Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ муниципаллӑ Михайловкӑри А.А. Александров ячӗллӗ шкулта ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу иртнӗ.
Унта Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн пайташӗсем Лариса Петрова, Владимир Степанов тата Анатолий Хмыт пулнӑ. Вӗсем хӑйсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе паллаштарнӑ.
Владимир Степановпа Анатолий Хмыт хайлавӗсем шкул программине те кӗнӗ. Лариса Петрова шкул ҫулӗсенче ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ.
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускаври Антон Кротов ҫулҫӳревҫӗпе тӗлпулу иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Унта ҫак йӗркесен авторӗ те пулса курчӗ, ҫулҫӳревҫӗ каласа кӑтартнине ҫӑвара шыв сыпнӑн итлесе ларчӗ. Пӗр сехет ҫурӑна пынӑ тӗлпулу пӗр самантӑн туйӑнчӗ.
Антон тӗнче тӑрӑх курса ҫӳреме тытӑннӑранпа 33 ҫул иртн. Ҫв хушӑра вӑл тӗрлӗ материк ҫинчи 146 ҫӗршывра пулнӑ. Афикӑна 9 хутчен ҫитнӗ. Унтан черетлӗ хутчен вӑл кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче таврӑннӑ.
48 ҫулти Антон Кротов — ирӗклӗ ҫулҫӳревҫӗ. Вӑл автостоп меслечӗпе е йӳнӗ транспортпа усӑ курать. Африкӑна илсен унти хӑш-пӗр вырӑнта питех те чухӑн пурӑнакансем ырӑ кӑмӑллине палӑртса хӑварчӗ ҫулҫуревҫӗ.
Ҫак кунсенче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов кайӑк-кӗшӗк фабрикисен директорӗсемпе тӗл пулнӑ. Ҫичӗ предприяти ертӳҫисем ҫӑмарта производствине мӗнле ӳстермеллине сӳтсе явнӑ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫӑмарта производствине ӳстерме пултарӗҫ - ҫулталӑкра 282 миллион та 300 пин ҫӑмарта туса илес шанчӑк пур. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан,128 процент. Ҫакнашкал кӑтартусене пысӑк проектсене пурнӑҫласа ҫӗнсе илме май пуррине палӑрнӑт
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Антон Кротов ҫулҫӳревҫӗпе тӗлпулу иртӗ.
Аякри ҫула тухма юратакан арҫын тӗрлӗ ҫӗршыв тӑрӑх 1991 ҫултанпа ҫӳрет. Унтанпа вӑл хамӑ ҫӗршыви мӗнпур регионта пулнӑ, тӗнчери 130 ҫӗршыва ҫитнӗ.
Антон Кротов ирӗклӗ ҫулҫӳрев концепцине хатӗрленӗ. Унта автостоп та, вписки меслет те (ҫын патӗнче ҫӗр каҫасси) тата ытти кӗрет. Ҫутҫанталӑкӑн кашни вӑхӑтӗнче тата тӗрлӗ вырӑнта тӗрлӗ мелпе усӑ курма пулать иккен.
Хӑй кайса курас ҫӗре кирек кам та ҫитме пултарать, ҫавӑн валли нимле гид та, турфирма та кирлӗ мар тесе шухӑшлать опытлӑ ҫулҫӳревҫӗ.
Тӗлпулу 18 сехетре пуҫланӗ.
Шкул театрӗсен «Асам» республикӑри II фестивальне хатӗрленсе муниципалитетсенче мероприятисем иртеҫҫӗ.
Пӑрачкавра Чӑваш Республикин халӑх артисчӗпе Елена Хорьковӑпа тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткипе Алина Каликовӑпа тӗлпулу йӗркеленӗ. Хӑнасем Улатӑрти, Улатӑрпа Пӑрачкав муниципаллӑ округӗсенчи шкул театрӗсен ӗҫне сӑнаса, вӗсене пулӑшса пыраҫҫӗ.
Тӗлпулӑва шкул театрне ҫӳрекенсене тата «Асам» I фестиваль ҫӗнтерӳҫисене те йыхравланӑ.
Ун пек тӗлпулусем Улатӑрти культура ҫуртӗнче тата Улатӑрти 5-мӗш шкулта, 6-мӗш гимназире, Суйкӑнти шкултата иртнӗ.
Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Театр – ман ӑраскал. Вячеслав Александров» моноспектакль иртӗ. Театрта кун пек ярӑмпа тӗлпулусем ирттерме пуҫланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Хальхинче черет Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Вячеслав Александров патне ҫитнӗ.
Тӳрех драма атисчӗ пулса тӑман вӑл. Малтан Пукане театрӗнче ӗҫленӗ. Чӑвашрадиопа ачасемпе ҫамрӑксем валли «Хатӗр пул!» тата «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» кӑларӑмсене ертсе пынӑ. Вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ мультфильмсемпе киносенче те унӑн сасси янӑрать.
Артист пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе моноспектакль вӑхӑтӗнче тӗплӗнрех паллашма май килӗ.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшенче Муркашри ача-пӑча вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫисемпе тӗлпулу иртнӗ. Унта писательсемсӗр пуҫне художниксем, кӗнеке кӑларакансем, ал ӑстисем, библиотека ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Тӗлпулӑва Шупашкарӑн 555 ҫулхине халалланӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлекен Ольга Федорова (Васильева) ҫыравҫӑ муркашсемпе тӗл пулма питех те кӑмӑллине пӗлтернӗ. Унӑн амӑшӗ ҫав тӑрӑхран иккен.
«Юрататӑп эпӗ ытарайми хулана...» литература хӑна пӳлӗмӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарби тата Альбина Юрату поэт, прозаик, журналист хӑйсен сӑвввисене вуланӑ, ачасене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Лидия Филиппова чӑваш ҫыравҫи, поэчӗ, журналисчӗ, публицисчӗ нумаях пулмасть шкул ачасемпе тӗл пулнӑ.
Лидия Ивановна халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уявлакан Тӑван чӗлхен пӗтӗм тӗнчери кунне тата Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ.
Литература тӗлпулӑвне Шупашкарти 24-мӗш шкултан пуҫланӑ. Унта, сӑмах май каласан, Лидия Филиппова ывӑлӗ Сентиер те вӗреннӗ.
«Мӗнех калам? Эпӗ кӑмӑллӑ! Шкул аталанать, коллектив анлӑн шухӑшлама пӗлекенскер, шкул ачисем питех те килӗшрӗҫ – ӑслӑ, хитре, ун пеккисем яланах ман кӑмӑла каяҫҫӗ. Флешмоб хатӗрлеме те ӗлкӗрнӗ. Ачасем, тавтапуҫ, эсир – маттурскерсем. Светлана Николаевна, тав сире...» – тесе шӑрҫаланӑ Лидия Филиппова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Хӗрлӗ Чутайӗнчи тӗп вулавӑшра таврапӗлӳҫӗсемпе, библиотекарьсемпе тата ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу иртнӗ.
Унта Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен; Зоя Сывлӑмпи поэт; Сергей Павлов писатель, прозаик, журналист тата «Хресчен сасси – Кил» хаҫат редакторӗ; Олег Кульев писатель тата «Народная школа» журнал редакторӗ хутшӑннӑ.
Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, вулакансен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Шупашкарти Л. Гайдар ячӗллӗ вулавӑшра паллӑ чӑваш ҫыравҫипе Лидия Саринепе тӗлпулу ирттернӗ. Ӑшӑ кӑмӑллӑ та пултаруллӑ ҫыравҫӑпа шӑпӑрлансем – хулари 162-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем – курнӑҫнӑ.
Лидия Михайловна хӑйӗн ачалӑхӗнчи кӑсӑклӑ самантсене аса илнӗ, хӑйӗн кӗнекисемпе паллаштарнӑ май пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ачасем Лидия Саринен сӑввисемпе калавӗсене кӑсӑкланса итленӗ.
«Эпӗ – амӑшӗ, кукамай (тен, асанне те-тӑр. Вырӑсла хыпарта бабушка тенӗ. – Т.Т.) тата ҫыравҫӑ. Манӑн пурнӑҫри тӗллев — пултарулӑх!» – тенӗ Лидия Михайловна.
Лидия Сарине ҫырма 33 ҫулта ҫеҫ пуҫӑннӑ. Ун чухне ӑна кӗҫӗн хӗрӗ юмах вуласа пама ыйтнӑ. Тӗрлӗ юмаха темиҫе хут та каласа панӑран сюжетсем шухӑшласа кӑларма тытӑннӑ. Каярах ҫав хайлавсем тӗрлӗ пичет кӑларӑмӗнче кун ҫути курнӑ. Лидия Саринен пӗрремӗш калавӗ «Тӑварлӑ хурӑн шывӗ» ятлӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |