Алексей Казаков тата Андрей Кошкин Якутире иртнӗ пӗтӗм тӗнчери конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫапла майпа вӗсем парнене – 50 пин тенке – тивӗҫнӗ.
Алексейпа Андрей – И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн технологипе экономика факультечӗн вӗрентекенӗсем. Алексей – доцент, Андрей – машиноведени кафедрин вӗренӳпе методика кафедрин специалисчӗ.
Вӗсем конкурсра «Юрлӑ асанне» скульптура ӑсталнӑ. Ҫапла пирӗн ентешсем «Юрлӑ скульптурӑсем» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Пӑрлӑ скульптурӑсем» номинацире, шел те, пирӗн ентешсем малти вырӑнсене йышӑнайман.
Сӑмах май, конкурса Китайри, Монголири, Голландири, Францири, Беларуҫри, Пушкӑртстанри, Тывари, Чӑваш Енри, Питӗрти, Мускав облаҫӗнчи, Якутири 25 команда хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче сӗтел хатӗрлемешкӗн мӗн чухлӗ укҫа тухса каясси пирки эсир, ахӑртнех, хальлӗхе шухӑшламан-ха. Сирӗншӗн тӑкака Росстат шутланӑ. Кӑҫал Чӑваш Ен ҫыннисен уяв сӗтелӗ хатӗрлес тесен 5,3 пин тенкӗ кӑларса хумалла.
Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ ҫынран тӑракан ҫемьен уяв сӗтелӗ ҫулталӑкра 2,15 процент хакланнӑ. Пирӗн республика танлаштарӑмра 71-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсене илес тӗк, Киров, Пенза, Ӗренпур облаҫӗсенче, Тутарстанра, Мари Элта, Мӑкшӑ Республикинче, Чӑваш Енрипе танлаштарсан, уяв сӗтелӗ йӳнӗрех кайса ларӗ.
Уяв сӗтелӗ йышне мӗн кӗрет-ха? «Кӗрӗк айӗнчи сельдь», «Оливье» салатсем, лосось йышши пулӑсен вӑлчи, аш, торт, пулӑ, улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ, эрех, коньяк, хӗрлӗ эрех тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Пӗтӗмпе списокра – 29 пункт.
«Оливье» тата «Кӗрӗк айӗнчи сельдь» салатсем миҫе тенке кайса ларассине те шутланӑ Росстат: 261,67 тата 130,44 тенкӗ.
2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен муниципалитет ӗҫченӗсен ӗҫ укҫи ӳсет. ЧР Финанс министерстви хатӗрленӗ постановлени проектне республикӑри норма право акчӗсен порталӗнче пичетленӗ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, муниципалитет ӗҫченӗсен оклачӗ 1,04 хут ӳсет. Ку хула, район, ял администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене, вӗсен ҫумӗсене, администраци пайӗсен пуҫлӑхӗсене тата специалистсене пырса тивет. Оклада республика хыснинчи укҫапа ӳстерӗҫ.
Тӗслӗхрен, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн оклачӗ 33,1 тенкӗпе танлашӗ. Уйӑхсерен хавхалантаракан укҫана шута илес тӗк – 39,7 пин тенкӗ. Пӗлтӗрхи декларацие пӑхас тӑк, хула пуҫлӑхӗ 1,3 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
100-450 пин ҫын пурӑнакан хула е район администрацийӗн пуҫлӑхӗн оклачӗ 22,1 пин тенке ҫитӗ. Премисене шута илсен – 26,5 пин тенкӗ.
Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 14 ветеранӑн хваттерне хула хыснинчи укҫапа юсанӑ.
92 ҫулти Леонид Петров хваттерне ҫӗнетнӗшӗн питӗ савӑнать. Обой ҫыпӑҫтарнӑ, линулеум сарнӑ, маччана сӑрланӑ кӑна мар, тӗпелте те юсанӑ. Ветеран ку ӗҫрен хӑй те айккинче юлман – лавккара стройматериал суйланӑ.
Леонид Захарович вӑрҫа кайнӑ чухне 17-ре ҫеҫ пулнӑ. Вӑл Китайӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайне ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Максим Андреев каланӑ тӑрӑх, юлашки 3 ҫулта 42 ветеранӑн хваттерне юсанӑ, пӗтӗмпе миллион та 612 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку ӗҫе 2010 ҫултанпах пурнӑҫлаҫҫӗ. Районта халӗ вӑрҫа хутшӑннӑ 91 ветеран пурӑнать.
Чӑваш Ен ытти регион хушшинче ӗҫ укҫи енӗпе миҫемӗш вырӑн йышӑнать? Пӗлес килсен танлаштарӑма тишкермелле. Ӑна нумаях пулмасть хатӗрленӗ.
Шел те, Чӑваш Ен унта малтисен йышӗнче ҫук. Тӗпчев кӑтартнӑ тӑрӑх, Ямал-Ненецк автономи округӗнче пурӑнакансем пуринчен те ытларах ӗҫлесе илеҫҫӗ. Унта вӑй хуракан ҫынсен 24 проценчӗ уйӑхне 100 пин тенкӗ ытла илет. Иккӗмӗш вырӑнта – Чукотка. Виҫҫӗмӗш йӗркене Мускав йышӑннӑ.
Чӑваш Ен 69-мӗш вырӑнта ҫеҫ. Пирӗн республикӑра пурӑнакансен 0,78 проценчӗ ҫеҫ уйӑхне 100 пин тенкӗ ытларах шалу илет. 10 пин тенкӗрен сахалрах ӗҫлесе илекенсен йышӗ – 19,8 процент.
Ҫурҫӗр Кавказри республикӑсенче пурӑнакан ҫынсем чи сахал шалу илеҫҫӗ. Вӗсем танлаштарӑмра юлашки йӗркесене йышӑннӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу чӗнсен чылай чухне вӑрах кӗтме тивет. Ку вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Уйрӑмах ку енӗпе ялсенче лару-тӑру япӑх. Васкавлӑ медпулӑшун миҫе минутран пациент патне ҫитмелле-ха? Ку ый тӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫӗнӗ машинӑсен уҫҫине панӑ чухне хускатнӑ.
Ун чухне вӗр ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машинисем пациент патне часрах ҫитме май парассине пӗлтернӗ. Кӑҫалхи 9 уйӑха пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, хулара васкавлӑ медпулӑшу вӑтамран 10,3 минутра пациент патне ҫитнӗ, ялсенче вара – 12,5 минутра.
Ҫӗнӗ машинӑсем ку вӑхӑта тата кӗскетессе шанас килет те… Ҫичӗ транспорта ялсенче ҫӳреттерме туяннӑ. Кун валли республика хыснинчен укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫитес кунсенче РФ Патшалӑх Думине хыснаҫӑсене темиҫе ӗҫпе тӑрҫашма чаракан саккун ҫитмелле. Кунта сӑмах, тӗпрен илсен, врачсене, вӗрентекенсене пырса тивет. Вӗсем пӗр ӗҫре темиҫе яваплӑха пурнӑҫлаҫҫӗ, анчах налук вӗсен пӗр вырӑнтан кӑна тата сахал тытӑнать имӗш. Ку вара тӗрӗс мар, экономикӑшӑн пайталлӑ мар-мӗн. Ҫапларах ӑнлантараҫҫӗ саккун проектне хатӗрленисем.
Документа РФ Патшалӑх Думине саккун кӑларакан ҫак органӑн Ӗҫлев, социаллӑ политика тата ветерансем енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ Сергей Вострецов ҫитермелле. Темиҫе ҫӗрте тӑрӑшнишӗн тӳличчен ӗҫ хыҫҫӑн ӗҫленишӗн тӳлесен тӗрӗс тесе шухӑшлать депутат. Хыснаҫӑсен ӗҫ укҫин 60—70 проценчӗ — хушса тӳленӗ укҫа тесе калать иккен вӑл.
Ҫав вӑхӑтрах экспертсем ҫуршар ставкӑпа ӗҫлекенсем те кирлех, ку вакансие тулли ставкӑллисене памаллах тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Кияметдин Мифтахутдинов Пулково аэропортӗнче ют сумкӑна тытнип ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн Александр Белов блогер тата журналист 20 ҫул каяллахине аса илнӗ.
Шупашкарти Советсен ҫуртӗнче (халӗ ӑна Правительство ҫурчӗ теҫҫӗ) темле канашлу хыҫҫӑн журналист ют портфеле йӑтса тухса кайнӑ. Ӗҫе ҫитсен пӑхать те унта долларсемлӗ портмоне тата кӗнекесем асӑрхать. Васкаса каялла вӗҫтерет. Анчах никам та портфель шырамасть иккен. Советсен ҫуртӗнче хуралта ларакан пакунлипе сумкӑна уҫса пӑхаҫҫӗ те вӑл ЧПУн ун чухнехи ректорӗн Лев Кураковӑн пулнине ӑнланаҫҫӗ. Ҫын портфелӗпе кайнине Л. Кураков хӑй те асӑрхаман иккен. Ректор патне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ хыҫҫӑн портфельсене вӗсен хуҫисем ылмаштараҫҫӗ.
Александр Белов ҫырнӑ тӑрӑх, ректорӑн крокодил тирӗнчен ҫӗленӗ портфель пулнӑ, унӑн — самай ансатти.
Чӑваш Енри тӳре-шара Украинӑри Донецк тата Луганск облаҫӗсенчи ачасене Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламласшӑн. Вӗсем валли пылак парне туянмашкӑн укҫа пухнӑ ӗнтӗ.
Кунашкал акцие республикӑра кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Министерствӑсенче тата ытти учрежденире ӗҫлекен ҫынсем пылак кучченеҫ туянмашкӑн укҫа-тенкӗ пухнӑ. Кӗске вӑхӑтрах 1 миллион та 80 пин тенкӗ пуҫтарӑннӑ.
Ку укҫапа 5 пин пылак кучченеҫ туянма пулать. ЧР Ӗҫлев министерствипе ИӖМ укҫа пуринчен те ытларах пухнӑ-мӗн. Тӗнче тетелӗнче хӑшӗ-пӗри хыпарланӑ тӑрӑх, ахаль тӳре-шара 200 тенкӗ панӑ.
Ҫак кунсенче гуманитари пулӑшӑвне Ногинск хулине янӑ, унтан парнесене Украинӑна ӑсатӗҫ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев право хуралӗнче тӑрӑшакансемпе Юристсен кунне халалласа иртнӗ «ҫавра сӗтеле» хутшӑннӑ.
2017 ҫул Раҫҫейри ЗАГС уйрӑмне йӗркелесе янӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Чӑваш Енре кӑҫал Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑччӗ. Республикӑра мӑшӑрланакансен йышӗ пӗлтӗрхинчен 8 процент ӳснӗ. Уйрӑлакансен йышӗ чакнӑ. «Килӗштерсе пурӑнакан ҫемье – Раҫҫей тӗрекӗ. Обществӑн тӗп никӗсӗ тесен те йӑнӑш мар», — ҫак шухӑша палӑртнӑ юристсемпе тӗл пулӑва кайнӑ Элтепер.
Унтан вӑл Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫемьесене пулӑшма нумаях пулмасть тунӑ йышӑнусем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сӑмах май, виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратакансене укҫа-тенкӗпе пулӑшас йӗркене Чӑваш Енре нумаях пулмасть тепӗр хут йышӑнса хӑварчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |