Кунашкал акцие Шупашкарта кашни ҫулах ирттереҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, парикмахерсем ватӑ ҫынсен ҫӳҫне йӳнӗрех хакпа касӗҫ.
Акцие 60 ҫултан аслӑраххисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кӑҫал ӑна икӗ кун ирттерме палӑртнӑ: авӑнӑн 30-мӗшӗнче тата юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче. 60-тан аслӑраххисен ҫӳҫ касас тесен маларах ҫырӑнмалла.
Ансат прическӑна 150 тенкӗпе тӑвӗҫ. Акцие Шупашкарти 22 парикмахер хутшӑнӗ.
Паян пӗтӗм тӗнче тӑнӑҫлӑх кунне паллӑ тӑвать. Уяв кунӗ кашни ҫул авӑнӑн 21-мӗш кунне килет.
Уява ПНО (вырӑсла ООН) никӗсленӗ. Чи малтанах, 1981 ҫулта 36/67 номерлӗ резолюцине йышӑннӑ хыҫҫӑн, ӑна авӑн уйӑхӗн виҫҫӗмӗш ытларикунне уявлама йышӑннӑ пулнӑ. 20 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн вара 2001 ҫулта, 55/282 резолюцие пӗр саслӑн йышӑнса, уява авӑнӑн 21-мӗш кунӗпе ҫыхӑнтарнӑ. ПНО шухӑшӗпе ҫак кун мӗнпур вӑрҫӑра кану илмелле, никама та хур кӑтартмалла мар.
Кашни ҫул ПНО уява тӗрлӗ темӑпа ирттерет. Кӑҫалхи тема: «Расизма пӗтересси. Тӑнӑҫлӑ пурнӑҫ йӗркелесси». ПНО тӗп секретарӗ Антониу Гутерриш ҫапла каланӑ: «Расизм институтсене, социаллӑ тытӑмӗсене тата кашни ҫыннӑн кулленхи пурнӑҫне халь те ура хурса пырать. Вӑл тарӑна кайнӑ танмарлӑхӑн сӑлтавӗ пулса юлать. Вӑл халӗ те ҫынсене хӑйсен тӗп прависене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарать. Вӑл обществӑри йӗркене аркатать, демократие хавшатать, правительствӑсен легитимлӑхне чакарать, унсӑр пуҫне… расизмпа гендерла танмарлӑх хушшинче пӗревӗрлӗх пурри пирки иккӗленмелли ҫук».
Раҫҫей Федерацийӗнче вара паян Владимир Путин Президент мобилизаци пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Паян - Пӗлӳ кунӗ, ачасемпе вӗрентекенсен уявӗ. Анчах республикӑра педагогсем ҫитмеҫҫӗ. 260 ваканси пур. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви.
Ытларах математика, ют чӗлхе, вырӑс чӗлхипе литературин, физика, физкультура учителӗсем кирлӗ. Тулли мар кун ӗҫленӗшӗн 5889 тенкӗ тӳлеме хатӗр. 15279 тенкӗпе танлашакан шалуллӑ ӗҫ вырӑнӗ нумай.
Раҫҫей Правительстви ҫитеҫ ҫул пирӗн ҫӗршывра епле канассине палӑртнӑ. Правительство председателӗ Михаил Мишустин 2023 ҫулхи канмалли кунсене куҫарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва алӑ пуснӑ.
Ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1 тата 8-мӗшӗсем вырсарникуна лекӗҫ. Асӑннӑ кунсем ҫитменнине тата – канмалли кунсем. Вӗсен вырӑнне нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, эрнекун, тата ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, тунтикун, канӑпӑр.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗ 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пуҫланӗ те 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ, кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухӑпӑр.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлӗнче тӑватӑ кун кантарӗҫ: нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен тытӑнса 26-мӗшӗ таран. Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче те ӗҫлеттермӗҫ. Унсӑр пуҫне ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 6-9-мӗшӗсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 10-12-мӗшӗсенче, чӳк уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче канӑпӑр.
Улатӑрта пурӑнакан Викторпа Нина Куричковсем ҫурлан 26-мӗшӗнче ылтӑн туйне паллӑ тунӑ. Вӗсене администраци ӗҫченӗсем саламланӑ.
Виктор Михайловичпа Нина Михайловна хайне евӗр лару-тарура паллашнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче пулнӑ ку. Вӗсем иккӗшӗ те 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуса кӗтсе тӑнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсен туслӑхӗ пуҫланнӑ, кайран вӑл юратӑва куҫнӑ.
Анчах вӗсене уйрӑлу кӗтнӗ: Виктора ҫара илнӗ. Вӗсем пӗр-пӗрин патне 2 ҫул ҫыру ҫӳретнӗ. 1972 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Викторпа Нина пӗрлешнӗ.
Куричковсем хӗрпе ывӑл ҫуралнӑ. Халӗ ылтӑн туя паллӑ тунӑ мӑшӑр мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта та, Шупашкарти пекех, Республика кунне халалланӑ мероприятисене ирттересшӗн. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисене хула кунӗпе саламланӑ май каланӑ.
Ҫитес ҫул Республика кунӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта та иртӗ. Ҫавна май Элтепер хулара улшӑнусем пулассине каланӑ. Тӗслӗхрен, «Атӑл» кинотеатр ҫывӑхӗнчи лапама хитрелетесшӗн, хӑтлӑх кӗртесшӗн. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ шкул хута ярасшӑн, Атӑл ҫыранне илем кӳресшӗн, ҫурт картишӗсене лайӑхлатасшӑн.
Ҫакна та палӑртмалла: Ҫӗнӗ Шупашкарта водород перекиҫне кӑларакан савут тума тытӑнӗҫ.
Ку вырсарникун Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Хуламӑр 553 ҫул тултарать. Уявра пирӗн республика Раҫҫейри рекорда ҫӗнетесшӗн.
Чи пысӑк мероприятисенчен пӗри кӳлмек тавра карталанса тӑни пулӗ. Кӳлмек тавра лаптӑка 18 сектора пайланӑ. Кашнинчех нимеҫӗсем ӗҫлӗҫ. Вӗсем акцие хутшӑнакансене ӑҫта тӑмаллине, мӗн тумаллине ӑнлантарӗҫ. Нимеҫӗ пулас килет-и? Кирек кама та йышӑнӗҫ.
Ку карта Раҫҫейри чи пысӑкки пуласса шанаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта Хула кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл кун Ленин проспектӗнче тата Карл Маркс урамӗнче Пултарулӑх бульварӗ уҫӑлӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр та хутшӑнӗ.
Социаллӑ учреждени «Хастар юхӑмпа» арт-пулӑм хатӗрленӗ май иртен-ҫӳрене виҫӗ лапама илӗртӗ: спорт лапамӗ, пултарулӑх мастерскойӗ тата ӑсталӑх лаҫҫи. Пултарулӑх мастерскойне хутшӑнакансем пантомима спектакльне кӑтартӗҫ. Ӑсталӑх лаҫҫинче вара чӑваш пуканине ӑсталама вӗрентӗҫ.
Вӑрнарсем Строительсен кунне анлӑ паллӑ тӑвӗҫ. Уяв ыран Вӑрнар поселокӗнчи «Август» сывлӑхпа кану паркӗнче иртӗҫ.
Мероприятисен программи пуян. Темиҫе концерт пулӗ. Юрӑҫсем Шупашартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан килӗҫ. Ку кӑна мар, Мускавран «Вирус» ятлӑ паллӑ ушкӑн та ҫитӗ. Унӑн концерчӗ каҫхи 8 сехет ҫурӑра пуҫланса 21 сехет те 15 минутра вӗҫленӗ.
Строительсен уявӗ фейерверкпа вӗҫленӗ. Вӑл 22 сехетре пулӗ.
Ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче пирӗн ҫӗршывра Строительсен кунне уявлаҫҫӗ. Ҫавӑн умӗн республика шайӗнче уяв ирттереҫҫӗ. Унта Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ строительсене — организацисене ертсе пыракансенчен пуҫласа палтниксене таранах — чыслаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев темиҫе ҫынна патшалӑх наградисемпе чыслама йышӑннӑ. «Отделфинстрой» специализациленнӗ застройщикӑн директорне Александр Черкунова Чӑваш Республикин Хисеп грамотине пама палӑртнӑ. 15 ҫын «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Шупашкарти 29-мӗш строительство управленийӗнчи Николай Рыбаков тата Шупашкарти 7-мӗш стройтрестри Сергей Скворцов платниксем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |