Федерацин наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем шкул ачисем валли Уҫӑ алӑксен кунӗ ирттернӗ.
Унта пухӑннӑ ачасене, вӗсем Ача-пӑча полицейскийӗн академине ҫӳрекенсем, асӑннӑ службӑн ӗҫ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартнипе, наркотикпа айкашни мӗн патне илсе ҫитерни ҫинчен асӑрхаттарнипе пӗрлех ҫак тытӑмӑн «ГРОМ» пайӗн ӗҫченӗсен ӗҫӗнчи кӑткӑслӑхсемпе те паллаштарнӑ. Сӑмахран, ятарлӑ мероприятисем ирттернӗ чух епле хатӗрсемпе усӑ курнине, ҫӳллӗ хута епле хӑпарса аннине... Спецназ офицерӗсем ачасене хӗҫ-пӑшала пухса сӳтмеллине те кӑтартнӑ.
Наркотӗрӗслев ӗҫченӗсем ун пек тӗлпулӑва малашне те йӗркелесшӗн. Анчах маларах асӑннӑ академи ачисемпе кӑна мар, республикӑри шкулсенче вӗренекенсемпе те. Курнӑҫӑвӑн тӗп тӗллевӗ, паллах, — наркотик сиенӗ пирки ӑнлантарасси.
Сӑнсем (4)
Патӑрьелти шкул ачисене вырӑнти ЗАГС ҫутта кӑларать. Ачасене право воспитанийӗ парас, ҫемье пахалӑхӗпе кирлӗлӗхӗ ҫинчен ӑнлантарса парас тӗллевпе ирттерекен мероприятие паян пуҫласа йӗркелемеҫҫӗ-ха. Хальхинче вырӑнти ЗАГС ӗҫенӗсем асӑннӑ ялти 1-мӗш вӑтам шкулти 11-мӗш класра вӗренекенсемпе тӗлпулнӑ.
Ачасемпе право урокӗ ирттерме пынӑ Ольга Гусарова гражданла тӑрӑм ҫинчен калакан саккунӑн, РФ Ҫемье кодексӗн хӑш-пӗр статйисемпе паллаштарнӑ. Унтан вӑл ҫемье телейлӗ пуласси пӗринчен кӑна килменнине аса илтернӗ. Ҫемьене упраса хӑварассишӗн, шӑкӑл-шӑкӑл пурӑнассишӗн кашни кун тӑрӑшмалли пирки чарӑнса тӑнӑ. Пӗрне пӗри каҫарма тата ӑнланма пӗлсен кӑна телейлӗ ҫемье пирки калаҫма пулать. Ҫирӗп ҫемьесенче хуйхи-суйхине те, савӑнӑҫне те пӗрле пайлаҫҫӗ, ун пек йышпа пурӑнакансене йывӑрлӑха тӳссе ирттерме те ҫӑмӑл.
Раштавӑн 12-мӗшӗнче «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӗнер ӗҫченӗ» тата «РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ, республика пӗлтерӗшлӗ персональнӑй пенсионер Николай Алексеевич Элле (12.12.1909 — 14.01.1982) ҫуралнӑранпа 105 ҫул тултарчӗ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашра ҫуралса Ӳснӗ. Унӑн ашшӗ вырӑнти чиркӳре псаломщик ӗҫӗпе тимленӗ, амӑшӗ — Штанашри вырӑс хӗрарӑмӗ — кил таврашӗнче тӑрмашнӑ. Иккӗшне те Штанаш ҫӑви ҫине пытарнӑ. Ҫак кунсенче Николай Эллен тӑван ялӗнче шкул ачисемпе ятарлӑ урок ирттерчӗҫ, паллӑ ентешӗ пирки каласа пачӗҫ.
Николай 8 ҫул тултарсан Штанашри удельный училищӗре вӗренме пуҫлать, ун хыҫҫӑн Чӗмпӗрпе Шупашкар педтехникумсенчен (1928) вӗренсе тухать. Ҫулталӑк хушши Штанашри шкулта ӗҫлет (1928-1929).
1929 ҫулхи майӑн 11-мӗшӗнче Штанашри 22 хуҫалӑхран «Капкӑн» колхоз йӗркеленӗ, ку ӗҫре Эллен тӳпи те пур. Унтан ӑна Хӗрлӗ Чутайри профсоюз райкомӗн председателӗ пулма шаннӑ (1929-1930). Вӑл пуҫарнипе районта 1930 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче «Коллективист» ятлӑ хаҫат тухма тытӑнать. Часах Элле «Красная Чувашия» хаҫат редакцин ял хуҫалӑх пайне вырнаҫать.
Раштавӑн 9-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв паттӑрӗсен кунӗ иртнине пурте, тен, пӗлмеҫҫӗ-тӗр. Муркашри тури чӑвашсен музейӗнче ҫак кун ячӗпе «Вӗсен ячӗпе урамсем хисепленеҫҫӗ» ятпа асӑну каҫӗ ирттернӗ. Унта Муркашри вӑтам шкулта 6-мӗш класра вӗренекен ачасене йыхравланӑ. Кадет класӗ шутланакан ҫав класс музея ытти чух та час-часах пырать-мӗн.
Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑшра ӗҫлекенсемпе пӗрле «Муркаш районӗн паттӑрӗсем» хӑтлав йӗркеленӗ. Унта кадетсене уяв историйӗпе паллашнӑ, Совет Союзӗн Геройӗсен, Раҫҫей Федерацийӗн Социализмла ӗҫ паттӑрӗсен ячӗсене аса илнӗ. Тӗлпулӑва Совет Союзӗн Геройӗн Алексей Воробьевӑн мӑнукне Наталия Ястребована йыхравланӑ. Ачасене вӑл Алексей Иванович ҫинчен каласа кӑтартнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин паттӑрӗн ячӗпе Ҫурла Тырри ялӗнче урам хисепленсе тӑнине пӗлтернӗ. Ачасене ача-пӑча вулавӑшӗн ертӳҫи Е.И. Налимова «Пысӑк вӑрҫӑн пӗчӗк паттӑрӗсем» кӗнеке куравӗпе паллаштарнӑ май ҫӗнтерӗве ҫыхартма пулӑшнӑ ачасем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сӑнсем (4)
«Литобраз» литературӑпа тишкерӳ порталӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ сӑмахӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑна кӑҫал ака-ҫу уйӑхӗсенче ирттернӗ.
Конкурса хутшӑнакансен Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем, ҫар ҫыннисем, геройсем, салтаксем пирки сӑвӑлла е прозӑлла ҫырмалла пулнӑ.
Йӗпреҫри 1-мӗш шкулта 7-мӗш «б» класра вӗренекен Елена Солдатова конкурса хӑй шӑрҫаланӑ сӑвва ярса панӑ. Савӑнмалла — Елена ҫӗнтернӗ!
Елена Солдатовӑн «Ҫамрӑк герой» сӑввине «Литобраз» электронлӑ журналӑн 3-мӗш кӑларӑмӗнче пичетленӗ. Пирӗн ентеше ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗпе тата хаклӑ парнепе — электронлӑ кӗнекепе — чысланӑ.
Елчӗк районӗнчи Патреккелти пӗтӗмӗшле пӗлỹ паракан тӗп шкулта уҫӑ уроксен кунӗ иртни пирки асӑннӑ район хаҫачӗ хыпарлать.
Ачасем патӗнче филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, орфографи словарьне редакциленӗ Ю. Виноградов тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, 4 томлӑ «Чӑваш энциклопедине» йӗркелеме хутшӑннӑ А. Долгова хӑнара пулнӑ.
«Вӗренекенсем несӗлсенчен юлнӑ тупрана курма, хаклама пӗлни вӗсем ҫырнӑ сӑвӑсенчен те, хӑйсен тӑрӑхӗсенче пухнӑ такмаксенчен те, туйпа ҫӗнӗ хӑта юррисенчен те, халапӗсенчен те лайӑх курӑнчӗ. Чӑваш халӑх юррисене кӑмӑлласа юрлани те хӗпӗртỹ туйӑмне вӑратрӗ», — тесе ӗнентерет хаҫат.
Ӗлӗк чӑвашсем пӗр-пӗрне тӗл пулсан сывлӑх суннине те тишкернӗ. Пӗр-пӗрне тӗл пулсан «Сывӑ-и?», «Сывлӑхӑр епле?», «Ӗҫсем епле пыраҫҫӗ?» — тенӗ. Ялсенче ватти-вӗтти палламан ҫынпа тӗл пулсан та: «Ӑҫта каян?», «Ӑҫта каятӑр?», «Ӑҫтан килетӗн?», «Ӑҫтан килетӗр?», «Мӗнле туятӑр хӑвӑра?», «Сывлӑхӑрсем епле?» — тесе саламланӑ. Вӗренекенсем хӑйсем те тренингсем ирттерсе вӗсем евӗр сывлӑх сунса пӑхнӑ.
Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Праски Витти вӗреннӗ шкул 125 ҫул тултарать. Вӑл Вӑрнар районӗнчи Малти Ишек ялӗнче вырнаҫнӑ. Уяв раштавӑн 20-мӗшӗнче иртмелле. Савӑнӑҫлӑ мероприяти 10 сехетре пуҫланмалла.
Уяв йӗркелӳҫисемпе хастарӗсем шкулта тӗрлӗ ҫулта ӑс пухнисемпе хӑнасем валли пуян программа хатӗрлессине ӗнентереҫҫӗ. Ҫав шутра спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртӗҫ, концерт та пулӗ. Пӗрисем спорт залӗнче тупӑшнӑ вӑхӑтра акт залӗнче савӑнӑҫлӑ пай иртмелле. Юрри-ташшине те унтах кӑтартмалла.
Уява хисеплӗ ҫынсем, пысӑк хӑнасем, шкулта тӗрлӗ ҫулта вӗреннисем ҫитессе кӗтеҫҫӗ.
РАШ | 09 |
Раштавӑн 11-мӗшӗнче тата 16-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Музейри шкул» проект пурнӑҫа кӗртӗ. Ӑна «Музей тата ачасем» вӗренӳ программине пурнӑҫланӑ май ирттерӗҫ.
Асӑннӑ кунсенче музейра Шупашкарти 49-мӗш шкул пулӗ. Вӑл иртсе каякан Культура ҫулталӑкне ӑсатса ярса ҫывхаракан Литература ҫулталӑкне тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗрепе 70 ҫул ҫитнине кӗтсе илме хатӗрленет тесе хыпарлать республикӑн Культура министерстви.
«Музейри шкул» проект майӗпе Чӑваш наци музейӗн тата унӑн филиалӗсен экспоначӗсемпе ачасен 35 ушкӑнӗ паллашӗ. Вӗсем валли «Ҫӗнӗ ҫул экспересӗ», «Раҫҫей империйӗн XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи вӑрҫӑсем» куравсем ӗҫлӗҫ. Кунсӑр пуҫне музей тата интерактивлӑ занятисем иртмелле. Сӑмахран, «Тӗрлӗ саспалли ҫырасси», «Чӗрӗ театр», «Тӗрӗ паллисем» ятлисем. Экскурсисемпе видеолекцисем, кинолекторисем тата ытти те пулӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ялӗ район центрӗнчен 25 ҫухрӑмра, Шупашкартан — 117-ре вырнаҫнӑ. Аякри ҫула пӑхмасӑр паян Штанаш шкулне шкулти уроксем вӗҫленнӗ ҫӗре Шупашкарти артистсен пӗр ушкӑнӗ концертпа килсе ҫитрӗ.
Математика учителӗ Нина Гордеевна Ухлинова Штанашри вӑтам (2007 ҫултанпа 9 ҫул вӗренмелли) шкулта 41-мӗш ҫул ачасене вӗрентет, нумаях пулмасть ветеран ятне тивӗҫрӗ, ӗнер черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ, ҫак ятпа ӑна ывӑлӗ Валерий Геннадьевич Ухлинов, амӑшне пӗлтермесӗр, юрӑҫсен ушкӑнне хӑнана чӗнсе саламлама шутланӑ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Сергей Павлова, вӑл шӑрантаракан юрӑсене, республикӑри халӑх итлеме юратать. Сергей Павлов чылай ҫул хушши Ҫамрӑксен театрӗнче куракансен чунне тӗрлӗ сӑнарсемпе пӑлхантарнӑ. Вӑл пухӑннисем умӗнче халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юрӑсене шӑрантарчӗ: «Шырамастӑп ҫӑлтӑр тӳпере», «Пур юрату», «Манас ҫук» тата ытти чылай юрӑна халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗ: ытла та хитре, чӗрене тивмелле юрлать артист.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Татьяна Зайцева-Ильина 1995 ҫултанпа Ҫамрӑксен театрӗнче вӑй хурать, халӑх умне тӗрлӗ сӑнарсемпе тухать, ҫав хушӑрах мӑшӑрӗ Вячеслав Ильин ертсе пыракан ушкӑнра республикӑри халӑха хӑйӗн илемлӗ сассипе савӑнтарать.
Хӗл ҫывхарнӑ май Шупашкарта кану вырӑнӗсене хатӗрлеме тытӑннӑ. Кӑҫал ҫынсем валли пур условисене те тума палӑртнӑ.
Шупашкарта катоксен, йӗлтӗр йӗрӗсен, сафари йышне нумайлатма палӑртнӑ. Тӗплӗнрех каласан, хулара йӗлтӗрпе ярӑнмалли 17 вырӑн, 15 каток, шкул ҫумӗнчи 25 каток пулӗ.
Ҫавӑн пекех 9 хоккей лапамӗ уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ӑҫта пуласси паллӑ ӗнтӗ. Калинин районӗнче ав 5 лапам пулӗ: Николаев урамӗнчи 32 тата 34, 46-мӗш (1-мӗш корпус) ҫуртсен, И.Франко урамӗнчи 16-мӗш ҫурт, Тӑварлӑ проездри 6-мӗш ҫурт, Кадыков урамӗнчи 16-мӗш А ҫурт ҫывӑхӗсенче.
Калинин район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пур катока та пӗр стандартпа тӑвӗҫ: пӑр пахалӑхӗ, саксем, хывӑнмалли вырӑнсем, кӗвӗ, ҫутӑ тата уяв сӗмӗ кӗртни, вӗри чей, прокат.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |