Ҫак кунсенче Чӑваш Ен валли 826,4 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Федераци хыснинчен килнӗ укҫа-тенкӗпе мӗн тӑвӗҫ-ха?
Ҫак нухратпа усӑ курса патшалӑх пособийӗсемпе социаллӑ тӳлевсем парӗҫ, патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене шалу тӳлӗҫ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Ене федераци хыснинчен 2 479,3 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ.
Аса илтерер: РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, кӑҫал ҫемьере ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн уйӑхсерен пособи тӳлӗҫ. Чӑваш Енре ку тӳлев 8910 тенкӗпе танлашать.
Транспортӑн пӗрлехи карттипе усӑ курма меллӗ те йӳнӗ, анчах унта укҫа хурас тесен кӑштах нерв пӗтермелле. Нумаях пулмасть укҫа-тенке Перекет банкӗ онлайн-мелӗпе хума май туса панӑ. Анчах хӑшӗ-пӗрин нухрачӗ карттӑ ҫине ҫитмен. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ.
Ку ҫитменлӗхе часах пӗтерме шантарнӑччӗ. Анчах карттӑ ҫине онлайн-мелпе укҫа хурассине ака уйӑхӗччен чарса лартнӑ.
Организацин техника директорӗ каланӑ тӑрӑх, программа йӗркеллех ӗҫлеменнине тупса палӑртнӑ, ҫавна май ӑна сирме 3-4 эрне кирлӗ пулӗ. Ҫапла майпа ӗнертен карточкӑна онлайн-мелпе укҫа хума пулмасть. Сервис ака уйӑхӗнче ӗҫлесе каясса шантараҫҫӗ.
Онлайн-мелпе хунӑ укҫа карттӑ ҫине пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗччен килмест тӗк офиса пырса пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Чӑвашстат кам мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине шутланӑ. Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, хысна организацийӗсенче вӑй хуракансен шалӑвӗ 10 процент ӳснӗ.
Ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем ыттисенчен ытларах ӗҫлесе илеҫҫӗ – вӑтамран 49,8 пин тенкӗ. Аслӑ шкулсенче вӗрентекенсем вӑтамран 48,7 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Тухтӑрсен шалӑвӗ те ҫавӑн чухлех. Ытти категорири ӗҫченсем 25 пин тенкӗрен сахалрах ӗҫлесе илеҫҫӗ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫул вӑтам ӗҫ укҫи 7,2 процент ӳснӗ, ку кӑтарту 24 пин те 531 тенкӗ те 3 пуспа танлашнӑ. Палӑртмалла: 2017 ҫулта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев пресс-конференцире вӑтам ӗҫ укҫи кашни ҫулах ӳссе пырассине каланӑччӗ.
Питтукассинчи ҫӳп-ҫап купине 2014 ҫултах тӗп тума тытӑннӑ. Палӑртмалла: полигона йӗркене кӗртмешкӗн 319 миллион тенкӗ кирлӗ.
Анчах паянхи куна пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ку – саккунри улшӑнӑва пула. Полигонри вун-вун ҫул пухӑннӑ ҫӳп-ҫапа тӗп туса тӑпрана йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Тӑпрана тата тӑма Шупашкар районӗнчен илсе килесшӗн пулнӑ. Ҫав вырӑн полигонран 4 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Анчах ку ҫӗрсем – ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ, саккунра улшӑнусем пулнӑ май вӗсемпе усӑ курма юрамасть.
Халӗ Шупашкар хула администрацийӗ тата ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви урӑх мел шырать: тӑпрана ӑҫтан илсе килме пулать?
Мускаври Хусан вокзалӗнче Чӑваш Ен ҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл 8,5 пин доллар вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
«Хусан – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑспа килнӗ пӗр ҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл купере ӑнсӑртран укҫа манса хӑварнӑ-мӗн. Хайхискер Мускава ҫитсен укҫа чикнӗ конверта кӑларнӑ та матрас ҫине хунӑ. Ҫав вӑхӑтра тепри япалисене пуҫтарнӑ, тухма хатӗрленнӗ.
Ҫак арҫын куперен тухса кайнӑ, укҫи пирки вара маннӑ. Аса илсен каялла таврӑннӑ, анчах купере нимӗн те пулман. Транспорт полицийӗ пуйӑсра ҫак арҫынпа урӑх пассажирсем те пулнӑ.
Полицейскисем Чӑваш Енри хӗрарӑма тытса чарнӑ. 40 ҫултискерӗн ҫумӗнче конверт пулнӑ, унта вара – 8,5 пин доллар. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайона троллейбус ҫӳреттерме тытӑнасшӑн. Ҫавна май унта ҫул ҫаври тӑвасшӑн.
Ку проекта пурнӑҫа кӗртме 227 миллион тенкӗ кирлӗ. Ӗҫе 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Аукцион кӗҫех, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, иртӗ.
Ӗҫ виҫӗ тапхӑрпа иртмелле. Пӗрремӗшӗнче Шупашкар проспектӗнчи ҫула тӑватӑ полоса таран сарлакалатасшӑн. Хальлӗхе вӑл 2 полосаллӑ кӑна.
Иккӗмӗш тапхӑрта ҫул ҫаври тӑвасшӑн. Виҫҫӗмӗш тапхӑрта микрорайонта троллейбус линине карасшӑн. Диспетчер пункчӗ халӗ маршруткӑсен юлашки чарӑнӑвӗнче пулӗ. Троллейбуса микрорайон тавра ярасшӑн.
Шупашкарти Мускав район сучӗ ресторанта персе аннӑ хӗрарӑма ҫур миллиона яхӑн тенкӗ тӳлемелле тунӑ.
Юлташӗсен мӑнукӗн туйне кайнӑ Шупашкар хӗрарӑмӗ ресторан картлашки ҫинче ӳксе пуҫ мимине чӗтретнӗ, аллине хуҫнӑ. Кайран вӑл пульница тӑрӑх ҫӳресе нушаланнине пӗлтернӗ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн ресторантан 300 пин, тӑкака кӑмӑлпа саплаштарман тесе 150 пин тенкӗ штраф шыраса илме ыйтнӑ. Пӗрремӗш инстанцири судра тавӑҫа тивӗҫтернӗ-ха. Ҫав вӑхӑтрах ресторан юрисчӗ картлашка ҫинче персе аннӑ хӗрарӑма маларах 100 пин тенкӗ сӗннине пӗлтернӗ.
Ҫул-йӗр ҫинче аманакансене те пысӑк сумма тӳлемелле йышӑнусем кӑларманнине кура ҫак виҫе сӑнавҫӑсене хытах тӗлӗнтернӗ. Кунта чи кӑсӑкли — тавӑҫ авторӗ экс-судья пулни.
Ҫывӑх вӑхӑтра ҫак ӗҫе Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пӑхса тухӗ.
Шупашкарти 4-мӗш гимназин экс-директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: следстви версийӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи ҫуркунне тата ҫулла вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче Шупашкарта пурӑнакан 7 ҫынран 180 пин тенкӗ сӗтев илнӗ, куншӑн вӗсен ачисене гимназие вӗренме илме шантарнӑ. Укҫа-тенке вӑл лару залӗнче лампа улӑштарма, акӑлчан чӗлхи кӗнекисене илме, Пӗлӳ кунне ирттерме тесе илнӗ.
Экс-директорӑн ытти хура ӗҫӗсем те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл пӗр ҫынран 24,7 пин тенкӗ илнӗ, шкулти столовӑй валли хатӗр-хӗтӗр илме тесе каланӑ. Ҫапла майпа директор хӑйне валли илнӗ сӗтел-пукан хакӗн пӗр пайне саплаштарнӑ.
Унччен экс-директор тӗлӗшпе 7 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Пӗтӗмпе вӑл 204,5 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Халӗ экс-пуҫлӑха килте тытаҫҫӗ, унӑн иномаркине тата банк счечӗсене арестленӗ. Ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Раҫҫей Правительстви Чӑваш Ен валли 1,3 миллиард тенкӗ уйӑрӗ. Ку укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ ача пахчисем хута ярӗҫ. Хальлӗхе чи пӗчӗк шӑпӑрлансене ача пахчине вырнаҫтарма йывӑр, мӗншӗн тесен вырӑн ҫителӗксӗр. Федераци хыснинчен уйӑрнӑ «кӗмӗлпе» ҫак ыйтӑва татса пама палӑртнӑ.
2018-2019 ҫулсенче пирӗн республикӑна ку тӗллевпе пӗтӗмпе 1 336 104,6 пин тенкӗ килӗ. Ҫитес икӗ ҫулта ача пахчисенче 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫулти шӑпӑрлансем валли 2,5 пин вырӑн тума палӑртнӑ.
Ача пахчисене ӑҫта тӑвасси хальлӗхе паллӑ мар. Чи малтан, ахӑртнех, Шупашкарта хута ярӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра тата Комсомольски районӗсенче те ача пахчисем ҫӗкленме пултарӗҫ.
Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Алексей Самаркин тӗлӗшпе кӑларнӑ пуҫиле ӗҫ саккунлӑ вӑя кӗнӗ.
Аса илтерер, экс-пуҫлӑха ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑччӗ. Малтанласа суд ӑна 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑччӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 2 ҫул ӗҫлеме чарнӑччӗ. Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи кӗркунне Алексей Самаркин администраци ҫыннисене ӗҫ вӑхӑтӗнчех хресчен-фермер хуҫалӑхӗ тара илнӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ҫӗрулми пуҫтарма янӑ. Ҫав ҫӗре Самаркинӑн тӑванӗсем тара тытнӑ, ҫӗрулми лартса ӳстернӗ иккен.
Елчӗк район сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр экс-пуҫлӑх апелляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ штраф виҫине 10 пин тенкӗ чакарса 30 пин тенкӗ хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |