Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче тӑрӑшакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Пӗр харӑс мар. Икӗ эрне хушшинче.
42 ҫулти хӗрарӑм патне утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче мессенджерсенчен пӗринче укҫана хывса пайта курма май пурри ҫинчен пӗлтерӳ ҫитсе выртнӑ. Хӗрарӑмпа «консультант» та ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна укҫа куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ, ыттине биржа ӗҫченӗсем хӑйсемех тӑвӗҫ тесе ӗнентернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗччен хӗрарӑм Краснодар, Волгоград тӑрӑхӗсенче тата Мускавра регистрациленнӗ номерсем ҫине 2 миллион ытла куҫарса панӑ.
«Биржӑна хывнӑ» укҫана каялла илме май килменрен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи 63 ҫулти арҫын биржӑра инвестор пек ӗҫлесе тупӑш тӑвас тенӗ те… 1 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ун патне мессенджера инвестици платформи ҫинче укҫа ӗҫлесе илме пулать тесе хыпар килнӗ. Ку утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнчех пулнӑ. Кӗҫех ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та укҫа-тенке пысӑк процентпа проекта хывма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла арҫын уйӑх тӑршшӗпе ултавҫӑсене 1 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. 800 пин тенки – кредит илнӗскер. Укҫа-тенке каялла кӑларма тӑрсан «инвесторсем» каллех укҫа хывма ыйтма пуҫласан тин арҫын хӑй ултавҫӑсене аллине лекнине ӑнланнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви «Перспектива» гранта илмелли конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал ӑна 23 фермер тивӗҫӗ. Ку тӗллевпе хыснаран 125 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ялсенчи 10 усламҫӑ гранта ҫырла ӳстерме тивӗҫнӗ. Сурӑх ӗрчетекен 7 усламҫӑ ку укҫапа хӑйӗн ӗҫне аталантарӗ. Аквакультура енӗпе ӗҫлемешкӗн 6 усламҫӑ гранта тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: «Перспектива» грант – аграри усламне аталантарма уйӑракан субсиди. Ӑна сыр пӗҫерекенсене, аквакультура таварӗсемпе ӗҫлекенсене, ҫырла ӳстерекенсене тата сурӑх ӗрчетекенсене параҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫитес ҫул пӗр ҫынна пӗр уйӑхра пурӑнма мӗн чухлӗ укҫа кирлине палӑртаҫҫӗ. Вӑл, кӑҫалхипе танлаштарсан, 7,3 процент пысӑкрах пулӗ, 13271 тенкӗпе танлашӗ. Кӑҫал вӑл 12363 тенкӗ пулнӑ.
Уйрӑм категорири ҫынсем валли те ку виҫе ӳсӗ. Ӗҫлекен ҫынсем валли – 14465 тенкӗ, тивӗҫлӗ канурисем валли – 11413 тенкӗ, ачасем валли 12873 тенкӗ пулӗ.
Палӑртмалла: тӗрлӗ пособи, тӳлев илме документсем тӑратнӑ чухне ҫак виҫесене шута илеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти арҫын фермертан какай туянас тенӗ. Ку пӗлтерӗве вӑл мессенджерта асӑрханӑ та сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ.
Хайхи арҫын унпа 10 пин тенкӗлӗх какай туянма калаҫса татӑлнӑ та укҫа куҫарса панӑ. Анчах ӑна нимӗнле какай та килсе паман.
Кун хыҫҫӑн арҫын полици уйрӑмне кайса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑк бронежилет сутатӑп тесе тӗнче тетелӗнче пӗтерӳ вырнаҫтарнӑ. Хӑйӗн ун пек япала пулман та.
Кӑштахран тавар туянас кӑмӑллӑ ҫын та тупӑннӑ. Сутуҫӑна вӑл 26 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Яш ҫав укҫапа хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 18 ҫулти каччӑна ҫынна улталанӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарасшӑн.
Канашра пурӑнакан 57 ҫулти арҫын патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл Тӗп банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер анлӑ сарӑлнӑ «юмаха» юптарнӑ: такам унӑн ячӗпе кредит илесшӗн, ултавҫӑран хӑтӑлас тесен вӑл каланине туса пымалла, телефона сарӑм лартмалла имӗш.
Хайхи арҫын палламан ҫын каланине темиҫе кун пурнӑҫласа пынӑ. Ку кӑна мар-ха, ҫак ӗҫе арӑмне те явӑҫтарнӑ. Укҫа куҫармалли реквизитсене вӗсем ҫакнашкал преступленисем пирки асӑрхаттаракан хут ҫине ҫырса хунӑ.
Ҫапла арӑмӗпе упӑшки 5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Ытларах пайӗ – кредит илни. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинчи «Коновалово» микрорайонӗнчи шкула туса пӗтерме республикӑн резерв хыснинчен тепӗр 12 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Ку укҫа-тенкӗпе шкула электричество сечӗсемпе сыпӑнтарнӑ чухне усӑ курӗҫ. Сӑмах май, иртнӗ эрнере те ку пӗлӳ ҫурчӗ валли укҫа уйӑрнӑ – 86 миллион тенкӗ.
Палӑртмалла: шкула «Старатель» строительство компанийӗ тӑвать. Икӗ ен 306,7 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ алӑ пуснӑ. Планпа килӗшӳллӗн, ӑна утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута ямалла пулнӑ. Шкулта 375 ача валли вырӑн пулӗ.
Чӑваш Енре пурӑннӑ арҫын укҫа выляса илнӗ те тӑван тӑрӑхӗнчен тухса кайнӑ.
Владимир Макаров ятлӑ арҫын лотерейӑпа 4 миллион та 769 пин те 8 тенкӗ выляса илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тӑван тӑрӑхран тухса кайма шут тынӑ. Унӑн ывӑлӗсем Мускав ҫывӑхӗнче пурӑнаҫҫӗ иккен. Арҫын та унта кайма тӗллев лартнӑ. Ҫемье виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер туяннӑ, сӗтел-пукан туяннӑ. Халӗ Владимир тата унӑн арӑмӗ Мускав облаҫӗнче тӗпленнӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм авиабилет туянас тесе ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Хӗрарӑмӑн хӗрӗ тахҫантанпах ют ҫӗршывра пурӑнать иккен. Амӑшӗ ун патне кайса курас тенӗ. Авиабилет сутакан тӗрлӗ интернет-сайтсене тишкернӗ хыҫҫӑн хак илӗртекен пӗлтерӗве асӑрханӑ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫ менеджерӗсемпе ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн лешсем ӑна билет туянассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене «Телеграма» кӗрсе сӳтсе явма сӗннӗ.
Ҫула тухмалли куна тата вӑхӑта кӑтартнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма билет хакне тӳлеме сӗннӗ. Банк картти ҫинчен 9300 тенкӗ касса кайнӑ хыҫҫӑн билет сутакансем хӗрарӑмпа ҫыхӑнӑва татнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |