Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: уявсем

Республикӑра
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ кунне кӑҫал парадпах уявлӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва паян республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта ҫар парачӗ иртӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Шупашкарти гарнизонӑн пӗрлештернӗ полкӗ ҫар техникипе парада тухӗ. Мероприятие йӗркелессишӗн Чӑваш Енӗн Ҫарӗҫ комиссариачӗ яваплӑ пулӗ.

Ҫӗнтерӳ кунне уявлама ӗҫ тӑвакан органӗсене, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене, мӗнпур организацие сӗнсе каланӑ.

 

Культура

Театр ӗҫченӗсен кунӗ тӗлне ҫулсеренех «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. Пултарулӑх конкурсӗ кӑҫалхи 21-мӗш хут иртрӗ. Артистсене уявпа саламлама тата ҫӗнтерӳҫӗсемне палӑртма пухӑннӑ уява республикӑн культура, наицональноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова уҫнӑ.

«Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» ята Вырӑс драма театрӗн режиссерӗ Игорь Лебедев Александр Куприн хайлавӗпе лартнӑ «Поединок» ӗҫ тивӗҫнӗ. Ачасем валли лартнӑ кӑҫалхи чи лайӑх спектакль — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи Юлий Кимӑн «Кто Принцессу поцелует?» юмахӗ (режиссерӗ — Алексей Герасимов). Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Павел Бажовӑн юмахӗпе лартнӑ «Серебряное копытце» спектакле (Андрей Галкин ӗҫӗ) музыка тӗлӗшӗнчен лайӑх илемлетнине, Оперӑпа балет театрӗнчи «Капулеттипе Монтекки» оперӑна (Валентин Федоров) сценографи енчен палӑртнӑ.

«Хӗрарӑм чи лайӑх сӑнарӗ» номинацире Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Татьяна Прытченкова Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче лартнӑ «Капулетти и Монтекки» оперӑра Джульетта Капулетти сӑнарне калӑпланӑшӑн тивӗҫнӗ, «Арҫын чи лайӑх сӑнарӗ» номинацире — Вырӑс драма театрӗнче «Поединок» спектакльти Георгий Ромашов сӑнарне вылянӑ Андрей Аверин.

Малалла...

 

Культура

Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, шӑматкун, Шупашкарти Халӑхсен туслӑх ҫуртӗнче авалхи «Науруз» («Навруз») уява уявларӗҫ.

Унта Чӑваш Енри тӗрлӗ наципе культура автономисен, пӗрлешӳсен, центрсен активисчӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Наци тумӗсемпе юрӑсеме шӑрантарчӗҫ, ташларӗҫ. Наци апат-ҫимӗҫӗсене кӑтартрӗҫ. Узбексем хайсен паллӑ апачӗпе — пловпа — хӑналарӗҫ.

Акт залӗнче уявла концерт иртрӗ.

Халӑх хастарӗсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов, ЧР Культура министрӗ Светлана Каликова, Шупашкар пуҫлӑхӗ Олег Кортунов саламларӗҫ.

 

Культура

Чулхулари чӑвашсем Ҫӑварни уявне йыхравлаҫҫӗ. Унти йӑхташӑмӑрсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫитсе курас текенсене Автозавод паркне чӗнеҫҫӗ. Уява «Чулхула чӑвашӗсем» ансамбль те хутшӑнӗ. Вӗсем сцена ҫине 13 сехетре хӑпарӗҫ.

Ҫӑварни эрни ҫак вырсарникун вӗҫленӗ. Вӑл кашни ҫулах тӗрлӗрен килет. Вырсарникун ҫынсем пӗр-пӗринчен каҫару ыйтаҫҫӗ.

 

Культура

Етӗрнесен ентешлӗхне йӗркеленӗренпе кӑҫал 25 ҫул ҫитет. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, юбилее хатӗрленсе ирттерес тӗллевпе йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне пухӑннӑ. Унта уяв датине малтанласа палӑртнӑ. Хальлӗхе калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, етӗрнесем юбилее ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пухӑнӗҫ.

Юбилей каҫӗнче тӗрлӗ курав ӗҫлӗ, Етӗрне районӗнчи пултарулӑх коллективӗсен концерчӗ пулӗ.

Уява Етӗрне районӗнче пурӑнакансем те, унта ҫуралса ӳссе тӗрлӗ ҫӗре саланнисем те пухӑнӗҫ.

 

Культура

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина 50 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ.

Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче юбилей каҫӗ иртнӗ. Унта такам та пухӑннӑ: тӳре-шарапа депутатсем, юрӑ-ташӑ ӑстисем, пултаруллӑ артистӑн тата педагогӑн ентешӗсем. Сӑмах май каласан, «Ҫӗмӗрлесем» ентешлӗхӗн правленине Августа Уляндина ертсе пырать. Ытти район ентешлӗхӗн ертӳҫисем те ӑшӑ салампа пырса ҫитнӗ.

Юбиляра «Ҫӗмӗрле районӗн хисеплӗ ҫынни» ят панӑ. Капла йышӑнӑва Ҫӗмӗрле районӗнчи Депутатсен пухӑвӗнче нумаях пулмасть тишкерсе пӗр саслӑн ырланӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Тӗмен тӑрӑхӗнчи Анат Тавта районӗнчи Канаш ялӗнче тӑван чӗлхе кунне уявланӑ.

Ӑна унти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.

Ассоциаци ертӳҫи Николай Герасимов тата Анат Тавта районӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗ тӑрӑшнипе ачасем те уява чылайӑн хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрланӑ та, ташланӑ та.

Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ мероприятирен аслисем ие, ачасем те хавхаланса саланнӑ. Тӑван тӑрӑхран аякра пурӑнсан та пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма май пурри ентешӗмӗрсене савӑнтарать, чунра чӑвашлӑх туйӑмне аталантарать.

 

Культура

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ашшӗсем валли ятарлӑ акци ирттерет. Ҫак ырӑ йӑлана театрта тахҫанах тытса пыраҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче те ҫавӑн евӗрлӗ акци иртет унта.

Уяв кунӗнче тӗпренчӗкӗсемпе театра пыракан ашшӗсемпе аслашшӗ-кукашшӗсене спектакль курма тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.

Спектакль умӗн ашшӗсене тӗрлӗ парне кӗтӗ, ҫав шутра — юрӑ-кӗвӗллӗ парне те.

Тӑван ҫӗршывӑн хӳтелевҫин кунӗнче театр «Золотой цыплёнок» (0+) юрӑллӑ-кӗвӗллӗ юмах кӑтартӗ.

 

Культура

Пушкӑртстанри Якты Кул (вырӑсла ӑна Якты-Куль теҫҫӗ) ялӗнче пурӑнакансем тӗрлӗ уява хаваслӑн паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Aznakaevo-rt.ru сайтра Лиза Нурлыева пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑван чӗлхесен тата халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа музыка каҫӗ иртнӗ.

Уява хатӗрленсе вырӑнти ӑстасем ҫулталӑк элемне кӑтартакан ӳкерчӗксем тӗрленӗ. Якты Култи юрӑ-ташӑ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Сцена ҫинче тӗрлӗ халӑх юрри-кӗвви янӑранӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе, тус-тӑванлӑн пурӑнаҫҫӗ, хӑна-вӗрле пухса пӗр-пӗринпе пӗр кӗрекере савӑнаҫҫӗ.

 

Культура

Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ «Ясна» этнокомплексра наци Хӗл Мучийӗсен фестивалӗ иртӗ. Ун пек мероприятие унта пуҫласа йӗркелӗҫ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулӗ.

Этнокомплексра пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале чӑвашсен Ҫӗнӗ ҫулне халалланӑ. Ҫавна май пирӗн Хӗл Мучи кӳршӗллӗ регионсенчи Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп сӑнарне хӑнана йыхравлас тенӗ. Уява Тутарстан тата Пушкӑрт республикисенчен Кыш Бабай, Удмурт Республикинчен Тол Бабай, Мӑкшӑ Республикинчен Якшамо Атя, Мари Элтан Йушто Кугыза килсе ҫитӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, [33], 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, ... 161
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Уйрăмах - арçынсем. Анчах пысăк плансем ан тăвăр - ахăртнех, вĕсем пурнăçланмĕç. Мĕн пуррипе киленĕр. Хĕрарăмсем питĕ хастар, кăмăлĕ те лайăх. Анчахçывăх çынсем асăрхаттарнине чере çывăхне илме пултаратăр. Лăпкă пулма, тăвансемпе хутшăнăва упрама тăрăшăр.

Авӑн, 27

1841
183
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ.
1890
134
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ.
1921
103
Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ.
1923
101
Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ
1937
87
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть