Раштавӑн 19-мӗшӗнче пирӗн республикӑра Раҫҫей фестивалӗн Сочири центрӗн пуҫлӑхӗ Ханс Йоахим Фрей режиссер тата Германири «MosFirst» компани учредителӗ Борис Таваколли пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗсемпе ӗнер Михаил Игнатьев Элтепер те тӗл пулнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, курнӑҫӑва ҫавӑн пекех ЧР Правительствин ертӳҫин икӗ ҫумӗ: экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин тата финанс министрӗ Светлана Енилина, «Тус» строительство фирмин директорӗ Николай Угаслов тата РФ Федераци Пухӑвӗнчи республикӑн сенаторӗ Вадим Николаев хутшӑннӑ.
Ханс Йоахим Фрай Шупашкарта пысӑк культура мероприятийӗ ирттерме сӗннӗ. Ку вӑл, ун шучӗпе, Европа ҫыннисене пирӗн тӑрӑх пирки лайӑхрах пӗлме май парӗ. Унсӑр пуҫне пирӗн делегацие республикӑн инвестици вӑй-хӑвачӗпе паллаштарма Германие чӗннӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хӑнасене, культура пайташӗсене тата усламҫӑсене ҫитес ҫулхи Республика кунне чӗннӗ.
Паян Чӑваш наци музейӗнче Европӑри хӑнасем пулнӑ. Аваллӑх управҫин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Раҫҫей фестивалӗн Сочири центрӗн пуҫлӑхӗ Ханс Йоахим Фрей режиссер тата Германири «MosFirst» компани учредителӗ Борис Таваколли пирӗн тӑрӑхӑн культурипе паллашнӑ. Чӑваш Енӗн историйӗпе, унӑн хӑйне евӗрлӗхӗпе музейӗн маркетинг тата культурӑпа вӗренӳ ӗҫ-хӗл пайӗн заведующийӗ Ольга Кушманова паллаштарнӑ.
Ханс Йоахим Фрей тата Борис Таваколли Чӑваш Енре кинематографи епле пуҫланса кайнипе уйрӑмах кӑсӑкланнӑ, «Чувашкино» ӳкернӗ пӗрремӗш фильмсемпе паллашнӑ.
Европӑри хӑнасем пирӗн республикӑра кино ӳкерес ӗҫпе интересленнипе пӗрлех наци музейӗ кӑсӑклӑ экспонатсемпе, тӗрлӗ материалпа пуяннине палӑртнӑ.
Раштавӑн 9–10-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешрӗҫ. Ӑмӑртӑвӑн юлашки кунӗнче Раҫҫейӗн спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗн вице-президенчӗ Омар Муртузалиев пирӗн республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Вӑл та Шупашкара Ирӗклӗ майпа кӗрешекен хӗрарӑмсен Раҫҫейри уҫӑ кубокне килнӗ.
Элтеперпе спорт кӗрешӗвӗ федерацийӗн вице-президенчӗ пирӗн тӑрӑхра хӗрарӑмсен ирӗклӗ майпа кӗрешессине малалла аталантарасси пирки калаҫнӑ. Михаил Игнатьев Омар Муртузалиева Чӑваш Ене тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунӑ. Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек ҫӳллӗ шайри ӑмӑртусем ирттерни регионӑн ӗҫлӗ климатне те, кунта пурӑнакансен социаллӑ кӑмӑл-туйӑмне те витӗм кӳрет. Омар Муртузалиев вара регион ертӳҫи ҫамрӑк, спортпа туслӑ, яштака пулни республикӑна спорт енчен аталантарма никӗc хывать тесе шухӑшлать иккен. Унтан вӑл пирӗн тӑрӑхра хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешессине ытларах аталантарас шухӑшлине палӑртса хӑварнӑ.
Дарья Алексеева хӑйӗн кумирӗпе тӗл пулма ӗмӗтленнӗ. Вӑл «Ку тӗлӗнтермӗш» ыркӑмӑллӑх фончӗ тата «Про Город» хаҫат йӗркеленӗ проекта ҫыру ҫырнӑ. Кун пирки унӑн кумирӗ Сосо Павлиашвили пӗлнӗ.
Паллӑ юрӑҫ Дашӑпа Шупашкарти Пӑр керменӗнче тӗл пулнӑ. Аса илтерер: Сосо Павлиашвили Шупашкара хӗрарӑмсен хушшинче иртекен Раҫҫей Кубокне килнӗ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Даша Алексеева ытти ачаран уйрӑлса тӑрать. Вӑл 9 ҫулта. Дашӑн — ДЦП. Ҫапах вӑл шкула ҫӳрет, хорта юрлать, дартсла тата боччӑлла выляма юратать. Даша химипе биологи предмечӗсене килӗштерет, микросоппа пӑхма кӑмӑллать.
Хӗрача юратнӑ юрӑҫӗпе тӗл пулнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Ку уншӑн Ҫӗнӗ ҫулти чӑн-чӑн парне пулнӑ.
Нумаях пулмасть Пятница телеканалпа кӑтартакан «Магаззино» кӑларӑм ертӳҫи Александр Молочко Шупашкара килсе кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Ӳкерӳ авӑн уйӑхӗн варринче иртнӗ. Кӑларӑм эфира хӑҫан тухасси паллӑ.
Кӑларӑма Пятница телеканалпа ҫитес эрнере курма май пулӗ. Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехетре эфира тухӗ вӑл. Шупашкарти лавккасене тӗрӗсленӗ кӑларӑмпа «Магаззинӑн» виҫҫӗмӗш сезонӗ вӗҫленӗ.
Аса илтерер: Александр Молочко Шупашкарта авӑнӑн 18-22-мӗшӗсенче пулнӑ. 5 кунра вӑл Тӗп пасара, «Смак» лавккана, «Акатуй» супермаркета тӗрӗсленӗ. Александр Молочко вӗсенчен пӗрне те наклейка ҫыпӑҫтарса хӑварман.
Кӑларӑм ертӳҫи Шупашкар лавккисенче таракансем чупнине, срокран тухнӑ апат-ҫимӗҫ сутнине, ҫимӗҫсенче нитрат нумаййине тупса палӑртнӑ.
Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине депутата суйланма кандидат евӗр регистрациленнӗ Александр Капитонов суйлавра Канашри пӗр мандатлӑ округпа тӗлӗнмелле лайӑх кӑтартупа палӑрнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. «Партия Роста» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) текен партин республикӑри уйрӑмне ертсе пыраканскере Раҫҫейӗн бизнес хӳтӗлевҫи Борис Титов хавхалантарса пычӗ, мӗншӗн тесен шӑпах вӑл асӑннӑ парти ертӳҫи шутланать. «Партия роста» РФ Патшалӑх Думинче 7-10 процент таран пухас ӗмӗтлине Борис Титов Шупашкара килсен пытарманччӗ.
Ҫак кунсенче Александр Капитонов пульницӑна лекнине пӗлтӗмӗр. Кун пирки Александр Белов журналист хыпарлать. Сиплев ҫуртне вӑл Мускава парти ыйтӑвӗсемпе кайса килнӗ хыҫҫӑн лекнӗ пулать.
Шупашкара «Магазинно» телекӑларӑм ертӳҫи Александр Молочко килнӗ. «Пятница» телеканал ӗҫченӗсем хулари Тӗп пасарта пулнӑ.
Хӑнасем пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫитнӗ. Пасар хуҫи вырӑна ҫитиччен Молочко иҫӗм ҫырлине, хурмана, панулмине, арпуса тӗрӗслеме ӗлкӗрнӗ. Хурмапа арпусра кӑштах нитрат нумайрах пулнӑ. Помидорпа хӑярта вара — питӗ лайӑх. Александр Молочко темиҫе хутаҫ помидорпа хӑяр туяннӑ.
Телеертӳҫе аш-какай килӗшнӗ. Анчах павильонра срокран тухнӑ кӑлпасси те тупнӑ. Пӗтӗмпе 40 пин тенкӗлӗх кӑлпасси юрӑхсӑр пулнӑ. Ӑна тӳрех тӗп тума каланӑ. Апат-ҫимӗҫӗн сертификачӗ, санитари пирки те асӑрхаттарусем пулнӑ. Шел те, Тӗп пасар «Магазинно» наклейкӑна тивӗҫмен.
Ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ вӑхӑтӗнче РФ вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева Чӑваш ГТРК журналисчӗн ыйтӑвне тӗлӗнсерех йышӑннӑ. Хӑйне евӗр ӑнланманлӑх пирки Александр Белов Фейсбукри хайӗн страницинче пӗлтернӗ.
Съезда хутшӑннӑ Ольга Васильева, пуян опытлӑ журналист асӑрханӑ тӑрӑх, йӑл кулманнипе асра юлӗ.
Прессӑпа калаҫнӑ чухне министр шӑртланчӑк пек курӑннӑ. «Айӑпсӑр кӑна ыйту панӑ ГТРКри Надя Андреевана ним ҫукран лекрӗ», — тесе ҫырнӑ Александр Белов. Тележурналист хай ыйтӑвне ҫапларах ҫавӑрттарса хунӑ: «Вӗренӳ министерстви ют ҫӗршыв студенчӗсене вырӑс чӗлхине епле пӗлнине экзамен тыттарса тӗрӗслеттерес пуҫарупа тухнӑ текен хыпар пур. Кун пирки тӗплӗнрех пӗлме май ҫук-ши?» Министр ыйтӑва тепӗр хутчен калама ыйтнӑ май ют ҫӗршыв студенчӗсене вырӑс чӗлхипе экзамен тытнинче ним ҫӗнни те ҫуккине кӗскен кӑна палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Ен ҫыннисене Мускаври Александр Пушкин ячӗллӗ драма театрӗн артисчӗсем спектакль курма чӗнеҫҫӗ.
Артистсем пирӗн патра 4 кун пулӗҫ. Хӑйсен турне вӗсем «Тартюф» спектакльпе уҫӗҫ. Ӑна К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче курма май пур. Мольер пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ камите халӑх ҫулсеренех ӑшшӑн йышӑнать, мӗншӗн тесен вӑл ансат.
Авӑн уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче «Семейка КрАузе» камит кӑтартӗҫ. Александр Коровкин драматург 3 жанра пӗрлештернӗ: детектив, мелодрама, социаллӑ сатира.
Вырсарникун Улатӑрти культура ҫуртӗнче Мускав артисчӗсем «И вдруг…» спектакль лартӗҫ. Унти интерьер, костюмсем — паллӑ мода историкӗ Александр Васильев хатӗрленисем.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вара Ҫӗнӗ Шупашкарта актерсемпе курнӑҫма май пулӗ.
Ҫӗнӗ ыйтӑва хускатмастӑп. Ун пирки чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсем кунӗн-ҫӗрӗн калаҫаҫҫӗ, чан ҫапаҫҫӗ. «Пӗччен сурсан типет, халӑх сурсан кӳлӗ пулать», — тенӗ ваттисем. Ҫавӑнпа темиҫе ҫын ҫеҫ ҫине тӑнипе лав малалла хускалмасть. «Ҫӳлтисем» ӑнланмасан, пулӑшмасан усси сахалрах.
Ачасене чӑвашла вӗрентменни пирки калаҫмашкӑн пӗр пулӑм хистерӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Ене РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Вячеслав Никонов килсе кайрӗ. Вӑл тӗрлӗ мероприятие, ҫавра сӗтеле, конференцие хутшӑннӑ, унта Чӑваш Енри вӗренӳ тытӑмӗ пирки калаҫнӑ. Вячеслав Никонова республикӑри шкулсем килӗшнӗ. Вӑл Шупашкарти пӗр ача пахчине те ҫитсе курнӑ. Паллах, шӑпӑрлансемпе воспитательсем хаклӑ хӑнана хӑйсен ӳсӗмӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Ача пахчине ҫӳрекен ачасем вырӑсла, акӑлчанла тата китайла вӗренни пирки Вячеслав Никонова калас кӑтартнӑ. Мӗншӗн пӗчӗкскерсене чӑвашла калаҫма вӗрентес мар? Ҫак ыйту чӑннипех те шухӑшлаттарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |