Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗччен вӑрмана ирӗклӗн кӗрсе ҫӳреме юрамасть. Республика ертӳлӗхӗ йышӑннӑ чару ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ.
Халӗ вӑрмансенче рейдсем иртеҫҫӗ. Кӑвайт чӗртекенсене явап тыттараҫҫӗ. Атӑл леш енчи Изьяр кӳлли патӗнче кӑвайт чӗртсе апат пӗҫернӗ тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Айӑплисене штраф ҫырса панӑ. Унӑн виҫи 40-50 пин тенкӗпе танлашать.
Рейд вӑхӑтӗнче пакунлисем ҫынсене хальлӗхе вӑрманта ирӗклӗ ҫӳреме юраманнине ӑнлантараҫҫӗ, ҫав вырӑнтан кайма ыйтаҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пантьӑк ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Тӗрӗссипе, ӑна ҫулталӑк каяллах уҫмалла пулнӑ.
Объекта пӗлтӗр авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ. Анчах подрядчик ӗлкӗреймен. Вӑл каркасне хӑпартнӑ хыҫҫӑн унпа килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн подрядчике 4,5 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Ертӳҫине те 226 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивнӗ.
ФАПа тепӗр подрядчик туса пӗтернӗ. Ҫапла вӑл нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, кӑна алӑкне уҫнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗнче вырнаҫнӑ складсенчен пӗринче икӗ кладовщица хирӗҫсе кайнӑ. Вӗсенчен пӗри сӑмаха каличчен нумай шухӑшласа тӑман — хут ҫинче ҫырма юраман сӑмахсемпе перкелешме тапранса кайнӑ. Тепри ҫӗтсе кайман — диктофон туртса кӑларса ҫырса пынӑ.
Шар курнӑ кладовщица евитлеме прокуратурӑна ҫул тытнӑ.
Усал сӑмахсемпе перкелешнӗ, тепӗр ҫынна ним мар кӳрентерсе пӗтерме хӑюлӑх ҫитернӗ 36 ҫулти хӗрарӑма суд административлӑ майпа явап тыттарса 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи "Звездный" уйлӑхан директорӗ пулнӑ ҫынна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ тата штрафланӑ. Кун пирки прокуратура тата Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтереҫҫӗ.
Директор пулнӑ чухне ҫак арҫын 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче арӑмӗ урлӑ пӗр ҫынран 14 пин тенкӗ илнӗ. Куншӑн вӑл унӑн икӗ ачине уйлӑха путевкӑсӑрах илме шантарнӑ. 2019 ҫулхи ҫӗртме-чӳк уйӑхӗсенче вӑл кӗсйине 180 пин тенкӗ чикнӗ. Ку укҫана вӑл бухгалтерирен илнӗ. Анчах ӑна вӑл уйлӑхшӑн тӑкакламан, хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ, штрафсем тӳленӗ.
Арҫынна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ тата 28 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ
Кӑҫал ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын подьездри 36-ри кӳршӗ хӗрарӑмне тӗл пулнӑ. Лешӗ упӑшкипе пулнӑ.
Хайхискерсем унчченех пӗр чӗлхе тупайман. Лавккара тӗл пулсан та ҫак арҫын кӳршӗ хӗрарӑмне сутуҫӑ умӗнчех сӑмахсемпе кӳрентерме пуҫланӑ.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн арҫын тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 3 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк нумаях пулмарӗ пулин те ҫын путса вилнӗ чылай тӗслӗхе шута илнӗ. Ытларах чухне юраман ҫӗрте шыва кӗрсе вилеҫҫӗ.
Юраман ҫӗрте чӑмпӑлтатнӑшӑн штраф тӳлеттереҫҫӗ. Ҫапла пӗлтерет прокуратура. Штраф виҫи 1 пин тенкӗпе танлашать. Юраман ҫӗрте шыва кӗнӗшӗн штраф тӳлеттересси пирки пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Патшалӑх Канашӗ йышӑннӑ. Ку шыва кӗме юраманнине кӑтартакан табличка вырнаҫтарнӑ вырӑнсене пырса тивет. Буйкӑсенчен инҫерех ишсе кайсан та штраф тӳлеме тивӗ.
Ҫынна мессенджерта сӑмахпа хӑртса тӑкнӑшӑн та судра явап тытмалла. Шӑп ҫапла пулса тухнӑ та Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти арҫынпа.
Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Шупашкарти пӗр ҫуртра пурӑнаканасем ҫурт чатӗнче ЖКХ ыйтӑвӗсене хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах... Икӗ ҫын вӑрҫӑнсах кайнӑ. 45 ҫулти арҫын теприне ҫурт чатӗнче япӑх сӑмахсем ҫырса кӳрентернӗ. Кайран хайхискер хӑйӗн патне ҫырса та хӑртса тӑкнӑ.
Ҫав арҫынна явап тыттарнӑ. Суд ӑна 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Аслӑ шкулта вӗренекен 20 ҫулти студент кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче Шупашкарти хӗрпе паллашнӑ. Хайхискерсем ҫырӑннӑ.
Студента хӗр ытлах ҫырманни тарӑхтарнӑ, ҫавӑнпа ӑна тӗрлӗ сӑмахпа кӳрентернӗ.
Хӗр студента суда панӑ. Каччӑ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн ун чухне кӑмӑлӗ пулман. Анчах ку тӳрре тухмалли сӑлтав мар. Студента административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 1 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкарта арҫын светофор хӗрлӗ ҫутнӑ чухне ҫул урлӑ чупса каҫма тӑнӑ та ӑна машина ҫапса хӑварнӑ. Куншӑн унӑн штраф та тӳлеме тивнӗ.
Ку чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 20 сехет те 17 минутра Мускав проспектӗнче пулнӑ. Светофор хӗрлӗ ҫутнӑ чухне 37 ҫулти арҫын ҫул урлӑ чупнӑ, чутах пӗр машина айне пулман. Юрать-ха, лешӗ чарӑнса ӗлкӗрнӗ. Хайхискер малалла чупса кайнӑ та машина айне пулнӑ.
Арҫынна транспорта ҫӳреме чӑрмав туса хунӑшӑн явап тыттарнӑ, штраф тӳлеттернӗ. Юрать, хӑй кӑшт ҫеҫ аманнӑ. Ӑна общество вырӑнӗнче ӳсӗр ҫӳренӗшӗн те явап тыттарӗҫ.
Ҫӗмӗрле районӗнче Сӑр юханшывӗ хӗрринче такам кану бази туса хунӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫӗр лаптӑкӗ хунавсем, вӑрман валли ытти ӳсен-тӑран ҫитӗнтермешкӗн уйӑрнӑ. Унпа Ҫӗмӗрле лесничестви усӑ курать.
Тӗрӗслев ирттернӗ те лаптӑк ҫинче хунавсем ҫитӗнтерменни палӑрнӑ. Ун вырӑнне кану бази туса хунӑ, унта мунча, беседка, мангалсем те пулнӑ.
Кану бази камӑн пулнине палӑртайман. Йӗркене пӑснисене тупнӑран лесничество директорне 25 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ. Лесничество кану базине саккунпа килӗшӳллӗн йӗркелесе яма е ишсе антарма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |