Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шкулсем

Вӗренӳ

Топонимикӑн 1-мӗш олимпиадин ҫӗнтерӳҫисем паллӑ. Вӗсем ҫинчен инҫет вӗренӳ центрӗн сайтӗнче пӗлме пулать. 1-мӗш вырӑнсене вара виҫҫӗ ача ҫӗнсе илнӗ: Дарья Валиулина (Тутар Республики), Ксения Александрова (Канашри 3-мӗш шкул) тата Анастасия Федорова (Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкассинчи вӑтам шкул).

Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Тав ҫырӑвӗпе чыслать. Ачасем Хисеп хучӗсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Олипиадӑна хутшӑнннӑ шкул ертӳҫисем, вӗренекенсемпе вӗрентекенсем Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн Хутшӑну сертификатне илме тивӗҫнӗ.

Чыслав хӑҫан пуласси ҫинчен хутшӑнакансене уйрӑм хыпарлӑпӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://shkulta.ucoz.ru/
 

Хулара

Шупашкара ыран Олимп ҫулӑмӗ килсе ҫитессине маларах эпир хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫавна май ирхи вунӑ сехетрен пуҫласа каҫхи вунӑ сехетчен тӗп ҫулсем ҫинче транспорт ҫӳрессине чараҫҫӗ. Харпӑр хӑй машинисене те ҫав кун гаражсемпе стоянкӑсенчен кӑлармасан аванрах-тӑр.

Олимп ҫулӑмӗ килнине пула ыран Чӑваш Енӗн тӗп хулинче канма сӗннӗ. Ун пек сӗнӗве хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ятарлӑ йышӑну кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Ача-пӑча пахчисенче тӑрӑшакансен ҫапах та ӗҫлеме тивӗ. Шкулсенче вара 1–4-мӗш классене кӑна вӗрентӗҫ. Аслӑ классем валли «Сывлӑх кунӗ» тесе ҫирӗплетнӗ. Вӗрентекенсем каланине ӗненсен, аслӑ классенче вӗренекенсем ыран Олимп ҫулӑмне кӗтсе илме тухӗҫ.

 

Вӗренӳ Максим Михайлов
Максим Михайлов

Нумаях пулмасть республикӑра «Театр юбилейӗсем — 2013» инҫет олимпиади иртнӗ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗскере хальхинче СССР халӑх артисчӗ Максим Михайлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Олимпиадӑна хуласемпе районсенчи хушма пӗлӳ парас енӗпе ӗҫлекен музыка тата ӳнер шкулӗсенче ӑс пухакансене тата республикӑри культура училищинче вӗренекенсене явӑҫтарнӑ. Ӗҫсене тӗрлӗ ене пӑхса хакланине пӗлтереҫҫӗ: литературӑпа ӗҫлеме пултарнине, ӗҫсене илемлетнине кура, ыйтӑва хуравлани тӑрӑх, материала уҫса панине шута илсе...

Проекта Тӑвайӗнчи ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Григорьева хутшӑннӑ. Вӑл унта тӗп парнене — Гран-прие ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш композиторӗсемпе классик-композиторсен пултарулӑхӗпе ӑна Светлана Глухова преподаватель паллаштарнӑ иккен.

 

Вӗренӳ Мӑрат шкулӗ
Мӑрат шкулӗ

Ҫак вӑхӑтра Куславкка тӑрӑхӗнчи Энтри Пасар шкулӗ ҫеҫ мар 100 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Кӗҫ-вӗҫ ҫавраҫул тултарнине Комсомольски районӗнчи Мӑрат шкулӗ те уявламалла.

Ку шкула 1913 ҫулта Герасимов Никита Герасимович пуҫарӑвӗпе уҫнӑ, вӑл малтанлӑха Афанасий Горшков ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Нумай вӗрентеймен ҫав вӑл, часах хупӑннӑ. 1918 ҫулта ҫеҫ вара ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ. Ун чухне те вӗренӳ уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче иртнӗ. Пӗрремӗш шкул ҫуртне 1930 ҫулта хута янӑ — халь унта историпе таврапӗлӳ музейӗ вырнаҫнӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫак шкула таврари ачасем те ҫӳренӗ — Шурутран, Кармалтан, Тукайран. 1934 ҫулта ӑна тулли мар вӑтам шкул шайне хӑпартнӑ. 1959 ҫултанпа вӑл сакӑр клас вӗренмелли шкул шутланнӑ. 1984 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧАССР Министрсен Кабинечӗ хушӑвӗпе вӑл вӑтам шкул пулса тӑнӑ.

Хальхи вӑхӑтра шкулта 143 ача вӗренет. Кунта 20 вӗренӳ пӳлӗмӗ, спортзал, акт залӗ, 80 ача лармалӑх апатлану пӳлӗмӗ, компьютер класӗ пур. Ҫавӑн пекех шкулта тренажерсен пӳлӗмӗ те, ӑсталӑх лаҫҫи те, медицина пӳлӗмӗ те пур.

Малалла...

 

Вӗренӳ Уява пухӑннисем
Уява пухӑннисем

Куславкка районӗнчи Энтри Пасар шкулне уҫнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ, ҫак уява шкулта раштавӑн 14-мӗшӗнче, иртнӗ шӑматкун уявланӑ.

Энтри Пасар шкулӗн кун-ҫулӗ 1913 ҫулта пуҫланнӑ, Октябрь пӑлхавӑрӗ пуҫланиччен тӑватӑ ҫул маларах кунта хутла вӗрентекен шкул уҫнӑ. Энтри Пасар ял тӑрӑхӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ҫулсем хушшинче вӑхӑт самай иртнӗ — шкул шайӗ те темиҫе хут улшӑннӑ, вӗрентекенсен йышӗ те.

Раштавӑн 14-мӗшӗнче уяв савӑнӑҫлӑ иртнӗ — ҫак шкула маларах пӗтернисем пухӑнма май тупнӑ. Ахаль килмен вӗсем — парнесемпе, салам сӑмахӗсемпе. Шел те, шкулӗ вӗсене вырӑсла ҫеҫ темшӗн кӗтсе илнӗ. Ҫапла пуль ҫав, ӗмӗр иртнӗ хыҫҫӑн чӑвашла манса пыраҫҫӗ ӗнтӗ куславккасем.

 

Культура

Ӗнер, раштавӑн 13-мӗшӗнче, Красноармейскинче вырнаҫнӑ тӑрӑхсен пӗрлехи информаципе культура центрӗнче ХТК ушкӑнӗсен пӗтӗмлетӳллӗ вӑййи иртрӗ. ХТК тени ӗнтӗ вӑл хаваслипе тавҫӑруллисен клубӗ тени пулать, е вырӑсла — КВН. Ку вӑййа та районтисем ҫамрӑксен пултарулӑхне ӳстерес тӗлешпе ирттерчӗҫ.

Пурӗ 3 ушкӑн хутшӑнмалла пулнӑ та иккӗшӗ ҫеҫ ҫитме пултарнӑ. Пӗрисем — Трак шкулӗнчи «Острые перцы» (чӑв. Ҫивӗч пӑрӑҫ) пулчӗҫ, теприсем — Красноармейски шкулӗнчи «Дети Газпрома» (чӑв. Газпром ачисем). Унччен вӗсен суйлав вӑййисем витӗр тухма тивнӗ.

Пурӗ вӑйӑра 3 пай пулчӗ: хаваслипе тавҫӑруллисем хӑйсемпе паллаштарасси, 25-мӗш кадр тата юрӑ-кӗвӗллӗ килти ӗҫ. Хаклавҫӑсен йышӗнче район администрацийӗнче вӑй хуракан Карпова А.Г, ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн тӗп специалисчӗ Васильев В.В. тата ыттисем пулчӗҫ — пурӗ 5 ҫын. Председатель вырӑнӗнче районӑн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Голубев М.Д. пулчӗ.

Икӗ ушкӑн та вӑййа тӗплӗх хатӗрленни курӑннӑ — ҫаванпа та икӗ ушкӑна та 1-мӗш вырӑн панӑ, иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш вырӑна никам та лекмен.

Каласа хӑварас пулать, ХТК вӑййисем районта пӗрремеш хут ирмеҫҫӗ, ҫултарн ҫул вӗсем лайӑхланса пыраҫҫӗ.

Малалла...

 

Культура

Раштавӑн 10-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке шкулӗнче чӑваш ҫӗрӗн чи чаплӑ та чи сумлӑ Хӗрарӑмӗ — СССР халӑх артистки Вера Кузьмина хӑнара пулчӗ. Пӗтӗм чӑваш халӑхӗн юратнӑ артистки тӗлпулӑва академии драма театрӗн ҫамрӑк артисчӗсемпе «Сенкер чаршав» шоу-концерт программипе килчӗ. Ҫамрӑк артистсем куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, Вера Кузьминична вара «Хура чӗкеҫ» спектакльти монологпа тыткӑнларӗ. Тӑпӑ ларма пӗлмен ачасем те сывламасӑр тенӗ пек артистка ҫинчен куҫ илмесӗр итлерӗҫ, аслӑраххисем шывланнӑ куҫӗсене шӑлчӗҫ. Концерт вӗҫӗнче Вера Кузьмина мӑшӑрӗн, Петӗр Хусанкайӑн, «Тилли юррисем» ярӑмри сӑвва вуларӗ.

Концер вӗҫленсен артистсене куракансен ячӗпе З.Ю.Кузьмина тав сӑмахӗ каларӗ. Юратнӑ артисткӑна малашне те сцена ҫинче пулма ырлӑх-сывлӑх сунчӗ. «Вера Кузьминична, эсир ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх. Сирӗн пек ҫынсем пур чухне Чӑваш театрӗн малашлӑхӗ тата та ҫутӑрах пулӗ. Пысӑк тав сире пуриншӗн те», — терӗ вӑл.

Тайма пуҫ чаплӑ актрисӑна!

 

Вӗренӳ

Шупашкарти 64-мӗш шкулта ачасем кӑна мар, учительсем те пӗр пек ҫи-пуҫ ҫине куҫнӑ. Дресс-код кӗртес шухӑш унти вӗрентекенсем ултӑ ҫул каяллах ҫуралнӑ иккен. Анчах ачасем кам мӗнле пултарать, ҫавӑн пек тӑхӑнса ҫӳренӗ вӑхӑтра вӑл йӑла вырӑнлах мар пек туйӑннӑ.

Вӗрентекенсен тумтирӗ тӗксӗм жилетран, юбкӑран е шӑлавартан (кам мӗн кӑмӑллать, ҫавна суйланӑ) тата ҫутӑ тӗслӗ кӗперен тӑрать. Ҫи-пуҫа хулари ҫӗвӗ ателйисенчен пӗринче ҫӗлеттернӗ. Пысӑкрах фирмӑсем пӗчӗк заказа йышӑнма килӗшмен-мӗн. Эрнере пӗрре, шӑматкунсерен, урӑхла тӑхӑнса килме юрать тесе йышӑннӑ. «Каярах, тен, йӑлӑхтарӗ те-и, анчах хальлӗхе ку тума юратсах тӑхӑнатпӑр», — теҫҫӗ иккен вӗрентекенсем.

 

Сывлӑх

Анчах пурне те мар-ха. Хальлӗхе ҫуррине кӑна. Инкекӗ чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкарти 30-мӗш шкулта ӑс пухакан 12 ачана шкулти ирхи апатпа наркӑмӑшланнӑ тесе шухӑшланипе пульницӑна хунӑ. Паян тӗлне вӗсенчен ҫуррине киле янӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне ӗнерех пульницӑран кӑларнӑ, тепӗр виҫҫӗшне — паян.

Хальхи вӑхӑтра тухтӑрсемпе Роспотребнадзорӑн ӗҫченӗсем инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ, шыв тата апат-ҫимӗҫ пахалӑхне хаклаҫҫӗ. Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницинче вара чирлекенсем тата пуласран саппас тепӗр 30 вырӑн туса хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1504.html
 

Вӗренӳ

Шупашкарта нацисен тата конфессисен хушшинчи хутшӑну пирки черетлӗ канашлу иртнӗ. Унта Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ варнава, Альбир-хазрат Крганов муфти тата муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ.

Варнава шкулсенче «Православи культурин никӗсӗ» предмета вӗрентнӗ чух «ыйтуллӑ самантсемпе» тӗл пулни пирки чарӑнса тӑнӑ-мӗн. Ҫакӑн ҫинчен «Ирӗклӗ сӑмах» сайт «Чӑваш Ен» ГТРК пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. Асӑннӑ предмета пӗлтӗр шкул ачисенчен ҫурри вӗренес кӑмӑл тунӑ пулсан кӑҫал 20 проценчӗ кӑна ӑна шӗкӗлчеме килӗшнӗ. Чиркӳ ҫыннин шучӗпе чӑваш шкулӗсем «ырах мар тӗллевлӗ» ҫынсене пула асапланаҫҫӗ. «Шута илнӗ тӗнсем пулсан юрӗччӗ-ха, — пӑшӑрханнӑ мӗн Варнава. — Халӗ регистрациленменнисем регистрациленисенчен ытларах. Вӗсем кашниех тӗн шутласа кӑлараҫҫӗ те шкула каяҫҫӗ. Вӗрентекен пулса вырнаҫаҫҫӗ. Хӑйсем вара патшалӑха аркатас тесе хирӗҫле ӗҫсем вӑрттӑн тӑваҫҫӗ». Кун пек фактсем пирки ӗненекенсем систернине те палӑртнӑ Варнава.

Ҫапах православи чиркӗвӗн ытлашши пӑшӑрханма сӑлтав ҫук тесен те эпир ытлашши йӑнӑшас ҫук-тӑр. 2014–2015-мӗш ҫулсенче Вырӑс православи чиркӗвне федераци хыснинчен 1,758 миллиард тенкӗ уйӑрса пама пӑхса хӑварнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1490.html
 

Страницӑсем: 1 ... 128, 129, 130, 131, 132, 133, 134, 135, 136, 137, [138], 139, 140, 141, 142, 143, 144, 145, 146, 147, 148, ... 167
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та