Ӗнер Шупашкар хула админстрацийӗнче Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн кӑкӑрӗ ҫине медаль ҫакса янӑ. Вӑл «Шупашкар хули умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ятлӑ.
Николай Васильевич ку медале хулан социаллӑ экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, общество пурнӑҫӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тивӗҫнӗ.
Ҫак кун ыттисем те наградӑна тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче Патшалӑх Думин финанс рынокӗн комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков, вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, «Чебоксарские новости» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Лариса Буланкина, «Чувашгражденпроект» тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн директорӗ пулнӑ Юрий Кислов.
Айӑпланнисенчен хӑшӗсене юлашки вӑхӑтра тӗрлӗ организацире ӗҫлеттерме пуҫларӗҫ. Ку вӑл — федераци шайӗнчи йышӑну.
Шупашар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин айӑпланнисем ӗҫлеме пултаракан предприятисен ҫӗнетсе тунӑ списокне хатӗрленӗ. Документа Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗпе пӗрле ҫирӗплетнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче списокра 90 предприятипе уйрӑм усламҫӑ патӗнче 349 ӗҫ вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче ӗҫ вырӑнӗсен хисепне 382-е ҫитернӗ, организацисен шутне — 104-а.
Ҫӗнӗрен йышӑннӑ переченьте Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр завочӗ (унта 10 ҫын ӗҫлӗ), «Ковчег» обществӑпа П.Г. Вастиков уйрӑм усламҫӑ (5-шер ҫын) пур.
Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм ют ҫын ачине илсе кайнӑ. Шӑпӑрлан хулари кӳлмекре кӳмере выртнӑ.
Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 16 сехетре пулса иртнӗ. Симӗс тӗслӗ кӳмери ача ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Пӑтӑрмах вырӑнне ҫывӑхри полици нарячӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем видеокамерӑсене пӑхнӑ та симӗс кӳмеллӗ хӗрарӑма Ярославль урамӗнче асӑрханӑ. Кам ачине тӗксе пынине хӗрарӑм ӑнлантарса парайман — вӑл вил ӳсӗр пулнӑ.
Пӗчӗк арҫын ачана больницӑна илсе кайнӑ. Тепӗр сехетрен ача амӑшӗ те тупӑннӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, 11 уйӑхри ывӑлне кӳмере ӳсӗр хӗрарӑмпа, хӑйӗн тусӗпе, хӑварнӑ. Аслӑ хӗрӗпе амӑшӗ аттракционсем патне кайнӑ. Телефон кӳмере пулнӑ. Амӑшӗ кайран пӑхать те — кӳме те, ача та ҫук. Вара вӑл ҫынсене полицие шӑнкӑравлама ыйтнӑ.
Икӗ хӗрарӑма та — ача амӑшне те, унӑн тусне те — административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Ку вырсарникун Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Хуламӑр 553 ҫул тултарать. Уявра пирӗн республика Раҫҫейри рекорда ҫӗнетесшӗн.
Чи пысӑк мероприятисенчен пӗри кӳлмек тавра карталанса тӑни пулӗ. Кӳлмек тавра лаптӑка 18 сектора пайланӑ. Кашнинчех нимеҫӗсем ӗҫлӗҫ. Вӗсем акцие хутшӑнакансене ӑҫта тӑмаллине, мӗн тумаллине ӑнлантарӗҫ. Нимеҫӗ пулас килет-и? Кирек кама та йышӑнӗҫ.
Ку карта Раҫҫейри чи пысӑкки пуласса шанаҫҫӗ.
Паян кӑнтӑрла Шупашкарта автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ.
Автобус Мир проспектӗнче «Иван Яковлев проспекчӗ» чарӑнура хыпса илнӗ. Малтан хыҫалти пайӗ, мотор вырнаҫнӑ ҫӗрте, ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм хӑвӑртах сарӑлнӑ. Транспорт 10 минутра ҫунса кӗлленнӗ.
Пӑтӑрмахра ҫынсем шар курни пирки пӗлтермен.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти уҫӑ бассейнра, аквазонӑра, 5 ҫулти арҫын ача путнӑ. Вӑл унта амӑшӗпе пынӑ, аслисен бассейнӗнче вӗрсе хӑпартнӑ ҫаврашкапа ишнӗ. Шыв тарӑнӑшӗ 1 метр та 40 сантиметр пулнӑ.
Тӑрук ача путнӑ. Ӑна шыв тӗпӗнчен ҫӑлавҫӑ кӑларнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫитсен ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Хальлӗхе вӑл тӑна кӗмен-ха, комӑра выртать. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ.
Аквазонӑна вара тӗрӗслӗҫ. Следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта Хула кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл кун Ленин проспектӗнче тата Карл Маркс урамӗнче Пултарулӑх бульварӗ уҫӑлӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр та хутшӑнӗ.
Социаллӑ учреждени «Хастар юхӑмпа» арт-пулӑм хатӗрленӗ май иртен-ҫӳрене виҫӗ лапама илӗртӗ: спорт лапамӗ, пултарулӑх мастерскойӗ тата ӑсталӑх лаҫҫи. Пултарулӑх мастерскойне хутшӑнакансем пантомима спектакльне кӑтартӗҫ. Ӑсталӑх лаҫҫинче вара чӑваш пуканине ӑсталама вӗрентӗҫ.
Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннине палӑртнӑ. Вӑл Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗ Елена Бадаева пулӗ. Ҫапла йышӑннӑ паян иртнӗ ларура депутатсем.
«Уҫӑ хула» порталта сасӑлава хутшӑнакансен 70 проценчӗ Елена Бадаевӑшӑн сасӑланӑ. Ӑна ҫурлан 18-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче иртекен пухура чыслӗҫ.
Аса илтерер: ку ята тивӗҫессишӗн унсӑр пуҫне Чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч, «Отделфинстрой» тӗп директорӗ Александр Черкунов кӗрешнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулин Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче виҫӗ арҫын ҫапӑҫнӑ. Ҫавна видео ӳкерсе илекенсем пулнӑ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарнӑ.
Эльмен урамӗнчи харкашӑва патрульпе пост службин нарячӗ асӑрханӑ. Пакунлисем самантрах хушша-хуппа кӗнӗ.
Полицие ҫапӑҫакансенчен иккӗшне лартса кайнӑ, вӗсен тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ҫав арҫынсем йӗрке хуралҫисем лӑпланма, обществӑри лӑпкӑлӑха упрама ыйтнине итлемен.
Ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ виҫҫӗмӗш ҫынна та ҫывӑх вӑхӑтра шыраса тупӗҫ.
Паян ирхи 6 сехет те 40 минутра Шупашкарти Гастелло урамӗ патӗнчи чарӑнура Ҫӗнӗ Шупашкара каякан 220-мӗш маршрутка ҫул хӗрринче ларакан фура ҫине пырса кӗнӗ. Салонра пассажирсем пулнӑ: пӗтӗмпе 10. 11-мӗшӗ – водитель. Юрать-ха, вӗсен йышӗнче ачасем пулман.
Водитель аманман. Пӗтӗм пассажира пульницӑна илсе ҫитернӗ. 4 ҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫул хӗрринче ларакан фурӑна вара 1500 тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |