Ҫак эрнере Чӑваш Енти «Вӑрман юмахӗ» санаторине кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут тулай чӑвашсен ачисем канма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хальхи ҫӗршывӑн 10 регионӗнчен 45-ӗн килнӗ.
Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑ чӑвашсен ачисемпе Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ. Вӑл «Эткер» этнонкультура лагере хӑйӗн йӑли-йӗркипе, чӗлхипе, юррисемпе, тӗррисемпе пуян чӑваш культурин элчисем пуҫтарӑннине палӑртса хӑварнӑ. Канма килнӗ ачасене Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» кӗнекене асӑнмалӑх тесе парнеленӗ.
Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, лагере канма пухӑннӑ ачасене тӑван этнокультурӑпа та паллаштараҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗ ҫумӗнче лагерь ӗҫлет. Нумаях пулмасть уна конкурс ирттернӗ. «Хӗвелпи» ачисем ирхине пухӑнса хӑйсен тӑрӑхӗнчи тавралӑха тӗпчес тӗллевпе экскурсие ҫула тухнӑ.
Ачасем Шӑнкӑртам, Марака юханшывӗсем хӗррипе ӳсекен курӑксен ячӗсем чӑвашла тата вырӑсла мӗнле пулнине пӗлнӗ. Вожатӑйсем ҫак курӑксем мӗнпе усӑллӑ тата пӗлтерӗшлӗ пулнине каласа кӑтартнӑ. Ҫак ӗҫре ачасене воспитательсем те пулӑшнӑ.
Ачасем анра ҫарӑка тӗл пулнӑ. Сар чечеклӗ ҫум курӑк чылай ҫӗрте ӳсет. Ку таранччен ачасем унӑн ятне пӗлмен те. Вырӑслине — пушшех те. Сурепка иккен. Пӗчӗкскерсем анра ҫарӑк чечекне пыл хурчӗсем юратнине пӗлнӗ. Суккӑр вӗлтӗрен мӗншӗн «суккӑр»? Йытпыршине мӗншӗн ҫапла каланӑ? Вун-вун ыйту ҫуралнӑ. Ачасем вӗсен хуравӗсене илтнӗ, астуса юлнӑ.
Экскурси вӗҫленсен шкулта конкурс ирттернӗ. Ачасем улӑх-ҫаранра пухнӑ курӑксенчен чечек ҫыххи ӑсталанӑ. Пӗтӗмпе тӑватӑ ҫыхӑ пулнӑ. Чи капӑрри — «Травушка-муравушка». Ӑна чи кӗҫӗннисен отрячӗ хатӗрленӗ. Иккӗмӗш вырӑна «Асамат кӗперӗ» йышӑннӑ. «Ҫӑлтӑрчӑк» тата «Чечексем» отрядсем — 3-мӗш вырӑнта.
Ҫулсерен пуҫтарӑнакан «Хавал» уйлӑхӗн, вӑл утӑ уйӑхӗнче иртӗ, кӑҫалхи хӑни паллӑ чӗлхеҫӗ тата общество ӗҫченӗ Атнер Хусанкай пулӗ. Аса илтеретпӗр, унта чӑваш чӗлхине вӗрентес тӗллев лартаҫҫӗ. Хальхинче лагерҫӗсем утӑ уйӑхӗн 6–13-мӗшӗсенче Етӗрне районӗнче вырнаҫнӑ «Сӑр шуҫӑмӗ» кану базинче иртӗ. Чӑваш чӗлхине вӗреннисӗр пуҫне программӑна лекцисем, спорт мероприятийӗсем, экскурсисем, ӑсталӑха алла илмелли самантсене кӗртнӗ.
Атнер Хусанкай — 1980 ҫулӗсен вӗҫӗнчи — 1990 ҫулӗсен пуҫламӑшӗнчи наци юхӑмӗн ертӳҫи. Вӑл Чӑваш наци конгресӗн пӗрремӗш ертӳҫи пулнӑ, хӑй вӑхӑтӗнче йӗркеленнӗ «Чӑваш наци аталанӑвӗн партине» ертсе пынӑ. 1991 тата 1993 ҫулсенче вӑл хӑй кандидатурине Чӑваш Республикин Элтеперӗ пулма суйлава кӑларнӑ. Пӗрремӗш хутӗнче уншӑн суйлавҫӑсен 46 проценчӗ сасӑланӑ.
Хусанкая чӑваш филологийӗн, культурологийӗн тата ӳнер пӗлӗвӗн специалисчӗ евӗр пӗлеҫҫӗ.
Украинӑран килекен таркайсене (тарса килекенсене) вӑхӑтлӑх пурӑнма вырӑн тупса пама ыйтать Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Ҫапла тума ведомство «Украина регионӗсене, ҫавӑн пекех ялан пурӑнакан вырӑнтан тухса кайнӑ Украина ҫыннисене пулӑшас тӗллевпе» тӗмсӗлет.
Хӑйсен килне пурӑнма ярас кӑмӑл пуррисене 8 (8352) 26-13-49 номерпе шӑнкӑравласа е soc12@cap.ru элеткронлӑ адреспа ҫырса ярса пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Унта ҫынсен хӑйсемпе ҫыхӑнмалли телефона тата пурнӑҫ условине кӑтартмалла.
Маларах каланӑ министерствӑна пӑхӑнса тӑракан предприятисем те Украина таркайӗсене йышӑнма хатӗр иккен. Шкул ҫулӗнчи 50-а яхӑн шӑпӑрлана ачасен канӑвне йӗркелекен организацисенче усрама, пӗччен пурӑнакан ватӑсене, 30-а яхӑн ҫынна, ваттисен ҫуртне яма (халӗ вӑл ҫуртсене халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрсен вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсем теҫҫӗ-ха) хатӗр. Вӑй питтисене, 15 ҫынна, тата 51 ачана «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча санаторийӗнче вырӑн тупса пама хатӗр.
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗн 1–4-мӗш класӗсенчен вӗренсе тухнӑ хӗрачасемпе арҫын ачасем каникулӑн малтанхи уйӑхне шкул ҫумӗнче уҫӑлнӑ «Хӗвелпи» лагере ҫӳреме пикеннӗ. Унта вӗсем ирхи 8 сехет ҫурӑ тӗлне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Малтанах ачасем линейкӑна тӑраҫҫӗ, унтан ирхи хусканусем тӑваҫҫӗ.
Ирхи апат хыҫҫӑн тӗрлӗ конкурс, вӑйӑ, ӑмӑрту иртет. Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн юрӑ-ташӑ, клуб сехечӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Ачасемпе пӗрлех вожатӑйсем (вӗсем — 7, 8-мӗш класра вӗренекен хӗрачасем), воспитательсем (кусем — шкулта вӗрентекенсем) кунӗпех пӗрле. Пурте вӗсем вӑхӑт кӑсӑклӑ, сисӗнмесӗр ирттӗр, лагерь кунӗсем асра юлччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ тесе ӗнентерет Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ял тӑрӑхӗ.
Сӑнсем (20)
Кӗҫех ҫуллахи каникул пуҫланӗ те шкул ачисем сывлӑха ҫирӗплетекен уйлӑхсене ӑсанӗҫ. Вӗсен канӑвӗ кӑсӑклӑ кӑна мар, хӑрушсӑр та пултӑр тесе Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви республикӑри ача-пӑча кану базисене тӗрӗслеме тытӑннӑ. Талӑкӗпех канмалли лагерьсене Федерацин пушар надзорӗн органӗсенче республикӑра кӑҫал 13 шута илнӗ, кӑнтӑрла кӑна канмаллисене — 407.
Пушар хӑрушсӑрлӑхне хаклакансем планпа пӑхнӑ 67 тата планпа пӑхман 28 тӗрӗслев ирттернӗ те ӗнтӗ. Должноҫри 28 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ кӑлтӑксем хушшинче пушара сӳнтермелли тытӑм, ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑррине, эвакуаци валли кирлӗ ҫула тивӗҫлипе йӗркелеменнине кӗртеҫҫӗ.
Вӑрманта пушар тухсан кану базисене лекес хӑрушлӑхлисем пилӗк учреждени шутланаҫҫӗ. Ҫак кунсенче вӗсене пурне те минерализациленӗ йӗрсемпе уйӑрса тухнӑ.
Сывлӑха ҫирӗплетмелли ҫуллахи тапхӑр ҫывхарнӑ май пушарнӑйсем ача-пӑча уйлӑхӗсенче планпа пӑхнӑ тактика вӗрентӗвӗсем те йӗркелеҫҫӗ. Нумаях пулмасть ун йышшине Шупашкар районӗнчи «Чайка» (чӑв. Чарлан) лагерьте ирттернӗ.
Ҫуллахи каникулта ачасене канма кайма путевка илме заявкӑсене кӑҫал икӗ тапхӑрпа йышӑнӗҫ. Ҫакна асӑннӑ ҫырусене хӑй тӗллӗн йӗркелекен программӑна «шеллесе» тунӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна лекекен тиеве пӗчӗклетесшӗн-мӗн. Тата заявкӑсене йышӑнакан программӑна ҫӗнетнӗ иккен.
Ҫапла вара ашшӗ-амӑшӗн заявленийӗсене икӗ тапхӑрпа йышӑнассине республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова ашшӗ-амӑшне шелленипе сӑлтавланӑ. Пӗлтӗр харӑс йышӑнма тытӑннине пула программӑра чӑрмавсем пулса иртнӗ пулать те ҫавна май ашшӗ-амӑшӗ тан мар условие лекнӗ.
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче заявленисене Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Чӑваш Енри социаллӑ реабилитаци центрӗсенче йышӑнӗҫ. Тепӗр эрнерен, акан 19-мӗшӗнче, ытти муницпалитетра пухма тытӑнӗҫ.
Маларах заявка панисене чаплӑрах вырӑнсене лекӗҫ тесе пӑшӑрханма кирлӗ мар, пурне те пӗр пек валеҫӗҫ тесе ӗнентернӗ министр ҫумӗ нумаях пулмасть иртнӗ пресс-конференцире.
Хула тулашӗсенчи лагерьсенче пӗтӗмпе кӑҫал 15279 ача канӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 15 процент нумайрах. Ашшӗ-амӑшне путевка хакне хысна шучӗпе 5 процентран пуҫласа 50 процент таран саплаштарӗҫ.
Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче ачасене хула ҫумӗнчи сиплев лагерӗсене ярас текенсен заявленисене халь те йышӑнмаҫҫӗ тесе пӑшӑрханма кирлӗ мар. Кӑҫал вӗсене каярах, ака уйӑхӗн ҫурринчен, йышӑнма тытӑнӗҫ. Халӗ яваплисем нормативпа право хучӗсене хатӗрлессипе тӑрӑшаҫҫӗ иккен.
Заявленисене кӑҫал та автоматизациленӗ тытӑм урлӑ йышӑнӗҫ. Кашни шкулта ятарлӑ ҫынсене заявленисене пухма ҫирӗплетӗҫ. Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрекен учрежденисем путевкӑпа тивӗҫтерӗҫ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енре Вожатӑйсене хатӗрлекен центр уҫӑлнӑ. Аслӑ шкулсенче, техникумсенче, колледжсенче ӑс пухакансем 2 уйӑхлӑх курсра пӗлӗве туптӗҫ.
Унта ҫӳрекенсене парктика психологийӗ, педагогика, ачасемпе ӗҫлес енпе ӑс-тӑн парӗҫ. Калаҫма-тытма вӗсене хӑнӑхтарӗҫ. Вожатӑй пулас шухӑшлисемпе опытлӑ педагогсем ӗҫленине пӗлтереҫҫӗ.
2014 ҫулта Раҫҫейӗн студентсен отрячӗн регионти уйрӑмӗ 3 пин ытла студента ӗҫпе тивӗҫтерме палӑртать. Асӑннӑ пӗрлешӳ урлӑ суйланнисем ытти ҫулсенче хамӑр патра кӑна мар, Мускав облаҫӗнчи, Краснодар крайӗнчи уйлӑхсенче те ӗҫленӗ.
Чӑваш Енри РФ СК управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх «Ылтӑн пучах» уйлӑхра ачасене мӑшкӑл тунӑ вожатӑй тӗлӗшпе пуҫалнӑ пуҫиле ӗҫпе тӗпчевсене вӗҫленӗ.
Хайхи йӗрлевҫӗсем ҫакна тупса палӑртнӑ: ҫӗртмен 3-мӗшӗнче 19 ҫулхи каччӑ 10 ҫулхи ачана питрен ҫутӑлтарса янӑ. Тепӗр ике эрнерен вара вӑл ытти икӗ вожатӑйпа пӗрле ҫывӑракан ачасене машкал тунӑ — ним ҫук ҫӗртрен урайне сӗтӗрсе антарнӑ, коридора сӗтӗрсе тухнӑ, ҫывӑрма паман. Пӗр ачана вожатӑйсем матрацпа пӗрле ваннӑй пӳлӗме илсе кайнӑ, унпа шывпа сапнӑ.
«Судӑн психологи экспертизи пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх вожатӑйсем ачасем телӗшпе ҫапла хӑтланни вӗсемпе тискеррӗн тытнине ҫирӗплетекен фактор шутланать», — пӗлтереҫҫӗ Тӗпчев комитетӗнче.
17 тата 18 ҫулхи вожатӑйсем кунашкал ӗҫ-пуҫпа малтан урӑх хӑтланманнине кура вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарман, 700 тенкӗлӗх штрафланӑ кӑна. 19 ҫулхине вара РФ Пуҫиле Кодексӑн 156 статьипе айӑплаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |