«Паян ирпе маншӑн кӗтмен япала пулчӗ», — тесе ҫырнӑ эрнекун Фейсбукра Алексей Кряжинов журналист тата ҫыравҫӑ.
Вӑл унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн проза секцийӗ ӑна асӑннӑ пӗрлешӗве сӗнме йышӑннине хыпарланӑ иккен. Проза секцийӗ сӗнине кура Алексей Кряжинов кандидатурине ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухать иккен.
«Вуланӑ хыҫҫӑн савӑннипе чӗре кӑкӑртан сиксе тухатчӗ», — йӗкӗлтешет ҫыравҫӑ тата журналист пӗрлешӳсен пайташӗ пулма тата хисеплӗ ятсене хирӗҫҫине палӑртса.
Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ пулас тесен йыша кӗме 5 пин тенкӗ тӳлемелле иккен, кайран уйӑхсерен — 200-шер тенкӗ. Алексей Кряжинов палӑртнӑ тӑрӑх, пултарулӑх, пичетленнӗ хайлавсен шучӗ тата ытти те пӗлтерӗшлӗ мар иккен.
Шупашкарта икӗ медсестрана чирлӗ ҫыннӑн картти ҫинчен укҫа илнӗ тесе шухӑшланӑран йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Шурӑ халатлисем 6 пин тенкӗ ытларах укҫана хӑйсен тунӑ.
Усал хыпара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ.
47 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе пынӑ иккен. Вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Сипленсе тухнӑ хыҫҫӑн арҫын банк картти ҫухалнине асӑрханӑ. Унӑн кодне вӑл паспортра тытнӑ.
Арҫыннӑн укҫи вӑл пульницӑра сипленнӗ чух ҫухалнӑ иккен. Пӗтӗмпе 6 пин те 500 тенкӗ ҫӗтнӗ унӑн.
Тупрана 38 ҫулти икӗ медсестра вӑрланӑ иккен. Вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ, ҫапла хӑтланнишӗн ӳкӗннине палӑртнӑ.
Кукӑр алӑллӑ хӗрарӑмсем тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем часах пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Халӗ ӑна вӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Раҫҫейре виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратакансене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ӗнер ҫӗнӗ йышӑну кӑларнӑ. Унта 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Ене ҫемьери виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн уйӑхсерен пособи тӳлемешкӗн федераци укҫи илсе тӑма пуҫлӗ.
Ҫӗршыв ертӳҫи «Раҫҫей Федерацийӗн демографи политикине пурнӑҫламалли мерӑсем ҫинчен» Указа улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫапла вара ҫемьере 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн уйӑхсерен пособи тӳлемешкӗн регионсене федераци бюджетӗнчен укҫа уйӑрмалли никӗс шутланакан критерисене улӑштарнӑ. Финанса тивӗҫекен регион шутне малашне ача ҫуратаслӑхӑн суммарлӑ коэффициенчӗ ҫӗршыври вӑтам кӑтартуран пӗчӗкреххи мар, ҫуратаслӑх коэффициенчӗ иккӗрен иртменни кӗрет.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӑвана пысӑклатасшӑн. Администраци куншӑн 1,9 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр. Ҫавӑнпа аукцион ирттересшӗн. Ҫӗнтерӳҫине юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртӗҫ.
Килӗшӗве алӑ пуссан ӗҫсене 60 кунра вӗҫлемелле. Ҫӑва хӑш еннелле тӑсӑласси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Ҫакна документра палӑртман. Ҫӗнӗ лаптӑка карта тытса ҫавӑрӗҫ, 600 тӑваткал метра асфальт сарӗҫ, 829 йывӑҫа касӗҫ, 828 тункатана тӑпӑлтарма тивӗ. Тӗлӗнмелле, 1 тунката юлӗ. Унпа мӗн тӑвӗҫ-ши? Паллӑ мар-ха.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта виҫӗ ҫӑва пур. Киввисем ТБО полигон тата Химпром» хушшинче, Липово ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӗнни – «Химпромран» хӗвеланӑҫ еннерех.
Шупашкарти троллейбус управленине епле пулӑшмалла? Кун пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ. Аса илтерер: предприятире парӑм нумай пухӑннӑ, тӳре-шара ӑна мӗнле пӗтермелли пирки пуҫ ватать. Электричествӑшӑн пӗтӗмпе 188,9 миллион тенкӗ тӳлемелле.
Планеркӑра рейссене сахаллатса йывӑр лару-тӑруран хӑтӑлма палӑртнӑ. Предприяти директорӗ Алексей Каныгин каланӑ тӑрӑх, малашне юлашки троллейбуссем 23 сехетчен мар, 22 сехетчен ҫӳрӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ҫак шухӑша ырланӑ. Унӑн шухӑшӗпе, кун пек тумасӑр май килмест. «Транспорт реформине йышӑнас ӗҫе 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен хӑварнӑ. Унччен предприятие панкрута кӑларас мар тесе вариантсем шырамалла», — тенӗ вӑл.
Нумаях пулмасть пултарулӑх ушкӑнӗсем Раҫҫей правительствин премине тивӗҫнӗ. Ҫак хавхалантарӑва пурте мар, чи маттуррисем кӑна илейнӗ.
Раҫҫей правительствин «Раҫҫей кӑмӑлӗ» премине 15 ушкӑн тивӗҫнӗ. Вӗсем халӑх пултарулӑхӗн аталанӑвне нумай тӳпе хывнӑшӑн преми илнӗ.
Лауреатсен йышне пирӗн ентеш те кӗнӗ. Владимир Павлов Комсомольски районӗнчи «Каҫал» халӑх фольклор ансамбльне ертсе пырать. Вӑл «Йӑлана кӗнӗ халӑх культури» номинацире ҫӗнтернӗ. Владимир Павлов 100 пин тенкӗ премие, кӑкӑр паллине тата преми лауреачӗн дипломне тивӗҫнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл пысӑк ҫӗр лаптӑкӗсене саккуна пӑсса сутнӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе вӗҫленӗ, ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ суту-илӳ тумасӑрах коммерци организацине виҫӗ ҫӗр лаптӑкне тара панӑ. Лаптӑк пӗтӗмпе 1,5 миллион тӑваткал метр йышӑннӑ. Тепӗр виҫӗ уйӑхран хайхискер ҫӗре 750 пин тенкӗпе сутса янӑ. Чӑн хакӗ вара 20 миллион тенке яхӑн пулмалла. Ҫапла вӑл хака 26 хут пӗчӗклетнӗ, хыснана тӑкак кӳнӗ.
Халӗ ҫӗре патшалӑх харпӑрлӑхне тавӑрса панӑ. Экс-пуҫлӑх вара тӑкака хӑйӗн ирӗкӗпе саплаштарнӑ.
2018-2019 ҫулсенче Патӑрьел тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи икӗ плотинӑна юсӗҫ. Вӗсене ҫӗнетмешкӗн пӗтӗмпе 17 миллион тенке яхӑн тӑкаклӗҫ. Ку хушӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнчи Люля юханшывӗ ҫинчи плотинӑна икӗ ҫул юсӗҫ. Ку тӗллевпе федераци тата республика хыснисенчен 14 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. 13 миллион тенке яхӑнӑшӗ – федераци хыснинчен.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чӑрӑш ялӗнчи плотинӑна та тӗпрен юсӗҫ. Ун валли 2,7 миллион тенкӗ ытла уйӑрӗҫ. Ку плотина авариллӗ лару-тӑрура. Ейӳ вӑхӑтӗнче яла шыв илет-мӗн. Ҫулталӑк каялла район администрацийӗ плотинӑн проект ӗҫне тумашкӑн 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли валли чаплӑ аккордеон туяннӑ. Музыка инструментне юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче илнӗ.
«Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли» республикӑн хысна предприятийӗ музыка инструментне малтанласа 1,5 миллион тенкӗ парса илес шухӑшлине пӗлтернӗ. Кайран, аукцион вӑхӑтӗнче, аккордеона 200 пин тенкӗ йӳнӗрехпе туяннӑ.
Ҫапла вара капеллӑн «Scandalli Extreme 47» Италире кӑларнӑ инструмент пулӗ. Ют чӗлхерен вырӑсла куҫарсан аккордеон ячӗ «Экстремальные скандалы» (чӑв. Экстремаллӑ тавлашу) тесе куҫать иккен.
Чаплӑ аккордеона туянма Чӑваш Енӗн хыснинчен кӗмӗл уйӑрнӑ.
Аса илтерер, филармонире халӗ юсав пырать, ҫав вӑхӑтра симфони капеллине Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищине тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне куҫарнӑ.
РФ Ӗҫлев министерстви Шупашкарти «Трактор савучӗсем» предприятири лару-тарӑва тӗрӗслесе тӑрать. Ку ҫивӗч ыйтӑва юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче РФ ӗҫлев министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Вовоченко тата ЧР ӗҫлев министрӗ Сергей Димитриев сӳтсе явнӑ.
Сергей Димитриев каланӑ тӑрӑх, республикӑри ӗҫ рынокӗнчи ҫивӗч лару-тӑрӑва сирме пулӑшакан хушма мероприятисем йӗркеленӗ. «Трактор савутӗнче» лару-тӑру япӑхлансах ҫитсен вӗсемпе усӑ курма палӑртнӑ.
Савутри ӗҫченсем сокращение лекме пултараҫҫӗ, ҫавна май вӗсене ӗҫ вырӑнӗ тупса парас тата професси тӗлӗшӗнчен вӗрентес тӗллевпе федераци хыснинчен укҫа уйӑрма пултарӗҫ.
Халӗ «Внешэкономбанк» концерна панкрута калассишӗн суда тавӑҫ тӑратма хатӗрленет. Предприятин кредитор умӗнчи парӑм 85 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Савут ӗҫченӗсене вара шалӑва парса татнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |