Пӗлтӗр ҫуркунне мотоциклист Шупашкарти База проездӗнче ҫул ҫинчи шӑтӑка пырса тӑрӑннӑ та «тимӗр урхамахне» сиенлетнӗ.
Кун хыҫҫӑн шӑтӑка виҫнӗ. Вӑл 1,1 метр тӑршшӗ, 90 сантиметр сарлакӑш, 14 сантиметр тарӑнӑш пулнӑ. Нормативпа килӗшӳллӗн вара сарлакӑшӗ 60 сантиметртан, тӑршшӗ 15 сантиметртан, тарӑнӑшӗ 5 сантиметртан ытларах пулмалла мар.
Экспертиза «Ямаха» мотоцикла юсамашкӑн 193 пин те 717 тенкӗ кирлӗ тесе палӑртнӑ. Вӑл вӗр ҫӗнӗ пулманнине кура – 71 пин те 800 тенкӗ. Мотоциклист ҫак укҫана ку ҫула пӑхса тӑракан организацирен суд урлӑ ыйтнӑ.
Суд мотоциклист майлӑ пулнӑ. Судья организацирен 71 пин те 800 тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне экспертиза тунӑшӑн – 2500 тенкӗ, ытти расхутшӑн 9 пин ытла тенкӗ тӳлемелле.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Ставрополь тӑрӑхӗнче регистрациленнӗ 41 ҫулти ӗҫсӗр арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 359-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Киева тухса кайнӑ. Унта вӑл Украинӑри Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ районӗнчи хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннӑ теҫҫӗ.
Киевҫ кайсан Украинӑри националистсен пӗрлешӗвне кӗнӗ. Ятарлӑ ҫар чаҫӗнче ҫар ӗҫне вӗреннӗ. Донецк облаҫӗнче «Генрих» ятпа перекен пулса ҫапӑҫнӑ-мӗн. Уншӑн ӑна укҫа тӳленӗ.
Украинӑра ҫапӑҫнӑ ҫынна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче наркотик сутнишӗн тытса чарнӑ. Вӑл Украинӑра ҫапӑҫни ҫавӑн чухне ҫиеле тухнӑ иккен.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем пӗлтӗр банксенчен кивҫен самай илнӗ. Кредит илнин тӑрӑмне Раҫҫей Тӗп банкӗн Атӑлҫи-Вятка тӑрӑхӗнчи тӗп управленийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗнче 2016 ҫулхипе танлаштарса пӑхнӑ та кивҫенӗн пӗтӗмӗшле виҫи 132 миллиард тенке ҫитнине палӑртнӑ. Ку вӑл унчченхинчен 27 процент нумайрах.
Кредит сумми ӳснине финанс аналитикӗсем процент ставки чакнипе те сӑлтавлаҫҫӗ. 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче уйрӑм ҫынсемшӗн вӑл вӑтамран 14,6 процентпа танлашнӑ, пӗлтӗрхи раштавра — 11,8 процентпа.
Кивҫене укҫана пысӑк усламҫӑсем ҫеҫ мар, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательсем те, уйрӑм ҫынсем те илеҫҫӗ. Халӑх банксене ытларах чух ипотека патне каять. Унсӑр пуҫне автокредит, аллӑн кивҫен, кредит картти тата ыттине суйлакансем те йышлине палӑртаҫҫӗ.
68 ҫулти хӗрарӑма ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Хайхискерсем унран ыйтмасӑрах кредит хӑйсем валли илнӗ.
Ултавҫӑсем ватӑ хӗрарӑмӑн паспорт даннӑйӗсене епле пӗлнӗ тетӗр-и? Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче вӗсем ун патне шӑнкӑравланӑ та общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн парне паратпӑр тесе суйнӑ, паспорт номерне, карточка реквизичӗсене ыйтнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ.
Кун хыҫҫӑн ултавҫӑсем ватӑскерӗн ячӗпе кредит илнӗ, 32 пин тенкӗ йӑкӑртнӑ. Халӗ ку тӗлӗшпе оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ.
Асӑрханӑр: юлашки вӑхӑтра ҫакнашкал ултав анлӑ сарӑлма тытӑннӑ.
Чӑваш Енри ултӑ шырав отрядне укҫа парса пулӑшӗҫ. Ку хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Халӗ ун пирки республикӑн Вӗренӳ министерстви те хыпарлать.
Шырав отрячӗсенчен виҫҫӗшне 100-шер пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ, тепӗр виҫҫӗшне — 75-шер.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вӑтам шкула — «Пропавших без вести возвращаем имена» (чӑв. Хыпарсӑр ҫухалнисен ячӗсене тавӑратпӑр), Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри шкула «Здесь шли бои…» (чӑв. Кунта ҫапӑҫусем иртнӗ...), Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумне «Помнить – значит делать» (чӑв. Асра тытни — туни) проектсем валли 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн «Память» (чӑв. Астӑвӑм) шырав отрядне, «Студенческий Совет» (чӑв. Студентсен канашӗ) организацине, «Алые маки» (чӑв. Хӗрлӗ мӑкӑнь) шырав пӗрлешӗвне 75-шер пин тенкӗ лекӗ.
2016 ҫулхи кӗркунне Комсомольски районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫыннӑн телефонӗ ҫине палламан номертен СМС-ҫыру килнӗ. Вӑл ӑна уҫса вуланӑ, кӗҫех картти ҫинчен 8 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Ҫырура сиенлӗ компьютер программи пулнӑ-мӗн. Арҫын укҫа ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Уголовлӑ шырав управленийӗн ӗҫченӗсем ҫав ҫырӑва кам янине тупса палӑртнӑ. Вӑл – Сахалин облаҫӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫын. Ӑна хӑйсен регионӗнче те сиенлӗ программӑсем сарнӑшӑн явап тыттарнӑ.
Ҫак арҫынна следстви изоляторне хупнӑ. Вӑл миҫе ҫыннӑн укҫине вӑрланине полицейскисем тӗпчӗҫ.
Республикӑри ӗҫлӗх центрӗсене пӗр-пӗринпе пӗрлештерме йышӑннӑ. Ку ыйтӑва ӗнер иртнӗ ЧР Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Реорганизаципе ҫыхӑннӑ хушӑва Иван Моторин премьер-министр ӗнерех 98-мӗш номерпе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Паян ӗҫлӗ хута ЧР влӑс органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
Ӳлӗмрен Йӗпреҫ районӗнчи ӗҫлӗх центрӗ Вӑрнартипе пӗрлешӗ; Ҫӗмӗрлери ҫумне Хӗрлӗ Чутайрине тата Пӑрачкаврине хушӗҫ; Муркашрине Етӗрнене парӗҫ.
Сӑмах май каласан, ӗҫлӗх центрӗсем пурте — Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министертсвин аллинче. Вӗсем хысна учрежденийӗсем шутланаҫҫӗ.
Центрсене пӗрлештерни патшалӑх пурлӑхӗпе тухӑҫлӑ усӑ курас тата республика хыснинчи кӗмӗле перекетлессипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки йышӑнура палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗ Чӑваш Енӗн Финанс министерствинчен укҫа суд урлӑ шыраса илет. Чӑваш Енӗн Арбитраж судне ҫитнӗ тавӑҫра управлени 162 миллион ыйтса илес кӑмӑллинех палӑртнӑ-ха. Анчах тӳресем укҫа виҫин пӗр пайне ҫеҫ тӳлеттермелле йышӑну кӑларнӑ.
Пӗлменнисене пӗлтерер, троллейбус управленийӗ халӑхӑн ҫӑмӑллӑхлӑ пайне илсе ҫӳренишӗн хыснаран саплаштармалла тесе шухӑшлать. Республикӑн Финанс министерстви урӑхларах шухӑшлине кура тата ҫӑмӑллӑхлӑ категорие турттарма хӑтланса тӑкакланнӑ тесе предприяти суда ҫитнӗ.
ЧР Арбитраж судӗнче шутласа пӑхнӑ та, 12,9 миллион тенкӗлӗх шыраса илмелле йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне республикӑн Финанс министерствин 15,9 пин тенкӗ патшалӑх пошлини тӳлеме тивӗ.
Ачасем валли чӑвашла хайлавсем ҫыракансене пирӗн республикӑра кӑҫал та хавхалантарӗҫ. Ку ыйтӑва ӗнер иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ятарлӑ хушӑва Иван Моторин премьер-министр ӗнерех алӑ пуснӑ, паян ӑна ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Укҫана тыттариччен хайлавсене ятарлӑ конкурс хаклӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ ертсе пырӗ.
Ачасем валли чӑвашла ҫырнине тӗрлӗ суммӑпа хавхалантарӗҫ. Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн шкул ҫулӗнчисем валли шӑрҫаланӑ автора 50 пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫыракансене 75-шер пин тенкӗ уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ.
Конкурса, тӳрех палӑртар, автор уйрӑммӑн та, авторсен ушкӑнӗ те хутшӑнма пултарать.
Чӑваш Енре пурӑнакансем лавккара тата тӳлевлӗ пулӑшу илекен ытти вырӑнта аллӑн укҫа тӳлессинчен писсе пыраҫҫӗ. Ҫакӑ пирӗнтен чылайӑшӗ банк карттисемпе усӑ курма пуҫланипе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар.
Раҫҫей Тӗп банкӗн Атӑлҫи-Вятка тӑрӑхӗнчи управленийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн пресс-службинче ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, транзакцисен хисепӗ иртнӗ ҫул унчченхинчен 41 процент нумайланнӑ. Ҫав шутра банк карттисемпе тӳлекенсен виҫи 3,5 хут йышланнӑ. Чекӑн вӑтам виҫи 555 тенкӗпе танлашнӑ.
Раҫҫей Тӗп банкӗн Атӑлҫи-Вятка тӑрӑхӗнчи управленийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющийӗ Александр Логвинов шухӑшланӑ тӑрӑх, аллӑн укҫа тӳлес вырӑнне банк карттипе татӑласси Чӑваш Енре пурӑнакансен пурнӑҫӗнче вӑй илсе пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |