Чӑваш Енре хӗрарӑмсен хоккейне аталантарасшӑн. Ҫакӑн пирки республикӑн спорт министрӗ Василий Петров тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков хӗрарӑмсен пӗртен-пӗр хоккей командипе (вӑл «Чебоксарские амазонки» ятлӑ) тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Министр Анатолий Аксакова республикӑра спорта аталантарма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. Шупашкарти «Атӑл» стадиона юсасси шӑпах вӑл пулӑшнипе пуҫланнӑ. Уйӑх каялла тренерсемпе тӗл пулсан вӗсен шалӑвне ӳстермелли пирки сӑмах хускатнӑ. Ку ыйтупа депутат халӗ федераци шайӗнче ӗҫлет.
Хӗрарӑмсен хоккей команди вара депутата Челепир хулинчи ӑмӑртӑва хутшӑнма спорт тумӗ туянма пулӑшма ыйтнӑ. Парламентари хирӗҫлемен – туянса панӑ.
Хӗрарӑмсен хоккей командине (дружина капитанӗ – Евгения Фомина) 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йӗркеленӗ. Йышра паян 25 спортсмен.
Василий Петров министр республикӑри хоккей шкулӗн директорне Олег Салтыкова Хоккей федерацийӗн регионти ертӳҫине Алексей Протаповича хӗрарӑмсен хоккейне аталантарассипе программа хатӗрлеме хушнӑ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче нарӑс уйӑхӗн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 15 сехетре республикӑри паллӑ литература критикӗпе, публицистпа, филологи ӑслӑлӑхсен кандидачӗпе Атнер Хусанкайпа тӗлпулу иртӗ.
Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, калаҫӑва библиотекӑн 150 ҫулхи юбилейне халалланӑ. Мероприятие йӗркелекенӗсем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн студенчӗсем Татьяна Андреевӑпа Ираида Иванова.
Атнер Петрович кӗнеке пурнӑҫра мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен каласа кӑтартӗ, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗпе ҫеҫ мар, ҫӗршыври тата тӗнчери вулавӑшсемпе ҫыхӑннӑ аса илӳсемпе паллаштарӗ.
Калаҫупа Наци вулавӑшӗн Ютубри каналӗнче паллашма май килӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков ӗҫлӗ визитпа пулнӑ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Тихоновпа, поселокри хастарсемпе тата вырӑнти депутатсемпе тӗл пулнӑ.
Енсем муниципалитетри ҫивӗч ыйтусене тишкернӗ. Сӑмахран, ҫул-йӗр тӑвассине. Республика пӗлтерӗшлӗ икӗ ҫула (Мӑн Явӑш енне каяканнине тата «Нурӑс – Шӑхасан») тӗплӗн юсамалла. Вӑрнар поселокӗнчи ҫулсене те япӑхнӑ. Хальхи вӑхӑтра вырӑнтисем Советски Ашмаров, Жорж Илюкин, Пионерски, Комсомольски, Матросов урамӗсене юсамалла документсем хатӗрлеҫҫӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама 90 миллион тенкӗ таран кирлӗ. Пурнӑҫлама палӑртса хунӑ ытти ӗҫ те самай.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑн Правительство ҫуртӗнче Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗн директорӗпе Евгений Дмитриевпа тӗлпулнӑ. Унта Раҫҫейри паллӑ архитектор, Чӑваш Енре ҫуралнӑ Петр Егоров ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине уявласа ирттермелли мероприятисене сӳтсе явнӑ.
Питӗрти урамсенчен пӗрне, сӑмах май, ентешӗмӗр ятне партарасшӑн. Республика Элтеперӗ Олег Николаев хула кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов патне ҫыру янӑ. Ӑна Топоним комиссийӗнче пӑхса тухмалла.
Зодчи ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалласа 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарти савӑнӑҫлӑ мероприяти иртмелле. Ҫавӑн пекех кӗнеке пичетленмелле. «Петр Егоров. Наш современник» кӑларӑма хатӗрлессипе халӗ Мускаври, Питӗрти, Эстонири, Шупашкарти ӑсчахсем ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш наци музейӗнче курав уҫӑлӗ.
Шупашкар хулинче Урамри баскетболӑн пӗтӗм тӗнче шайӗнчи центр тӑвасшӑн. Ӑна кредит учрежденийӗсенчен пӗрин, «Промсвязьбанкӑн», «ПСБ – детям» (чӑв. ПСБ – ачасем валли) Пӗтӗм Раҫҫейри спорт проекчӗпе килӗшӳллӗн тума хатӗр.
Нумаях пулмасть республикӑн Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев Элтепер тата РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков «Промсвязьбанк» председателӗпе Петр Фрадковпа тӗл пулнӑ.
Кредит учрежденийӗ республикӑри инвестици проекчӗсене укҫа хывма хатӗррине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека парасси пирки те шухӑшласа пӑхма хатӗр.
Паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫипе Валерий Павловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Енсем тӗплӗ калаҫу вӑхӑтӗнче ял хуҫалӑх таварӗсене халӑх патне илсе ҫитерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем тавра канашланӑ.
Предприяти хӑйӗн продукцине ҫак ятсемпе: анлӑ кӑларать: «Vкусная линия», «Чувашский сувенир, «Сетнер», «Сарпике», «Юлташ», «Хуняма» тата «Родная малиновка».
Пирӗн республикӑра райпо лавккисем пин ытла. Кунсӑр пуҫне обществӑлла апатлану предприятийӗсем сахал мар.
Чӑваш Ен Правительстви Чӑвашпотребсоюза шкулсенче ачасене апатлантарма таварпа тивӗҫтерме сӗннӗ.
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тата Туркменистанӑн генеральнӑй консулӗ Атадурды Байрамов тӗл пулнӑ. Вӗсем суту-илӳпе экономика пӗрлӗхне аталантарас, ҫавӑн пекех вӗренӳ сферинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Олег Николаев цифрӑсем хальлӗхе пысӑках мар пулин те пур-пӗрех динамика ырӑ енне куҫса пырать, ӳсӗм вара тӳрех темиҫе енпе палӑрать тенӗ.
Генеральнӑй консул Раҫҫейри рынок Туркменистаншӑн ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт прокурорӗпе Дмитрий Коношевпа тӗл пулнӑ.
Олег Николаев Шупашкарти аэропорта реконструкцилес ӗҫе пуҫӑннине пӗлтернӗ. Планпа килӗшӳллӗн строительство ӗҫне ҫитес ҫул вӗҫлеме тӗллев лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра проектпа смета документацине экспертиза кӑларассипе тӑрӑшаҫҫӗ.
Палӑртни пурнӑҫлансан аэропортран самолетсем ытларах вӗҫме тытӑнӗҫ.
Шыв ҫийӗн ҫӳремелли транспорт пирки те чарӑнса тӑнӑ. «Валдай-45Р» карап туянсан «Шупашкар – Хусан» тата «Шупашкар – Чулхула» маршрутсем уҫас ӗмӗтлӗ.
Чӑваш Енре Фермерсен шкулӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Россельхозбанкӑн» правлени председателӗпе Борис Листовойпа тӗл пулсан калаҫнӑ.
Икӗ ен Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче Фермерсен шкулне уҫма калаҫса татӑлнӑ. Ку – банкӑн вӗренӳ проекчӗ. Мӗн тӗллевпе ӗҫлӗ-ха вӑл? Ҫамрӑксене, уламҫӑсене ял хуҫалӑхӗнче рентабельлӗ услам тытса пыма вӗрентӗ.
Ку шкул ӗҫе пуҫӑнакан фермерсемшӗн те, квалификаци шайне ӳстерме палӑртнӑ усламҫӑсемшӗн те усӑллӑ пулӗ. Тен, хӑшӗ-пӗрин харпӑр ӗҫне аталантарма шухӑш пур, анчах пӗлӳ, ӑсталӑх ҫук? Эппин, Фермерсен шкулӗ пулӑшӗ.
Борис Листовой банк ҫитес ҫул фермер продукцийӗн «Хамӑрӑн» фестивальне ирттерме палӑртнине пӗлтернӗ.
Паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Раҫҫей почти» акционерсен обществин Атӑл тӑрӑхӗнчи макрорегионӗн директорӗпе Александр Вакуленкӑпа тӗл пулнӑ.
Александр Вакуленко Раҫҫей почтин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Максим Ладиловпа паллаштарнӑ. Шӑпах ун пирки вӑл регионти филиалӑн пуҫлӑхӗ пулмалли кандидат тесе каланӑ.
Ведомствӑн ҫӗнӗ ертӳҫи почта тытӑмӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. 2006 ҫултанпа Максим Ладилов Раҫҫей почтин Чӑваш Енри управленийӗнче директорӑн операци управленийӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |