РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов ҫамрӑксен ҫулне ӳстерессине Фейсбукра пӗлтернӗ.
Вӑл РФ Патшалӑх Думин тепӗр депутачӗпе, Анатолий Аксаковпа, вӗренекенсен тата ӗҫлекен ҫамрӑксен форумне хутшӑннӑ. Парламентари пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑксемпе пурнӑҫри вырӑна тупма пулӑшас, патриотизм, сывӑ пурнӑҫ йӗркине сарас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Николай Малов ҫамрӑксене «Раҫҫей Федерацийӗнчи ҫамрӑксен политики ҫинчен» саккун проектне пӗрремӗш вулавпа пӗр шухӑшлӑн ырланине пӗлтернӗ. Унта ҫамрӑксен политикине аталантарас ыйтӑва пӑхса хӑварнӑ. Ҫав шутра ҫамрӑксене йывӑрлӑхра пулӑшасси, ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса парасси те пур. Ҫамрӑк усламҫӑсене, яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа ӗҫе вырнаҫма пулӑшас пирки те шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫамрӑксен ӳсӗмне 14-ран пуҫласа 35 ҫулчченхи ҫамрӑксене кӗртме палӑртнӑ. Халӗ 30 ҫула ҫитичченхисем ҫамрӑк шутланаҫҫӗ.
Пултаруллӑ ҫамрӑксене: Артем Дютина, Ирина Коптевӑна, Татьяна Ляпустинӑна, Юлия Петровӑна, Алексей Сизова — депутат тав хучӗсемпе тата парнесемпе хавхалантарнӑ.
Паян Шупашкарта «Деловые женщины нового времени: созидание и развитие» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри ӗҫлӗ хӗрарӑмсем: чӑмӑртану тата аталану) республикӑри конференци иртнӗ. Ӑна хӗрарӑм-усламҫӑсен кунне халалланӑ. Форума Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ, Усламҫӑ хӗрарӑмсен организацийӗ, «Манӑн услам» центр, Раҫҫейри усламҫӑсен профсоюзӗ йӗркеленӗ.
Мероприятие Чӑваш Енри Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи – финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Александр Федотов, республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Денис Спирин, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева тата ыттисем хутшӑннӑ.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Екатеринбургри Б.Н.Ельцин Президент центрӗнче «Эткер» регионти пӗрремӗш интерактивлӑ форум иртнӗ. Унта 2 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӑл 5 патшалӑхпа ҫӗршывӑн 11 регионӗнче пурӑнакансене хӑй патне илӗртнӗ.
Форума Свердловскри чӑвашсен культура центр йӗркеленӗ. Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие ирттерни Свердловск тӑрӑхенче пурӑнакан йӑташӑмӑрсен культруине упраса хӑварассипе тата аталантарссипе ҫыхӑннӑ. Форума ирттерме тӗрлӗ ҫӗрти чӑвашсен ентешлӗхӗсем тата культура учрежденийӗсем кӑна мар, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та пулӑшнӑ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн студенчӗсем тӗрӗк ҫамрӑкӗсен «Золото тюрков» (чӑв. Тӗрӗксен ылтӑнӗ)
Пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал форума пиллӗкмӗш хут йӗркеленӗ. Хальхинче вӑл Хусанти «Волга» (чӑв. Атӑл) ҫамрӑксен центрӗнче авӑн уйӑхӗн 16-20-мӗшӗсенче иртет.
4 кунта тӗрлӗ вӗрентӳ программи йӗркеленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Ҫав шутра – ӑсталӑх класӗсем, экспертсемпе тӗлпулусем, этнокультура енӗпе лекцисем.
«Тӗрӗксен форумӗ» пӗлтӗр Шупашкарта иртнӗччӗ. Унта ҫӗршывӑн 14 регионӗнчи 160 ҫамрӑк хутшӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче Чӑваш ҫулҫӳревҫисен пӗрремӗш форумӗ иртӗ. Вӗсем кӑҫалхи ҫулла епле канни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Инҫе ҫула тухсан мӗн пӗлмеллине ӑнлантарса парӗҫ. Ҫула тухсан ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗксемпе паллаштарӗҫ.
Форум Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт) иртӗ. Вӑл 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Унта хутшӑнакансене 17 сехетре регистрацилеме тытӑнӗҫ.
Чӑваш Енри ҫулҫӳревҫӗсен пӗрремӗш форумне хутшӑнас ыйтусене 8 (8352)23-02-17 (хушма номер 128) телефон номерӗпе уҫӑмлатма пулать.
Чӳк уйӑхӗн 11–20-мӗшӗсенче Шупашкарти театр форумӗ иртӗ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пулӗ.
2019 ҫулти форум вӑхӑтӗнче ҫамрӑк куракансен наци театрӗсен «Атӑл юмахӗ» пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ (Волжская сказка) тата ачӑ-пӑча наци драматургийӗн «От чистого истока в прекрасное далёко» (чӑв. Таса ҫӑлкуҫран хӳхӗм инҫете) пӗтӗм тӗнчери лабораторийӗ ӗҫлӗ.
Фестивале Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври 10 театр хутшӑнӗ. Ҫав шутра — Казахстанри Акмолинскри облаҫри драма театрӗ Кокшетау хулинчен килсе ҫитӗ. Казах халӑх юмахӗсем тӑрӑх лартнӑ «Канбак-шал» ӗҫпе паллаштарӗ ушкӑн. Пушкӑртстанран тӑватӑ театр килӗ. Тулӑри, Мордвари, Мари Элти театрсем те Шупашкарта хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Чӑваш Енре туса илекен апат-ҫимӗҫ Африкӑна ӑсанӗ. Ҫак хыпара эпир ЧР Ял хуҫалӑх министерстви хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Сочи хулинче «Россия-Африка» (чӑв. Раҫҫей-Африка) саммит иртнӗ май курав йӗркеленӗ. Унта Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерстви аграри предприятийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарма май туса панӑ. Ведомство «Агроэкспорт» федераци центрӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса 27 предприятипе паллаштарнӑ. Вӗсем пурте — хӑйсен продукцине Африкӑна ӑсатас кӑмӑллӑ. Раҫҫейри 27 предприяти йышӗнче Шупашкарти «Акконд» предприяти те пулнине палӑртмалла.
Африкӑна ӑсатакан продукци калӑпӑшне Раҫҫей ӳлӗмрен икӗ хут ӳстерме палӑртать. Ҫавӑн пирки РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Сергей Левин пысӑк трибуна умӗнчех каланӑ.
«Библиотека как центр культурного многообразия: перспективы развития в региональном пространстве» (чӑв. Вулавӑш — культура нумай енлӗхӗн центрӗ: регион хутлӑхӗнчи аталану малашлӑхӗ) ятпа Чӑваш Енре вулавӑшсен форумӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха.
Мероприятие уҫма хутшӑннисен йышӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен ассамблейин канашӗн председателӗ Лев Кураков академик, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай та пулнӑ. Вӗсем вулавӑшсене пулӑшнине палӑртнӑ. Лев Кураков унта каланӑ тӑрӑх, «вырӑнти вулавӑшсене, Наци библиотекине кӗнекесене пӗр миллион тенкӗлӗх панӑ». «Иртнӗ ҫул ҫавӑн пекех Крым Республикине вӗрентӳ пособийӗсене» ӑсатнӑ вӑл.
Валери Туркай Антон Чехов, Александр Пушкин, тӗрлӗ халӑх ҫыравҫисен произведенийӗсене чӑвашла куҫарса пичетлесе кӑларнӑ, вулавӑшсене ҫӗнӗ кӗнекесемпе пуянлатнӑ.
Паян Шупашкарта Раҫсейри вулавӑшсен ХVIII форумӗ уҫӑлнӑ. «Библиокараван–2019» мероприятие Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Раҫҫейри вулавӑшсен тытӑмӗ, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ йӗркеленӗ.
Форум теми — «Библиотека как центр культурного многообразия: перспективы развития в региональном пространстве» (чӑв. Вулавӑш — культура нумай енлӗхӗн центрӗ: регион хутлӑхӗнчи аталану малашлӑхӗ). Асӑннӑ тема, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ытти вулавӑшсене шӑпах кӑсӑклантарнӑ та. Ҫавна май форума ҫӗршывӑн 48 регионӗнчи 400 ытла профессионал килме кӑмӑл тунӑ. Ҫав йышра — Калининградран пуҫласа Сахалин тӑрӑхӗнчи культура сферинче тӑрӑшакансем. Патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем те пур.
Мероприяти паян 10 сехетре Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче уҫӑлнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче Сочи хулинче «Вся Россия-2019» (чӑв. Пӗтӗм Раҫҫей-2019) хальхи вӑхӑтри журналистика форумӗ иртет. Унта Чӑваш ен делегацийӗ те тухса кайнӑ. Чӑваш Ен информаци политикин министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, медиафорума хутшӑнакан йыша Чӑваш Ен Журналистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Валерий Комиссаров, «Хыпар» тата «Грани» издательство ҫурчӗсен пуҫлӑхӗсем Татьяна Вашуркинӑпа Наталия Колыванова хутшӑнаҫҫӗ.
«Пӗтӗм Раҫҫей» медиафорум – асӑннӑ отрасльте иртекен чи пысӑк мероприятисенчен пӗри. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи пин ытла ҫын пухӑннӑ.
Форум программинче — 100 ытла мероприяти: ӑсталӑх сехечӗсем, калаҫусем, хӑтлавсем, конференцисем...
Паян, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, «СМИ и власть» (чӑв. МИХсем тата влаҫ) лапам ӗҫленӗ. Ӑна РФ Патшалӑх Думин Информаци политики, информаци технологийӗсем тата ҫыхӑну енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Леонид Левин ертсе пынӑ. Регионсенчи журналистсем «Земский журналист» (чӑв. Земство журналисчӗ) программӑна йышӑнас, федераци каналӗсене наци чӗлхиллӗ кӑларӑмсене кӗртес ыйтусене хускатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |