Вӑрмар районӗнчи фермер хуҫалӑхне тытса тӑракан пӗр этем Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствине улталаса хыснаран укҫа илнӗ. Сӑмах май, фермер — районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
Ӗҫӗ-пуҫӗ 2016 ҫултах пулнӑ. Ял хуҫалӑх ӗҫченӗ минераллӑ удобрени илтӗ тесе суя хутсем хатӗрленӗ имӗш, ҫавна вӑл министерствӑна тӑратса хыснаран 150 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн республикӑри упарвленийӗн тӗпчевҫисем ҫиеле кӑларнӑ. Вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн фермер укҫана хыснана хӑй ирӗкӗпе тавӑрса панӑ-ха. Апла пулин те депутта-фермер ҫылӑхӗ каҫман. Фермер ӗҫне ҫывӑх вӑхӑтра судра пӑхса тухӗҫ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вырӑнти прокурор ӑна ҫирӗплетнӗ те Вӑрмар район судне ярса панӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн вулавӑш корпусне тӗпрен юсасшӑн. Здание тулашӗнчен кӑна мар, шалтан та ҫӗнетӗҫ. Анчах хальлӗхе ЧПУ фасадне улӑштармашкӑн кӑна 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Аукцион ирттересси пирки ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хыпар лартнӑ. Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Электрон суту ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ.
Юсав ӗҫӗсене ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ирттерӗҫ. Сӑмах май, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусне 1985 ҫулта хута янӑ. Вулавӑш вара унта 1990 ҫулта ҫеҫ куҫнӑ.
Чӑваш Енри Раҫҫей Геройӗсене 30-шар пин тенкӗ тӳлӗҫ. Ку хушӑвӑн проектне ЧР Ӗҫлев министерстви хатӗрленӗ.
Раҫҫей Геройӗсем валли социаллӑ гарантисене тӳлеме федераци хыснинчен уйӑраҫҫӗ, анчах субъектсен хӑйсен те хушма ҫӑмӑллӑхсем пама ирӗк пур. Чӑваш Енри Раҫҫей Геройӗсене Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 73 ҫул ҫитнине халалласа 30 пин тенкӗ парӗҫ. Халӗ пирӗн респубикӑра унашкал виҫӗ ҫын пур: Николай Бударин, Евгений Борисов, Николай Гаврилов.
Николай Бударин ҫак ята 1995 ҫулта «Мир» комплекспа космосра нумай вӑхӑт вӗҫнӗшӗн тивӗҫнӗ. Николай Гаврилов 2002 ҫулта ятарлӑ задание пурнӑҫланӑшӑн Раҫҫей Геройӗ пулса тӑнӑ. Евгений Борисов 2000 ҫулта Ҫурҫӗр Кавказра паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн сумлӑ ята илнӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Сергей Морозов В.И. Ленин ячӗллӗ премие тавӑрнӑ. Кун пирки вӑл паян Facebook-ри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Эпир хамӑр историнчи чи лайӑх пулӑмсене сыхласа хӑварса усӑ курасшӑн. Шӑп ҫавна пула паян эп Ленин премине тавӑрасси пирки пӗлтертӗм, «В.И. Ленин ячӗллӗ кӗпернаттӑр премийӗ ҫинчен» Хушӑва алӑ пусрӑм», — ҫырса пӗлтернӗ Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ.
Ленин премине 2020 ҫултан пуҫласа пилӗк ҫулта пӗрре парӗҫ. Ӑна пӗр-пӗр лауреат е ҫынсен ушкӑнӗ тивӗҫме пултарӗ. Чыславне ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Владимир Ильич Ленинӑн ҫуралнӑ кунӗнче ирттерӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Владимир Ильич Ленин юнӗнче чӑваш юнӗ те пур.
Шупашкарти ҫӑмрӑк мӑшӑр канма каймашкӑн путевка туяннӑ чухне шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Хайхискерсем ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче полици уйрӑмне ҫитсе пулӑшу ыйтнӑ.
34 ҫулти хӗрарӑмпа 37-ри арҫын Абхазире канма шухӑшланӑ. Вӗсем тӗнче тетелне кӗрсе Хура тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ пансионатра пӳлӗм тара пани пирки вуласа пӗлнӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр ҫав ҫын патне шӑнкӑравланӑ, калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн ӑна 64 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ӑс кайран ҫеҫ пырса кӗнӗ ҫав. Укҫа куҫарнӑ хыҫҫӑн вӗсем ыттисем ҫав ҫын пирки мӗн ҫырнине вуланӑ. Ултавҫӑ иккен!
Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Полицейскисем асӑрхануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ.
2016 ҫултанпа Чӑваш Енре ҫичӗ культура ҫурчӗ ҫӗкленӗ. Кӑҫал вӗсен йышӗ тата пысӑкланӗ: тепӗр тӑватӑ клуб ҫӗклеме палӑртнӑ.
Кӑҫал Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗмшешре, Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсра, Патӑрьел районӗнчи Ишлӗре тата Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем пулӗҫ. Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче вара клуба ҫитес ҫул ҫӗклӗҫ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе 2018-2019 ҫулсенче республика хыснинчен 65,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кунсӑр пуҫне ялсенчи 33 культура ҫуртне юсама палӑртнӑ. Тепӗр 24 клуба ҫӗнетӗҫ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» хӑй вӑхӑтӗнче ура ҫинче ҫирӗп таракан предприятиехчӗ. Ҫынсем те вӑхӑтра шалу илетчӗҫ, производство калапӑшӗ те ӳссе пыратчӗ. Пуҫтарма ҫулталӑк, салатма пӗр талӑк теҫҫӗ те, чӑх-чӗп хапрӑкӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн шурлӑха путса пычӗ.
Паян РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ. Вӗсем хӑйсен сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, пуҫлӑх пулнӑ этем 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа ҫав ҫулхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи тапхӑрта предприятин илме май пур 94 миллион тенкӗ парӑмне те илмен имӗш. Ҫапла вӑл хӑтланни хапрӑка панкурат кӑларасси патне ҫитернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
«Чӑваш бройлерӗн» пуҫлӑхӗ укҫа пур ҫинчех рабочисене шалу тӳлемен, суд йышӑнӑвӗсене пурнӑҫламан тесе те экс-пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев пынӑ вӑхӑтра ӑна вӑхӑтлӑха хупса хума, пурлӑхне арестлеме йышӑннӑ.
«Чӑваш бройлерӗ» предприятире халӗ 79 ҫын ӗҫлет, вӗсенчен 22-шӗ – декрет отпускӗнче. Чылайӑшӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнчен ӗҫ укҫи илеймен. Предприяти 214 ӗҫчен умӗнче, ҫав шутра ӗҫрен кӑларса янисем те пур, 5 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хапрӑк ӗҫченӗсем забастовка тӑвасси пирки пӗлтернӗ, тепӗр кунхине забастовкӑна тухнӑ. Ӑна пӗтерес тесе хуралҫӑсем 53 ӗҫчене ӗҫе кӗртмен, предприятирен какай тултарнӑ машинӑна кӑларман. Вырӑна полици чӗннӗ.
Хапрӑкра кам ӗҫленӗ – пурин умӗнче те тенӗ пекех парӑм кӗнӗ. Унччен ӑна Вадим Николаев ертсе пынӑ (халӗ вӑл Чӑваш Ен сенаторӗ). Ун хыҫҫӑн хапрӑк Курскри усламҫӑ Александр Четвериков аллине куҫнӑ.
«Чӑваш бройлерӗн» акцийӗсен 51 проценчӗ – «Красная поляна плюс» АУОн (вӑл Курск облаҫӗнче вырнаҫнӑ), 49 проценчӗ – ЧР Юстици министерствин. Ведомство хӑйӗн акцине сутма тӑратнӑ, анчах ӑна никам та туянасшӑн мар.
Чӑваш Енре миллиардерсем ҫук. Вӗсем пирӗн пӗчӗк регионта унччен те пулман-ха, пӗлтӗр те пӗр миллионер та миллиардера ҫаврӑнайман.
Ҫак кунсенче налук инспекцийӗсенче иртнӗ ҫулшӑн деклараци йышӑнаҫҫӗ. Паян Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗнче ирттернӗ ирттернӗ пресс-конференцире деклараци кампанийӗ епле пынине тишкернӗ. Управлени пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Краснов журналистсене каланӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫул 1 миллионран тытӑнса 10 миллион тенкӗ тупӑш илнисем — 1923-ӗн, 10-ран пуҫласа 100 миллион тенкӗ таран тупӑш илнисем — 23-ӗн, 100-500 миллион тупӑшлисем — тӑваттӑн, 500 миллионран ытларах ӗҫлесе илни — пӗр ҫын. Миллиардерсем ҫук.
Деклараци кампанийӗ кӑҫал ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Чӑваш Енре ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫыракан авторсем хушшинче конкурс ирттереҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Информаци политикипе масӑллӑ коммуникацисен министерстви ирттерет.
Аса илтерер, Ачасем валли чӑвашла хайлавсем ҫыракансене пирӗн республикӑра кӑҫал та хавхалантарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ятарлӑ хушӑва Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑччӗ.
Конкурс материалӗсене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн шкул ҫулӗнчисем валли шӑрҫаланӑ автора 50 пин тенкӗ парӗҫ, вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫыракансене — 75-шер пин тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |