Елчӗк районӗн прокуратури вӗренӳ учрежденийӗсене тӗрӗсленӗ. Хӑш-пӗр вӗрентекен грипран прививка туманни ҫиеле тухнӑ. Прокуратура ку ҫитменлӗхе ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, вӗренӳ учрежденийӗнче ӗҫлекен ҫынсен грипран вакцинаци тумалла. Анчах Елчӗк районӗнчи хӑш-пӗр вӗрентекен ҫакна пурнӑҫламан, хирӗҫленӗ.
Ку йӗркене районти 15 шкулта пӑснӑ. Шкулсен ертӳҫисене йӗркене пӑснине ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ. Кун хыҫҫӑн 60 ҫынна явап тыттарнӑ. 2 ҫын вара прививка тума килӗшмен, ҫавӑнпа ӗҫрен хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ.
Пӗчӗк Лиза Петрова йывӑр чирӗпе 10 уйӑх ытла кӗрешет. Вӑл чылай сипленнӗ, темиҫе операци тӳссе ирттернӗ. Анчах лару-тӑру лайӑх еннех улшӑнман-ха.
Лизӑн урине татас мар тесе тухтӑрсем операци тунӑ. Анчах нумаях пулмасть вӗсем хӑраххине татма тивесси пирки каланӑ. Метастаза ӳпкине те ҫитнӗ.
Халӗ Лиза Тутарстанри пульницӑра выртать. Хӗрача ыратнипе питӗ вӑйлӑ аптӑрать, ӑна яланах эмел параҫҫӗ. Умӗнхи операци ӑнӑҫлах иртмен – уринче усал шыҫӑ юлнӑ. Ҫавӑнпа амӑшӗ ирӗк парсан ҫитес эрнере урине тама палӑртаҫҫӗ. Анчах ҫывӑх ҫыннисем парӑнасшӑн мар – Мускава ҫитесшӗн.
Ҫемьере Лизӑсӑр пуҫне тепӗр 5 ача. Хаклӑ эмел туянмашкӑн вӗсен укҫа ҫук. Халӗ Лизӑна пулӑшу кирлӗ.
РФ Сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова ҫӗршывӑн вунӑ регионӗнче ВИЧ-инфекци пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлнине пӗлтернӗ.
Роспотребнадзор тытӑмӗнчи федерацин СПИДпа кӗрешекен ӑслӑлӑхпа методика центрӗн ӗҫченӗ Наталья Ладная «Коммерсант» кӑларӑма пӗлтернӗ тӑрӑх, Самар, Свердловск, Кемӗр, Иваново, Иркутск, Тӗмен, Ленинград, Челябинск, Оренбург облаҫӗсем тата Пермь крайӗ яланхиллех ку енпе малта. Унтан та ытларах — списока ҫирӗм регион таран кӗртме пулать. Ун йышшисен шутне Ази ҫӗршывӗсенчен наркотик килекен субъектсем кӗреҫҫӗ.
ВИЧ-инфекци наркотикпа айкашнӑ чух та, гетеросексуаллӑ ҫыхӑну вӑхӑтӗнче те пӗр пек вӑйлӑ сарӑлать иккен. Ҫакна сывлӑх сыхлав специалисчӗсем кӑҫалхи кӑтартусем тӑрӑх пӗтемлетнӗ.
Чӑваш Енре ВИЧ-инфекципе кӗрешекен комисси йӗркелесшӗн. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ЧР Министрсен Кабинетне ҫак комиссие йӗркелемелли проекта пӑхса тухма сӗннӗ.
Мӗн енӗпе ӗҫлӗ ку комисси? ВИЧ-инфекцие сарӑлма парас мар енӗпе ирттерекен мероприятисене йӗркелӗҫ.
Сӑмах май, Чӑваш Республикинче ВИЧ-инфекципе чирлесси, Раҫҫейрипе тата Атӑлҫи федераци округӗпе танлаштарсан, 4 хут пӗчӗкрех. Пирӗн республикӑра ку инфекци 1744 ҫыннӑн пур. Ку таранччен пӗтӗмпе 2207 ҫын ВИЧ-инфекципе чирлине тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен 518-шӗ вилнӗ.
Чӑваш Енӗн Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине Красноармейскинчи район пульниципе пӗрлештересшӗн. Ӗнер ку ыйтупа районта халӑха пухса калаҫнӑ.
«Красноармейски районӗнчи ҫынсене медицина пулӑшӑвӗ кӳрессине лайӑхлатас тесе эпир ҫакӑн пек йышӑнатпӑр. Кунти пульницӑна сыхласа хӑварасшӑн, сиплев учрежденийӗн пухӑнса кайнӑ парӑмне татасшӑн», — ӗнентернӗ министр районтисене. Красноармейски тухтӑрӗсем Васкавлӑ пулӑшу пульницинчи хальхи вӑхӑтри технологисемпе усӑ курма пултарнине те палӑртнӑ вӑл. Ансӑр спецалистсем вара района ҫитсех ҫынсене консультаци пулӑшӑвӗ кӳрӗҫ. Фельдшерпа акушер пункчӗсем, ҫемье врачӗн офисӗсем малтанхиллех ӗҫлӗҫ.
