Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти арҫын Хура тинӗс хӗрринче канас тесе ҫу уйӑхӗнчех путевка йышӑнса хунӑ. Ҫакна вӑл сайт урлӑ тунӑ.
Отпуск ҫывхарса пынӑ. Хайхи арҫын сайта тепӗр хут кӗрсе пӑхас тенӗ. Анчах кӗреймен - сайт ӗҫлемен. Ҫакӑн чухне тин арҫын 40 пин ытла тенке ултавҫӑсене куҫарса панине ӑнланнӑ. Хайхискер утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗне полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ултавҫӑсене шыраҫҫӗ.
Паян ҫӗрле «Сӑр» автоҫул ҫинче ҫынна вилмеллех ҫапса хӑварнӑ. Водитель вара вырӑнтан тарнӑ. Халӗ ӑна йӗрке хуралҫисем шыраҫҫӗ.
ҪҪХПИ пӗлтеренӗ тӑрӑх, инкек автоҫулӑн 28-мӗш ҫухрӑмӗнче ҫур ҫӗрте пулнӑ. Машина Ҫӗмӗрлерен Шупашкар еннелле кайма пултарнӑ. Сиенленнӗ машинӑна курсан йӗрке хуралҫисем 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 60 ҫулти хӗрарӑм чутах ултавҫӑсене 700 пин тенкӗ куҫарса паман. Юрать, банк ӗҫченӗ ӑна вӑхӑтра ӳкӗте кӗртнӗ.
Ултавҫӑсем анлӑ сарӑлнӑ схемӑпах ӗҫленӗ: шӑнкӑравланӑ та такам ун ячӗпе кредит илесшӗн пулнине пӗлтернӗ. Укҫана сыхласа хӑварас тесен хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла-мӗн. Хӗрарӑм банк инҫе вырнаҫнине каланӑ. Ултавҫӑсем ун валли такси чӗннӗ. Такси укҫине хӗрарӑмӑн хӑйӗнех тӳлеме тивнӗ-ха. Ҫав палламан ҫын банк ӗҫченӗсене нимӗн те шарламалла маррине асӑрхаттарнӑ.
Банка ҫитсен хӗрарӑм хӑйӗн 700 пин тенкине илнӗ. Унти ӗҫчен мӗн пулнипе кӑсӑкланнӑ. Хӗрарӑм укҫана ултавҫӑсенчен ҫӑлнине каланӑ. Банк ӗҫченӗ укҫана ниҫта та куҫармалла маррине ӑнлантарнӑ. Халӗ ҫав ултавҫа шыраҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын командировкӑран килсен аванах хыпса лартнӑ. Вӑл ҫул хӗрринчи кафене кӗрсе кайнӑ та ларнӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайичченех ӗҫнӗ.
Ҫурҫӗр иртсен вӑранса кайнӑ та карас телефонӗ ҫуккине асӑрханӑ. Телефон чехолӗнче темиҫе банк картти пулнӑ. Ҫухатнӑ пуль тесе арҫын карттӑсенчен укҫа илмелле мар туса хунӑ, ҫӗнӗ телефонпа сим-карта туяннӑ.
Кӑштахран ун патне банк карттисенчен укҫа касса кайни ҫинчен хыпарсем килсе тулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Пакунлисем банк карттисемпе Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи лавккасемпе пӗчӗк кафесенче такам татӑлнине палӑртнӑ. Видеокамерӑсене пӑхнӑ та — вӗсемпе пӗр ҫын тӳленине ӑнланса илнӗ. Ҫухалнӑ телефона хулари ломбардсенчен пӗринче тупнӑ.
Кӗҫех вӑрра тупса палӑртнӑ. Судпа унччен те айӑпланнӑ 32 ҫулти арҫын телефона ҫул хӗрринчи кафери пукан ҫинчен (телефон хуи ҫав вӑхӑтра ҫывӑрнӑ) илнӗ. Халӗ унӑн каллех суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ фурӑсене хула урамӗсемпе ҫӳреме чарасшӑн. Тӗрӗсрех каласан, тӗп урамсене ҫак пысӑк машинӑсене кӗртесшӗн мар.
Калинин урамӗ, Мускав проспекчӗ, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ, Трактор тӑвакансен проспекчӗ, И.Яковлев проспекчӗ, Эгер бульварӗ, Мир проспекчӗ, Гагарин тата Б.Хмельницкий урамӗсем - фурӑсене ҫак урамсемпе ҫӳреме чарасшӑн е пӗр-пӗр вӑхӑтра кӗртесшӗн мар. Е чарӑнса тӑма ирӗк парасшӑн мар. Хальлӗхе тӳре-шара татӑклӑн палӑртман. Кун тӗлӗшпе «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртет.
Сӑмах май, пӗлтӗр кӗркунне Элтепер пысӑк суту-илӳ сечӗсене логистика центрӗ тума сӗннӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Шиловсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ.
Алексей Алексеевичпа Наталья Валерьевна 22 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, икӗ ывӑлпа тӑватӑ хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗпе хӗрӗ аслӑ шкулта вӗренеҫҫӗ, тепӗр виҫҫӗшӗ шкула ҫӳреҫҫӗ. Кӗҫӗнни ача пахчинче кӑна-ха.
Алексей Алексеевич - строитель, Наталья Валерьевна - Шупашкарти 93-мӗш ача пахчин воспитателӗ. Шиловсем - туслӑ, вӑхӑта пӗрле ирттерме юратакан ҫемье.
Хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештересшӗн пулнӑ. Анчах тӗрлӗ сӑлтава пула ку пурнӑҫа кӗмен.
Хальхи вӑхӑтра тӳре-шара, иккӗмӗш референдума ирттересси пирки шутламаҫҫӗ пулин те, икӗ хулана пӗрлештересси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Олег Кортунов «Регнум» информаци агентствине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, икӗ хула Шупашкар агломерацийӗпе килӗшӳллӗн аталанӗ.
Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку ыйтӑва татса парасси халӑхран килнине каланӑччӗ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫурҫӗр ярмӑрккӑра павильон хыпса илнӗ. Инкек каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пулнӑ.
Сӑрӑсем сутакан павильонра пушар ҫутӑ пӑралукӗсем пӗрлешсе илнӗрен тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара хӑвӑрт сӳнтернӗ. Вӗсем пилӗк пушар чаҫӗнчен пырса ҫитнӗ.
Тӑршшӗ 20 метр, сарлакӑшӗ 8 метр йышӑнакан суту-илӳ павильонӗнчен пушар юнашар
лавккасем ҫине куҫса ӗлкӗреймен. Хӑй павильон вара сиенленнӗ, унӑн ҫивиттине те ылмаштарма тивӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем лавккасенчи апат-ҫимӗҫ хакӗсене кашни эрнерех тишкереҫҫӗ. Ку ӗҫе хаксем тӑрук сӑлтавсӑрах хӑпарса каяран тӑваҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 12-19-мӗшӗсенче хулари лавккасенче пулӑ консервин хакӗ самай чакнӑ: 98 тенкӗ йӳнелнӗ. Услам ҫу хакӗ те палӑрмаллах пӗчӗкленнӗ: 52 тенкӗ чакнӑ. Рис вара 23 тенкӗ йӳнелнӗ.
Ҫавӑн пекех ҫӑратнӑ сӗт, тӗтӗмленӗ кӑлпасси, панулми, сӗт, ҫӑмарта, хура тул хакӗ кӑштах чакнӑ.
Шупашкарти Константин Иванов урамӗнче вырнаҫнӑ следстви изоляторӗнчен федераци пӗлтерӗшлӗ музей тӑвасшӑн. Ҫапла пӗлтерет хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин. Вӑл изолятор ҫуртне хула харпӑрлӑхне памашкӑн федерацин айӑплава пурнӑҫлакан службине ҫырупа тухнӑ.
Шупашкарти следстви изоляторӗ Раҫҫейре ӗҫлекен чи ватӑ тӗрме шутланать. Ӑна 374 ҫул каялла хута янӑ.
Денис Спирин следстви изоляторӗнчен туризм объекчӗ тӑвасшӑн. Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче, сӑмах май, ҫӗнӗ следстви изоляторӗ хута каять.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |