Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче Ентешсен форумӗ иртӗ.
Асӑннӑ мероприятие ирттерме республикӑра йӗркелӳ комитетне палӑртнӑ. Ӗҫлӗ ушкӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев ертсе пырӗ. Оргкомитет ҫитес эрнере пӗрремӗш ларӑва пуҫтарӑнӗ.
«Созвездие земляков» (чӑв. Ентешсен ҫӑлтӑр ушкӑнӗ) фестиваль Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртет. Кӑҫалхине республика Элтеперӗ Олег Николаев «Ентешсен форумӗпе» тата «Сурский рубеж» оперӑн премьерипе пуянлатма сӗннӗ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ нумай нациллӗ ҫамрӑксен регионсем хушшинчи форумне ирттерет.
Культурӑпа вӗренӳ слётне ҫӗртме уйӑхӗн 4-8-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи «Ясна» этноэкологи комплексӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Унта пултарулӑх, сывлӑха сиплес тата туризм мероприятийӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсене йӑлана кӗнӗ культурӑна сарас тӗллевпе ирттерӗҫ.
Форума институт Федерацин национальноҫсен ӗҫӗн агентстви тата Чӑваш Енӗн Культура министерстви пулӑшнипе ирттерет.
Чӑваш Енре кӑҫал Республика кунне епле ирттересси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Паян влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Республика кунне халалланӑ мероприятисен планне ҫирӗплетнине пӗлтернӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, унта ним ҫӗнниех те ҫук. Чылайӑшӗ унчченхи евӗрех. Мероприятисен шучӗ 3 теҫетке ытла. Унта тӗрлӗ форумпа фестивале асӑнса хӑварнӑ. Кӑсӑклӑраххи, ахӑртнех, URBANКАСЫ архитектурӑпа урбанистика форумӗ. Унӑн тӗллевне ятӗнчен тавҫӑрма пулать-тӗр.
Нумай мероприятие Чӑваш Енре кӑҫал пӑхса хӑварнӑ Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халаллӗҫ.
Килес ҫул пирӗн республикӑра Ентешсен форумӗ иртӗ. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче каланӑ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви Ентешсен форумне ирттерме шухӑшлать. Мероприятие 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пухасшӑн. Шӑпах ҫав уйӑхра Шупашкарти экономика форумӗ иртӗ. Мероприятие Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тата чикӗ леш енче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене йыхравлӗҫ.
Ентешсен форумӗ паллӑ пулӑм пулса тӑрасса шанаҫҫӗ. Олег Николаев Элтепер калашле, пӗр енчен, ентешсем пӗр-пӗринпе паллашайӗҫ, иккӗмӗшӗнчен, ҫамрӑксем мухтавлӑ йӑхташӑмӑрсем ҫинчен пӗлейӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Екатеринбургри чӑвашсем «Наследие народов Урала — Эткер» (чӑв. Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен эткерӗ) форум ирттернӗ. Мероприятие хутшӑнакансене Чукун ҫул тӑвакансен Культура керменне йыхравланӑ.
Форума йӗркелеме Свердловск облаҫӗнчи чӑвашсен культура центрӗ, Уралти патшалӑх экономика университечӗн туризм усламӗн тата хӑнасене кӗтсе илме вӗрентекен факультечӗ, Уралти туриндустри союзӗ ҫине тӑнӑ.
Мероприятие хутшӑннисен Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсен наци тата культура бренчӗпе паллаштаракан 60 ытла экспозиципе паллашма май килнӗ. Ал ӑстисен пултарулӑхне кӑтартнипе пӗрлех ӑсталӑх сехечӗсем ӗҫленӗ, конкурссем ирттернӗ.
Форумӑн онлайн-трансляцине Раҫҫейӗн 16 регионӗнчи тата 6 ют ҫӗршыври хастарсем хутшӑннӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Шупашкар районӗнчи «Ясна» этноэкологи комплексӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗтӗм Раҫҫейри этнографи форумӗ иртнӗ. «Алла-Аллӑн» ят панӑ мероприятие Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Федерацин национальноҫсен агентстви пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Этнографи форумӗн тӗллевӗ наци культурине тата чӑваш фольклорне вӗренессипе ҫамрӑксене кӑсӑклантарасси. Ҫамрӑксен слётне культура институчӗн, педагогика тата аграри университечӗсен, музыка училищин студенчӗсем хушӑннӑ.
Форумра музыка инструменчӗсене ӑсталама, чӑваш рунисен вӑрттӑнлӑхне, тӑмран савӑт-сапа ӑсталама вӗрентнӗ, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе, халӑх вӑййисемпе паллаштарнӑ.
Республикӑра хӑш-пӗр вырӑнта ҫумӑр вӑйлӑ ҫунӑ. Атӑл леш енче вара «Ҫамрӑксен хули» форум иртет. Ҫумӑра пула унти 150 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Атӑл леш енче ҫумӑр, пӑр ҫунӑ. Ҫавна май ҫамрӑксене Шупашкара тата Сосновкӑна эвакуациленӗ. Иккӗмӗш сменӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура каярахпа уҫӗҫ.
Ҫав вӑхӑтра ҫумӑр хыҫҫӑн «Буревестник» кану базинче ӳкнӗ йывӑҫсене тасатнӑ.
Ҫӗршыври пысӑк суту-илӳ сечӗсенчен пӗри, «Магнит», Чӑваш Енре туса илекен апат-ҫимӗҫе ытларах сутма тытӑнӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенче хыпарланӑ.
Ҫӳлерех асӑннӑ компанипе пирӗн республика Питӗрти экономика форумӗнче килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫе кӳршӗллӗ регионсенчи лавккасенче ытларах сутма пуҫласси пирки каланӑ.
«Магнит» суту-илӳ сечӗн пирӗн республикӑри лавккисенче «Фермер картишӗсем» уҫӑлӗҫ. Унта фермерсен апат-ҫимӗҫ пулӗ. Ҫапла тума республика Элтеперӗ Олег Николаев сӗннӗ-мӗн.
Космоса чӑваш элемӗллӗ ракета ҫӗкленӗ. Паллӑ пулӑм ҫӗртмен 30-мӗшӗнче пулса иртмелле.
Ҫав кун «Байконур» космодромран «Союз-2» ракета-носитель тиев турттаракан «Прогресс МС-17» транспорт космос карапӗпе тӗнче уҫлӑхне хӑпарӗ. Ракета ҫине Чӑваш Ен элемне тата Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева ӳкерсе хурӗҫ.
Чӑваш Ен ҫакӑн пирки «Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗн гендиректорӗпе Дмитрий Рогозинпа алӑ пуснӑ. Кун пирки Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев Питӗрте ҫак кунсенче иртекен Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче каланӑ.
Паян тата ыран пирӗн республикӑра «Симӗс Чӑваш Ен» экологи форумӗ онлайн-мелпе иртет.
Унта тухса калаҫакансенчен пӗри — «Ту!» волонтер-экологсен пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн ертӳҫи Андрей Руднев. Вӑл ҫӗршывра экологи волонтерӗсем епле ӗҫленипе паллаштанӑ.
Мероприяти ыран та малалла тӑсӑлӗ.
Сӑмах май каласан, кӑҫал пирӗн республикӑра вӑрман ӗрчетес ӗҫе 1059,2 гектар ҫинче пурнӑҫламалла пулнӑ. Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, палӑртнине планпа пӑхнинчен 1 процент ирттернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |