Шупашкарта «Акварель» микрорайонта виҫӗ рабочи тӑваттӑмӗш хутран ӳкнӗ. Юрать-ха, вилмелле аманман. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн техникине пӑхӑнманран субподрядчике 35 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ку инкек чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Арматура ҫыхнӑ чухне настил йӑтӑнса аннӑ. Виҫӗ арматурщик пӗрремӗш хутри юр ҫуса лартнӑ бетон ҫине ӳкнӗ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Арҫынсем шӑммине хуҫнӑ, суранланнӑ.
Прокуратура субподрядчик ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркисене пӑснине тупса палӑртнӑ. Усламҫа штрафланӑ.
Прокуратура ӗҫченӗсем Красноармейски районӗнче ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсемпе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне илсен, муниципалитетра усӑ курман ҫӗрсем самай. Пурӗ 7073 гектар. Хальхи вӑхӑта илсен вӗсенчен 5519 гектарне ҫеҫ пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ. Ку вӑл усӑ курман ҫӗрсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗн 78 проценчӗ пулать.
Прокуратура пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Красноармейски районӗнчи ял тӑрӑхӗсем хуҫи ҫук ҫӗр пайӗсене суд урлӑ муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарассипе, унтан патшалӑх регистрацийӗ витӗр кӑларассипе ҫине тӑмаҫҫӗ.
Кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн Красноармейски районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ӑсатнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнче Сӑр юханшывӗ хӗрринче такам кану бази туса хунӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫӗр лаптӑкӗ хунавсем, вӑрман валли ытти ӳсен-тӑран ҫитӗнтермешкӗн уйӑрнӑ. Унпа Ҫӗмӗрле лесничестви усӑ курать.
Тӗрӗслев ирттернӗ те лаптӑк ҫинче хунавсем ҫитӗнтерменни палӑрнӑ. Ун вырӑнне кану бази туса хунӑ, унта мунча, беседка, мангалсем те пулнӑ.
Кану бази камӑн пулнине палӑртайман. Йӗркене пӑснисене тупнӑран лесничество директорне 25 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ. Лесничество кану базине саккунпа килӗшӳллӗн йӗркелесе яма е ишсе антарма пултарать.
Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас Тӑрӑн ялӗнче Водопровод урамӗнчи пӗр ҫуртра икӗ ҫын виллине тупнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ пӑтӑрмахра 41 ҫулти тата 58 ҫулти арҫынсем вилнӗ. 64-ри хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Вырӑнта йӗрке хуралҫисем ӗҫленӗ. Ҫынсем контрафактлӑ эрехпе наркӑмӑшланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑн та, инкек вырӑнне Шупашкар районӗн прокурорӗн ҫумӗ Дмитрий Семёнов та ҫав кунах тухса кайнӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне тӗпчӗҫ, тивӗҫлӗ мера йышӑнӗҫ.
Етӗрне хулинчи 1-мӗш гимназире чӳрече кантӑкӗсем ваннӑ. Тӗпӗ-йӗрӗпех мар-ха. Йӗр кайнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн тӗп корпусӗнчи мӗнпур пӳлӗмре тата 2-мӗш корпусри кабинетсенче ҫавӑн пек иккен. Кӑлтӑка Роспотребназорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.
Кунсӑр пуҫне классенче ачасем йышлине кура кашни вӗренекен пуҫне тивмелли лаптӑк йӗркепе килӗшсе тӑмасть. Спорт залӗнчи саланса тӑхӑнмалли пӳлӗмре душевой ӗҫлемест, санитари кӗтесӗсенче пӳлӗмсен алӑксем ҫук, раковинӑра вӗри шыв юхмасть.
Гимнази директорӗн тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ун пек ӗҫе Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул директорӗ тӗлӗшпе те пуҫарнӑ.
Шкулта чӳречесен карри пулман. Хӑш-пӗр класра урай хӑми тата стенасем япӑхнӑ. Столовӑйӗнче апат хатӗрлеме алюмини савӑчӗпе усӑ кураҫҫӗ. Шкулти 3 ӗҫчене гигиена енчен вӗрентсе кӑларман тата аттестацилемен. Класра кашни ача пуҫне тивекен лаптӑк та ҫителӗксӗррине тупса палӑртнӑ.
Чӑваш Енре хӑш-пӗр учреждение юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен QR-кодпа кӗртме тытӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ пирӗн республикӑра асӑннӑ кода тӗрӗслеме май паракан ресурса хатӗрлесе ҫитернӗ.
Ҫынсене ҫӗнӗ йӗркепе йышӑнма тивӗҫ организацисен qr.cap.ru сайта кӗрсе регистрациленмелле. Унта ятарлӑ мобильлӗ приложение уҫласа илмелли каҫӑ пур тата епле ӗҫлемеллине вӗрентнӗ.
Ҫӗнӗлӗхпе ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва 122 телефон номерӗпе йышӑнаҫҫӗ. Техника енчен пулӑшакансем патне 8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен шӑнкӑравлама май пур.
Кӑшӑлвирусран иммунитет пуррине тӗрӗслесе кӗртме тивӗҫ организацисем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ:
— кинотеатрсем (кинозалсем), театрсем, театрпа концерт учрежденийӗсем, культурӑпа кану учрежденийӗсем, ҫавӑн йышши ытти организаци;
— СПА-салонсем, массаж салонӗсем, солярисем;
— мунчасем, саунӑсем, ҫавӑн йышши пулӑшу кӳрекен ытти объект;
— шыва кӗмелли бассейнсем, фитнес-центрсем, физкультурӑпа спортӑн ытти объекчӗ;
— ресторансем, кафесем, столовӑйсем, буфетсем, барсем, хупахсемпе общество апатланӑвӗн ытти предприятийӗ.
Патӑрьел районӗнчи шкулсемпе ача пахчисенче вахтёрсем вырӑнне уйрӑм ҫынсен хуралҫисем ӗҫлеме тытӑнӗҫ.
Вырӑнти прокуратура Патӑрьелти 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулсенче, Шӑнкӑртамри 1-мӗш вӑтам шкулта тата асӑннӑ ялти Феизов профессор ячӗллӗ вӑтам шкулта, «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) тата «Сказка» (чӑв. Юмах) ача пахчисенче тӗрӗслев ирттернӗ. Асӑннӑ учрежденисенче вахтёрсемпе хуралҫӑсем ӗҫленине палӑртнӑ. Саккуна пӑхӑнса ӗҫлес пулсан вӗсенчи йӗркелӗхе хурал организацийӗсен тытса тӑмалла.
Прокуратура суда ҫитнӗ, суд та надзор органӗпе килӗшнӗ. Кӑлтӑка ҫулталӑк хушшинче пӗтерме хушнӑ. Патӑрьел район администрацийӗ тата шкулсемпе ача пахчисен ертӳҫисем уйрӑм ҫынсен хурал организацийӗсен, Росгвардин е ведомствӑлла мар хурал органӗсен ӗҫченӗсене хурала тӑратма тивӗҫ.
Телевизорпа кӑтартнӑ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Аса илтерер: Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское / Женское» телекӑларӑмра ӗнер Чӑваш Енри ҫемьене кӑтартрӗҫ.
Йӗпреҫри Наталья Чикушинӑн 21 ҫулти ывӑлӗ Роман Камышан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем кукамӑшӗпе иккӗшӗ хӗрарӑма амӑшӗн прависӗр хӑварасшӑн. Хӗрарӑм ӗҫке ернӗ, унӑн кӗҫӗн хӗрӗ кукамӑшӗ патӗнче ӳсет.
Телекӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем Йӗпреҫ район администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комисси тата опекӑпа попечительство органӗ тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Асӑннӑ органсенче тӑрӑшакансем хӑйсен тивӗҫне епле пурнӑҫланине хак парӗҫ. Ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламанни ҫиеле тухсан вырӑнти специалистсене РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Хурӑнлӑхри ваттисен ҫуртӗнче кӑлтӑксем тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ учреждени Хӗрлӗ Чутайӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра пӑхӑнать. Ваттисен ҫуртӗнче санитарипе эпидемиологи саккунне пӑсаҫҫӗ иккен.
Сӑмахран, сӗт-ҫу тата ытти апат-ҫимӗҫе упракан холодильникра термометр ӗҫлемен. Холодильникра управ вӑхӑчӗ тухнӑ ҫӗпре упраннӑ. Савӑт-сапа ҫумалли пӳлӗмре ҫӳп-ҫап контейнерӗпе ҫывӑхрах ҫӗрулми упранӑ. Прокуратура ытти кӑлтӑка та асӑрханӑ.
Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн ертӳҫи ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Халӗ кӑлтӑка пӗтернӗ, айӑплисене дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Шупашкарти районсем хушшинчи ҫутҫанталӑк прокуратури «Сӑрҫи» заповедникри пушра сӑлтавне тӗпченӗ.
Надзор органӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 11,5 гектар ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑм вӑрман фондне 13 миллион тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ. Вӑрманта пушар тухни ҫын тимсӗр пулнипе ҫыхӑннӑ.
Тӗпчев материалӗсене прокуратура следстви органӗсене ярса панӑ. Унта РФ Пуҫиле кодексӗн 261-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (вӑрмансене тӗп туни е сиен кӳни) килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарассине татса парӗҫ. Пуҫиле ӗҫе епле тӗпченине ҫутҫанталӑк прокуратури хай тӗрӗслесе тӑрӗ.
Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Сӑрҫи» заповедникре ҫулӑм алхасма тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пушара ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне сӳнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |