Шупашкарти троллейбус управленийӗнче – ҫӗнӗ пуҫлӑх. Ку пукана Андрей Васильева шаннӑ. Малтан Андрей Васильев хула администрацийӗнче транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, Андрей Валерьевич пысӑк коллектива ертсе пырас енӗпе пуян опытлӑ, «Промтрактор» акционерсен обществинче ӗҫленӗ, муниципалитет тата коммерци предприятийӗсене ертсе пынӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн транспорт тата ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗнче 2017 ҫултанпа ӗҫлет. Халӗ вӑл 1700 штатлӑ предприятие ертсе пырӗ. Алексей Ладыков Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ертӳҫӗн пассажирсене турттарассин пахалӑхне лайӑхлатмалла.
⠀
Вырӑс драма театрӗнче пуҫлӑх пулса 12 ҫул ӗҫленӗ 72-ри Светлана Ермолаевӑна тава тивӗҫлӗ канӑва ӑсатнӑ. Ун вырӑнне Шупашкарти паллӑ режиссера Дмитрий Капустина пуҫлӑх тилхепине тыттарнӑ.
Капустина театр пуҫлӑхне лартасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, утӑ уйӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Дмитрий Капустин уявсем йӗркелес енӗпе 20 ҫул ытла ӗҫленӗ. Чаплӑ банкетсем, фуршетсем, йышӑнусем йӗркелессипе те вӑл ӑста специалист. Питӗрте те сумлӑ мероприятисем пӗрре ҫеҫ мар йӗркеленӗ. Укҫана ирӗклӗн тӑкаклакан пуянсем валли те, «кӗмӗле» шутлама кӑмӑллакансем валли те режиссер тата сценарист пулса Дмитрий Капустин кӑсӑклӑ уявсем йӗркелеме пултарать.
Улатӑр хули пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Муниципалитетӑн сити-менеджерӗ Владимир Степанов ҫулталӑк ӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫемҫе пукана хӑй кӑмӑлӗпе пушатнӑ. Владимир Степанов ӗҫрен кайма ҫырса панӑ заявление вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Сӑмах май, Владимир Степанова 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫлӑха лартнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама сити-менеджерӑн пӗрремӗш ҫумӗ – архитектура, хула строительстви, транспорт, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Марина Фёдоровӑна шаннӑ.
Паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ утӑ уйӑхӗн 2-5-мӗшӗсенче пирӗн тӑрӑхра ӳснӗ.
Владимир Степанов хӑйсем тӑрӑшса ӗҫленипе лару-тӑрӑва йӗркелеме май килнине ӗнентернӗ-ха. Анчах Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская тем хаваслансах калаҫман. Лару-тӑру начарланнине вӑл Чӑваш Енре пурӑнакансем маска тӑхӑнманнипе, пӗр-пӗринпе ҫывӑх ҫӳренипе тата пирӗн тӑрӑхрисем ют регионсене канма кайнипе сӑлтавланӑ. Надежда Луговская лавккасенче, халӑх йышлӑ ытти вырӑнти евӗрех общество транспортӗнче малтанхиллех маска тӑхӑнмаллине аса илтернӗ.
Чӑваш Енре ҫӗнӗ прокурора официаллӑ мелпе ҫирӗплетнӗ. Кун пирки ЧР Правительствин пресс-служби пӗлтерет.
Паян, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫӗнӗ прокурорпа паллаштарнӑ. Вӑл – юстицин 3-мӗш класлӑ патшалӑх советникӗ Андрей Фомин.
Андрей Фомин Ярославль облаҫӗнче прокуратура органӗсенче ӗҫленӗ, прокурор ҫумӗ пулнӑ. 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен Крым Республикин прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал пуш уйӑхӗнче прокурор пулнӑ Василий Пословские тивӗҫлӗ канӑва янӑ.
Пирӗн республикӑра пурӑнакансем кӑҫал, мӗнпур ҫӗршыври пекех, пӗчӗк процентлӑ ипотека илеҫҫӗ. Вӑл укҫана ялта ҫурт-йӗр тума яраҫҫӗ.
Чӑваш Ен вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхри 203 ҫемье 297,1 миллион тенкӗлӗх кредит илнӗ.
Пӗчӗк процентлӑ кредит илес ӗмӗтлисем Россельхозбанка 390 заявка панӑ. Кивҫен укҫана вӗсем 794 миллион тенкӗлӗх илесшӗн. Кредит учрежденийӗ заявкӑсене малалла йышӑнать.
Аса илтерер: пирӗн республикӑри ялсенче ҫурт тӑвас ӗмӗтлисене Чӑваш Ен хысни шучӗпе те процент ставкине пӗчӗклетсе параҫҫӗ. Кивҫен укҫана халӑхӑн хӑш-пӗр категорине 3 процентлӑ ставкӑранн пуҫласа 0,1 процент таран виҫепе пама йышӑннӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисене министрӑн ҫӗнӗ ҫумӗпе паллаштарнӑ. Ку должноҫе Волгоград тӑрӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын, шалти службӑн полковникӗ Сергей Белоконь йышӑннӑ.
ЧР шалти ӗҫсен министрӗ, полици генерал-майорӗ Виктор Шметков хӑйӗн ҫумне пултаруллӑ ӗҫчен тесе хакланӑ. Белоконе пирӗн республикӑра пысӑк тивӗҫ шанасси ҫинчен калакан приказа РФ шалти ӗҫсен министрӗ алӑ пуснӑ.
Сергей Викторович 1968 ҫулта ҫуралнӑ. Шалти ӗҫсен органӗсенче 1992 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Тӗрлӗ должность йышӑннӑ вӑл: криминалпа кӗрешнӗ, патшалӑх автоинспекцийӗнче тӑрӑшнӑ, кадр енӗпе ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл Волгоград облаҫӗнче РФ Шалти ӗҫсен министерствин тӗп управленийӗнче штаб пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тимленӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн — тӗп ҫурт-йӗр инспекторӗн ҫумне Елена Мироновӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ку хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑй алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн — тӗп ҫурт-йӗр инспекторӗн ҫумӗ пулса Елена Миронова 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Инспекцире вӑл 2011 ҫулта тӑрӑшма тытӑннӑ. Финанспа хуҫалӑх секторӗн консультанчӗ, ҫав вӑхӑтрах право тата кадр ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ пулса тимленӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл биологипе хими вӗрентекенӗн специальноҫне алла илнӗ, унтан юрист пӗлӗвне алла илнӗ.
Етӗрне районӗнче ӗнертенпе ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫӗ тытӑннӑ. Унӑн кандидатурине ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине вырӑнти ҫынна, ял хуҫалӑх пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Александр Семенова тыттарнӑ.
Конкурса хутшӑннӑ тепӗр ҫын та — вырӑнтисемех. Вӑл — Алексей Иванов, Гостехнадзор инспекцийӗн Етӗрне районӗнчи аслӑ инспекторӗ — инспекци пуҫлӑхӗ.
Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Софронова ӗҫрен кӑларассине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Софронова хӑй ирӗкӗпе заявлени ҫырма Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хистенӗ. Асӑннӑ пуҫлӑхӑн ӗҫрен кайма тивни вӑл тӑрӑхра кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ имӗш.
Чӑваш Енри ачасем ҫуллахи канӑва уйлӑхсенче ирттереймӗҫ. Каярах, тен, уҫӗҫ-и те, анчах хальлӗхе вӗсен апла май ҫук. Республикӑн премьер-министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Йӑлӑмри икӗ уйлӑха: «Росинкӑна» тата «Волна» ятлисене —тӗрӗсленӗ. Йышра Роспотребнадзор, прокуратура, вӗренӳ тата спорт министрӗсем, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Премьер-министр Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, уйлӑхсене юсаса ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ спорт оборудованийӗ туяннӑ, вожатӑйсене пухса хатӗрленӗ. Апла пулин те оперштабӑн ҫитес ларӑвӗнче уйлӑхсене уҫма чарас ыйтӑва хускатассине пӗлтернӗ Алла Салаева. Сӑлтавӗ — кӑшӑлвирус лӑпланманни. Ку хыпара вуланисен хушшинче: «Эсир ухмаха ернӗ-им? Ялта ача-пӑча аплипе чупать», — тесе кӑмалсӑрланакан та тупӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |