Авӑнӑн 30-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи литературӑпа таврапӗлӳ музейӗнче картинӑсен «Пурнӑҫ малалла тӑсӑлать» куравӗ уҫӑлнӑ. Авторӗ — Вӑрнар районӗнчи Ершепуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Юрий Бурмистров.
Мероприятие Тавӑт шкулӗн вӗренекенӗсем, Элӗк районӗнчи культӗҫченсем хутшӑннӑ. Уява район администрацийӗн культура секторӗн заведующийӗ Людмила Семенова тата районти музей директорӗ Светлана Железнова уҫнӑ. Курав авторӗ те тухса калаҫнӑ. Вӑл ӳкерме ачаранпах юратать-мӗн, ҫутҫанталӑка сӑнать.
Юрий Бурмистров ӳнер куравӗсене хутшӑнать, 2010 ҫулта Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗнче хӑйӗн куравне йӗркеленӗ. Вӑл чылай жанрпа ӗҫлет: пейзаж, натюрморт, портрет.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗче Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ял тӑрӑхӗнче ватӑ ҫынсен кунне чыслӑн паллӑ тунӑ. Ирхине 11 сехетре Кушар Юнтапа ялӗнчи культура ҫуртӗнче, 13 сехетре Ярмушкари вӑтам шкулти акт залӗнче ватӑсем валли концерт лартнӑ.
Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров, Вӑрнар район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Петров, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан районти пай пуҫлӑхӗ Ирина Смолина, ветерансен канашӗн ертӲҫи Геннадий Сорокин пуҫтарӑннисене уявпа саламланӑ.
Виҫӗ Юнтапа ялӗнчи ватӑсене «Хаваслӑ культӗҫченсем» илемлӗ юрӑ-ташӑпа саламланӑ, вӗри шӳрпепе хӑналанӑ хыҫҫӑн ватӑсене чысласси Ярмушка ялне куҫнӑ. Уява вырӑнти вӑтам шкул ачисем юрӑпа малалла тӑснӑ. Вӑйӑ картине тӑрса «Ҫӗрӗ камра» вӑййа вылянӑ. «Хаваслӑ культӗҫченсем», «Утмӑлтурат» ушкӑнне ҫӳрекенсем юрӑсем шӑрантарнӑ.
Техӗмлӗ шӳрпе ҫисе хӑналаннӑ хыҫҫӑн ветерансем хӑйсем те юрра-ташша хутшӑннӑ. Халӑха пӗрле пухса савӑнтарнӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ.
Сӑнсем (31)
Улӑп тӑпри Ҫӗнӗ Шупашкарта та пур. Вал «Антей» лавккана хирӗҫ вырнаҫнӑ иккен. Унашкал асамлӑ вырӑн пуррине пӗлсен Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш шкул ачисем вӗрентекенӗпе пӗрле унта ҫитсе курас тенӗ. «3 г» класра пӗлӳ пухакансем чӑн та вӑй-хӑват илсе таврӑнчӗҫ — ку вӗсене вӗренӳре пулӑшатех тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Халапсене ӗненес пулсан Улӑпсем пысӑк ҫынсем пулнӑ. Улӑп тӑприсем вара вӗсем хӑйсен ҫӑпатинчи тӑпрана силлесен пулса тӑнӑ. Асаилтеретпӗр, Ҫӗнӗ Шупашкар хули чӑваш ялӗсем вырӑнӗнче ӳссе ларнӑ. Ку Улӑп тӑпри вара ӗлӗкхи асамлӑ вырӑнсенчен пӗри.
Йӑлӑмра авӑн уйӑхӗн 26–28-мӗшӗсенче шкул ачисен республикӑри турист слечӗ иртнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗсене IV Туриадӑра тата шкул ачисен XVII спартакиадинче шута илмелле.
Район чысне слетра Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнчи «Ҫамрӑк турист» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗ хӳтӗленӗ. Йыша асӑннӑ шкулти В.П. Елизаров вӗрентекен ертсе пырать.
Ҫӗнтерӳшӗн тупӑшу виӗҫ куна пынӑ. Унта республикӑри ял-хуласенчи 15 ушкӑн хутшӑннӑ. Чӑрӑшкасси ачисем пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем «Тӗрӗслевпе туризм маршручӗ», «Тӑваткал», «Туризм», «Йышпа паллаштарни», «Конкурс программи» ӑмӑртусенче мала тухнӑ.
Йышри ачасенчен Ирина Мазеева, Александра Николаева, Эмилия Матвеева, Артем Афанасьев, Владислав Федотов, Никита Карпов, Илья Сумков уйрӑмах палӑрнӑ.
Паянтан Шупашкарта ӑшӑ панӑ. Ӑшӑтмалли тапхӑр паянтан пуҫланасси пирки тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков йышӑну кӑларнӑ.
Кашни хваттере ӑшӑ ҫитиччен ыйтусем яланхиллех сиксе тухӗҫ-тӗр-ха. Сывлӑша лайӑх кӑларса яманни тата ытти ҫавӑн йышши ыйтупа кашни ҫулах асапланнисем пулкалаҫҫӗ.
Ӑшӑ чи малтан пульницӑсене, ача-пӑча, шкул ҫул ҫитменнисен тата вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитӗ. Кайран ӑна ҫурт-йӗрпе общество организацийӗсенче парӗҫ.
Шупашкарӑн ытларах пайне ӑшӑпа «Коммуналлӑ технологи» тулли мар яваплӑ общество тата «ТГК-5», «Марий Эл и Чувашия» текен интереслӗ ятлӑ обществӑн филиалӗ тивӗҫтерсе тӑрӗҫ.
Нумаях пулмасть халӑхра воспитательсен шалӑвӗ пӗчӗкленни пирки сас-хура тухнӑччӗ. Воспитательсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, ҫавна май влаҫа ку лару-тӑрӑва ӑлантарма ыйтнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви ҫак ӗҫре тӑрӑшакансен шалӑвӗн мониторингне тунӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫулти кӑтарту 21213 тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Вӗрентекенсен вара вӑтамран 22083 тенкӗ илнӗ.
Малашне воспитательсене мӗн кӗтӗ-ха? РФ Президенчӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, воспитательсен ӗҫ укҫине вӗрентекенсен шалӑвӗ чухлӗ ҫитермелле. Вӗсен вара ӗҫ укҫи регионти вӑтам шалупа танлашмалла.
Чӑваш Енре вӑтам ӗҫ укҫи 21450 тенкӗпе танлашнӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчинче ӗҫлекенсен те шалӑвӗ ҫакнашкал пулӗ.
Канашри 3-мӗш шкулта ачасем апатланмӑшра ӗлӗкхи пек черетре тӑмаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗ парса янӑ укҫана кӗсьерен кӑлармаҫҫӗ. Вӗренекенсем апатшӑн укҫа тӳлемеҫҫӗ — терминала пуҫ пӳрнипе перӗнеҫҫӗ ҫеҫ.
Кунашкал идентификаци тытӑмӗпе республикӑри виҫӗ шкул усӑ курать. Кашни ачан апатланмашкӑн хӑйӗн счечӗ пур. Унта мӗн чухлӗ укҫа юлни ашшӗ-амӑшӗн телефонӗ ҫине кунсерен килет. Укҫа счет ҫинчен пуҫ пӳрнипе перӗнсен илӗнет. Апат ҫиес тесен ачан терминал патне кӑна пымалла.
Ыттисем ачан счечӗпе усӑ кураймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӳрнен йӗрӗсем шкулӑн даннӑйсен базинче упранаҫҫӗ. Терминал панӑ чекпа ача апат валеҫекен ҫӗре пырать.
Елена Алексеева вӗренекен каланӑ тӑрӑх, вӗсене терминал урлӑ вӑл е ку апата суйлама питӗ килӗшет. Ку интереслӗ-мӗн. Укҫана вара ҫумра йӑтса ҫӳремелле мар.
Красноармейскинче пуҫламӑш классенче чӑваш чӗлхи вӗрентме пӑрахаҫҫӗ иккен. Ку хыпара илтсен тӗлӗнсе хытса кайма пулать. Суя пуль ку тетӗн. Чӑваш районӗнче чӑвашла вӗрентме чараҫҫӗ те... Ҫук иккен, чӑнах.
Вӗренӳ пайӗнчи канашлу хыҫҫӑн шкул директорӗсем васкасах вӗренӳ программисене улӑштарма васканӑ: вырӑс шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче чӑваш чӗлхин пӗр сехетне те хӑварман, чӑваш шкулӗн 5-мӗш класӗнче чӗлхе урокӗсен шутне чакарнӑ. Расписание улӑштарса ҫакма та ӗлкӗрнӗ. Мӗн ку? Мускав хушать-и е хамӑр «ӑсран тайӑлатпӑр»? Е хамӑр хамӑра пӗтеретпӗр? Вӗрентӳ министерстви ирӗк парать пулсан, ку тата та тӗлӗнмелле... Чӑваш халӑхне хирӗҫ тунӑ тӑшман сӑтӑрӗ (диверсийӗ) вырӑнне хума пулать кӑна...
Раҫҫейри топ-500 шкул йышне Чӑваш Енри 6 шкул кӗнӗ. Вӗсем 2013–2014 вӗренӳ ҫулӗсенче палӑрнӑ: ППЭ-ре тата олимпиадӑсенче.
Шупашкарти 3-мӗш лицей 485-мӗш вырӑн йышӑннӑ, 5-мӗш гимнази — 486-мӗш. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази 487-мӗш вырӑна тухнӑ, 4-мӗш лицей — 488-мӗш. 4-мӗш гимнази 489-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ, Шупашкарти 1-мӗш гимнази — списокра 490-мӗш.
Шупашкарти 3-мӗш лицей Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкулсен йышӗнче 22-мӗш вырӑна тухнӑ. Кунта Шупашкарти 6-мӗш гимнази тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази лекнӗ. Ку танлашӑма (рейтинга) предмет оимпиадин кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн тунӑ.
Ҫак списока ялти шкулсем те кӗнӗ: Элӗкри И.Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Патӑрьелти 1-мӗш шкул, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкул тата Вӑрнарти 2-мӗш шкул.
Канашри 3-мӗш шкулта автохула уҫӑлнӑ. Йӑлтах чӑнни пек — светофор, паллӑсем, ҫул-йӗр правилисем.
Ачасем урокра мар чухне вӑйӑ евӗр йӗркелесе ҫул-йӗр правилисене, паллӑсене вӗренеҫҫӗ. Кашниех хӑйне ҫуран ҫӳрекен, водитель, инспектор пек туйма пултарать. Автохулана вырӑнтан вырӑна куҫарма пулать.
Автохула ҫул ҫинчи чи хӑрушӑ вырӑна — ҫул хӗресленнӗ тӗле — сӑнлать. Кунашкал автохула чи малтан Шупашкарти пӗр ача пахчинче уҫӑлнӑ. Канашра вӑл — иккӗмӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |