2017-2018 вӗренӳ ҫулӗнче шкул ачисем ҫӗнӗ предмета ӑса хывӗҫ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет.
Авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа шкул ачисене астрономи предметне вӗрентме тытӑнӗҫ. Анчах пур ҫӗрте те мар. Ку предмета условисем туса панӑ шкулсенче ҫеҫ хальлӗхе ӑса хывтарӗҫ. 2018 ҫултанпа вара пур шкулта та программӑна кӗртӗҫ.
Астрономи предметне ҫулталӑкра 35 сехет вӗрентӗҫ. Ӑна 2 уровеньпе вӗрентеҫ: база шайӗ тата тарӑннӑн шӗкӗлчени. Ку предмета ертсе пымашкӑн вӗрентекенсене хатӗрлӗҫ: квалификацие ӳстерсе е професси тӗлӗшӗнчен хатӗрлесе.
Ҫу кунӗсенче шкулсенчен тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисем шкул ҫулӗсене аса илме, пӗрле вӗреннӗ юлташӗсемпе тӗл пулса калаҫма пухӑнаҫҫӗ. Кашни шкулӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ. Калӑпӑр, эпӗ ӗҫленӗ Штанашри вӑтам шкулта ҫулленех ҫурла уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче туссем пуҫтарӑнаҫҫӗ, шкул пӗтернӗренпе 5, 10, 15, 20, 25... 50 ҫула палӑртма.
Кӑҫал та 50 ҫулхисем пухӑнма калаҫса татӑлнӑ. Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри 8 ҫул вӗренмелли шкултан 1972-мӗш ҫулта вӗренсе тухнисем ҫак кунсенче шкул пӗтернӗренпе 45 ҫул иртнине палӑртма пухӑнчӗҫ. Тӗлпулӑва 18-ӑн тата ачасен юратнӑ математика вӗрентекенӗ, халӗ Етӗрне хулинче пурӑнакан Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Раҫҫей ҫутӗҫ отличникӗ Жуков Рудольф Васильевич пухӑннӑ. Пурнӑҫ ҫулӗ класри ачасене ҫӗршывӗпех салатнӑ, вырӑнта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те пур.
Рудольф Васильевичӑн педагогикӑри пӗрремӗш утӑмӗсем шӑпах 1968-мӗш ҫулта Кӑкшӑм шкулӗнче пуҫланнӑ, вӑл шкул завучӗ тата икӗ пиллӗкмӗш классенче математика вӗрентнӗ. Рудольф Васильевич ун чухне ҫемье ҫавӑрма ӗлкӗрмен-ха, мӗнпур пушӑ вӑхӑтне пирӗнпе ирттеретчӗ, пире йӗлтӗрпе вӑрмана та илсе кайса, тӗрлӗ математика конкурсӗсем ирттеретчӗ, математикӑпа иртсе кайнӑ темӑпа зачёт та тыттаратчӗ!
Шупашкарти хӑш-пӗр шкулта ачасем икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ. Мӗншӗнни паллӑ: вырӑн ҫитмест.
Шӑпӑрлансем пӗр сменӑпа кӑна вӗренччӗр тесен 10 пин ытла хушма вырӑн кирлӗ. Ку вара 10 шкулпа танлашать. Паллах, ку ыйтӑва тӳрех татса пама май ҫук. Ҫавна май Шупашкарта ачасем валли кашни ҫулах хушма вырӑнсем тума тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ пӳлӗмсем уҫса, киввисене юсаса ку ыйтӑва майӗпен татса парасшӑн. Ҫитес вӗренӳ ҫулӗ тӗлне 240 вырӑн йӗркелесшӗн. Кун валли, Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 миллион тенкӗ кирлӗ.
Кунсӑр пуҫне кӑҫал ҫулталӑк вӗҫне хулара 11 спорт лапамӗ хута яма палӑртнӑ. Вӗсенчен 8-шӗнче искуственнӑй сий пулӗ. 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен Тӗнче чемионатне хатӗрленнӗ май «Спортак» стадиона ҫӗнетӗҫ.
Чӑваш Енре республика хыснине улшӑнусем кӗртнӗ, вӗренӳ тата сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗсене 725 миллион тенкӗ хушса панӑ. Ҫакна ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне 434 миллион тенкӗ кайӗ. Унран 154 миллионӑшӗ ядерлӑ медицина центрне хута кайнӑ ҫӗре тӑкакланӗ, 107 миллионӑшӗ – эмел туянма, 98 миллионӑшӗ – техника базине ҫирӗплетме. 52 миллион тенкипе ултӑ медучреждение юсӗҫ. Ытти укҫапа медицина хатӗр-хӗтӗрӗ туянӗҫ. Кунсӑр пуҫне Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ФАП ҫӗклӗҫ.
Вӗренӳ тытӑмне 284 миллион тенкӗ кайӗ. 72 миллион тенки – тӳлевсӗр вӗренӳ валли, 107 миллион тенки – пособисемпе кӗнеке туянма. 16,3 миллион тенкине Шупашкарти «Садовый» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче шкул ҫӗкленӗ ҫӗре инвестици хывӗҫ. 37 миллион тенкипе вӗрентекенсен шалӑвне хӑпартӗҫ.
Планпа килӗшӳллӗн Шупашкарти Гладков урамӗнчи шкул кӑҫалхи аван уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне хута каймалла. Анчах подрядчик ҫав вӑхӑт тӗлне ӗҫне вӗҫлеме ӗлкӗрейӗ-ши?
Шкул строительстви мӗнле пынипе ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин паллашнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, подрядчик укҫа-тенке йӑлтах илнӗ. Анчах ӗҫ вара темӗн чухлех юлнӑ. Хальлӗхе спорт лапамне туса пӗтермен, шалти ӗҫсене те вӗҫлемен, ӑсталӑх класӗсене, апат блокне хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтермен.
Объекта пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчех вӗҫлемелле пулнӑ, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче ачасен парта хушшине лармалла. Ӗҫ мӗншӗн вӑраха тӑсӑлать? Подрядчик ҫакна япӑх ҫанталӑк пулнипе сӑлтавлать. Ӗҫ тӑсӑлсан шкул лицензи илмесӗр юлма пултарать. Кун валли те вӑхӑт самай кирлӗ, специалистсен пӗтӗм территорие пӑхса ҫаврӑнмалла.
Строительсем шкулти ӗҫе ҫурлан 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме шантарнӑ-ха та…
Улатӑрти 2-мӗш шкулта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ чухне ҫурӑлман мина тупнӑ. Росгвардин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ ОМОН ӗҫченӗсем вӑл 82 миллиметрлӑ минометлӑ мина пулнине ҫирӗплетнӗ.
Шкулта тупнӑ мина ҫын сывлӑхӗшӗн тата пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Ҫар припасне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна взрыв пуласран контейнера хурса ятарлӑ полигона илсе тухнӑ, унта тӗп тунӑ.
Халӗ ҫав мина вӗренӳ учрежденине мӗнле лекнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен Ҫӗнӗ Шупашкара каякан тӑрӑхра «Ҫӗнӗ хула» микрорайон ҫӗкленнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫех. Республика кунӗ тӗлӗнче унта «Новоград» ят панӑ (чӑв. Ҫӗнӗ хула) ача пахчи уҫӑлнӑччӗ.
«Ҫӗнӗ хула» ҫывӑх вӑхӑтра тата сарӑлӗ. Унта 8 пин ытла ҫын пурӑнмалӑх нумай хваттерлӗ ҫуртсем тума пуҫлӗҫ. 32 ҫурт ҫӗклеме палӑртаҫҫӗ. Атӑл юханшывӗ ҫывӑххине шута илсе ҫыран еннелли вырӑнта ҫуртсене ҫӳллех тумассине шантараҫҫӗ. Кун пирки ӗнер халӑхпа итлев ирттернӗ чух та асӑнса хӑварнӑ.
27,2 гектар ҫинчи ҫӗнӗ микрорайон та общество инфраструктурине туллин аталантарма шантараҫҫӗ: 320 пепкелӗх ача сачӗ, 1000 ачалӑх шкул тума шухӑшласа хунӑ. Пысӑк хуласенче тата нумай хваттерлӗ ҫуртсенче машинӑсене лартас ыйту сиксе тухнине шута илсе парковкӑсем тата гаражсем тӑвӗҫ.
Шупашкарти вӑтам пӗлӳ паракан 6-мӗш шкула ҫӗнӗ ят панӑ. Малашне вӑл Василий Иванович Чапаев ячӗпе хисепленӗ.
Ку постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫапла майпа вӑл «В.И.Чапаев ячӗллӗ вӑтам пӗлӳ паракан 6-мӗш шкул» ятлӑ пулӗ.
Сӑмах май, Атӑл леш енчи вӑтам пӗлӳ паракан шкула та урӑх ят панӑ. Вӑл халӗ парашют спорчӗ енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Майя Костина ячӗпе хисепленет.
Канашра шкул директорӗ 6 ҫуллӑха йӗплӗ пралук леш енне кайма пултарать. Мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха вӑл?
Директор виҫӗ вӗрентекене премисене каялла тавӑрса пама ыйтнӑ. Ку шкулта вак-тӗвек ӗҫсене пурнӑҫлама кирлӗ имӗш. Ҫапла майпа ӑна 14 пин тенкӗ тыттарнӑ.
Анчах шкул ертӳҫи кунпа ҫеҫ ҫырлахман. Вӑл хӑйӗн ҫумне тата шкул умӗнхи ачасен воспитательне укҫа хушса тӳленӗ. Вӗсене ахальтен укҫа нумайрах паман вӑл. Ара, лешсем унӑн хӗрӗсем вӗт. Ҫапла майпа вӑл вӗсене 30 пин тенке яхӑн тӳленӗ. 26 пин тенкине вара хӑйӗн кӗсйине чикнӗ.
Директор хӑтланӑвӗ шкула 44 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Акӑ мӗншӗн ун явап тытма тивӗ.
Полици Шупашкарта пурӑнакан 43 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл 7 ҫулти ачасене ашшӗ е амӑшӗпе пӗрле хӑйӗн хваттерӗнче пропискӑна тӑратнӑ.
Полици малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакна вӗсем ачана шкула вырнаҫтарма тесе тунӑ. Хӗрарӑмӑн хваттерӗ Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл 2016-2017 ҫулсенче ҫул ҫитмен пилӗк граждана хваттерӗнче пропискӑна тӑратнӑ.
Фиктивлӑ майпа регистраци тунӑшӑн хӗрарӑма явап тыттарасшӑн. Куншӑн 100-500 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Е 3 ҫул таран ирӗксӗр хӑвараҫҫӗ.
Хӗрарӑм пуҫиле ӗҫе уҫма пулӑшсан уголовлӑ яваплӑхран хӑтӑлма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.10.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |