Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Чемен» фольклор ушкӑнӗ Иван Яковлевӑн тӑван ялӗнче — Тутар Республикинчи Кӑнна Кушкинче — пулнӑ. Ушкӑна республикӑн Культура министерствин пай ертӳҫи Сергей Казаков ертсе пынӑ.
Хӑнасене кӑнна кушкисем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илни пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн, Теччӗ район администрацийӗн ертӳҫисем ҫакӑн пек тӗлпулусем тӑванлӑха ҫирӗплетнине палӑртнӑ. Кӑнна Кушки шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен Анатолий Байдеряков шкулпа паллаштарнӑ. Шкул ачисем вырӑнти поэтсен чӑвашла сӑввисене вуланӑ. Чӑваш Ен делегацийӗ Иван Яковлевӑн музейӗпе паллашнӑ, И.Я. Яковлев ҫуралнӑ ҫурт вырӑнӗнче лартнӑ часавая ҫитсе курнӑ. Мероприяти ялти культура ҫуртӗнче тӑсӑлнӑ.
Юпа уйӑхӗн 28–29-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ҫыравҫӑ, журналист, кинокритик, сценарист, наци кухнин тӗпчевҫи Ольга Лаптева ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ.
Мускав хӑни пирӗн пата пӗрремӗш хут кӑна килмест. Ольга Александровна кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта иртнӗ кинофестивале хутшӑннӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара «Ҫамрӑксен хули» вӗренӳ канашлӑвӗнче эксперт пулнӑ.
Хальхинче Ольга Лаптевӑна Альбир Крганов муфтий чӗннӗ. Ольга Александровна Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче юпан 28-мӗшӗнче иртнӗ экономика канашлӑвне хутшӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вара Ольга Лаптева культура тата ӳнер учрежденийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Вӗсем ҫӗнӗ проектсене сӳтсе явнӑ. Ольга Лаптевӑна Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 20–21-мӗшӗсенче иртекен «Истоки» канашлӑва та чӗннӗ.
Колхозсем аркансан хуҫалӑхсене усламҫӑсем ертсе пыма тытӑнчӗҫ. Вӗсенчен чылайӑшӗ малаллах талпӑнать.
Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи «Караево» (чӑв. Карай) тулли мар яваплӑ обществӑна Израиль консультанчӗсем килсе кайнӑ. Ахальтен мар чӗнсе илнӗ вӗсене. Карайсемшӗн вӗсен сӗнӗвӗсем тем пекех хаклӑ пулнӑ.
Израиль хӑнисем выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ыйтусемпе канаш пама килнӗ. Малтанах вӗсем выльӑх-чӗрлӗхе тытмалли витесемпе, вӗсене мӗнпе тӑрантарнипе паллашнӑ. Унтан специалистсем сумалли ӗнесене мӗнле пӑхмаллине ӑнлантарнӑ. Тӗрӗс пӑхсан ӗнесем сӗт те ытларах антарӗҫ-ҫке-ха.
Израиль консультанчӗсем пӑрусене тӑрантармалли рациона ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ. Общество ертӳлӗхӗ Израиль хӑнисемпе малашне те килӗштерсе ӗҫлессине пӗлтернӗ.
ЧР влаҫӗсен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене паллӑ телеертӳҫӗ Леонид Якубович тата Раҫҫей Геройӗ, генерал-лейтенант Николай Гаврилов килсе кайнӑ. Икӗ тус пирӗн республикӑна час-часах пӗрле килсе ҫӳреҫҫӗ.
Николай Гавриловпа Леонид Якубович Етӗрне хулинче пулса курнӑ. Вӗсем летчика халалланӑ стела патӗнче чарӑннӑ.
Ку юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пулнӑ. Хисеплӗ хӑнасем стела патне чечексем хунӑ. Тӗлпулӑва Етӗрне ҫыннисем те пухӑннӑ. Вӗсем Леонид Якубовичпа сӑн ӳкерӗннӗ, автограф ҫыртарнӑ.
Николай Гаврилов Етӗрнене яланах савӑнса килнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл етӗрнесем хӑйсен хулине юратнине, уншӑн тӑрӑшнине каланӑ.
Етӗрнесем хисеплӗ хӑнасене — Николай Гаврилова тата Леонид Якубовича — тулли кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкара «Ревизорро» кӑларӑм ертӳҫи Елена Летучая килсе кайни пирки шавларӗҫ. Ун чухне вӑл виҫӗ апатланӑша тӗрӗсленӗ, вӗсенчен пӗрне ҫеҫ ырланӑ. Каярахпа Шупашкарти апатланӑшсем пирки телекуравпа кӑтартнӑ.
Елена Летучая Шупашкарти «Ехрем хуҫа» ресторанра пулнӑ. Наци апатне сӗнекен ресторан чаплӑ пулмалла пек те… Анчах Елена Летучая унта таракансене те, йӗпе хуртсене те курнӑ.
Кӑларӑм экран ҫине тухсан «Ехрем хуҫа» ресторанпа Роспотребнадзор кӑсӑкланнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче те йӗркене пӑснине тупнӑ. Анчах акт хальлӗхе ҫырман.
«Ехрем хуҫа» ресторан халӗ те ӗҫлет, ҫынсене апатлантарать. Ертӳлӗх кун пирки нимӗн те каласшӑн мар.
2015-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Таиланд ҫӗршывӗнчен килнӗ вӗрентекенсем Шупашкарти 1-мӗш гимназине ҫитсе курчӗҫ. Асӑннӑ шкулта ӗҫлекен чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хатӗрленӗ чӑваш чӗлхи урокӗнче пулчӗҫ.
Тӗлпулу чӑваш халӑхӗн «Илемлӗ, илемлӗ...» юррипе пуҫланчӗ. Хӑнасемпе ачасем тата вӗрентекенсем вӑйӑ картине тӑрса ҫак юрра шӑрантарчӗҫ. Таиланд вӗрентекенӗсене чӑваш ҫӗршывӗпе, унӑн йӑли-йӗркипе паллаштарчӗҫ. Чӑвашла сывлӑх сунма, «анне», «хӗвел», «туслӑх», «тӑван» йышши сӑмахсене калама вӗрентрӗҫ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хӑнасене чӑваш халӑх тумне кӑтартса, ун ҫинчен каласа пачӗҫ. Ют ҫӗршыври ӗҫтешӗсем савӑнсах чӑваш халӑх тумтирне тӑхӑнса асӑнмалӑх сӑнукерчӗксем ӳкерӗнчӗҫ.
Уява 8-мӗш класра вӗренекен Анита Павловӑпа 5-мӗш класри Вика Леонтьева хӑйсен ташши-сӑввипе илемлетрӗҫ. 5-мӗш класра вӗренекен Саша Егоров вара купӑспа илемлӗ чӑваш кӗввисем каласа хӑнасене ташлаттарчӗ. Ҫак тӗлпулу Таиланд вӗрентекенӗсен асӗнче ӗмӗрлӗхех юласса шанас килет.
Ку — ырӑ йӑла. Вӑл 16-мӗш ҫул пурнӑҫланать ӗнтӗ. Культура ылмашӑнӑвӗн AFS программине Шупашкарти 41-мӗш шкул, 2-мӗш лицей тата 1-мӗш гимнази, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш шкул хутшӑнаҫҫӗ.
16 ҫулта Чӑваш Ен тӗп хулине Европӑри, Азири тата Америкӑри чылай делегаци килсе курнӑ. Акӑ нумаях пулмасть, икӗ эрне каялла, Шупашкара Таиландри 8 преподаватель килнӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн, вӗсене хӑна ҫуртне мар, ҫемьесене вырнаҫтарнӑ. Ку ҫывӑхрах хутшӑнма май парать.
Икӗ эрнере Таиландран килнӗ хӑнасем уроксенче, урок тулашӗнчи мероприятисенче пулса курнӑ, ачасемпе тата вӗрентекенсемпе тӗл пулнӑ, театрсене, музейсене тата куравсене ҫитсе курнӑ.
Ҫак кунсенче хӑнасем вӗренӳ управленине те ҫитнӗ. Унта вӗсем Шупашкар пирки видеоролик пӑхнӑ. Хӑнасем ачасем вырӑс тата чӑваш культурине лайӑх пӗлнине палӑртнӑ. Вӗсем кунти шкулсем, классем пӗчӗк пулнинчен тӗлӗннӗ. Таиландра класра 50 яхӑн ача вӗренет-мӗн. Кӗҫех Шупашкарти 8 вӗрентекен те Таиланда ҫитсе курӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче опера фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал вӑл 25-мӗш хут иртӗ. фестивале чӳк уйӑхӗн 20–29-мӗшӗсенче йыхравлаҫҫӗ.
Фестиваль Гаэтано Доницеттин «Любовный напиток» оперипе уҫӑлӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 20–21-мӗшӗсенче курма май пулӗ.
Чӳкӗн 25-мӗшӗнче Джузеппе Вердин «Бал-маскарад» опери сцена ҫине тухӗ. Унта Мускаври чи лайах солистсем юрлӗҫ. Ричард сӑнарне Пысӑк театрӑн тенорӗ, петӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Максим Пастер калӑплӗ.
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче классика курма май пулӗ. Вӑл — «Четыре короля оперной сцены». Контратенорӗ — Василий Хорошев, тенорӗ — Георг Эннарис, баритонӗ — Владимир Целебровский, басӗ — Олег Бударацкий.
Чӳкӗн 28-мӗшӗнче сцена ҫине Чулхула артисчӗсем тухӗҫ. Вӗсем кӑҫал Моцртӑн «Так поступают все» оперине кӑтартӗҫ.
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче гала-концертра ҫӗршыври тата ют ҫӗршыври ҫӗнӗ ҫӑлтӑрсем сцена ҫине тухӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: раштавӑн 2-мӗшӗнче театр артисчӗсем Пӑрачкавра пулӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Хӗрлӗ Чутай уйрӑмӗн хастарӗсем Юлия Мареева ертсе пынипе Шупашкарти конгресс ҫуртне тӗлпулӑва пынӑ. Хӑнасене ЧНК Президенчӗн пӗрремӗш ҫyмӗ Валерий Клементьев йышӑннӑ.
Чутайри уйрӑмӑн «чи хастар пайташӗсен» тӗп тӗллевӗ — конгресс ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашасси, усӑллӑ канашсем илесси тата, паллах, хӑйсем туса ирттернӗ ӗҫ-хӗлпе паллаштарасси пулни пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева пӗлтерет.
Хӗрлӗ Чутай уйрӑмӗн хастарӗсене Валерий Клементьев чӑваш наци музейне йыхравланӑ, унти пуян экспонатсемпе паллашма туса май панӑ. Каҫхине хӑнасем вара чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн сезонне уҫакан концертне васканӑ. Унччен вӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи ӗҫ-хӗлпе те паллаштарса ӗлкӗрнӗ.
Чӑваш наци музейне хӑнасем час-часах килеҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫӗршыв ҫыннисем кӗрсе тухаҫҫӗ унта.
Нумаях пулмасть Наци музейӗнче интереслӗ хӑна пулса курнӑ. Румынири таврапӗлӳҫӗ Левенте Борбей музейпа паллашнӑ.
Археологи тата авалхи истори секторӗн заведующийӗ Александр Волков аякран килнӗ хӑнана Чӑваш Ен историйӗпе, халӑх мӗнле пулса кайнипе паллаштарнӑ. Хӑнана Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗсен картти уйрӑмах кӑсӑклантарнӑ. Левенте Борбей «История чувашского народа и Чувашского края с IX в. до начала ХХ в.» экспозицири карттӑн цифра копине пама ыйтнӑ. Вӑл ыйтнине тивӗҫтернӗ.
Левенте Борьей музей ӗҫченӗсене чӗререн тав тунӑ. Вӗсем тӑван халӑх историне хисепленӗрен кӑмӑллӑ юлнӑ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |