Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чикӗсем

Республикӑра
yandex.ru карттинчен илнӗ скриншот
yandex.ru карттинчен илнӗ скриншот

Чӑваш Ен Правительстви тӑван республикӑмӑрпа Тутарстан чиккисен вырӑнне палӑртма йышӑннӑ. Ун пек документ Куҫман пурлӑхӑн пӗрлехи патшалӑх реестрне сведенисем кӗртме кирлӗ.

Ятарлӑ килӗшӗве 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче иртнӗ ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче ҫирӗплетнӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, регионсен чикӗ пирки ӑнланманлӑх ҫук.

Чӑваш Ен федерацин пилӗк субъекчӗпе чикӗленет. Тутарстанпа пирӗн республика хушшинчи чикӗ чи вӑрӑмми — 552 км. Мари Элпа Чӑваш Ен чикки — 253 км, Чулхула облаҫӗпе — 222 км, Чӗмпӗр облаҫӗпе — 111 км, Мордва Республикипе — 91 км. Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсемпе тата Мордва Республиксемпе чиккисене палӑртса кадастр учётӗнче ҫырса хунӑ ӗнтӗ. Халӗ Мари Элпа чикке палӑртасси тӑрса юлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=250602
 

Тӗнчере

Венгри влаҫӗсем Хорвати чиккинче ҫӳллӗ карта тытма шут тытнӑ. Ҫӗршывӑн премьер-министрӗ Виктор Орбан ҫапла туса лартни мигрантсем ҫӗршыва массӑллӑ пырса кӗнинчен хӳтӗлеме май парассипе ӑнлантарнӑ.

Венгри витӗр кӑҫал 200 пин ытла мигрант иртсе кайнӑ. Венгри Шенген зонине кӗнӗ май унта лексен Европа тӑрӑх ҫӑмӑллӑнах иртсе ҫӳреме май килнӗрен мигрантсем унта лекме ӑнтӑлаҫҫӗ. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗскерсем Европӑра хӳтлӗх тупма шанаҫҫӗ.

Мигрантсен ҫулне пӳлес тесе полицейскисем шывпа перекен ятарлӑ пӑшалпа та усӑ курнӑ, куҫҫуль юхтараканнипе те. Мигрантсенчен хӑшӗсем суранланнӑ та.

Ҫӳллӗ картана Хорватипе Венгри хушшинчи 41-мӗш километр тӗлӗнче хӑпартса лартасшӑн. Ун пек чикке маларах Серби чиккинче тума ӗлкӗрнӗ-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.bbc.com/russian/rolling_news
 

Раҫҫейре Калуговски посёлокӗн анклавӗ
Калуговски посёлокӗн анклавӗ

Калуга облаҫӗн Смоленск облаҫӗн ҫӗрӗнче пӗр анклав вырнаҫнӑ — Калуговски посёлок. Унта 199 ҫын, ҫав шутра 55 ача пурӑнать. Посёлокра пурӑнакан ҫынсемшӗн ку хӑш-пӗр чӑрмавсем кӳнӗ пулать — куҫман пурлӑха регистрацилеме, социаллӑ инженери инфрструктурине юсама чӑрмантарнӑ.

Ӗнер вара Смоленск депутачӗсем икӗ регион хушшинче тунӑ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Смоленск облаҫӗ ҫапла май 386 гектар ҫӗр ҫухатать, ун вырӑнне Калуга облаҫӗ ӑна 415 гектар ҫӗр парать. Ку ылмашусене тунӑ хыҫҫӑн Калуговски посёлокӗ Калуга облаҫӗн ҫӗрӗсем ҫинче вырнаҫма тытӑнӗ, анклав шайӗнчен тухӗ.

Асаилтеретпӗр, Чӑваш Енӗн те унашкал анклавсем сахал мар: Елчӗк районӗнчи Вӑрӑмхӑва, Шӑмӑршӑ районӗнчи Улмаллӑ Ял, Канаш тата Максим Горький ялсем. Вӗсем тавра чӑваш ялӗсем пур пулин те вӗсене кӳршӗ республикӑн ҫӗрӗсем ҫавӑрса илнӗ: Канаш тӗслӗхрен Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗн варринче вырнаҫнӑ. Унсӑр пуҫне хӑш-пӗр чӑваш ялӗ республикӑн чиккипе юнашар пулин те Тутарстан ҫӗрне кӗрет (т-х: Чӑваш Паснапуҫ, Ҫӗнӗ Упи, Кивӗ Упи, т. ыт. те).

 

Шупашкарӑн Йӑлӑм енӗ (Яндекс картти)
Шупашкарӑн Йӑлӑм енӗ (Яндекс картти)

Шупашкар хулин ҫӗрӗ 155 гектарпа пуянланчӗ — кун пирки Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтерет.

Хула чикки Йӑлӑм енри ҫӗрсемпе анлӑланнӑ — хула шутне кӗрекен Севернӑй, Пролетарски, Первомайски, Сосновка, Октябрьски посёлоксен ҫӗрӗсем пысӑкланнӑ. Сосновка ҫӗрӗсенех илес пулсан вӗсем 84 гектар ӳснӗ.

Ҫӗнӗрен уйӑрнӑ лаптӑксем ҫинче халӑх валли ҫурт лартма ирӗк парасшӑн — ҫапла май Йӑлӑм енчи канӑва аталантарма, культура тата пурнӑҫа лайӑхлатма шутлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i422.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та