Шупашкар районӗнчи Мускав районӗн прокурорӗ Дмитрий Тимофеев «Университетский-2» мкрорайонта шкул епле тунине тӗрӗсленӗ. Объекта «ТУС» организаци хӑпартать.
Ӗҫе графикпа килӗшӳллӗн утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫлемелле.
Прокурор подрядчика ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлесе шкула хута ямалли пирки аса илтернӗ.
Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче саранча пур. Асӑннӑ хурт-кӑпшанкӑн тӗсӗсенчен пӗри, Итали прусӗ, ял хуҫалӑх культурисене тапӑннӑ. Сӑтӑрҫӑна Россельхозцентрӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем тупса палӑртнӑ.
Ку сӑтӑрҫӑ кирек епле ял хуҫалӑх культурине те тапӑнать, хӑвӑрт ҫисе ярать иккен.
Ҫавна май специалистсем Шӑмӑршӑ, Улатӑр, Патӑрьел тата Елчӗк районӗсенчи ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене, кӗтӳ кӗтмелли вырӑнсене тӗрӗслеме хушнӑ, лаптӑксене им-ҫам сапмалла.
Чӑваш Енре банк ӗҫченӗсем клиентсен счёчӗ ҫинчи укҫана вӑрланӑ.
Улатӑрта банксенчен пӗрин вырӑнти уйрӑмӗн клиенчӗсем хӑйсен счечӗсем ҫинчен пысӑках мар суммӑшар укҫана такамсене куҫарса панине сиснӗ. Ҫынсем пӑшӑрханма пуҫласан банк ертӳҫисем те сисчӗвленнӗ.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн банк уйрӑмӗнче ӗҫлекен икӗ хӗрарӑм ҫавӑн пек хӑтланни ҫиеле тухнӑ. Вӗсем ватӑрах ҫынсен счёчӗ ҫинчи укҫана пӗчӗкшерӗн вӑрланӑ. Икӗ ҫул хушшинче 70-е яхӑн ҫавӑн пек операци туса ирттернӗ, пӗтӗмпе 100 пин тенкӗ ытла вӑрланӑ.
Тӗпчеве Шалти ӗҫсен министерствин тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем ирттереҫҫӗ. Преступление тупса палӑртнӑ вӑхӑтра малапрах асӑннӑ ҫав специалистсем банкра ӗҫлеме пӑрахнӑ-мӗн. Вӗсем тӑкака ҫийӗнчех саплаштарнӑ.
Чӑваш Енре «Пешеход. Пешеходный переход» (чӑв. Ҫуран ҫӳрекен. Ҫуран каҫмалли вырӑн) рейд иртнӗ. Йӗркене пӑсакан водительсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуран ҫӳрекен 100 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 55 ҫынна — ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паманшӑн.
Чӑваш Енӗн Чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем Шупашкарти яваплӑ ытти тӳре-шарапа пӗрле тӗрӗслеве тухнӑ. Папкӑллӑ, ятарлӑ формӑллӑ ҫынсем шыв хӗрринче ҫынсем хӑрушсӑрлӑх правилине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗсленӗ.
Маларах асӑннӑ службӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ канмалли кунсенче ҫеҫ пирӗн республикӑра шывра 5 пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Вӗсенче 5 ҫын вилнӗ.
Инкек сӑлтавӗнчен пӗри — ятарласа хатӗрлемен вырӑнсенче тата ӳсӗр пуҫпа шыва кӗни.
Хальхинчи рейда шыва кӗме юраман вырӑнсенче ирттернӗ те. «Шыва кӗме юрамасть» паллӑ лартса хунӑ вырӑнта шыва кӗрекенсен тӗлӗшпе административлӑ протоколсем шӑрҫаланӑ.
Вӑрмар округӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑсем вилнӗ. Кун пирки вырӑнти ҫынсем Ҫутҫанталӑк министерствине пӗлтернӗ.
Пулӑсем мӗншӗн вилнӗ? Шывра сиенлӗ япаласен виҫи пысӑк мар-и? Ҫаксене палӑртма пӗвери шыва тӗрӗслеме илнӗ. Тӗрӗслеве Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Пӗтӗмлетӳ ҫывӑх вӑхӑтра паллӑ пулӗ.
Улатӑр тӑрӑхӗнчи прокуратура Чӑвашупрдор предприяти Улатӑртан Патӑрьеле каякан ҫул хӗррине йӗркеллӗ тытса тӑманнине тупса палӑртнӑ.
Аслӑ ҫул хӗррипе йывӑҫсемпе тӗмсем тӳнсе кайса ҫӗрсе выртнӑ, халь-халь персе анас пек усӑнса ларакансем те пулнӑ. Пластик савӑт-сапа, целлофан хутаҫ йӑваланса выртнӑ.
Кӑлтӑка пӗтерме ыйтса надзор органӗ Чӑвашупрдор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ.
Улатӑр хулинче ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттарман. Ӗҫе пурнӑҫлассишӗн «Экополис» организаци яваплӑ пулнӑ.
Вырӑнти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртсен умӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗсем тулса кайсан та вӗсене вӑхӑтра илсе кайса пушатман.
Улатӑрти йӑлари хытӑ каяша турттарма «Ситиматик Чувашия» организаци «Экополис» обществӑпа килӗшӳ тунӑ. Прокуратура ҫӗртме уйӑхӗн 8 тата 10-мӗшӗсенче тӗрӗслев ирттернӗ те хулари Киров урамӗнчи контейнерсене вӑхӑтра пушатманнине асӑрханӑ.
Яваплӑ организаци пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи управляющи компанисем ҫынсене укҫа ытларах шутласа панӑ.
Вырӑнти прокуратура ҫурт-йӗр калӑпӑшне Роскадастрпа тата управляющи организацисен сведенийӗпе танлаштарса пӑхнӑ. Управляющи компанисем ҫурт-йӗре тытса тӑнине асӑннӑ калӑпӑш тӑрӑх шутласа параҫҫӗ-ҫке.
Тӗрӗслев управляющи компанисем хӑш-пӗр хваттерсен калӑпӑшне 0,1 тӑваткал метртан пуҫласа 2,4 тӑваткал метр таран ӳстерсе кӑтартнӑ иккен.
Тӗрӗслев тӑрӑх надзор органӗ 5 управляющи компани пуҫлӑхӗн ячӗпе асрхаттару хучӗсем шӑрҫаланӑ. Кӑлтӑка пӗтернине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнче хирсене ҫулсеренех пӑхса ҫаврӑнаҫҫӗ.
Тыр-пул ӗҫта епле шӑтса тухнине хаклас ҫак ырӑ йӑлана тахҫанах пуҫарса янӑ. Хуҫалӑхсен ертӳҫисем, тӗп агрономсем пӗр-пӗрин хирӗсемпе паллашаҫҫӗ.
«Россельхозцентр» учрежденин филиалӗн специалисчӗсем районти 10 ял хуҫалӑх предприятийӗнче пулнӑ.
Комисси пайташӗсем тырар мӗн тарӑнӑшне акнине, ҫум курӑк пуррипе ҫуккине, агротехника ыйтнине пӑхӑннине тата ыттине тишкернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |