Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшпе 15-мӗшӗсенче чӑвашсен обществӑлла «Хавал» пӗрлӗхӗ ҫулсерен ирттерекен «Хавал» чатӑр уйлӑхне йӗркелет. Малтанхи хутсенче кайса курнисем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ — ӑна чӑвашлӑхшӑн ҫунакансене кашни ҫул пухӑнассине йӑлана кӗртес тӗлӗшпе ирттереҫҫӗ. Кунта чӑваш чӗлхине вӗренме тӑрӑшаҫҫӗ, чӑвашла пӗлекенсемпе хутшӑнса чӗлхене туйма, халӑх кун-ҫулӗпе, ун культурипе тачӑрах паллашма пухӑнаҫҫӗ. Йӑла-йӗрке темине те ҫӗклеҫҫӗ, тӗпчеҫҫӗ.
Уйлӑхра ҫавра сӗтелсем, лекцисем, тренингсем иртеҫҫӗ, спорт пирки те манмаҫҫӗ — вӑй-хал культурне ҫирӗплетесси йӑлана кӗнӗ те ӗнтӗ. Паллах, паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем ирттермесӗр уйлӑх нихҫан та пулман — нумай-нумай тӗпчевҫӗ, ӑсчах кунта пулса курнӑ, хӑйӗн шухӑшӗсемпе паллаштарнӑ.
Кайса курас кӑмӑл ҫуралчӗ пулсан — «Вконтакте» халӑх тетелӗнчи ятарлӑ ушкӑна кӗрсе пӑхӑр, унти информаципе паллашӑр. Кӗскен: уйлӑх Шупашкарта иртӗ, эрне хушши пурӑнма 3 000 тенкӗ кирлӗ пулӗ (апат-ҫимӗҫ, ытти тӑкаксем). Утӑн 8-мӗшӗнче кӑнтӑрла, 12 сехетре, пуҫланать.
«Пире кунта килӗшет», — теҫҫӗ «Туслӑх» ача-пӑча лагерӗнче канакансем.
Пушкӑртстанӑн Чӑваш культура пӗрлӗхӗ тата Авӑркас район администрацийӗ тӑрӑшнипе утӑн 11-мӗшӗнче Пишкайӑн ялӗнче ҫиччӗмӗш ҫу ача-пӑчасен «Туслӑх» профильлӗ лингвистика лагерӗ хӑйӗн алӑкне уҫнӑ.
Районти тӗрлӗ ялтан кунта 25 ача канать. Кӗске вӑхӑт хушшинче вӗсем туслашма‚ лагерь пурнӑҫӗн йӗркине хӑнӑхма ӗлкӗреҫҫӗ. Вӑхӑт савӑнӑҫлӑ та кӑсӑк иртет‚ мӗншӗн тесен кашни кун мероприятипе пуян. «Юр кумкки»‚ «Теприне пар»‚ «Манӑн кил — манӑн крепость» вӑйӑсем‚ паллашу каҫӗ‚ ача-пӑча фольклор уявӗ… — ку пуҫламӑшӗ ҫеҫ. Пӗтӗмлетсе каласан‚ ачасен тунсӑхлама вӑхӑт ҫук. Лагерь программинчи мероприятисем‚ тӗпрен илсен‚ тӑван тавралӑхпа‚ чӑваш халӑх историйӗпе‚ йӑла-йӗркепе‚ кӑмӑл-сипетпе‚ культурӑпа тата чӗлхепе ҫыхӑннӑ. Вӗсен хушшине Шурӑ Ту ҫине экскурсие‚ Чӑваш Хурамалӗнчи краеведени музейне кайни‚ халӑх алӗҫ ӑстисемпе‚ А.С. Савельев-Сас ҫыравҫӑпа тӗл пулни‚ Нептун кунӗ‚ чи лайӑх сочиненипе сӑвӑ‚ «Лагерь мисӗ» конкурсӗсене‚ «Чӑваш чӗлхине пӗлетӗр-и?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |