Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паянхи уявпа саламланӑ.
«Паян пирӗн ҫӗршывӑмӑр авалхи пысӑк пӗлтерӗшлӗ уява – Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑвать. Ҫак кунсенче 412 ҫул каялла халӑх ополченийӗ Мускава поляк интервенчӗсенчен ирӗке кӑларнӑ. Халӑхӑн хӑватлӑ вӑйӗ Раҫҫей пӗрлӗхне тавӑрнӑ тата унӑн никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑварнӑ.
Эпир хамӑрӑн йӑла-йӗркене ҫирӗп тытса пыратпӑр, паян та пирӗн ентешсем алла хӗҫ-пӑшал тытса Тӑван ҫӗршыв чиккисене паттӑррӑн хӳтӗлеҫҫӗ.
«Пурте пӗр ҫын пек – пурте пӗр шухӑшлӑ» – ҫакӑн пек пулнӑ 400 ҫул каярахри халӑх ополченийӗн йыхравӗ. «Эпир пӗрле», «Пӗрле» – тетпӗр эпир паян.
Хаклӑ ентешӗмӗрсем, сире пурнӑҫри хастарлӑхӑршӑн, яваплӑхӑршӑн тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнӑшӑн тав тӑватӑп», – тенӗ саламра.
Ӗренпур облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсем Чӳклеме ирттернӗ. Уявра Ӗренпур, Чӗлепи облаҫӗсенчи, Чӑваш тата Пушкӑрт республикисенчи пултарулӑх коллективӗсем хутшӑннӑ. Унтах ярмӑрккӑ ӗҫленӗ, наци ҫимӗҫӗсене тутанса пӑхма май пулнӑ.
Ӗренпур облаҫӗнче тӗрлӗ наци ҫыннисес пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗрин йӑли-йӗркине хисеплеҫҫӗ.
Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗсем паян Самар облаҫӗнче «Кӗр сӑри» уявра пулнӑ.
Вӗсем тата вырӑнти ӑстасем унта чӑвашла юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Илемлӗ чӑваш тумӗсем тата мӗне тӑнӑ! Кун пирки Валентина Телей юрӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Индирен килнӗ студентсем валли уяв туса панӑ. «Навратри» ятлӑ вӑл.
Уявра 200 яхӑн студент савӑннӑ. Вӗсем юрланӑ, ташланӑ., хӑйне евӗр наци ҫимӗҫӗсемпе хӑналанӑ.
«Вӑл питӗ ырӑ уяв. Вӑл тӗрӗслӗхе, ырӑ усала ҫӗнтернине кӑтартать», - палӑртнӑ Индирен Шупашкара вӗренме килнӗ студент Датта Акшат.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Телегрампи хӑйӗн каналӗнче Ашшӗн кунӗпе саламлакан пост вырнаҫтарнӑ.
«Атте тени вӑл сӑмах анчах мар, вӑл хӑйне уйрӑм яваплӑха, вышкайсӑр пысӑк ӗҫе тата юратӑва палӑртать. Ашшӗ – ҫемье пуҫӗ, ывӑлӗшӗн – ҫирӗплӗх, вӑй тата чыслӑх тӗслӗхӗ, хӗрӗшӗн – наставник тата хӳтӗлевҫӗ.
Хисеплӗ арҫынсем, хаклӑ ашшӗсем, хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннӑрсемшӗн, тӑванӑрсемшӗн – яланах ҫирӗп тӗрев, ачӑрсемшӗн шанчӑклӑ ҫул кӑтартуҫӑ пулӑр. Кашни кун савӑнӑҫпа, телейпе тултӑр, килӗрте яланах ӑшӑлӑхпа хӑтлӑх хуҫаланччӑр», — тесе саламланӑ республика ертӳҫи.
Ҫӗнӗҫкл уявӗсенче 11 кун канӑпӑр. Ҫакна РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ҫӗнӗ ҫулхи каникул раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫланӗ те кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Виҫӗ хутчен 4-шар кун канӑпӑр: ҫу уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче, ҫӗртмен 12-15-мӗшӗсенче. Унсӑр пуҫне чӳк уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче ӗҫлемелле мар.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев вӗрентекенсене уявпа саламланӑ.
«Вӗрентекен пур чухне вӗренсе юл», – тенӗ ваттисем. Чӑваш халӑх ӑс-пурлӑхӗн ҫӳпҫинчи ҫак каларӑш ҫын пурнӑҫӗнчи вӗренӳ тата вӗрентекен пӗлтерӗшне уҫӑмлӑн палӑртать.
Сирӗнтен кашниех ачасене тӗнчене уҫма тата ӑнланма пулӑшать. Эсир ирттерекен кашни урок – вӗсен ҫутӑ малашлӑхӗ еннелле тунӑ черетлӗ утӑм, регион аталанӑвӗн никӗсӗ. Сирӗн вӗренекенӗрсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн тӗнчене лайӑх еннелле улӑштаракан ҫынсем – ӑсчахсемпе политиксем, строительсемпе врачсем, музыкантсемпе педагогсем – пулса тӑраҫҫӗ», — ырланӑ вӑл саламра.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев вӑтам професси вӗренӗвӗн кунӗпе саламланӑ.
«Эсир, хастар чунлӑ та пултаруллӑ педагогсемпе наставниксем, хӑвӑрӑн тарӑн пӗлӗвӗрпе паха опытӑра ҫитӗнекен ӑрӑва парса, экономика отраслӗсене пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсемпе тивӗҫтерсе ҫӗршывӑмӑрӑн пуласлӑхне хывас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑратӑр.
Сирӗн ӗҫӗр – професси ҫеҫ мар, чун туртни те. Эсир студентсене ҫи-тӗнӳсем тума хавхалантаратӑр, вӗсене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса пама тата пурнӑҫра ӑнӑҫуллӑ пулма пулӑшатӑр», — тенӗ Элтепер республикӑн влаҫ органӗсен официалла порталӗнче вырнаҫтарнӑ саламра.
Сӑмах май каласан, паянвӑтам професси вӗренӗвӗн тытӑмӗнче 1500 ытла преподавательпе производство вӗрентӳҫи вӑй хурать иккен.
Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери втатисен кунӗнче, республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова отрасльти ветерансемпе тӗл пулнӑ. Уява халалланӑ ҫавра сӗтеле Шупашкар хулинчи халӑхан социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта ирттернӗ.
Министр ӗҫ ветеранӗсем обществӑра пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртса, вӗсен опычӗ социаллӑ сферӑра та кирлине асӑнса хӑварнӑ.
«Эпир сирӗн эткерлӗхе хаклама тата упраса хӑварма тивӗҫ», — тенӗ министр.
Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчи эрнере 6 кун ӗҫлеме тивӗ. Вӑл юпан 28-мӗшӗнче пуҫланӗ те чӳкӗн 2-мӗшӗнче, шӑматкун, вӗҫленӗ. Вӑл кӗске ӗҫ кунӗ пулмӗ.
6 кун ӗҫлесен те вырсарникунпа тунтикун кӑна канӑпӑр: чӳкӗн 3-4-мӗшӗсенче. Мӗншӗн тесен чӳкӗн 2-мӗшӗшӗн эпир ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каннӑ.
Ҫапах савӑнӑҫли те пур: ун хыҫҫӑнхи эрне кӗске пулӗ: чӳкӗн 5-8-мӗшӗсенче ӗҫлӗпӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |