Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм банк карттине ҫухатнӑ. Унтан укҫа ҫухалма тытӑнсан, юпан 2-мӗшӗнче, вӑл полицие пынӑ.
Йӗрке хуралҫисем видиокамерӑсене пӑхнӑ. Унта ҫакӑ паллӑ: икӗ арҫын лавккара тавар туяннӑ, вӗсенчен пӗри тупнӑ карттӑпа тӳленӗ. Ҫапла вӑл ют ҫын картти ҫинчи 3 пин тенке тӑкакланӑ.
Ҫав арҫын – 60 ҫулта, Шупашкарти пӗр управляющи компанийӗнче ӗҫлет. Ун тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи ҫула юсама пуҫлӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтерет.
Унти ҫул – 4 ҫухрӑм. Ӑна виҫӗ тапхӑрпа юсӗҫ. Ку ӗҫ хакӗ пысӑк пулнипе ҫыхӑннӑ. Проектпа документаци хатӗр, вӑл патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Ҫула 1,5 миллиард тенкӗпе юсӗҫ.
Пӗрремӗш тапхӑрӗнче 623,9 млн тенкӗ кирлӗ пулӗ, иккӗмӗшӗнче – 340,7 млн тенкӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – 548,8 млн тенкӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ку ӗҫе тӑвакан подрядчике палӑртӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн вӑл ӗҫе пуҫӑнӗ.
Шупашкарти Ленин районӗнчи ЗАГС пайӗ хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Кун пек ята ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ ачине панӑ. Пепке Луна ятлӑ.
Шупашкарта халӗ Луна ятлӑ икӗ хӗрача пурӑнать. Пӗр ҫул каялла Мускав районӗнчи ЗАГС пайӗ ҫавнашкал ята регистрациленӗ.
«Луна» латин чӗлхинчен куҫарсан «уйӑх», «уйӑхлӑ» тесе куҫать. Рим ҫыннисен Луна Ҫӗр спутникӗн турри пулнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрачана куҫӗ начар курнӑран ишме ҫӳреме хӗсӗрленӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче иртнӗ йышӑнура калаҫу пулса иртнӗ.
Унта сусӑр ачан амӑшӗ тата тренерӗ пынӑ. Хӗрача ишессипе тренировкӑсене ҫӳрет иккен. Ҫак енӗпе вӑл юлашки тӑватӑ ҫул тӑрӑшать. Раҫҫей ӑмӑртӑвӗсемпе чемпионачӗсенче те вӑл пӗрре кӑна мар палӑрнӑ. Анчах ача тренировкӑсене ҫӳрекен вӗренӳ заведенийӗсенче педагогсемпе тренерсем хӗсӗрлеме хӑтланнӑ.
Йышӑнӑва тӗрлӗ шайри тӳре-шарана чӗнсе илнӗ. Ҫав шутра вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, спорт министрӗ Василий Петров, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Ачана хулари спорт комплексӗсенчен пӗрне тӳлевсӗр ҫӳретме калаҫса татӑлнӑ. Чӑваш Енри Следстви управленийӗ сусӑр ачапа ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.
Чӑваш Енре кӗркунне «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑрккине ирттересси йӑлана кӗнӗ. Вӑл ҫынсене кирлӗ пулни курӑнать: халӑх пахча ҫимӗҫе йӳнӗрех хакпа туянать.
Пӗлтӗр тӑватӑ эрнере 107 тонна ытла пахча ҫимӗҫ сутнӑ. Кӑҫал вара ҫак тапхӑртах ҫынсем 165 тонна пахча ҫимӗҫ туяннӑ.
Аса илтерер: ярмӑрккӑсем Шупашкарти «Николаевски», «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗсенче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче, фермерсен суту-илӳ вырӑнӗсенче ӗҫлеҫҫӗ. Унта шӑматкун тата вырсарникун 9-15 сехетсенче ҫитме пулать. Васкӑр! Ярмӑрккӑ юпан 9–10-мӗшӗсенче ҫеҫ ӗҫлӗ.
Шупашкарти Граждан урамӗнче ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем ҫурт тӑрринче чупакан арҫынна антарнӑ. Ку юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑ.
Ҫӑлавпа шырав службине арҫын ҫурт тӑрринче чупни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вӑл чартак алӑкне питӗрсе хунӑ, никама та кӗртмен.
Ҫӑлавҫӑсем унта ҫийӗнчех ҫитсе чартак алӑкне ҫӗмӗрнӗ. Ҫурт тӑрринче чупакан арҫынна тытса полицейскисен аллине панӑ.
Шупашкарта Сочи хулине ҫӗнӗ авиарейс янӑ. Ӑна Nordwind авиакомпани пурнӑҫлать.
Шупашкарти аэропорт пӗлтернӗ тӑрӑх, самолетсем Сочине ытларикунсерен тата эрнекунсерен вӗҫӗҫ. Пӗрремӗш рейс ӗнер каҫхине, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, пулнӑ. Кӑнтӑрти хулана Шупашкартан 123 ҫын вӗҫнӗ. Каялла 139 пассажир килнӗ.
Самолет ытларикун – 18 сехет те 10 минутра, эрнекун 20 сехет те 35 минутра вӗҫӗ.
Шупашкарти пӗр фирмӑра ӗҫлекен программист ултавҫӑсен аллине лекессе шутламан та ахӑртнех. Ара, вӑл ултав мелӗсем пирки лайӑх пӗлнӗ, ку енӗпе инструктаж витӗр те тухнӑ.
Анчах ултавҫӑсем ӗлӗкхи схемӑпах усӑ курнӑ. Арҫын вара серепене ҫакланнӑ. Палламан ҫын ӑна такам ун ячӗпе кедит илме хӑтланнине каланӑ. Хайхискер ҫак ҫыннӑн ятне-шывне, ытти даннӑя пӗлтернӗ. Ҫакна пулах арҫын вӗсене ӗненнӗ. Малтанах ун ячӗпе кредит ан илччӗр тесе тӑрӑшнӑ та 300 пин тенкӗ ҫухатнӑ.
Унтан ӑна ҫав палламан ҫын «ултавҫӑсене» тытса чарма, «вӑрттӑн операци» тума сӗннӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл 7 миллион тенкӗ кредит илнӗ, укҫана ҫийӗнчех такамӑн счечӗ ҫине куҫарнӑ. Ҫапла хӑтлансан тин арҫын банка шӑнкӑравласа ыйтма ӑс ҫитернӗ. Ӑна улталанӑ иккен…
Вырсарникун Шупашкарти икӗ ҫуртри подъездра пушар алхаснӑ.
Хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи Яноушек урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра пурӑнакан пӗр ҫын подъездра хут курупкасем упранӑ. Ҫавсене такам чӗртсе янӑ. Пушара курсан ҫынсем ҫӑлавҫӑсем патне тӳрех шӑнкӑравланӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем инкек вырӑнне 7 минутран пырса ҫитнӗ.
Шупашкарти Университет урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра хӑмаран ҫапса тунӑ кладовка ҫунма тытӑннӑ. Пушар пирус тӗпне сӳнтермесӗр пӑрахнипе тухнӑ.
Шупашкарти арҫыннӑн пӳрчӗ «резина» евӗрех пулнӑ. Вӑл унта 60 ытла ҫынна пропискӑна тӑратнӑ.
Ҫак ҫурт 1-мӗш Кӑнтӑр тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ. Миграци ӗҫӗсемпе ӗҫлекенсем унта ҫитсе курнӑ – пӳрчӗ вара пурӑнма та юрӑхлӑ мар.
Ҫав ҫӗр хуҫи – куҫса ҫӳрекен халӑх ҫынни. Вӑл йӗрке хуралҫисене хӑйӗн ҫыннисем валли прописка тунине пӗлтернӗ. Лешсем Раҫҫейӗн ытти регионӗнчен те пулнӑ.
Халӗ ҫак арҫынна полицейскисем тухса ҫӳреме чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |