Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Мускаври ВДНХра Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Унта тӗрлӗ регионти чӑвашсем пырса ҫитнӗ. Куракансем умне юрӑ-ташӑ ӑстисем тухнӑ. Ҫав шутра — Августа Уляндина та.
Чӑваш Акатуйӗнче пулнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пӗр коллектив ҫӗршывӗпе паллӑ Шаман юрӑҫӑн «Я — русский» юррине те шӑрантарнӑ. Ҫав юрра пуҫличчен Акатуя ертсе пыракансем пухӑннисене «Я — русский» (чӑв. Эпӗ вырӑс) тесе калама чӗнсе каланӑ.
Ку вӑл эпир пӗр халӑх тенине пӗлтерет-тӗр, ҫапах та «Я — россиянин» (чӑв. эпӗ — Раҫҫей ҫынни) тесен вырӑнлӑрах марччӗ-ши тесе аптӑракансем те пулнӑ.
Ачасене чӑваш халӑхен культурипе тарӑнрах паллаштарас, ламран лама пыракан йӑла-йӗркемӗре ӑша хывма пулӑшас тӗллевпе, культура эткерлӗхне упраса хӑварас тӗллевпе «Ача садӗнче Акатуй» конкурс ирттереҫҫӗ.
Республикӑри ӑмӑрту ҫак номинацисемпе иртӗ: «Шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Акатуй» уявӗн чи лайӑх конспект-сценарийӗ»; «Ача пахчинчи чи лайӑх «Акатуй» (видеоролик)».
Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пӗр номинаципе ҫеҫ конкурса хутшӑнма пултарать. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, документсене утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен электрон мелпе https://forms.gle/jnssemhwMnx5pTu39 каҫӑпа йышӑнаҫҫӗ.
Республика кунӗнче фейерверксен «Асамат» фестивальне ирттерессине ырӑ йӑлана кӗртнӗ. Анчах кӑҫал вӑл пулмӗ. Ҫакӑ самана асӑрхануллӑ пулма хистенипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Республика кунне уявлассипе ӗҫлекен йӗркелӳ комитечӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Йӑлана кӗнӗ ытти мероприяти пулӗ. Ӗҫ программи Шупашкарта иртекен экономика форумӗпе уҫӑлӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче пулӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Муркаш округӗнчи Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче Йӳҫкасси пуххи иртнӗ. «Ку уяв Турӑ ҫул тӳпене улӑхнӑ кун ячӗпе иртет. Шел те, юлашки ҫулсенче уяв манӑҫма та пуҫланӑ, анчах тӑрӑхри пуҫаруллӑ ҫынсем тӑрӑшнипе ӑна кӑҫал ҫӗнӗрен чӗртсе тӑрӑтса муниципалитет шайӗпе туса ирттерчӗҫ. Малашне вӑл «Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем» халӑх пултарулӑхӗсен фестивалӗ ятлӑ пулӗ». — хыпарланӑ Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи вӗрентекен Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Уява эстрада, фольклор, ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑнса халӑха хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарнӑ.
Улатӑрта Раҫҫей кунне халалласа илемлӗ фотосесси ирттернӗ. Хӗрсем триколор тӗслӗ ҫипуҫ тӑхӑнса сӑн ӳкерӗннӗ. Пӗри шурӑ тӗслӗ тӑхӑннӑ, тепри — хӗрлӗ, виҫҫӗмӗшӗ — кӑвак.
Фотосессие вырӑнти «Мираж» халӑх фольклор клубӗ тата «Диалог» бал ташшин ансамблӗ йӗркеленӗ.
Чӑваш чӗлхи кунӗнче те ҫавӑн пекрех тӗрлӗ акци иртет. Ун чухне ҫынсем ӗҫе чӑваш эрешӗллӗ тум тӑхӑнса пыраҫҫӗ.
Чӑваш Енре Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалласа кӑҫал та «Ҫемйи конкурс» иртӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен иртекен планёркӑра пӗлтернӗ.
Конкурса кӑҫал улшӑну кӗртнӗ. Муниципалитсенче иртекен суйлав турне ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗччен йӗркелемелле. Унччен ку тапхӑра юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тесе палӑртнӑ пулнӑ. Муниципалитетсенчи финал утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен иртмелле. Финала тухнисен ӑмӑртӑвне Амӑшӗн кунӗ тӗлӗнче йӗркелесе 5 ҫемьене суйласа илӗҫ, вӗсенчен пӗри «Ҫулталӑк ҫемйи» ята тивӗҫӗ.
Конкурса мӑшӑрланса 10 ҫултан кая мар пурӑнакан, икӗ е унран ытларах ача ӳстерекен ҫемьесем хутшӑнайӗҫ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче Ишек ярмӑркки иртрӗ.
Ишек пасарӗн директорӗ Лариса Кудряшова палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, кӑҫалхипе 244-мӗш хут пуҫтарӑнать вӑл тӑрӑхри халӑх Ишек ярмӑрккине.
Ярмӑрккӑна вырӑнти тӳрӗ-шараран округ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владиммр Михайлов тата Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов пынӑ. Тухса калаҫакансем пурте чӑвашла калаҫрӗҫ. Владимир Михайлович та хӑйӗн саламлӑ сӑмахне тӑван чӗлхепе пуҫларӗ.
Программӑна ертсе пыраканни ҫеҫ темшӗн вырӑсла калаҫрӗ. Баннера та, сӑмах май, вырӑсла хатӗрленӗччӗ.
Ярмӑрккӑра вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем, чӑваш эстрада юрӑҫисем (Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Стас Владимиров тата Катя Петрова, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Алексей Шадриков, Дмитрий Никифоров) хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пурте чӗрӗ сасӑпа юрларӗҫ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, социаллӑ ӗҫченсем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫак ӗҫе суйласа илнисен тивӗҫӗ — ватлӑхра пулӑшу кирлӗ ҫынсене пулӑшасси, пӑхасси. Социаллӑ ӗҫчен ӗҫӗ лавккаран таварпа эмел туянса килсе панипех вӗҫленмест. Вӗсен выртакан ҫынсене те пӑхма тивет. Унсӑр пуҫне кил-ҫурта тирпейлесе памалла, апат пӗҫерсе ҫитермелле.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене твиӗҫтерекен комплекслӑ центрта 20 ҫул ытла социаллӑ пулса ӗҫлекен Светлана Юрина каланӑ тӑрӑх, профессие чун тата чӗре ыйтнипе суйланӑ. Паян вӑл хулари 10 ватта пӑхса тӑрать. «Ҫынна хӗрхенмесен ку ӗҫре ӗҫлейместӗн», — тет ӳрӗк хӗрарӑм.
Раҫҫей Ӗҫлев министерстви раштав уйӑхӗн 31-мӗшне официаллӑ майпа канмалли кун тӑвасшӑн. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, нумай ҫын кун пирки ыйтать.
Анчах кӑҫалах пулмӗ ку. Ӗҫлев министерстви канмалли куна 2025 ҫулта кӗртме сӗнет. Ун чухне раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ юнкуна лекет.
Кӑҫал Раҫҫей ҫыннисем раштавӑн 31-мӗшӗнче ахаль те канӗҫ. Раштавӑн 29-31-мӗшӗсем ӗҫлемелли кунсем пулмӗҫ. Раштавӑн 28-мӗшӗнче, шӑматкун, ӗҫлӗпӗр. Ун вырӑнне раштавӑн 30-мӗшӗнче канӑпӑр. Раштавӑн 31-мӗшӗнче вырсарникуна лекнӗ кӑрлачӑн 7-мӗшӗшӗн канӑпӑр.
Ку уйӑхра хушма 2 кун канмалли пулӗ. Ку уявсемпе ҫыхӑннӑ. Ҫитес эрнере, юнкун, канӑпӑр. Ун чухне Раҫҫей кунӗ пулӗ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗн уяв умӗнхи кун пулнӑран ӗҫ кунне 1 сехет кӗскетӗҫ.
Канмалли тепӗр кун ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, пулӗ. Ун чухне Чӑваш Ен Республика кунне паллӑ тӑвать. Анчах уявра пирӗн регионти организацисем кӑна канӗҫ. Предприятин ертӳлӗхӗ урӑх регионта та тӑк, ахӑртнех, вӗсем ахаль чухнехи пекех ӗҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |