Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗ «Чӑваш ҫӗрӗн чи лайӑх юррисем» концерта йыхравлать. Вӑл Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Проекта 2013 ҫулта пуҫласа хута янӑ. Ӑна йӗркелеме концерт учрежденийӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн укҫине ҫӗнсе илнӗ. Малтанхи ҫул программӑна В. Воробьевӑн, Г. Лебедевӑн, Г. Хирбюн, Ф. Лукинӑн, ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтри авторсен: Н. Казаковӑн, А. Галкинӑн, В. Игнатьевӑн — хайлавӗсене программӑна кӗртнӗ.
Кӑҫалхинче унчченхи хайлавсен пӗр пайӗ пулӗ. Ҫапах та унпах ҫырлахмӗҫ. Программа режиссерӗ Валентина Салихова концерта халӑх музыкин «Ҫавал» ансамблӗ, «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗ, «Дуняша Style» фолк-ушкӑн тата «Nota G» ташӑ ушкӑнӗ хутшӑнассине те пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви республикӑри ӗҫсӗрлӗх шайӗпе тунтикунсерен паллаштарсах тӑрать. Статистикӑна официаллӑ йӗркепе шута илнисем кӑна кӗреҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 4636 ӗҫсӗр ҫынна палӑртнӑ. Вӑйпиттисен пӗтӗмӗшле хисепӗнчен 0,73 проценчӗ ӗҫсӗр иккен. Тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем те пур — пурӗ 2480 ҫын.
Ӗҫсӗрррисен кӑтартӑвӗ пӗчӗк муниципалитсен шутӗнче ҫӗрпӳсем (0,26%), комсомольскисем (0,29%) тата вӑрмарсем (0,34%).
Вакансисен шучӗ вара 15 пинтен те иртет-мӗн. Ӳркенмесен тата ӗҫ тиркемесен урай ҫума, картиш пуҫтарма кайма май пур, ача пахчине няня, лавккасене сутуҫӑ тата ытти пулса вырнаҫма пулать. Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, сӑмах май, Чӑваш патшалӑх филармонине артист кирлине те пӗлтернӗ. Ӗҫ укҫине 15 пинтен ытларах тӳлеме шантарнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли валли чаплӑ аккордеон туяннӑ. Музыка инструментне юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче илнӗ.
«Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли» республикӑн хысна предприятийӗ музыка инструментне малтанласа 1,5 миллион тенкӗ парса илес шухӑшлине пӗлтернӗ. Кайран, аукцион вӑхӑтӗнче, аккордеона 200 пин тенкӗ йӳнӗрехпе туяннӑ.
Ҫапла вара капеллӑн «Scandalli Extreme 47» Италире кӑларнӑ инструмент пулӗ. Ют чӗлхерен вырӑсла куҫарсан аккордеон ячӗ «Экстремальные скандалы» (чӑв. Экстремаллӑ тавлашу) тесе куҫать иккен.
Чаплӑ аккордеона туянма Чӑваш Енӗн хыснинчен кӗмӗл уйӑрнӑ.
Аса илтерер, филармонире халӗ юсав пырать, ҫав вӑхӑтра симфони капеллине Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищине тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне куҫарнӑ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсене культурӑн ытти учрежденине куҫарнӑ. Мӗншӗн? Филармони ҫуртне юсаса ҫӗнетесшӗн.
Унта юсав ӗҫӗсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Ку ӗҫе часах вӗҫлеймӗҫ: 2020 ҫул тӗлне ҫеҫ.
Юсав ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра симфони капеллине Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищине тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне куҫарнӑ. Юрӑпа ташӑ ансамблӗ Трактор тӑвакансен культура керменне куҫса кайнӑ. Хӑй филармони Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче тата Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ӗҫлӗ.
Куҫса кайнӑ пулсан та филармонири ушкӑнсен ҫӗнӗ пултарулӑх сезонӗ юпа уйӑхӗнче уҫӑлӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонине юсама пуҫланине «Советская Чувашия» хаҫат журналисчӗ Рита Кириллова паян халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Рита Кириллова ку хыпара «нумай калаҫнӑ, питех кӗтнӗ» пулӑм тесе хакланӑ.
Чӑн та, 2016 ҫул вӗҫӗнче эпир Чӑваш Ене килмелли 80 миллиона пирӗн региона ярса памассине пӗлтернӗччӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи хавассӑр хыпара ун чухне Александр Белов журналист «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑччӗ.
Пирӗн тӑрӑха уйӑрма палӑртнӑ 79,6 миллион ытларах тенке касса илесси ҫинчен калакан хушӑва РФ финанс министрӗ Антон Силуанов раштавӑн 16-мӗшӗнчех кӑларнӑччӗ. Ун пек тума федераци министрӗ Чӑваш Ен спорт объекчӗсене хӑпартма хӑй енчен укҫа уйӑрманнипе сӑлтавланӑччӗ.
Ӗнер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн пӗрремӗш курс студенчӗсем валли Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче уяв туса панӑ.
Савӑнӑҫлӑ мероприяти «Юрай» ансамбль пултарулӑхӗпе киленнинчен пуҫланнӑ. «Корпорация Добра» (чӑв. Ырӑлӑх корпорацийӗ) волонтер организацийӗпе, ЧППУн «Память» (чӑв. Астӑвӑм) шырав отрячӗн музейӗн экспозицийӗпе, «Королевство снов» (чӑв. Ыйхӑ патшалӑхӗ) мода театрӗпе паллаштарнӑ.
Уява Владимир Иванов ректор уҫнӑ. Аслӑ вӗренӳ заведенине пуҫласа ура ярса пуснисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Вӑл вӗренӳ отрасльне хыснаран укҫа нумай уйӑрнине ҫирӗплетсе кашни виҫҫӗмӗш тенке ҫак отрасле янине пӗлтернӗ. Унтан вӑл федерацирен шкулсем юсама тата тума «кӗмӗл» уйӑрнине те асӑнса хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федоров республикӑри юбилейсене ирттерме федераци хыснинчен 580 миллион тенкӗ ыйтса илнӗ. Ку укҫана уявсенче савӑнма янисӗр пуҫне Чӑваш патшалӑх филармони ҫуртне юсама та кайӗ.
РФ Федераци Канашӗнче ертӳҫӗн пӗрремӗш ҫумӗнче тӑрӑшакан Николай Федоров тӑван тӑрӑхне, тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ене, манмасть темелле-тӗр. Мускавран Чӑваша 580 миллион тенкӗ уйӑрассине шӑп та лӑп вӑл ҫине тӑнипе уйӑрнӑ тесе ӑнланма пулать «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмри хыпара вуласан.
Укҫа ыйтса Николай Федоров РФ Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Дмитрий Козак, финанс министрӗ Антон Силуанов тата экономика аталанӑвӗн министрӗ Алексей Улюкаев патне ҫитнӗ. Вӗсенчен вӑл Шупашкар 550 ҫул тултарнине, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама укҫа уйӑрма ыйтнӑ. Ку тӗллевпе мускавсем 429,9 миллион тенкӗ субсиди пама килӗшнӗ. «Кӗмӗле» 2018 ҫултан пуҫласа ҫулсерен 143,3 миллионшар тенкӗ уйӑрса пырӗҫ.
Чӑваш патшалӑх филармонине юсаса ҫӗнетме 2017–2018 ҫулсенче 150 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли Культура ҫулталӑкне ҫӗнӗ музыка инструменчӗпе — арфӑпа — уҫать. Ыран филармонинчи пӗчӗк залра унӑн хӑтлавӗ иртмелле. Арфӑпа паллашас текенсене кӑнтӑрла иртни пӗр сехете йыхравлаҫҫӗ.
Музыка инструменчӗсен вылявӗпе, классика кӗввипе киленесси ҫакӑнпах вӗҫленмӗ-ха — 14 сехет те 30 минутра ачасемпе ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ «Органӑн асамлӑ сасси» концерчӗ чӗнет.
Юрра-ҫемме чӑннипех юратакан, классикӑлла хайлавсене хаклама-йышӑнма пӗлекенсем валли кӑҫалхи ҫулла чӑннипех те паллӑ пулӑмпа асра юлӗ — ун чух орган концерчӗ иртрӗ. Патша инструменчӗ тесе хаклаканскере ахальлӗн лартасшӑн мар — Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче паян каллех орган янӑрӗ.
Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче ҫӗршыври паллӑ органист Рубин Абдуллин пулӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче В. Букстехуден «Пассакалья», И.С. Бахӑн «Токката и фуга в дорийском ладу», «Токатта и фуга ре-минор», С. Губайдуллинан «Светлое и темное», Т. Альбинонин «Адажио» хайлавӗпе киленме май килӗ. Концертӑн иккӗмӗш пайӗнче барокко тапхӑрӗнчи кӗвӗ тӗнчине исле кӗрӗҫ. Орган тата симфони оркестрӗ пӗрле пулса И.С. Бахӑн «Страсти по Матфею» хайлавӗн сыпӑкӗсене итлеме май килӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |