпе нушаланакан 5600 тӗслӗхе шута илнӗ. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, 20 процент ытларах. 100 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, вӗсенчен ытларахӑшӗ – ачасем.
Пульницӑна пневмонипе чирлекенсем те нумаййӑн пыраҫҫӗ. Ку чирпе аптӑракансен йышӗ ытти ҫулсенчен 1,4 хут нумайрах. Чӳк уйӑхӗнче 600 ҫынна «пневмони» диагноз лартнӑ. Ытларахӑшӗ – аслӑ ӳсӗмрисем.
ОРВИпе чирлекенсен йышӗ нумайланнине кура республикӑри тӑватӑ шкулти (Шупашкарти – 1, Ҫӗнӗ Шупашкарти 3 шкул пирки сӑмах) тӑватӑ класра карантин пулнине палӑртнӑ.
Иртнӗ эрнере васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе 6,3 пин шӑнкӑрав ҫитнӗ. Вӗсенчен 600-шӗ – вирус инфекцийӗ ернӗ пациентсем патне. Васкавлӑ медпулӑшун Call-центр специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк температура пулнипе шӑнкӑравлани васкавлисен йышне кӗмест. Ҫын пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар тӑк вӗсем информацие поликлиникӑна параҫҫӗ, каярахпа дежурнӑй тухтӑр ҫитет.
Ҫанталӑк сивӗтнӗ май ҫынсем ытларах шӑнса пӑсӑлаҫҫӗ, вирус инфекцийӗ ҫаклатаҫҫӗ, ҫавна май васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравлакан нумайланать. Тухтӑрсем сывлӑх йывӑрах мар тӑк васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравламалла маррине асӑрхаттараҫҫӗ, ун пек пациентсене участковӑй тутӑр пӑхса тӑрать. «03» бригада килсе пациентӑн сывлӑхне пур-пӗрех лайӑхлатаяс ҫук: питех йывӑр пулсан стационара илсе ҫитерме ҫеҫ пулӑшаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑсенче тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ. Республика влаҫӗ ҫакна татса памалли меслет тупнӑ: медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, спутник-хулари пӗр пульницӑна ӗҫе вырнаҫнӑ специалистсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ.
«Пӗрремӗш звенори ҫамрӑк специалистсене ҫулталӑкри ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн 200 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗр хутчен 500 пин тенкӗ тӳлӗ тата пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерӗ», - ҫапла пӗлтернӗ медицина центрӗн пресс-служби.
Палӑртса хӑвармалла: республикӑра «Ял тухтӑрӗ» патшалӑх программи те ӗҫлет. Унпа килӗшӳллӗн, ялсенчи, район центрӗсенчи пульницӑсене ӗҫе вырнаҫнӑ тухтӑрсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |