Шупашкар ҫывӑхӗнчи Лапсарти кайӑк-кӗшӗк фабрикинче ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пушар тухнӑ. Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑм усӑ курман ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑм 2 пин тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Аса илтерер: унччен асӑннӑ фабрика «Юрма» ятлӑ пулнӑ, унӑн хуҫи Владимир Ермолаевчӗ. Кайран хуҫа улшӑннӑ хыҫҫӑн «МЕГАМИКС» ятлӑ пулса тӑчӗ.
Кӑҫал Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи «Паха тӗрӗ» фабрика 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫав ятпа паян коллектив тата хӑнасем Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче уява пуҫтарӑнӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Алькешри эртелтен пуҫланса кайнӑ фабрика историйӗ. Эртеле ҫывӑхри ялсенчи ал ӑстисем валли уҫнӑ.
Малтанхи ҫулсенче, паллах, алӑпа тӗрленӗ. 1923 ҫул вӗҫӗнче «Ал ӑсти — художник» юлташлӑх йӗркеленӗ. 1929 ҫулта эртел «Паха тӗрӗ» ятпа ӗҫлеме тытӑнса каять. Ҫавӑ фабрикӑн малашнехи вӑрӑм ҫулӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ тапхӑр тесен те йӑнӑш мар. 1930-1931 ҫулсенче фабрикӑн тӗрӗ мастерскойӗсен ҫӗнӗ корпусне туса лартнӑ.
Ҫи-пуҫ туса кӑларакан Чӑваш Енри предприятисем Мускаври курава хутшӑннӑ. Хӑйсен продукцийӗпе виҫӗ компани паллаштарнӑ: «Острая Роза» предприяти, «Пике» ҫӗвӗ фабрики, В.В. Мельникова уйрӑм усламҫӑ.
Курава хутшӑнма вӗсене Экспорта аталантарма пулӑшакан центр май туса панӑ.
«Экспоцентр» курав центрӗнче арҫынсен, хӗрарӑмсен, ача-пӑча, туй ҫипуҫӗн, тӗнчери « CPM — Collection Première Moscow» 40-мӗш куравӗ ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫленӗ.
Чӑваш Енри «Острая Роза» пальто, ҫиелтен тӑхӑнмалли ытти тумтире ҫӗлет. «Пике» фабрика «Almando Melado» маркӑпа килте тата каннӑ чухне тӑхӑнмалли ҫипуҫ туса кӑларать, Валентина Мельникова усламҫӑ «YARCHE» брендпа спорт тумтирӗ шухӑшласа кӑларнӑ, «lifestyle» ятпа вӑл костюмсем, комбинезонсем, купальниксем ҫӗлет.
Чӑваш Енре туса илекен продукци ҫине мӗншӗн ют чӗлхепе ҫыраҫҫӗ? Ҫакӑн пек пост пичетленӗ Телеграмри каналсенчен пӗринче. Ку ыйтӑва асӑннӑ канала вулакансенчен пӗри хускатнӑ.
«Почему у нас в Чувашии пишут на иностранном языке? Производитель Чув элеватор» (чӑв. Мӗншӗн пирӗн Чӑваш Енре ют чӗлхепе ҫыраҫҫӗ? Производителӗ Чӑваш элеваторӗ), — ҫырса хунӑ ҫав постра. Кунта сӑмах Шупашкарти элеватор пирки пырать.
Асӑннӑ поста вуланисене ку ыйту тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Асӑннӑ продукцие Казахстана ӑсатаҫҫӗ, ҫавӑнпа унти чӗлхепе ҫырни йӗркеллӗ пулӑм. Канала вуласа тӑракансем палӑртнӑ тӑрӑх, «Акконд» кондитер фабрики, ав, китай чӗлхипе те ҫырать, мӗншӗн тесен продукцие унта ӑсатаҫҫӗ.
Чӑваш Енри паллӑ фабрика, «Паха тӗрӗ», кӑҫал пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тӑвӗ.
Сумлӑ куна Чӑваш Респуликин Наци вулавӑшӗ те палӑртасшӑн. Фабрикӑн пӗр ӗмӗрхине тата Республика кунне халалласа вулавӑшра «Паха тӗрӗ» эрнине ирттерӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшенчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Асӑннӑ эрне «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑри куравран пуҫӑнӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 16 сехетре уҫма палӑртса хунӑ.
Художество промыслисен «Паха тӗрӗ» фирми 1923 ҫулта хӑйӗн сулмаклӑ утӑмне тытӑннӑ. Ҫавӑнта РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗн Е.И. Ефремован (1914-2000) тӳпи те пысӑк. Фабрикӑра вӑл 1930-1980-мӗш ҫулсенче ӗҫленӗ, чӑваш тӗррине чӗртсе тӑратассипе тата аталантарссипе нумай тӑрӑшнӑ.
«Юрма» предприятин пурлӑхне 3,4 млрд тенкӗпе сутма йышӑннӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш Енри пысӑк кайӑк-кӗшӗк фабрикине панкрут тесе йышӑннӑ. Арбитраж управляющийӗ ӑна сутлӑха кӑларнӑ.
Сутлӑха темиҫе лотпа тӗрлӗ пурлӑха кӑларнӑ. Ҫав шутра Шупашкарти Етӗрне шосси ҫинчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Контур» завод та пур. Уншӑн 303,6 млн тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Ӑна пӗрре сутма тӑнӑ-ха, анчах туянакан тупӑнман. Ун чухне заводшӑн 337,3 млн тенкӗ ыйтнӑ.
Иккӗмӗш лотпа «Юрма» агрохолдинга сӗнеҫҫӗ. Унӑн пуҫламӑш хакӗ — 3,1 млрд тенкӗ. Сутлӑха кайӑк-кӗшӗк фабрикине, складсене, администраци ҫуртне, цехсене, кайӑк-кӗшӗк витисене, ҫӗрсене, тислӗк упракан вырӑн таранах кӑларнӑ. Асӑннӑ мӗнпур пурлӑх Лапсарта вырнаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |