Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлӑх

Пӑтӑрмахсем

Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх тесе калаҫҫӗ. Ҫамрӑксен юн вӗри те, вӗсенчен хӑшӗсем нимрен те хӑрама пӗлмеҫҫӗ, хӑйсене кирлӗ-кирлӗ мар чухне шухӑ тытма юратаҫҫӗ.

Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ хӑйӗн водитель прави ҫуккине пӑхмасӑрах «Жигули» рулӗ умне кӗрсе ларнӑ. Пӗччен пуҫтахлансан юрӗччӗ, пӗрле тусӗ те пулнӑ.

Ҫул пӑрӑнчӑкӗсенчен пӗринче машинӑна ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем чарма тӑнӑ. Ҫавна сиссен руль умӗнчи каччӑ малалла «шӑлтарнӑ». Тепӗр ҫул пӑрӑнчӑкӗнче вӑл «Приора» машинӑна пырса ҫапӑннӑ.

Инкекре 21-ри каччӑ кӑшт кӑна суранланнӑ. «Приорӑн» 23-ри водителӗ аванах аманнӑ, «Жигулинчи» 18 ҫулти пассажир вара вилмеллех шар курнӑ. Ҫапла вара пуҫтахлӑх ҫын вилӗмӗпе вӗҫленнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Йытта тӑватӑ ураллӑ тус тесе усракансенчен хӑшӗсем ҫак чӗрчуна ҫынран та ытларах юратаҫҫӗ-ши?

Ҫӗркаҫ, тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫре пурӑнакан Андрей Максимов ятлӑ ҫамрӑка йытӑ тапӑннӑ.

Каччӑ Первомайски урампа пынӑ. «Гавань» лавкка тӗлне ҫитсен вӑл йытӑпа утакан арҫынна тӗл пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра каччӑ ҫине овчарка сикме пуҫланӑ. Кӗҫех ҫыртса та илнӗ. Йытӑ хуҫи ним те тӑвайман. Сӑмсалӑх тӑхӑнтартмалла тенине вӑл хӑлхана чикмен. Шар курнӑ каччӑ ҫырнӑ тӑрӑх, арҫын Советски урамӗнчи 65-мӗш ҫуртра пурӑнать. Вӑл унӑн ятне те пӗлет.

Поста сӳтсе явма хутшӑннисенчен пӗри йытӑ хуҫин хушаматнех асӑннӑ. Каччӑна тухтӑр патне кайса урнӑ чиртен укол тутарма тата йӗрке хуралҫисене заявлени ҫырса пама сӗнекенсем те тупӑннӑ. Хӑшӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫавӑн йышши унчченхи пӑтӑрмах пирки полицейскисене пӗлтернӗ, анчах усси пулман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-35906750_128309
 

Сывлӑх
kp.ru сайтри сӑн
kp.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 10 сехет те 15 минутра Шупашкарти пӗр урамра ватӑ хӗрарӑм тӑнне ҫухатнӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен курнӑ та тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анестезиологи тата реанимаци бригади вырӑна 5 минутранах ҫитнӗ.

Хӗрарӑма медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ, анчах ҫул ҫинче вӑл сывлама пӑрахнӑ. Сергей Кузнецов тухтӑр унӑн клиника вилӗмӗ пулнине палӑртнӑ. Реаниматологсем пӗр тӑхтамасӑр пациента пулӑшма пуҫланӑ.

Ватӑ хӗрарамӑн ӳпкине искуственнӑй майпа сывлаттарнӑ, чӗрине массаж тунӑ, юн тымарӗнчен эмелсем янӑ. Телее, тухтӑрсем ватӑ хӗрарӑмӑн чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑрать-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60219
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Елчӗк районӗнче харӑсах икӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ку савӑнӑҫ Вырӑскасси тата Таяпа Энтри ялӗсенче пурӑнакансем патне ҫитнӗ.

Нумаях пулмасть Комсомольски районӗнчи Хирти Ӗнел ялӗнче те ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ. Унта Хирти Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакансем те сывлӑхне тӗрӗслеттерме ҫӳрӗҫ. ФАП фельдшерӗ 430 ытла ҫынна пӑхса тӑрӗ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӑлӑртнӑ тӑрӑх, подряд организацийӗсем ӗҫе пахалӑхлӑ тата вӑхӑтра тунӑ. Ҫӗнӗ ФАПсенче сывлӑха тӗрӗслеттермешкӗн условисем ҫителӗклӗ.

 

Сывлӑх

Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви эрех ӗҫнине пула вилекенсен йышӗ сахалланнине ӗнентерет.

Специалистсем 2010 ҫулхипе танлаштарнӑ. Эрех ӗҫнине пула тӗрлӗ чире кайса пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ 2010 ҫултинчен 30 процент чакнӑ. 2018 ҫулта кун пеккисем 100 пин ҫын пуҫне вилнин хисепӗ 33,2-пе танлашнӑ. Цифрӑсене Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ведомство цифрисене «РИА Новости» информаци агентстви илсе кӑтартнӑ.

Эрех ӗҫнипе чире кайса вилнисен хисепӗ 2016 ҫултанпа 13,5 процент чакнӑ.

Тулаш сӑлтава пула пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ те чакнине ӗнентереҫҫӗ. 2010 ҫултанпа ку хисеп 35 процент пӗчӗкленнӗ.

Маларах Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви алкоголизма пула чи йышлӑ чирлекен регионсене палӑртнӑ. Ун пек ҫынсем пӗлтӗр Чукотка автономи округӗнче йышлӑ пулнӑ.

 

Сывлӑх

Паян, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енри онколог «Россия 24» (чӑв. Раҫҫей 24) телеканал эфирӗнче хӑнара пулӗ.

Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, телекӑларӑма ведомствӑн штатра тӑман онкологне, Республикӑн онкологи диспансерӗн кӑкӑр шыҫҫин пайӗн заведующине Сергей Агафонкина йыхравланӑ.

Хӑна «Вести. Интервью» (чӑв. Хыпарсем. Интервью) кӑларӑмра усал шыҫӑ пирки каласа кӑтартӗ. Сергей Агафонкинпа Татьяна Иванова тележурналист кӑкӑр ракӗнчен сыхланмалли профилактика мелӗсем тата ҫав тӗллевпе туса ирттермелли мероприятисем ҫинчен калаҫӗ. Интервьюна Кӑкӑр ракӗпе кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери куна халалланӑ.

Онколога телеэфира чӗннӗ кӑларӑм 21 сехетре пуҫланӗ.

 

Сывлӑх
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн

Уильям Кэлин, Грэг Семенца американсем тата Аслӑ Британири Питер Рэтклифф кӑҫал Нобель премине тивӗҫнӗ. Вӗсем Чӑваш Енри тӗп халӑхӑн ӑруран ӑрӑва куҫакан чирне тӗпченӗ. Ӑсчахсем клеткӑсем юнри кислород шайне мӗнле витӗм кӳнине тӗпченӗ.

Вӗсене ҫак ӗҫе туса ирттерме чӑвашсен полицитемийӗ (кӗлетке ытлашши нумай хӗрлӗ юн клеткисем кӑларни) пулӑшнӑ. Кунашкал чир чӑвашсен, марисен тата удмуртсен ҫеҫ тӗл пулать. Полицитемие пула ҫынсен час-часах тромбоз пулать, ҫамрӑк чухнех ишеми, геморраги инсульчӗ аталанаҫҫӗ.

Ку чире иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Лидия Полякова гематолог тупса палӑртнӑ. 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вара ӑсчахсем ҫакӑ VHL ген мутацине пула пулнине палӑртнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
https://www.m24.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
https://www.m24.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Мускав облаҫӗнчи Химки хулинче икӗ ҫамрӑк арҫын виллине тупнӑ. Ҫапла пӗлтернӗ Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Мускав облаҫӗнчи управленийӗ. «РЕН ТВ» телеканал арҫынсем «Россия» (чӑв. Раҫҫей) авиакомпанире бортпроводникра ӗҫленӗ.

Инкек юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулнӑ. Стюардсем Химки хулинчи Герман Титов урамӗнчи тара илнӗ хваттерте пурӑннӑ. Ҫиелтен пӑхсан вӗсенп такам вӗлернӗ тесе калама сӑлтав тупӑнман.

Арҫынсем 27-ре тата 29-та пулнӑ. Вӗсен виллине тупнӑ ҫӗре стюардсем 12 сехет каяллах куҫ хупни палӑрнӑ.

Хваттерте ҫӑнӑх евӗр шурӑ япала тупнӑ. Тӗпчевҫӗсем ӑна тӗрӗслеме янӑ.

Ҫамрӑк стюардсем вилнин сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем пуҫарнипе специалистсем судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ.

 

Республикӑра
Zen.yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Zen.yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Вакансисен ярмӑркки» иртнӗ. Унти 1-мӗш тата 2-мӗш ҫул вӗренекен ординаторсемпе Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан пульницӑсенче ӗҫлекенсем курнӑҫнӑ. Тӗлпулӑва ЧПУ ректорӗ Андрей Александров, медицина факультечӗн деканӗ Валентина Диомидова, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин кадрсемпе тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Анастасия Борисова хутшӑннӑ.

Ярмӑрккӑна аккредитациленӗ хатӗр специалистсене — участокри терапевтсене тата педиатрсене — ӗҫе йыхравлас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Тӗлпулӑва Тӗп клиника центрӗн, Хулари иккӗмӗш пульница, Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин, Хулари 1-мӗш клиника пульницин, Хулари ача-пӑча клиника пульницин, Республикӑри инкексен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӑн центрӗн, Етӗрнери тӗп район пульницин, Республикӑри кардиологи диспансерӗн тӗп врачӗсем пынӑ.

Сӑмах май каласан, «Земство тухтӑрӗ» программӑпа 451 врач яла ӗҫлеме кайнӑ.

 

Сывлӑх
nur.kz сайтри сӑн
nur.kz сайтри сӑн

Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр каччӑна сӑпса сӑхнӑ. Хайхискерӗн ҫакна пула анафилактика шокӗ пулнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшӑвӑн служби пӗлтерет.

Ҫак каччӑ сӑпса сӑхни пирки ытти ҫынна каланӑ. Кайран вӑл тӑнсӑр кайса ӳкнӗ. Тӑванӗсем часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем яла 13 минутран ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑталла каччӑ мӗн пулса иртнине япӑх ӑнланнӑ.

Тухтӑр унӑн анафилактика шокӗ пулнине палӑртнӑ. Анестезистсем венӑран эмел ямашкӑн катетер лартнӑ. Пациента машинӑна хурса пульницӑна кайнӑ.

Юрать, васкавлӑ медпулӑшу вӑхӑтра ҫитнӗ, ку каччӑн пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60077
 

Страницӑсем: 1 ... 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, [153], 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, 163, ... 234
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 10

1931
94
Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та