Икӗ пульницӑна пӗрлештерессине Алла Самойлова министр халӑх ырлӑхӗшӗн тӑрӑшнипе сӑлтавланӑ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра фанфурик сутма чарассипе ҫанӑ тавӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр аптека меморандум алӑ пусса спиртлӑ настойкӑсене сутма пӑрахнӑ. Анчах фанфурикпа сутӑ тӑвакансем ҫук мар-ха.
Шупашкарта «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унта шӑнкӑравласа фанфуриксем сутни пирки пӗлтерме пулать.
Линие Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе хута янӑ. Ҫынсен спирт настойкисене сутнине курсанах чиновниксем патне шӑнкӑравласа пӗлтерме май пур.
Саккуна пӑснине пӗлсенех 23-50-57 е 23-50-58 номерсемпе шӑнкӑравламалла. Специалистсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен ӗҫлеҫҫӗ. Е электронлӑ почтӑна ҫыру янӑ: torg@gcheb.cap.ru.
Халӑх фрончӗн эксперчӗсем Раҫҫейри васкавлӑ медпулӑшу машинисем мӗнле лару-тӑрура пулнине тишкернӗ. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, 1\3 пайӗ наци стандарчӗпе килӗшсе тӑмасть.
Наци стандартӗнче конструкци, машинӑсене медицина хатӗр-хӗтӗрӗпе тивӗҫтерес требованисене палӑртнӑ. Чӑваш Енре ку енӗпе васкавлӑ медпулӑшусен 15 проценчӗ килӗшсе тӑмасть.
Ҫакӑ савӑнтарать: кӑҫал пирӗн республикӑна вӗр ҫӗнӗ 13 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Тепӗр улттӑшӗ ҫулталӑк вӗҫлениччен килмелле. «03» автопарка тӗпрен ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫурринче ҫӗнетесшӗн.
Ку енӗпе чи япӑх лару-тӑру — Чукотка автономи округӗнче. Унта машинӑсен 80 проценчӗ стандартпа килӗшсе тӑмасть. Раҫҫейри 26 регионта ҫеҫ васкавлӑ медпулӑшу автопаркӗ ГОСТпа 100 проценчӗпех килӗшсе тӑрать.
Паллӑ политик Владимир Жириновский Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем ташланине ырланӑ. Кун пирки ldpr.tv портал пӗлтерет.
Владимир Вольфович РФ Патшалӑх Думинче журналистсем умӗнче тухса калаҫнӑ. Хӑйӗн калаҫӑвӗнче вӑл Кӳкеҫри тухтӑрсем флешмоб ирттерни пирки сӑмах хускатнӑ.
— Манӑн шухӑшпа, ку тӗрӗс. Ташша пропагандӑламалла, ҫынсем ан ывӑнччӑр, хускану пултӑр, — тенӗ политик. Жириновский Совет Союзӗнче пурӑннӑ ҫынсем кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче производство гимнастикине туни пирки аса илнӗ.
Чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ачасен экс-хӳтӗлевҫи, унччен тата маларах Шупашкар районти пульницӑн экс-тӗп тухтӑрӗ сайра тӗл пулакан ушкӑнри юн кирлӗ ҫынна пулӑшма килӗшнӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗнче социаллӑ политика, наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ырӑ кӑмӑлӗ пирки парламентӑн сайтӗнче хыпарланӑ. Вячеслав Рафинов — нумай ҫул тухтӑрта ӗҫленӗ ҫын. Специальноҫпа вӑл — анестизиолог.
Депутат пулӑшнӑ ҫын Шупашкар хула администрацийӗнче МИХсемпе тата ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхне Александр Жукова юн кирлине маларах тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗччӗ. Хӗрӗх урлӑ тӳре-шарана пӗрремӗш ушкӑнри ҫуклӑ резуслӑ юн кирлӗ, ырӑ кӑмӑллисене пулӑшма ыйтатпӑр тесе ҫырнӑччӗ.
Шупашкар районӗнчи Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем утса сывлӑха ҫирӗплетесшӗн. Скадинави утти текен меслетпе вӗсем паян пурте пӗрле пулса уҫӑлма тухнӑ. Икӗ алла пӗрер туя тытни организмри мӗнпур мышцине ӗҫлеттерет тенӗрен мучи-кинемисем хулӑ касса тунӑ патаксем ҫине таянса асфальт ҫулпа утса ҫаврӑннӑ.
«Утса ҫӳресен чӗре те лайӑхрах ӗҫлет, юн та лайӑхрах чупать, апат та лайӑхрах анать», — теҫҫӗ Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн Шорккари уйрӑмӗнче канлӗх тупнӑ ватӑсем. Уҫа сывлӑша кинеми-мучисене ваттисен ҫурчӗн ӗҫченӗсем эрнере 3—4 хутчен илсе тухаҫҫӗ. Пӗччен ларса юласран урапапа ҫӳрекен сусӑр та ыттисемпе пӗрле уҫӑлма хаваспах тухать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |