Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ. Кун пирки нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче РФ Президенчӗ хушу кӑларнӑ.
Чӑваш халӑх сайтне вулакансене ку хыпара РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ ылмашмаллине унчченех пӗлтернӗччӗ-ха.
Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсен пуҫлӑхӗ пулма Александр Полтинин юстицин генерал-майорне ҫирӗплетнӗ.
2011 ҫултанпа Александр Полтинин РФ Следстви комитечӗн транспорт енӗпе ӗҫлекен Атӑлҫи следстви управленине ертсе пынӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управлениӗн пуҫлӑхӗнче 10 ҫул ытла тӑрӑшнӑ Александр Мигушов малашне Мари Элта ӗҫлеме пуҫласси ҫинчен сӑмах ҫӳрет.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта район администрацине ҫывӑх вӑхӑтра кам ертсе пырассине палӑртнӑ.
Аса илтерер, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн юлашки кунӗнче Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков контрактпа пӑхса хӑварнӑ вӑхӑт ҫитичченех хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтнӑччӗ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне Яков Григорьев пурнӑҫланӑччӗ.
Красноармейски район администрацине Александр Кузнецов ертсе пырӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе куҫиччен вӑл 2004 ҫултанпа хӑйӗн тӑван Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхне ертсе пынӑ.
Ял администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ унӑн биографийӗпе паллашсан Александр Кузнецов Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техрикумӗнче вӗренни курӑнать. Автомеханикра та, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫинче те ӗҫленӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ ылмашмалла. Ку хыпара асӑннӑ ведомствӑн регионти управленийӗн сайтӗнче вырнаҫтарман-ха. Пакунлисен пуҫлӑхӗ улшӑнассине «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн сайтӗнчи тӳре-шарапа паллаштаракан ярӑмра Александр Мигушов ячӗ, чӑн та, ҫук.
Маларах эпир илсе кӑтартнӑ хыпарта Александр Мигушов хӑйӗн тивӗҫне пӑрахнине пӗлтернӗ.
Александр Мигушов РФ Следстви комитечӗн управленине 10 ҫул ытла ертсе пычӗ. Малашне вӑл Мари Эла куҫасси паллӑ. Ун вырӑнне Чӑваш Енри управлени пуҫлӑхне Александр Полтинин генерал-майора лартасси пирки сӑмах ҫӳрет иккен. Вӑл ҫын халӗ РФ Следстви комитечӗн транспорт енӗпе ӗҫлекен Атӑлҫи следстви управленине ертсе пырать.
Хӑш-пӗр хӗрарӑм мӗншӗн хӗсӗр? ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ҫакӑн сӑлтавне пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чапрасова умӗнчех каланӑ.
Владимир Викторов хӑйӗн докладӗнче акӑ мӗн пӗлтернӗ: ача ҫуратиччен хӗрарӑмӑн ҫичӗ арҫын пулнӑ тӑк вӑл хӗсӗр, 100 проценчӗпех. Ку доклада вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарӑн 2017 ҫулти аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ мероприятире вуланӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Хӗсӗрлӗх пирки калаҫма тытӑнсан залра ларакансем тӑрук «чӗрӗлсе» кайнӑ. «Интереслӗ тема-им? Пурте тӳрех вӑрантӑр. Эппин, шухӑшлӑр кӑштах», - тенӗ министр.
Кунашкал хыпара «Правда ПФО» пӗлтернӗ. Сайтра министр каланӑ сӑмахсен аудиоҫыравӗ пуррине те каланӑ.
Красноармейски районӗнче вырӑнти влаҫ тытӑмӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм суд сакки ҫине ларӗ. 58 ҫулти хӗрарӑм инсульт пулнӑ ватӑ ҫынна улталанӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулта хайхискер тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм патне килсе ҫӳренӗ. Вӑл ҫакӑнпа усӑ курас тенӗ, ватӑ ҫыннӑн пурлӑхне хӑйӗн ҫине куҫарнӑ. Ҫапла майпа тӳре-шара унӑн ҫуртне тата икӗ ҫӗр лаптӑкне хӑйӗн ҫине ҫыртарнӑ.
Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм кун пирки 2015 ҫулта ҫеҫ пӗлнӗ. Вӑл чӳрече улӑштарма шухӑш тытсан тӗрӗслӗх тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ун чухне ҫуртра нимӗнле юсав ӗҫӗ те ирттерме ирӗк ҫуккине ӑнланнӑ.
Тивӗҫлӗ канурискер йӗрке хуралӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна пурлӑхне тавӑрса панӑ. Администраци ӗҫченӗ вара судра явап тытнӑ. Ӑна виҫӗ ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварнӑ.
Паян Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри районти Депутатсен пухӑвӗн черетлӗ, 25-мӗш, ларӑвӗ иртнӗ. Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйту район пуҫлӑхне суйлассипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтерер, Шупашкар район пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Николаев иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче должноҫрен кайнӑччӗ. Яваплӑхран хӑйнӗ хӑтарма ыйтса вӑл Депутатсен пухӑвӗ ячӗпе ыйтса ҫырнӑччӗ. Ҫак утӑма Андрей Николаев ҫемьери лару-тӑрупа, йыш хушӑннипе сӑлтавланӑччӗ.
Паян депутатсем районӑн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйланӑ. Ҫак ҫын — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Николай Хорасев. 2010—2015 ҫулсенче вӑл Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхне ертсе пынӑ. Маларах Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Ӑна ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн II степеньлӗ орден медалӗпе чысланӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрнере нумай функциллӗ центр уҫӑлнӑ. «Манӑн документсем» центра уҫнӑ ҫӗре ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Инна Антонова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, Чӑваш Енри усламҫӑсен прависене хӳтӗлекен Александр Рыбаков, Етӗрне район пуҫлӑхӗ Олег Паликин, Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Софронов хутшӑннӑ.
Нумай функциллӗ центр директорӗ Ирина Шоронова ҫӗнӗ ҫурт уҫӑлнӑшӑн савӑннӑ, куншӑн тӳре-шарана тав тунӑ. Етӗрне ҫыннисем ҫак куна тахҫантанпах кӗтнӗ. Ара, нумай функциллӗ центрта халӗ кирек мӗнле документа та тутарма меллӗ.
Сӑмах май, Етӗрнери центра грант укҫипе ҫӗнетнӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн районти экономикӑна аталантарма тата инвестици илӗртмелли майсем тума уйӑрса панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Олег Бирюков тӗлӗшпе йышӑннӑ айӑплава Чӑваш Ен Аслӑ сучӗ ҫемҫетнӗ. Суд приговорӗ вӑя кӗнӗ.
Аса илтерер: 2015-2016 ҫулсенче экс-пуҫлӑх пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗнчен 2,7 миллион ытла тенке (вӑл кӳнӗ тӑкака) шыраса илтермен. Пай пуҫлӑхне вара унччен должноҫпа ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ пулнӑ, анчах вӑл Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ ятпа амнистие лекнӗ. Хайхискер пурлӑха, 686 пин тенкӗ ытла тӑраканскере, арестран кӑларнӑ.
2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Олег Бирюков отставкӑна кайсан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Приговора вара пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вуланӑ. Ун чухне ӑна влаҫ органӗсенче 2 ҫул ӗҫлемелле мар тунӑччӗ. Халӗ вара приговор ҫемҫелнӗ: унӑн ҫакнашкал должноҫсенче пӗр ҫул ҫурӑ ӗҫлеме юрамасть.
Шупашкар хулин экс-пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе тепӗр икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Аса илтерер: унччен ун тӗлӗшпе ултӑ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшне – должноҫпа ылашши усӑ курнӑшӑн, тепӗр виҫҫӗшне – укҫа-тенке тӑкакланӑшӑн. Ирина Клементьева халӗ килти арестра ларать. Ку срока ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен тӑснӑ.
Хальхинче мӗншӗн пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ-ха? Следстви версийӗ тӑрӑх, 2012-2016 ҫулсенче Клементьева «Чӑваш Ен – Мед» страхлав компнийӗн сӗтел-пуканне, ытти хатӗр-хӗтӗре упӑшки ертсе пыракан фирмӑна тӳлевсӗр панӑ. Документра вара ку тӑкаксене страхлав команийӗ ҫине ҫыртарнӑ. Ҫапла майпа тӑкак 870 пин ытла тенкӗпе танлашнӑ.
2012 ҫулхи раштавра вӑл ҫав фирмӑпах килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, страхлав компанийӗ медицина хатӗр-хӗтӗрне каярахпа туянма май туса парса йӳнӗпе тара панӑ. Тӑкак 1,3 ытла миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов юрлама та пултарать. Унӑн ҫакӑн пек пултарулӑхӗпе паллаштаракан видеона тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑччӗ-ха. Ҫак кунсенче вара Владимир Николаевич Ҫӗнӗ Шупашкарти сцена ҫине тухнӑ. Пӗччен мар. «Ҫеҫпӗл» ансамбльпе.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Любовь к Родине начинается с семьи» (чӑв. Тӑван ҫӗршыва юратасси ҫемьерен пуҫланать) концерт иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн кӑҫалхи стипендиачӗсене, хулари хастар нимеҫӗсене, амӑш укҫине тивӗҫнӗ ҫемьесене чысланӑ.
Вӗсене чыслама пуҫличчен ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов, Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Матвеев тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова сӑмах каланӑ. Уява тӗрлӗ ушкӑнсен концерт программи илемлетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |