Ӗнер, чӳк 1-мӗшӗнче, республикӑри хысна учрежденийӗсенчен пӗринче ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫе кӳлӗннӗ. Сӑмахӑмӑр – «Чӑваш Республикин закупкӑсен регионти центрӗ» хысна учрежденийӗ пирки. Асӑннӑ организацин ҫӗнӗ ертӳҫипе Чӑваш Республикин Конкурентлӑ политика тата тарифсен службин ертӳҫи Надежда Колебанова (сӑнӳкерчӗкре – сулахайри) коллектива паллаштарнӑ. Асӑннӑ службӑна пӑхӑнакан учрежденин директорӗ пулса Вероника Константинова (сӑнӳкерчӗкре – сылтӑмри) тӑрӑшӗ. Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑха конкурс ирттерсех палӑртнӑ. Унта Вероника Александровна кандидатурине ырланӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм унччен ӑҫта тата кам пулса ӗҫленине ведомствӑн Инстаграмри страницинчи хыпарта пӗлтермен.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Дмитрий Захарова шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ку вырӑн Алла Салаевӑна министр пуканӗсӗр хӑварнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ. Паян вара Дмитрий Захарова министр дрлжноҫӗнче ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Дмитрий Анатольевич унччен Шупашкар хула администрацийӗнче вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2001 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Истори наукисен кандидачӗ. Хӑйӗн пӗлӗвне вӑл РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раҫҫей академийӗнче икӗ хутчен те ӳстернӗ. Ӗҫ биографине хула шкулӗсенчен пӗринчи истори учителӗнчен пуҫланӑ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне – ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ.
Сергей Геннадьевич 1977 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ. 1999 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнчен, 2013 ҫулта Раҫҫей потребкоопераци университетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Ӗҫ биографине тӑван районӗнчи «Пашьел» ял хуҫалӑх эртелӗнчи агрономран пуҫӑннӑ. Каярах Куславккари ҫу заводӗнче коммерци директорӗнче, директорта, Шупашкарти «Букет Чувашии» сӑра вӗретекен фирмӑра суту-илӳпе хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗнче, «Вкус» обществӑра директорта, финанс директорӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ те пулнӑ. 2014 ҫулта Сергей Артамонова Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацине ӗҫлеме йыхравланӑ. Унта вӑл Администраци Ертӳҫин пӗрремӗш
ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ял хуҫалӑх министрӗ пулма шаннӑ.
Сергей Артамонов тӗрлӗ Хисеп грамотине тивӗҫнӗ. Вӑл – Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ ҫынни. 2019 ҫулта ӑна « Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Чӑваш Енре чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗччен кӑшӑлвирус сарӑлнине пула суту-илӳ центрӗсем ӗҫлемеҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ лавккисем ҫеҫ уҫӑ. Зоолавккасене те хупнӑччӗ. Анчах ҫынсем кӑмӑлсӑрланнине кура-тӑр, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев вӗсене хупни йӑнӑш пулнине пӗлтернӗ.
Паян Правительство ҫуртӗнче ку ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Элтепер патне зоолавккасене уҫмалли пирки нумай ыйту килме пуҫланӑ. Ара, чӗрчунсене ҫитермелли хӑш-пӗр апата, препаратсене ахаль лавккара туянаймӑн. Ҫавна май Олег Николаев хушӑва улшӑнусем кӗртмеллине каланӑ.
«Вӗсем ятарлӑ лавккасем. Паллах, вӗсен ӗҫлемелле. Ку пирӗн йӑнӑш, ӑна часрах тӳрлетмелле», — тенӗ Элтепер.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме кислород ҫитмест. Чирлекенсем нумайланнипе ҫакнашкал лару-тӑру пулса тухнӑ. Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне лару-тӑру пӑртак йӗркеленнӗ.
Юлашки 10 кунра республикӑра кислород туса кӑларасси 3 хут ӳснӗ. Унччен талӑкра 5 тонна кӑларнӑ пулсан халӗ – 17 тонна. Ҫитес вӑхӑтра тата 5-7 тонна ытларах туса кӑларма тытӑнасшӑн.
Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кислород кӑларасси – кӑткӑс ӗҫ. Хальхи производствӑна питӗ йывӑр лекет. Малашлӑхра тӳре-шара кислород туса кӑларакан ятарлӑ предприяти хута ярасшӑн.
Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхне хаклӑ япаласем туяннӑшан явап тыттарасшӑн. Хакӗсем нормативсенчен самай пысӑкрах пулнӑ.
Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче ирттернӗ тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарти депутатсем хаклӑ япаласем туяннӑ. Тӗслӗхрен, ручка 1304 тенкӗ тӑнӑ. Нормативпа килӗшӳллӗн вара унӑн 100 тенкӗрен хаклӑрах пулмалла мар. Кунсӑр пуҫне пралуксӑр наушник, веб-камерӑсем, гарнитурсем, пероллӑ ручка тата ытти тавар туяннӑ. Пӗтӗмпе – 32 пин ытла тенкӗлӗх.
Ҫӗнӗ Шупашкарти депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хула пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи пабликсенче Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи шкул директорне ӗҫрен хӑтарни ҫинчен калакан хыпарсем пичетленнӗ. «Ҫыхӑнура» форум «ӑнӑҫлӑ» вӗрентӳ хыҫҫӑнхи шӑв-шав хыҫҫӑн директора ӗҫрен кӑларса яман-ши тесе пуҫ ватать.
Нумаях пулмасть шкулта тренировка иртнӗ. Ун вӑхӑтӗнче ҫулланнӑ хӗрарӑм-вахтёр шкула «пырса кӗнӗ» хӗҫпӑшаллӑ ҫынна пусса ӳкернине шкул сайтӗнче тата соцсетьсенче каласа кӑтартнӑ, кайран вӑл хыпарсене хуратнӑ. Анчах информаци шырав ҫӑлкуҫӗсен кэшӗнче упранса юлнӑ.
Маларах эпир асӑннӑ форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутаркассинчи шкул директорне ӗҫрен кӑларса яни пирки хыпара уҫӑмлатма май килмен, мӗншӗн тесен вӗренӳ учрежденийӗнче каникул пырать. Телефона вахтер ҫеҫ тытнӑ.
Шупашкар районӗнчи вӗренӳ управленийӗнче «Ҫыхӑнура» форума йышӑнӑва ҫырӑнма е ыйту хуравне 30 кун кӗтме сӗннӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче каярах хуравлама шантарнӑ-мӗн те телефона тек тытман.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтне реорганизацилесшӗн. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ.
Института Шупашкарти культура училищипе пӗрлештересшӗн. Реорганизаци хыҫҫӑн училище студенчӗсем института ППЭ тытмасӑрах вӗренме кӗме пултарӗҫ, кӗскетнӗ программӑпа ӑс пухӗҫ.
Реорганизаци хыҫҫӑн пӗр директор должноҫӗ чакать, культура училищинче 11 штат пулать.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Тӳре-шарана РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ тивӗҫне ӳстерсе усӑ курни) тата 292-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе (ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курни) явап тытарнӑ. Сӑмах май каласан, ҫав ҫын халӗ текех пуҫлӑх мар ӗнтӗ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче халӑхпа пуху ирттермесӗрех пуху пулнӑҫи туса протокол ҫырнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвне те вӑл суйса шӑрҫаланӑ. Ҫав хут тӑрӑх «Сычуань-Чӑваш Ен Агропромышленность суту-илӳ компанийӗ» предприятие ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче силос курганӗсем тума ирӗк панӑ.
Ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне 3 ҫул та 3 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр айӑплама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 1,5 ҫул хушши пуҫлӑх тилхепине тытаймӗ.
Етӗрне хулинчи 1-мӗш гимназире чӳрече кантӑкӗсем ваннӑ. Тӗпӗ-йӗрӗпех мар-ха. Йӗр кайнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн тӗп корпусӗнчи мӗнпур пӳлӗмре тата 2-мӗш корпусри кабинетсенче ҫавӑн пек иккен. Кӑлтӑка Роспотребназорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.
Кунсӑр пуҫне классенче ачасем йышлине кура кашни вӗренекен пуҫне тивмелли лаптӑк йӗркепе килӗшсе тӑмасть. Спорт залӗнчи саланса тӑхӑнмалли пӳлӗмре душевой ӗҫлемест, санитари кӗтесӗсенче пӳлӗмсен алӑксем ҫук, раковинӑра вӗри шыв юхмасть.
Гимнази директорӗн тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ун пек ӗҫе Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул директорӗ тӗлӗшпе те пуҫарнӑ.
Шкулта чӳречесен карри пулман. Хӑш-пӗр класра урай хӑми тата стенасем япӑхнӑ. Столовӑйӗнче апат хатӗрлеме алюмини савӑчӗпе усӑ кураҫҫӗ. Шкулти 3 ӗҫчене гигиена енчен вӗрентсе кӑларман тата аттестацилемен. Класра кашни ача пуҫне тивекен лаптӑк та ҫителӗксӗррине тупса палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |