Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче иртен-ҫӳрен куҫӗ умӗнчех хӗрарӑм персе аннӑ. Вӑл 10-мӗш хутран ӳкнӗ. Ҫынсем часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Николай Макеев тухтӑрпа Кирилл Мясников медбрат хӗрарӑма ыратнине ирттерекен укол тунӑ. Унӑн аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ, шалти органӗсем сиенленнӗ. Шурӑ халатлисем ӑна медпулӑшу машини ҫине асӑрханса йӑтса хунӑ. Пульницӑна ҫитиччен вӗсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, комӑна кӗрсе ӳкме паман. Ҫапла хӗрарӑмӑн ҫак кун иккӗмӗш ҫуралнӑ кунӗ пулса тӑнӑ.
Иртнӗ канмалли кунсенче республикӑра 9 ҫын пиҫсе кайнӑ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви.
2 ҫулти ача кран уҫса вӗри шывпа пиҫсе кайнӑ. Тепӗр икӗ шӑпӑрлан ҫине вӗри чей тӑкӑнса кайнӑ.
Пӗр арҫын газ ҫутма тӑнӑ та конфорка сирпӗннӗ. Унӑн ӳчӗн 66 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Кӳршисем часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах арҫыннӑн сывлӑхӗ йывӑр пулнине кура ӑна тухтӑрсене хирӗҫ хӑйсен машинипе илсе кайнӑ.
Мунча хутнӑ чухне бензин сапса пиҫсе каякан та пулнӑ. Тепӗр ҫын вара перчетке тӑхӑнмасӑр наркӑмӑшлӑ пултӑран ҫулнӑ.
Тухтӑрсем пӗтӗм пациента медпулӑшу панӑ. Шар курнисем пульницӑра сипленеҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине амӑшӗпе хӗрӗ ҫитнӗ. 8-ти хӗрачан хырӑмӗ ыратнӑ, ҫав тӗлте вӑл хытӑ япала пуррине асӑрханӑ. Ачан апат та ҫиес килмен.
Тухтӑрскм УЗИ тунӑ. Вӗсем хырӑмлӑхра темӗнле япала пуррине курнӑ. Вӑл хырӑмлӑх пысӑкӑшех пулнӑ. Ку -трихобезоар, ҫак органра ирӗлмен япаласем. Ҫак тӗслӗхре - ҫӳҫ.
Тухтӑрсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку чир хӗрачасен хушшинче тӗл пулать, вӗсем хӑйсем сисмесӗрех ҫӳҫ вӗҫне ҫыртаҫҫӗ.
Тухтӑрсем ачара операци тума янӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрне шӑнкӑрав ҫитнӗ: Етӗрне районӗнче утарҫа пыл хурчӗсем тапӑннӑ.
Хайхи арҫын вӗсене вӗллене пуҫтарма шутланӑ. Анчах ятарлӑ тeм мар, футболкӑпа шорты тӑхӑннӑ. Пыл хурчӗсене темӗн килӗшмен - вӗсем хуҫине тапӑннӑ.
Вырӑна ҫитнӗ тухтӑрсем утарҫа тӳрех аллергирен укол тунӑ. Кайран пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын бетон карта ҫинчен Атӑла сикнӗ. Арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнче пӗр арҫын бетон карта ҫинчен Атӑла сикнӗ. Пӗлнӗ-пӗлмен тата пули-пулми вырӑнта шыва сикмелле марри пирки шухӑшламан ҫав этем шывран тухайманине кура ҫынсем ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ.
Республикӑн шыравпа ҫалав службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑлавҫӑсем арҫын патне кимӗпе пырса ӑна шывран туртса кӑларнӑ, унтан васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ.
Республикӑри онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрне следовательсем тытса чарнӑ.
Мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха вӑл? Следстви шухӑшӗпе, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче вӑл 0,25 ставкӑпа онкологра ӗҫлеме ирӗк илнӗ, килӗшӳ алӑ пуснӑ. Анчах хайхискер ҫак тухтӑр тивӗҫӗсене пурнӑҫламан, ӗҫтешӗсене табеле суя даннӑйсем кӗртме ыйтнӑ. Ҫапла ҫу уйӑхӗччен вӑл ку должноҫшӗн 249 пин тенкӗ ытла илнӗ.
Тӗп тухтӑр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна следовательсем малалла тишкереҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарта кӳршисем сисчӗвленме тытӑннӑ: кинемей ахаль чухне уҫӑлма тухкаланӑ, ҫав кун вара курӑнман. Хайхискерсем ун патне кайса пӑхма шутланӑ.
Алӑка уҫнӑ та кинемей урайӗнче тӑнсӑр выртнине курнӑ. Вӗсем ҫийӗнчех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Тухтӑрсем вырӑна ҫитсен кинемей кӑшӑлвируспа чирлесе ирттернӗ хыҫҫӑн юлнӑ чир-чӗре пула тӑнне ҫухатнине палӑртнӑ. Екатерина Барышова тата Алишер Юлдашев 72 ҫулти хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗшӗн икӗ сехет кӗршнӗ. Телее, вӗсем ӑна ҫӑлма пултарнӑ.
Халӗ ватӑ пациентка пульницӑра выртать. Унӑн сывлӑхӗ йӗркеленнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗр кӗпер ҫинчен ӳкнӗ те... Тавах Турра, чӗрӗ юлнӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах паян 10 сехет те 55 минутра пулнӑ. Хӗр ҫыран хӗрринчи алӑк хапрӑкӗ патӗнчи кӗпертен ӳкнӗ.
Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем часах ҫитнӗ. Хӗре пульницӑна илсе кайнӑ. Шурӑ халатлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн сывлӑхӗ йывӑр.
Шупашкарти 82 ҫулти арҫын кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратнине каҫхинех туйнӑ-ха. Анчах васкавлӑ медпулӑшӑва ирхи 5 сехетре ҫеҫ чӗннӗ. Ун чухне вӑйлах ыратма пуҫланӑ, сивӗ тар тапса тухнӑ. Унӑн инфаркт пулнӑ иккен. Кун пирки Катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет.
Вӑхӑта нумай ҫухатнӑран арҫыннӑн клиника вилӗмӗ пулнӑ. Екатерина Семенова тухтӑр тата Валерий Ильинпа Евгений Ферапонтов медбратсем ӑна реанимаци тунӑ. Телее, ватӑ арҫын клиника вилемӗнчен тухнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна васкавлӑ медпулӑшупа больницӑна илсе кайнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти хӗрарӑм хырӑмӗ касса ыратма пуҫласан васкавлӑ медпалӑшу чӗнмен. Вӑл виҫҫӗмӗш ачине кӗтнӗ те, ку суя паллӑ пулаяссине чухланӑ.
Анчах хырӑмӗ ыратма чарӑнман. Пушшех те, тата вӑйлӑрах ыратма пуҫланӑ. Вара тин вӑл тухтӑрсене чӗнме шутланӑ.
Медпулӑшу машинипе Шупашкарти президент пепкелӗх центрне кайнӑ чухне ҫул ҫинче хайхискер ҫуратма пуҫланӑ. Темиҫе минутран Людмила Жижайкина тата Евгений Козлов фельдшерсем алӑра сывӑ арҫын ачана тытнӑ. Ҫапла пепке Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗнче ҫуралнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |