Муркаш тӑрӑхӗнчи Калайкасси шкулӗнче иртне эрне вӗҫӗнче «Сӑмах хӑвачӗ» ятпа муниципалитет шайӗнчи фестиваль-конкурс иртнӗ.
Унта пурӗ 150 шкул ачи хутшӑннӑ. Вӗсем Петӗр Хусанкай сӑввисене, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ сӑвӑҫсен хайлавӗсене тата Муркаш районне халалласа ытти поэт ҫырнӑ сӑвӑсене чӑвашла пӑхмасӑр илемлӗ вуланӑ.
«Муркаш ҫӗрӗ хастар та пултаруллӑ ҫынсемпе малтан та пуян пулнӑ, маттурсем татах йышлӑланчӗҫ. Поэзи уявне хутшӑннисем ҫакна паян тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ», —тесе пӗлтернӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче фестиваль-конкурсра ачасен пултарулӑхне хаклама хутшӑннӑ Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн ӗҫчене Антонина Андреева.
Нарӑс уйӑхӗн 8-18-мӗшӗсенче Чӑваш Енре Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Куракансене пуян программа кӗтет.
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче фестиваль «Дорога лебедей» балетпа уҫӑлӗ. Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Тӑвайри культура ҫуртӗнче «Песня - душа народа» концерт пулӗ. «Ма хитре-ши Шупашкар урамӗ?» концерта Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнче нарӑсӑн 12-мӗшӗнче курма май пулӗ. Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче «Нарспи» оперӑна кӑтартӗҫ, нарӑсӑн 16-мӗшӗнче – «Аттила. Рождение легенды» балета. Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче концерт пулӗ.
Фестиваль нарӑсӑн 28-мӗшӗнче «Национальная музыка мира» гала-концертпа вӗҫленӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 8-28-мӗшӗсенче «Атӑл Опера» театрта Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ.
Фестиваль А. Галкинӑн «Хуркайӑк ҫулӗ» балетпа уҫӑлӗ. Унӑн либреттине чӑваш эпосӗ, юмахӗсем, авалхи легендӑсем тӑрӑх хатӗрленӗ.
Г. Хирпӳн «Нарспи» опери композитор пурӑннӑ чухнех чӑваш опера ӳнерӗн классики пулса тӑнӑ. Ӑна К. Иванов поэми тӑрӑх хатӗрленӗ.
А. Галкинӑн «Аттила. Рождение легенды» балечӗ те кӑсӑклӑ пулмалла.
Фестиваль «Тӗнчен наци музыки» гала-концертпа вӗҫленӗ. Ӑна Питӗрти ACID HASID ансамбль тата театрӑн симфони оркестрӗ лартса парӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 11-16-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче наци театрӗсен регионсем хушшинчи «Чӗкеҫ» II Вера Кущзьмина ячӗллӗ фестивалӗ иртӗ.
Фестиваль Раҫҫейри чи лайӑх театрсене пухӗ. Театр мероприятийӗн кӑҫалхи теми «Женщина в искусстве» (чӑв. Ӳнерти хӗрарӑм) пулӗ.
Паян, раштавӑн 7-мӗшӗнче, «Хавал» ушкӑн И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче шкул ачисен «Хавал» ӑслӑлӑхпа практика 2-мӗш конференцине ирттернӗ. Кун пирки Алина Петрова вӗрентекен халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Конференци 4 секципе ӗҫленӗ.
«Тӑван тавралӑх» секцире Элӗк районӗнчи Анастасия Емельянова 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ.
Чӑваш ёлки Кировра иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ёлка фестивальне хутшӑнать.
Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, «Киров – Новогодняя столица России» (чӑв. Киров – Раҫҫейри Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп хули) фестивале презентациленӗ. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 89 ёлкӑпа паллаштарӗҫ. Кашни ёлкӑна халӑх теттисемпе илемлетнӗ. Чӑваш ёлки те вӗсенчен ним те кая мар.
Фестиваль кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Пирӗн Хӗл Мучи Тол-Бабай патне хӑнана кайма хатӗрленет. Вӑл – удмуртсен
Ҫӗнӗ ҫул асамҫи. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал хыпарлать.
Тол-Бабай пурӑнакан ялта раштав уйӑхӗн 14-15-мӗшӗсенче фестиваль иртӗ. Шӑпах унта кайма хатӗрленет пирӗн Хӗл Мучи. Фестивале тӗрлӗ регионти асамҫӑсем хутшӑнӗҫ: Костромари Юр пике, Пенза облаҫӗнчи Боянпа Сурия, Екатеринбургри Урал-Морозпа Весна-Красна, Карелири Паккайне тата Луминайне, Чӑваш Енри Хӗл Мучи... Паллах, капӑр чӑрӑш та пулӗ.
Пирӗн республикӑра шкулти театрсен «Асам» фестивалӗ кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртте. Унта хутшӑнакансене республика Элтепере Олег Николаев саламланӑ.
«Чаплӑ ҫак фестиваль иккӗмӗш хут иртет. Ҫак асамлӑха эсир тата сирӗн педагогӑрсемпе аслӑ тусӑрсем, театр ӳнерӗн ӗҫченӗсем тӑваҫҫӗ. Спектакльсене соцсеть урлӑ хаклакан ҫынсен шучӗ икӗ хут ӳснӗ: 58 пинрен пуҫласа 102 пине ҫитнӗ. Професси сцени ҫинчи малтанхи утӑмсем нумай ачашӑн хумхануллӑ самант патне тӑвакан утӑм пуласса шанатӑп», — тенӗ вӑл.
«Пӗчӗк формӑри чи лайӑх спектакль» номинацире Ҫӗмӗрлери 8-меш гимнази хатӗрленӗ ӗс палӑрнӑ. «Чи лайӑх сценографи» тесе Ҫӗрпӳри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн ӗҫне палӑртнӑ, «Режиссерӑн чи лайӑх ӗҫӗ» номинацире Вӑрмарти вӑтам шкулти «Мельпомена» шкул театрӗн ертӳҫи Елена Ларионова мала тухнӑ. Ӗҫсене ытти номинаципе те хакланӑ.
Питӗрти чӑвашсен икӗ коллективӗ асӑннӑ хулара иртнӗ Этнос культурисен «ЭТНО-ПИТЕР» фестивалӗн гала-концертне хутшӑннӑ. Сцена ҫине тухма икӗ чӑваш коллективӗ тивӗҫнӗ: Питӗрти чӑвашсен культура обществин «Парне» тата «Телей» фольклор ансамблӗсем.
Ку фестиваль ҫиччӗмӗш хут иртет. Унта тӗрле наци ҫыннисен пайташҫӗм хутшӑннӑ. ногоголосии этнических традиций Санкт-Петербурга и России.
Норильскра ҫулсерен «Край – наш общий дом» наци культурисен фестивалӗ иртнӗ. Кӑҫал вӑл Зааолярье тӑрӑхӗнчи В.Маяковский ячӗллӗ драма театрӗнче 20-мӗш хут иртнӗ.
Театрта наципе культура организацийӗсем куравсем, ӑсталӑх класӗсем йӗркеленӗ. Уяв концерчӗ вырӑнне спектакль иртнӗ. Унта харпӑр историсем янӑранӑ, паллӑ пулӑмсем пирки каласа кӑтартнӑ, йӑла-йӗркепе, вӑйӑсемпе, юрӑсемпе паллаштарнӑ.
Норильскри чӑвашсен «Хӗвел» общество организацийӗ те айккинче юлман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |