Чӑваш Енре онкологи чирӗпе аптӑракансен тата вӗсен тӑванӗсен форумӗ иртӗ.
Мероприятие ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
«Ради жизни» (чӑв. Пурнӑҫшӑн) ят панӑскере АНО «Близкие люди» (чӑв. Ҫывӑх ҫынсем) коммерцилле мар автономи организаци (председателӗ — Е.Н. Хрусцелевская) тата Республикӑн клиника онкологи диспансерӗ ирттереҫҫӗ.
Форум тӗллевӗ — врачсене, экспертсене и общество организацийӗсен хастарӗсене онкологи чирӗпе чирлисене тата вӗсен тӑванӗсене информаци тата психологи тӗлӗшӗнчен пулӑшасси, онкочирсем ҫинчен ҫынсене каласа кӑтартасси.
Ҫӗрпӳ районӗнче Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ ҫынсене пульницӑран киле кӑларнӑ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗнче ҫак районти Кивӗ Тутайкасси ялӗнчи икӗ ҫын вӑкӑр пуснӑ хыҫҫӑн Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ. Какая вӗсем Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнчи ҫынсене сутнӑ. Аша вӗсенчен илсе ҫунтарса янӑ, килӗсене дезинфекци тунӑ.
Сӑмах май, Кивӗ Тутайкассинчи ҫынсене Ҫӗпӗр мурӗнчен вакцинацилеҫҫӗ.
Ҫӗпӗр мурне пула Ҫӗрпӳ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче тискер чӗрчунсене тытассине чикӗленӗ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, чӗрчунсене тытассине ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен чикӗленӗ.
Ытларах чухне Ҫӗпӗр мурӗ чӗрнеллӗ чӗрчунсем чирлеҫҫӗ. Ҫапах хир сыснисем, тилӗсем, йӗкехӳресем инфекциленнине те палӑртнӑ.
Республика кӑна мар, Мускав та Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкассинчи икӗ ҫын Ҫӗпӗр мурӗпе чирлени пирки калаҫать. Вӑкӑр хуҫи каланӑ тӑрӑх, вӑл выльӑха пуссан чикансене сутнӑ. Анчах ку верси ҫирӗпленмен.
Следстви комитечӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав какая республикӑра пурӑнакан икӗ ҫын туяннӑ. Роспотребнадзор ӗҫченӗсем ӑна туртса илнӗ. Ӑна тӗпченӗ хыҫҫӑн тӗп тӑвӗҫ. Вӑл упраннӑ вырӑнта карантин пулнине йышӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкассинче упӑшкипе арӑмӗ Ҫӗпӗр мурӗпе чирленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӗсем килте вӑкӑр пуснӑ хыҫҫӑн чирленӗ.
Асӑннӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Кил хуҫи вӑкӑра Ҫӗпӗр мурӗнчен вакцинацилемен пулнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхе вӑл ветеринара та кӑтартман.
Ветеринари правилисене пӑснӑшӑн Кивӗ Тутайкасси арҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 249-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫе маллала тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи икӗ ҫын Ҫӗпӗр язвипе чирлени пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр: унта арӑмӗпе упӑшки вӑкӑр пуснӑ чухне суранланнӑ. Выльӑх вара чирлӗ пулнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм хӑйсене япӑх туйма пуҫласан пульницӑна кайнӑ. Унччен вара вӗсем 500 килограмм какая сутса ӗлкӗрнӗ. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, чикансене сутнӑ. Лешсем халӗ ӑҫта пулни паллӑ мар. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑкӑр лавккаран туяннӑ апата пула чирлеме пултарнӑ.
Республика ертӳлӗхӗ лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Арҫынпа хӗрарӑм Кивӗ Тутайкасси ялӗнчен. Вӗсем хӑйсене йӗркеллӗ туяҫҫӗ. Ялта вара карантин пулнине палӑртнӑ. Специалистсем республикӑри выльӑха тӗрӗслеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче икӗ ҫын Ҫӗпӗр язвипе чирлесе кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: упӑшкипе арӑмӗ вӑкӑр пуснӑ чухне суранланнӑ. Хӑйсене япӑх туйма тытӑнсан пульницӑна кайса пулӑшу ыйтнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑкӑр лавккаран туяннӑ апата пула чирлеме пултарнӑ.
Вӑкӑр ашӗ вара ӑҫта кайнӑ? Mash Телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 500 килограмм аша сутма ӗлкӗрнӗ. Ӑна трасса ҫинче чикансем туяннӑ-мӗн. Халӗ вӗсем ӑҫти паллӑ мар.
Ҫӗрпӳ районӗнче икӗ ҫын Ҫӗпӗр язвипе чирлени ҫирӗпленнӗ. Унччен вӗсем ҫак чир паллисемпе пульницӑна лекнӗ. Паян вара диагноз чӑннипех те ҫапла пулни палӑрнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те выльӑх пуснӑ чухне аманнӑ.
Ку чир Ҫӗпӗрте 100 ҫула яхӑн каялла алхаснӑ. Ун чухне вун-вун пин выльӑх, пин-пин ҫын вилнӗ.
Раҫҫейре юлашки хутчен Ҫӗпӗр язвипе пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ставрополь крайӗнчи хӗрарӑм чирленӗ.
Иртнӗ эрнере республикӑра 8129 ҫын ОРВИпе чирленине палӑртнӑ. Ун умӗнхи эрнере вара 6869 тӗслӗх пулнӑ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирленисен 62,7 проценчӗ - 17 ҫула ҫитмен ачасем.
Иртнӗ эрнере гриппа чирленӗ 70 ҫынна шута илнӗ. Вӗсенчен 19-шӗ А гриппа аптӑранӑ, 51 ҫыннӑн В грипп пулнине палӑртнӑ.
Республикӑра кӑрлачӑн 9-15-мӗшӗсенче 76 ҫын гриппа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 57-шӗ - А гриппа, 19-шӗ В гриппа аптӑранӑ.
Ҫак тапхӑрта гриппа чирленисен йышӗнче 35 ача. Ыттисем, 41 ҫын, аслӑ ӳсӗмрисем.
Палӑртмалла: раштав уйӑхӗн 19-25-мӗшӗсенче Чӑваш Енре 77 ҫыннӑн грипп пулнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 73-шӗн "сысна грипӗ" пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |