Чӑваш Енре каллех ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ӗҫлеме пуҫланӑ. Шупашкарта унашкалли — 10. Ял хуҫалӑх ярмӑрккисем урӑх хуласенче те ӗҫлеҫҫӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсене официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Шупашкарта «Кӗр парни» ярмӑрккӑсем «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, «Дар» тулли мар яваплӑ обществӑра, «Северная» тулли мар яваплӑ обществӑра, «Хевешски» пасарта уҫӑлнӑ.
Кунсӑр пуҫне ял хуҫалӑх продукцийӗпе Канашра, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗнӗ Шупашкарта суту-илӳ тӑваҫҫӗ. Ярмӑрккӑ уҫӑлнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртнӗ.
Ку ярмӑрккӑсем халӑхшӑн лайӑх. Унта хаксем ытти пасартан йӳнӗрех. Суту-илӳ вырӑнӗсемпе тӳлевсӗрех тивӗҫтереҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрне тавара киле ҫитиех леҫсе параҫҫӗ. Тӗслӗхрен, сусӑрсене, пенсионерсене, нумай ачаллӑ ҫемьесене, ветерансене.
Васкавлӑ медпулӑшу ураписен — улшӑнусем. Нумаях пулмасть вӗсен автобази ҫӗнелнӗ. Вӗр ҫӗнӗ 23 урапа Чӑваш Ери ҫынсене пулӑшу кӳме васкӗ.
Ҫӗнӗ урапа уҫҫисене ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Ку мероприяти Ҫӗмӗрлере иртнӗ.
Ҫӗнӗ урапасем Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Улатӑр, Йӗпреҫ, Шупашкар, Вӑрнар районӗсенче пурӑнакансене пулӑшу кӳрӗҫ. Михаил Васильевич уҫӑсене панӑ чухне Чӑваш Енре медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхӗ ӳссе пынине палӑртнӑ.
Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче республикӑра сывлӑх сыхлавне ҫӗнетмешкӗн 5 миллиарда яхӑн тенкӗ тӑкакланӑ. Унпа ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туяннӑ, пульницӑсене юсанӑ, ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсене хута яраҫҫӗ. Михаил Васильевич ҫитес ҫулла валли мелдпулӑшу ураписен паркне тӗпрен ҫӗнетме шантарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 73 ҫулти арҫын чӑннипех те паттӑрла ӗҫ тунӑ. Ватӑскер путакан ҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Улатӑр ҫынни, халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер, юраман вырӑнта шыва кӗнӗ. Ватӑ арҫын путакан хӗрарӑма ҫӑлнине тепӗр ҫын курнӑ.
Путакан ҫамрӑк хӗрарӑм 27-ре кӑна-ха. Юраман вырӑнта шыва кӗнӗ вӑл. Ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ. Юрать, хӗрарӑм кӑшкӑрма тытӑнсан ватӑ арҫын пулӑшма ыткӑннӑ. Унсӑрӑн…
Арҫын ӑна ҫыран хӗррине илсе тухса васкавлӑ медпулӑшӑва тата ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Лайӑх тӑвас тенӗ те начар пулса тухнӑ. Улатӑр хулинчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫурта 2009 ҫулта юсанӑ та ҫынсем нушаланма тытӑннӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ҫав ҫулхине ҫурт ҫивиттине ҫӗнетнӗ. Анчах ҫав ҫуртра пурӑнакансемшӗн ырлӑх вырӑнне хурлӑх пуҫланнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен парламенчӗн депутатне Генрих Васильева Улатӑр хулинче пурӑнакан ҫын онлайн-йышӑну вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Ик айкки те тӑвайкки мар ҫав ҫын Улатӑрти хӑй пурӑнакан нумай хваттерлӗ ҫурт ҫивиттине юсанӑ хыҫҫӑн маччасем ҫурӑлса кайнӑ, хӗлле унта пӑрланса ларать, ҫуркуннепе кӗркунне хваттерсене шыв анать. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющи компанийӗ ӗҫе кӑлтӑкпа пурнӑҫланине йышӑнать-мӗн, анчах юсама васкамасть.
Депутат патне йышӑнӑва Кивӗ Эйпеҫ ялӗнчен пынӑ арҫын та хӑй ыйтӑвӗпе кӑна ҫӳремен, ҫынсемшӗн пӑшӑрханнӑ. Вӑл хӑйсен ялӗнчи Ленин урамӗ республика пӗлтерӗшлӗ шутланнине, ҫав май ун тӑрӑх машина нумай хутланине, ҫул-йӗр ҫинчи инкек те сахал мар сиксе тухнине пӗлтернӗ май «выртакан полицейски» тума май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури нумаях пулмасть Улатӑр районӗнчи пӗр кинемее хӳтӗленӗ. 82 ҫулти ҫав ватӑ вӑрҫӑра вилнӗ салтак арӑмӗсене те хваттер парасси пирки илтнӗ те саккунта калакан ҫав ирӗкпе усӑ курас тенӗ. Анчах тӳре-шара унӑн упӑшки вӑрҫа хутшӑнни пирки аптӑранӑ, ҫавна ӗнентерекен фактсем ҫук тесе салтак арӑмне пулӑшма килӗшмен.
Аптӑранӑ ватӑ прокуратурӑна кайнӑ. Унта вӑл Улатӑр хулипе Улатӑр район администрацийӗн халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пайӗ ватта ҫурт туянма е тума пӗр хут паракан укҫа тӳлевне парас мар тесе йышӑнни пирки евитленӗ. Прокурорсем тӗрӗсленӗ те, кинемейӗн упӑшки Украинӑра националистсене пӗтерес тесе 1944 ҫултан тытӑнса 1951 ҫулччен пулнине палӑртнӑ. Кинемее укҫа пама хистекен тавӑҫпа прокуратура район судне тухнӑ.
Улатӑрти 15-мӗш номерлӗ «Шӑпӑрлан» ача пахчинче ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухнӑ. Кун пирки вырӑнти прокуратурӑна ашшӗ-амӑшӗ систернӗ.
Надзор органӗ тӗрӗслев ирттернӗ те шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийӗнче вӗренӳ ӗҫ-хӗлне тӳлевсӗр йӗркелесси пирки калакан саккуна пӑснине асӑрханӑ. Ача пахчин администрацийӗ ҫурта тата пӳлӗмсене тытса тӑма, юсама ашшӗ-амӑшӗнчен тӑтӑшах укҫа пухнӑ. Ача пахчине вырнаҫтарнӑ чух ашшӗ-амӑшне ушкӑн валли тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр туянмалли пирки асӑрхаттарнӑ. Аслисенчен пухнӑ «кӗмӗлпе», сӑмахран, жалюзи туяннӑ, кавир, тетте, санитарипе гигиена хатӗрӗ. Укҫана ашшӗ-амӑшӗнчен ыр кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ евӗр пухнӑ.
Ача пахчин ертӳҫи тӗлӗшпе прокуратура РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӑн 5.57 статйин 1-мӗш пайӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна май ертӳҫӗне 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Пуйма хӑтланакан мулсӑр юлнӑ темелле-ши ӗнтӗ паллӑ ваттисен сӑмахне кӑшт ылмаштарса? Пуяс тени хӑш чухне, чӑн та, инкекпе вӗҫленет. Улатӑрти пӗр хӗрарӑм укҫаллӑ пулас тӗллевпе лавкка уҫнӑ. Унта вӑл ытти-хыттипе пӗрлех туртмалли тата хаяр шӗвек те сутнӑ.
Ятарлӑ ирӗк илсен ун пек таварпа суту-илӳ тума никам та чармасть-ха. Хӗрарӑм-усламҫӑ вӑл енчен саккунпа килӗшӳллӗн ӗҫлесе пынӑ. Анчах пӗр кунхине хайхискер пирус тата пӗр банка сӑрана ҫул ҫитмен каччӑна тыттарса янӑ. Туянакан пултӑр, укҫа килтӗр тенӗ-ши?
Анчах ҫул ҫитменнисене эрех-сӑра тата пирус сутма юраманнине кирек епле сутуҫӑ та пӗлме тивӗҫ. Кассӑсем патӗнче те тепӗр лавккасенче ун пек асӑрхаттару ҫырса ҫакаҫҫӗ, сутуҫӑсем те ҫамрӑк курӑнакансенчен паспорт ыйтаҫҫӗ.
Пирус тата сӑра сутнишӗн усламҫӑ-хӗрарӑм тӗлӗшпе Улатӑрти прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Саккуна пӑснишӗн хӗрарӑма пӗтӗмпе 80 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Улатӑрта Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне хӑйне евер паллӑ тунӑ. Улатӑрсем ҫав кун ҫемйисемпех тухса ӑҫталла ҫул тытнине никам та тавҫӑрас ҫук. Ача ҫуратмалли ҫурт патне!
Ун чухне Кӳмесен парачӗ иртнӗ. Кунашкал уяв Улатӑр хулинче виҫҫӗмӗш хут иртет ӗнтӗ. Ӑна чиркӳ ҫыннисем йӗркелеҫҫӗ.
Парад ирхине чиркӳ патӗнчен пуҫланнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ, асламӑшӗсемпе аслашшӗсем, кукамӑшӗсемпе кукашшӗсем хула урамӗпе ача ҫуратмалли ҫурт таран утнӑ. Ахальтен мар унталла ҫул тытнӑ вӗсем. Ҫапла майпа улатӑрсем ҫӗнӗ чуна ҫут тӗнчене килме пулӑшакан тухтӑрсене тав тума шутланӑ.
Тухтӑрсем валли вӗсем ятарласа чӗре евӗр пысӑк торт пӗҫернӗ. Вырсарни шкулӗн тата ача пахчин шӑпарланӗсем концерт хатӗрленӗ, вӑйӑ вылянӑ, конкурссем ирттернӗ.
Кӑҫал ҫуралнӑ ачасем те парнесӗр юлман. Вӗсен ашшӗ-амӑшне сувенирсем парнеленӗ. Уяв вӗҫӗнче тӳпене шурӑ кӑвакарчӑнсене вӗҫтернӗ.
Улатӑрта вырнаҫнӑ юсанмалли 2-мӗш колонире айӑплав вӑхӑтне хӗрарӑмсем ирттереҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле режимлӑскер ытти ҫавӑн йышши учреждени евӗрех унта ларакансене вӗрентет те. Шкулта вӗренни ҫинчен калакан аттестат ҫуккисене вӑтам пӗлӳ параҫҫӗ, пӗлӳ ҫуккисене алла пӗлӳ илме пулӑшаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче 2-мӗш колони 34 хӗрарӑма вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен калакан аттестат тыттарнӑ. Ахаль кӑна мар, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах. Чи лайӑх вӗреннисене Хисеп хучӗсемпех палӑртнӑ. 4 ҫул тӑрӑшса вӗренсе ӑна ӑнӑҫлӑ пӗтернисене пылак парнепе те хавхалантарнӑ. Алла аттестат илнисем сӑвӑсем вуланӑ, вӗрентекенсем валли хатӗрленӗ открыткӑсене парнеленӗ. Савӑнӑҫлӑ уяв ячӗпе «Рада» художество пултарулӑх кружокне ҫӳрекенсем икӗ ташӑ лартса панӑ. Колонири шкул класӗпе сывпуллашакансене О. Хайам, О. Уальд каланӑ ӑслӑ сӑмахсемпе ырӑ суннӑ.
Чӑваш Енре йӗрке хуралҫисем пӗр арҫынна шыраҫҫӗ. Ахальтен мар. Вӑл йывӑр преступлени тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав арҫын йывӑр преступление Улатӑр хулинче тума пултарнӑ.
Сӑнӳкерчӗкри арҫын 40-45 ҫулсенчи пек курӑнать, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Вӑл хӗвелрен хӳтӗлекен куҫлӑх тӑхӑнса ҫӳреме пултарать.
Ведомство ҫав арҫын ӑҫта пулнине пӗлтерекене укҫан хавхалантарма шантарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.01.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни ҫуралнӑ. | ||
| Мазяков Юрий Емельянович, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |