Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӗн

Культура Сергий Радонежский ҫветтуй
Сергий Радонежский ҫветтуй

Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 15:00 сехетре Чӑваш наци музейӗнче Сергий Радонежские халалланӑ «Чӗррисене чӗнетӗп» курав уҫӑлӗ. Ку — музейпе Шупашкар епархийӗн пӗрлехи ӗҫӗ.

Экспозицие Сергий Радонежский ҫуралнӑранпа 700 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курав килекенсене Сергийӑн иконографийӗпе паллаштарӗ. Авалхи вырӑс культурипе ӳнерӗн Андрей Рублев ячӗллӗ музейри тата Сергиев-Посадри заповедник музейӗнчи турӑшсен копийӗсем пулӗҫ.

Курав 1380 ҫулхи Куликово уйӗнчи ҫапӑҫура Сергий Радонежский мӗнле пӗлтерӗш йышӑннине каласа кӑтартӗ.

Экспозицие манах пӳлӗмӗ евӗр йӗркелӗҫ, ҫавнӑнпа куракансен ҫав вӑхӑта куҫ умне кӑларма, манах пурнӑҫӗпе паллашма май пулӗ. Кунтах Сергий Радонежскин вӗренекенӗсемпе паллаштарӗҫ.

Проектпа килӗшӳллӗн вырсарни шкулӗсенче ача-пӑча ӗҫӗсен куравӗ йӗркеленӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Республикӑра унта та кунта пушар алхасни пирки илтсен сехре хӑпать. Нарӑс уйӑхӗнче икӗ тӗслӗхре ачасем ҫунсе вилчӗҫ. Хӑрушӑ! Ҫулӑм — вӑйӑ мар ҫав. «Хӗрлӗ автан» пӗр ташлама тытӑнсан…

Хальхинче пушар Канаш хулинчи пасарта пулнӑ. Телее, ку тӗслӗхре ҫын хӗн курман. Пӑтӑрмах нарӑсӑн 27-мӗшӗнче 18:30 сехетре пулнӑ. Ҫулӑм тимӗртен тунӑ суту-илӳ киоскӗнче алхасма пуҫланӑ. Унта кӗпе-йӗм сутӑннӑ. Пушар тухнӑ чухне хуҫи вырӑнта пулман. Пасар та хупӑннӑ ӗнтӗ. Телее, кӳршӗ киоскри сутуҫӑ ӗҫӗнчен киле часах кайман. Тӗтӗм йӑсӑрланнине курсан пушарнӑйсене чӗннӗ.

Канашри пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем вырӑна ҫитсен ҫулӑма икӗ минутранах сӳнтернӗ, пушара юнашарти киосксене куҫма май паман. Ҫулӑм мӗн сӑлтавпа тухнине те ҫийӗнчех тупса палӑртнӑ. Киоскра тӗн йӑли-йӗркине ирттернӗ хыҫҫӑн ҫуртана сӳнтермесӗр хӑварнӑ-мӗн.

 

Шырлӑх курнӑ храм
Шырлӑх курнӑ храм

Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче ир еннелле Шупашкарти Граждан урамӗнчи чиркӗве ҫаратнӑ имӗш.

Чиркӳ пӳлӗмӗнчен ҫынсем парнеленӗ капӑрлӑхсем ҫухалнӑ. Шырлӑх суммине паллӑртмаҫҫӗ — ара ҫӗрӗ, хӑлха ҫакки, вӑчӑр таврашне ятарласа хакламан, вӗсем киотра иконпа пӗрле ҫакӑнса тӑнӑ. Парнеленӗ япаласен хакне те пачӑшкӑсем шутласшӑн пулман пуль ӗнтӗ.

ШӖМ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑрра йытӑпа шырама май килмен — тӗн йӗркине пӑснӑран ҫивӗч сӑмсаллӑ чӗрчуна чиркӳ ӗҫченӗсем кӗртесшӗн пулман имӗш.

 

Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫемье, юрату, шанчӑклӑх кунӗнче Канаш хулинче Сӑваплӑ Петӗрпе Феврони Муромскийсене халалласа ятарлӑ часавай уҫма палӑртнӑ. Асӑннӑ турӑшсем мӑшӑрсем хушшинчи юратупа шанчӑклӑхне упраса тӑраҫҫӗ. Асӑннӑ чиркӗве хута ярасси ҫинчен сӑмаха Канаш хулинчи хӗрамсен канашлӑвӗ ҫӗкленӗ пулнӑ. Ку шухӑша хула администрацийӗ те ырланӑ.

Часавай пӗрремӗш чулне нарӑс уйӑхӗнче хунӑ пулнӑ. Ҫак пулӑмран 4 уйӑх иртсен, ҫак кунсенче Чӑваш республикинчи хӗрарӑмсен канашлӑвӗн председателӗ Ольга Зайцева тепӗр хут Канаш хулине ӗҫ мӗнле шайра пынине пӑхма килнӗ.

Паянхи куна ҫур ӗҫне тунӑ тесен те йӑнӑш мар пулать. Анчах та ҫак ӗҫ-пуҫра чӑрмавсем те сиксе тухаҫҫӗ. Чиркӳ тӑррипе хӗресӗ валли татах укҫа-тенкӗ кирлӗ пулать. Ҫавӑнпа та ЧР хӗрарӑмсен канашлӑвӗ ҫак паха ӗҫе вӗҫне-хӗрне ҫитерме пысӑк чӗрелле ҫынсенчен пулӑшу ыйтать.

Хута янӑ часавай ҫемье юратӑвне, ӑшшине упрама, хисеплеме хавхалантарӗ.

 

ҪУ
18

Ҫамрӑксене чиркӳпе мӗн ҫыхӑнтарать?
 Эверкки | 18.05.2013 06:19 |

Ку ыйтӑвӑн хуравне Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫпа ирттернӗ «Ӑслӑлӑх тата тӗн» темӑпа вырӑнти ӳнер шкулӗнче йӗркеленӗ ток-шоу вӑхӑтӗнче шыранӑ.

Ток-шоу — «Хальхи вӑхӑтри ҫамрӑк тата чиркӳ» проект мероприятийӗсенчен пӗри. Ӑс-тӑнпа ҫутӗҫ проекчӗ ят панӑскерӗн тӗллевӗ вара — ҫамрӑксен православи пӗрлешӗвне йӗркелесси-мӗн.

Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, калаҫӑва хӗрсемпе каччӑсем хастар хутшӑннӑ, аслисене ыйту ҫине ыйту панӑ. Тем пирки те кӑсӑкланнӑ вӗсем: чиркӳ йӑли-йӗрки пирки тӗпченинчен тытӑнса ашшӗ-амӑшӗпе ӑнланманлӑха епле сирмелли таранах.

Ток-шоуна хутшӑннисем хушшинче чиркӳ ҫыннипе вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ те, психологпа Патшалӑх Канашӗн депутачӗ те пулнӑ.

 

Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗ. Анатолий Данилов ӳкерчӗкӗ
Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗ. Анатолий Данилов ӳкерчӗкӗ

Regnum ИА пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫветтуй Матрона юлашкийӗсене акан 16-мӗшӗчченех Шупашкарта хӑварӗҫ. Чиркӗве ҫӳрекенсем ҫветтуй юлашкийӗсене ҫакӑнта пуҫ ҫапма пултарӗҫ:

акан 11-13-мӗшӗсенче — Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗнче (Воскресения Христова)

акан 14-16-мешсенче — Введенски соборта

Таса Матронӑн сӑваплӑ юлашкийӗсене Чӑваш Ене малтанах пушӑн 13-мӗшӗнче кӳрсе килнӗ, Аслӑ типӗн 3-мӗш эрниччен кӑна тытса тӑмалла пулнӑ. Кунсерен халӑх нумайланса килнине пула, ҫынсем иртенпе черет йышӑнса тӑнине пула ӗненекенсем ыйтнипе ҫветтуй юлашкийӗсене ӑсатма тӑхтанӑ.

 

ЧӲК
07

Шкулсенчи ҫӗнӗлӗх
 galina.belkova | 07.11.2010 22:07 |

Хырхӗрри тӗп шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренекенсем. ОРКСЭ урокӗ.
Хырхӗрри тӗп шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренекенсем. ОРКСЭ урокӗ.

Паллӑ ӗнтӗ, ҫӗр ҫинче икӗ пине яхӑн тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Кашни халӑхӑнах хӑйне евӗр йӑли-йӗрки, тӗн-ӗненӗвӗ. Пирӗн Кӗтне тӑрӑхӗнче те авалтанпах ҫумма-ҫуммӑн чӑваш, вырӑс, тутар халӑхӗсем туслӑн пурӑнаҫҫӗ, ирҫе, ҫармӑс тата ытти халӑх ҫыннисем те тӗл пулаҫҫӗ. Ҫывӑхра пурӑнакан халӑхсем пӗр-пӗрин йӑлисене хӑнӑхса-ӑнланса пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак пулӑм малалла аталантӑр тесе иртнӗ 2009/2010 ҫулӑн тӑваттӑмӗш чӗрӗкӗнче Раҫҫейри ятарласа суйласа илнӗ регионсенчи пӗтӗмӗшле вӗренӳ паракан шкулсенче ҫӗнӗ предмет — ОРКСЭ (Основы религиозной культуры и светской этики) вӗрентме тытӑнчӗҫ. Ӑна ертсе пыма кӗҫӗн классенче вӗрентекенсене ятарласа Вӗрентӳ институтне чӗнсе илсе хатӗрлени ҫинчен Комсомольски район хаҫатӗнче ҫырса пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш класра вӗренекен ачасем кӑҫал та ҫӗнӗ предмета малалла вӗренчӗҫ. Районти чылай ашшӗ-амӑшӗ ачисене православи тӗн йӗркине вӗрентме кӑмӑл турӗ. Унсӑр пуҫне хӑйсен пепкисене этика, ислам тата тӗнчери тӗн йӗркисемпе паллаштарас текенсем те пур. Ачасене вӗренме меллӗрех пултӑр тесе вӗрентӳ кӗнекисемсӗр пуҫне электронлӑ пособисем те кӑларнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, [16]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Пуш, 31

1899
126
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1926
99
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1976
49
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1981
44
Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1985
40
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть