Шкулти бассейнра ача путса вилнӗшӗн шкул директорӗ пулнӑ ҫынна суд тунӑ. Аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнчи бассейна иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑхӑтлӑха ӗҫлеме чарнӑччӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче бассейнра ача путса вилни. 9 ҫулти арҫын ача тӑр кӑнтӑрла, 10 сехет ҫурӑра, куҫ хупнӑ.
Инкек хыҫҫӑн тӗрӗслев пуҫарнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче спорт шкулӗнчи ишмелли тӳлевлӗ бассейнра хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнманни ҫиеле тухнӑ. Унта тухтӑр та, инструктор та пулман. Ҫӑлав хатӗрӗсене те туянман.
Спорт шкулӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын хай айӑпне тунман. Суд ӑна хупса хумасӑр икӗ ҫуллӑха явап тыттарма тата вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫинче ӗҫлеме ҫулталӑклӑха чарма йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Вӗренӳ отрасльне темиҫешер миллион тенкӗ укҫа уйӑрнине пӗлтереҫҫӗ. Пӗлтереҫҫӗ кӑна та мар, хысна йышӑннӑ чух ку сфера яланах сумлисен шутӗнче. Апла пулин те ашшӗ-амӑшӗн кӗсйине кӗме ӳркенмеҫҫӗ. Ирӗксӗрлесе пуҫтармастпӑр. Камӑн кӑмӑл пур — ҫав кӗмӗл уйӑрать тесе ӗнентереҫҫӗ.
Андрей Федоров блогер Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшӗн чатӗнче класри алӑк валли камӑн ҫӑра туянмалли пирки ыйту сиксе тухнӑ. Шкулти вӗрентекен ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн ертӳҫине ашшӗ-амӑшӗн класс ҫӑри валли укҫа пухмалла тесе каланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗрентекене шкул администрацийӗ ҫапла калама хушнӑ.
Андрей Федоров блогер тата ашшӗ ашшӗ-амӑшне тата мӗн чухлӗ сумалла тесе тӗлӗннине палӑртнӑ: шкул фондне валли пухмалла, класа юса, ҫӗнӗ сӗтел-пукан валли уйӑр, вӗренӳ тетрачӗсене туян...
Чӑваш Енре гриппа тата ОРВИпе чирлекенсем нумайланнӑ. Ҫавна май республикӑри хӑш-пӗр шкулти классене карантина янӑ. Виҫӗ шкулта вара ачасем пачах вӗренмеҫҫӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 3 шкулта – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи 2 пӗлӳ ҫуртӗнче тата Вӑрмар районӗнчи 1 шкулта – 505 ача вӗренмест, карантинра.
Шупашкарта вара вӑхӑтлӑха 1492 ача парта хушшинче лармасть. Хулари 25 шкулта 55 класа карантина янӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – 815, Ҫӗмӗрлере 58, Хӗрлӗ Чутай районӗнче 22 ача вӗренме ҫӳремест.
Нарӑс уйӑхӗн 11-17-мӗшӗсенче пирӗн ҫӗршывра Пӗтӗм Раҫҫейри ӳкерӳ диктанчӗ иртмелле. Шупашкарти Акцыновсен ячӗллӗ ача-пӑча 6-мӗш шкулӗ ҫав мероприятин муниципалитет лапамӗ пулса тӑрӗ.
Ӳкерӳ диктантне ирттерме Пӗтӗм халӑхсен хушшинчи педагог-художниксен пӗрлешӗвӗ йышӑннӑ. Пуҫарӑва Президент гранчӗсен фончӗ ырланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн культурӑпа туризм аталанӑвӗн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра «Каждый народ — художник» (чӑв. Кашни халӑх — художник) халӑхсем хушшинчи I ыр кӑмӑллӑх конкурсӗ иртмелле. Ҫамрӑк художниксен конкурса хутшӑнса мала тухсан «Кашни халӑх — художник» сборника илемлетме хутшӑнас шанчӑк пур. Ӳнер кӗнекине 30 пин экземпляр тиражпа кӑлармалла.
Ҫӗршывӑн Федераци Пухӑвӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Фёдоров Раҫҫейӗн халӑхӗсен чӗлхине упрас тата тӗпчес тӗлӗшпе ӗҫлекен фончӗн попечительство канашне Николай Федоров ертсе пыма пуҫланӑ. Ҫапла, шӑпах ҫавӑ — Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Николай Федоров попечительство канашне ертсе пырасси ҫинчен калакан хушӑва РФ Правительствин ертӳҫи Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ фонда йӗркелеме РФ Президенчӗ Владимир Путин 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каланӑ.
Фондӑн учредителӗсем — РФ Ҫутӗҫ министерстви тата Федерацин национальноҫсен ӗҫӗсен агентстви. Йыша тӗрлӗ министерствӑра, аслӑ шкулта тата ытти ҫӗрте ӗҫлекенсем кӗнӗ.
Шупашкарти шкулсенче бомба хуни пирки паян кӑна хыпарларӑмӑр. Хулари суту-илӳ центрӗсене те пырса тивнӗ ку. Вӗсенче те бомба хуни пирки хыпар ҫитнӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫынсене эвакуациленӗ, анчах нимӗнле бомба та тупман.
Кунашкал суя хыпарсем Раҫҫейӗпех сарӑлнӑ-мӗн. Хӑш-пӗр регионта шкулсене, ытти учреждение бомба хуни пирки хыпар ҫитнӗ. Чӑваш Ен те вӗсен йышӗнче.
Шупашкарта паян йӗрке хуралҫисем шкулсене кӑна мар тӗрӗсленӗ. «Палладиумра», «Пӗрремӗш лапамра», Ленинград урамӗнчи нумай функциллӗ центрта та бомба пирки суя пӗлтерӳ пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта 2-мӗш поликлиникӑна тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫынсене урама кӑларнӑ, кинологсемпе йӗрке хуралҫисем ҫурта 2 сехете яхӑн тӗрӗсленӗ.
Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче кунашкал «суя хыпарсем» Магнитогорскра пуҫланнӑ. Унтан Камчаткӑра, Хабаровскра, Иркутскра, Кемӗрте, Екатеринбургра, Ярославльте, Сыктывкарта, Рязаньте, Владимирта пулнӑ. Бомба пирки хыпар организацисен электронлӑ почтине килнӗ.
Паян 10 сехет те 40 минутра Шупашкарти темиҫе шкулта бомба хуни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитсе ачасене эвакуациленӗ, бомба пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ. Ачасене шкултан кӑларса ҫывӑхри ача-пӑча пахчисене вырнаҫтарнӑ.
«Про Город» хаҫат сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем 1-мӗш гимназие, 1, 2, 38, 40, 55, 56, 61-мӗш шкулсене ҫавӑрса илнӗ. Вырӑна Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем те ҫитнӗ.
Сӑмах май, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти шкулсенче бомба хуни пирки суя шӑнкӑрав пулнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Алевтина Федоровӑна ҫирӗплетнӗ.
Алевтина Федорова — министерствӑра ҫӗнӗ ҫынах мар. 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑна министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Вӗренӳ отраслӗнчи опычӗ вара тата пуянрах. Истори, географи учителӗ пулма вӗреннӗскер Шупашкарти 47-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ. Каярах ӑна унта директорӑн ӑслӑлӑхпа методика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ тата кӑштахран директор пулма шаннӑ. Алевтина Федорова Раҫҫейӗн вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ ята та тивӗҫнӗ.
Педагог специальноҫне алла илнипех ҫырлахман вӑл. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра юридици факультетӗнче ӑс пухнӑ, М.А. Шолохов ячӗллӗ аслӑ шкулта патшалӑха тата муниципалитета ертсе пыма хӑнӑхнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн экс-директорне бассейнра 9 ҫулти ача путса вилнӗшӗн айӑплаҫҫӗ. Вӑл суд умне кӗҫех тӑрӗ. Кун пирки «Честное СМИ» портал пӗлтерет.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра ирттернӗ тӗрӗслевсем шкул директорӗ пулнӑ ҫыннӑн ӗҫӗнче нумай ҫитменлӗх тупса палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, тӳлевлӗ занятисем иртнӗ вӑхӑтра ӗҫлеме ишев инструкторне штата илмен, бассейна кирлӗ хӳтӗлев хатӗрӗсемпе туллин тивӗҫтермен. Иккӗмӗшӗнчен, тухтӑрсем енчен те тивӗҫлӗ сӑнав йӗркелемен.
Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хайхи бассейнра инкек пулнӑ: 9 ҫулти ача шыва анса кайнӑ. Ӑна бассейнра ишекенсем асӑрханӑ та туртса кӑларнӑ, анчах арҫын ачана ҫӑлса хӑварма май килмен: унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Шупашкарта ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ иртӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫисене Элли Юрьев художник ячӗллӗ парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Конкурс учредителӗ — Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Шупашкарти Э.М. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча художество шкулӗ, Чӑваш патшалӑх художество музейӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ йӗркелеҫҫӗ.
Ҫулсерен йӗркелекен конкурса ытти ҫул хамӑр республикӑри ҫеҫ мар, Раҫҫейри тата унӑн тулашӗнчи ачасем те хутшӑннӑ. Вӗсем 500 ытла ӗҫ тӑратнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн культура управленийӗ ӗнентерет.
Ӗҫсене пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗччен Э.М. Юрьев ячӗллӗ 4-мӗш ача-пӑча художество шкулта (вӑл Шупашкар хулинчи Мир проспектӗнчи 98-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) йышӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |