Водительсемшӗн Ҫӗрпӳ кӗперӗ ҫӑпан пекех пулса тӑчӗ-тӗр. Ара, унта «пӑкӑра» ларса ывӑнтарчӗ пуль вӗсене. Уйрӑмах — канмалли кунсенче. Ӑна хӑҫан туса пӗтерӗҫ? Ҫак кунсенче ӗҫе вӗҫлемелли ҫӗнӗ куна палӑртнӑ.
«Прикамье» автоҫул управленийӗ патшалӑх туянӑвӗнче контракта 120 миллион та 591 пин те 200 тенкӗпе лартнӑ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Контрактпа килӗшӳллӗн, унта пыракан ҫулсене хӑтлӑлатӗҫ, асфальт сарӗҫ, коммуникацисем тӑвӗҫ.
Кӗпере хальхинче чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ валли туса пӗтерме палӑртнӑ. Аса илтерер: ӑна 2013 ҫултах тума тытӑннӑ, 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хута ямалла пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерстви кредит илекенсем республикӑра йышланнине пӗлтерет. Кун пирки вӑл хӑйӗн сайтӗнче ӗнер ҫырнӑ.
Кӑҫалхи ҫул ҫулта Чӑваш Енри банксем 61,9 млрд тенкӗлӗх кредит панӑ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 34,2 процент нумайрах.
Пирӗн тӑрӑхра кредит илнисен укҫа виҫи иртнӗ ҫулхи пӗрремӗш ҫул ҫултинчен 4,6 процент пысӑкрах, пӗтӗмӗшле хисеп 153,9 миллиард тенкӗпе танлашать. Ку шутран 69,7 миллиарчӗ — предприятисен тӳпи, уйрӑм ҫынсенче – 84,2 млрд тенкӗ.
Кредит илекенсем йышлланнине банкра ӗҫлекенсем процент ставки пӗчӗкленнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Финанс мар предприятисене паракан кредитӑн процент ставки ҫӗртме уйӑхӗнче ҫулталӑк каяллахинчен 4,1 пункт пӗчӗкленсе 9,9 процента ҫитнӗ, уйрӑм ҫынсене пани 2,8 пункт чакса 13,9 процентпа танлашнӑ.
«Чӑвашавторанс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине республика бюджетӗнчен укҫа уйӑрас ыйтӑва ӗнер иртнӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн сесийӗнче пӑхса тухмаллине эпирпӗлтернӗччӗ. Чӑн та, хыснаран 65 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрӗҫ. Вӑл укҫа предприяти ӗҫченсене шалу илме унччен кредит илнин тӗп парӑмне тата процента тӳлеме кайӗ.
Ҫав вӑхӑтрах предприяти 2014-2015-мӗш ҫулсенче ҫӑмӑллӑхлӑ категорири ҫынсене турттарнишӗн республикӑн Финанс министерствинчен 127 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ. Ҫак шутпа суда ҫитнӗ. «Правда ПФО» Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗн картотекине тишкернӗ те суд предприятие майлӑ йышӑну кӑларманнине асӑрханӑ. ЧР Арбитраж сучӗн ларӑвӗ ӗнер иртнӗ.
«Чӑвашавтотранс» предприятири йывӑр лару-тӑру пирки эпир унччен те пӗлтерсех тӑнӑччӗ.
Чӑваш Енри тӳре-шарана тытса тӑма ҫулталӑкне 950 миллиона яхӑн тенкӗ тухса каять. 2017—2019 ҫула валли республика хыснине чӑваш парламенчӗн депутачӗсем ырланӑ чух ҫемҫе пукан йышӑнакансене тӑкакӗсем 0,8 процент ӳсни палӑрнӑ.
Республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина тӑкаксем ӳснине пурлӑхӑн кадастр хакӗнчен илекен налук ӳснипе тата коммуналлӑ пулӑшу тӑкакӗ пысӑкланнипе ӑнлантарнӑ. 0,8 процент ӳсни министр шучӗпе пысӑк мар, тӳре-шарана тытса тӑмалли тӑкак пӗлтӗрхи шайрах юлнӑ.
«Пӗтӗмӗшле патшалӑх ыйтӑвӗсем» статьяпа укҫа уйӑрассине унчченхинчен 45 млн тенкӗ ӳстернӗ те птӗмӗшле виҫе 1,6 млрд тенке ҫитнӗ. Тӳре-шаран шалӑвне те ҫав укҫаран уйӑраҫҫӗ. 2018 тата 2019 ҫулсенче ку тӑкака 40 миллион тенкӗ, кашни ҫул — 20-шер миллион, ӳстересшӗн.
Шупашкарти Гладков урамӗнче шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне уҫӑлӗ-и? Нумаях пулмасть ҫак ыйту тавра калаҫнӑ, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ унта ҫитсе те килнӗччӗ.
Халӗ ҫапла ҫирӗплетеҫҫӗ: ҫӗнӗ шкул авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне алӑкне уҫӗ. Унта монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ-мӗн, патшалӑх аккредитацийӗн свидетельствине, вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнме май паракан лицензие илнӗ.
Шкула 61 ҫынна ӗҫлеме илнӗ ӗнтӗ. Вӗсен йышӗнче 46-шӗ – вӗрентекен, 5-шӗ техника персоналӗ. Тепӗр 4 вӗрентекен, 12 персонал илме палӑртнӑ. Унти ӗҫченсене кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра ӗҫ укҫи тӳлеме республика хыснинчен 10,1 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Шкулта хальлӗхе 1-8-мӗш классем ҫеҫ ӑс пухӗҫ. Аслӑ классем ҫитес ҫултан ҫеҫ пулӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кириллов ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет
Владимир Кириллов пуҫлӑх пуканне 2006 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнать. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл виҫӗ ҫӗр лаптӑкне суту тумасӑрах коммерци организацине тара панӑ. Муниципалитет ҫак ҫӗрсене харпӑрлӑха та куҫарса ӗлкӗреймен.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫав ҫӗрсене ҫав организациех 750 пин тенкӗпе сутса янӑ. Ку пасар хакӗнчен йӳнӗрех. Следстви шухашӗпе, пуҫлӑх ял тӑрӑхӗн хыснине 4 миллион та 200 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем сессие пуҫтарӑнӗҫ. Унта «Чӑвашавторанс» предприятие республика бюджетӗнчен укҫа уйӑрас ыйтӑва пӑхса тухмалла. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хыснаран 64,7 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Вӑл укҫа предприяти ӗҫченсене шалу илме унччен кредит илнин тӗп парӑмне тата процента тӳлеме каймалла.
Минтрансӑн «Чӑвашавтотранс» предприятийӗ паянхи куна финанс енчен ансат мар лару-тӑрура. Апла пулин те ӗҫ укҫипе парӑма унта тӳлесе татма пултарнӑ.
Аса илтеретпӗр, унччен эпир «Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине илнӗ, анчах вӗсене ҫӗртме уйӑхӗнчине тӳлеменнине пӗлтернӗчччӗ. Ун чухне ҫӗртмере пӗр пайне ҫеҫ панӑччӗ: 20 миллион тенкӗрен 12-шне.
Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ патне йӑлари хытӑ каяша вуншар ҫул турттарса вӑл тулса кайни темиҫе ҫул каяллах ҫынсене те, тӳре-шӑрана та пӑшӑрхантарма пуҫларӗ. Тинех вӑл ыйту татӑлма пуҫларӗ: йӑлари каяша ятарлӑ вырӑна, полигона, турттараҫҫӗ, Питтукасси свалкине рекультивацилеме йышӑнчӗҫ. Укҫине, Турра шӗкӗр, Мускавран уйӑраҫҫӗ. Малтанласа - 113,9 миллион тенкӗ. Ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курмалла. Анчах кунта ӑнланманлӑх сиксе тухрӗ.
Малтан рекультивацилекене палӑртаймарӗҫ, кайран палӑртнине ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хурларӗ, унтан Шупашкар хула администрацийӗ конкурсра суйланнӑ «Автодор» предприятипех килӗшӳ тума йышӑннине пӗлтерчӗ.
Ҫак лару-тӑрура Элтеперпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухасси пирки калаҫаҫҫӗ.
Шупашкара «мӑйракасӑр» троллейбус илсе килсе тӗрӗслессине унччен пӗлтернӗччӗ. Паян ӑна ҫула кӑларнӑ. Унпа хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ярӑннӑ.
Троллейбуса Сарӑтуран Шупашкара темиҫе кунлӑха ҫеҫ илсе килнӗ. Унашкал транспорт 16 миллион тенкӗ тӑрать, электричествӑсӑр 30 ҫухрӑма яхӑн каяйма пултарать. Анчах темиҫе ҫултан унӑн аккумуляторне улӑштармалла. Ку вара 6 миллион тенке кайса ларать.
Ҫӗнӗ транспортпа Владимир Иванов министр та ярӑнса курнӑ. Троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кайнӑ. Анчах Хӗвеланӑҫ поселокне ҫитсен Алексей Ладыков Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме тӗллевленнӗ. Ку кӑна мар – вӗсем «мӑйракасӑр» транспортпа Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн алӑкӗ умнех ҫитсе чарӑннӑ.
Унашкал транспорта пирӗн те туянӗҫ-и? Федераци хысни 16 миллион тенкинчен 6-шне саплаштарма шантарсан та – ҫук. Ыран троллейбус Сарӑту хулине кайӗ.
Чӑваш Енри управляющи компанисем ресурссемпе тивӗҫтерекен организацисем умӗнче пӗр миллиард ытла тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, 1 миллиард та 210 милион тенке. Ку парӑм, тӗпрен илсен, ҫутӑшӑн, газшӑн вӑхӑтра татӑлса пыманнипе пуҫтарӑнса кайнӑ.
Усӑ курнӑ пулӑшушӑн тӳлеменнисем пирки республикӑра унччен те сахал мар калаҫнӑ, канашлусем пухнӑ. Ӗнер ку ыйтӑва черетлӗ хутчен хускатнӑ. Хальхинче Право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен республикӑри координаци канашӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Михаил Игнатьев Элтепеи ертсе пынӑ.
Управляющи компанисен пӗтӗмӗшле парӑмӗ утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 1,2 миллиардран иртнине кура калаҫу ҫивӗч пулнӑ. Тӳлев виҫи уйрӑмах пысӑккисене ларӑва та чӗннӗ. Йӗркеллӗ тим'меннисене ӗҫлеме мӗншӗн лицензи мӗншӗн пани таранах яваплисене сӑмах лекнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |