Анатолий Юман сӑвӑҫ пурӑннӑ пулсан авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Шел те, 2018 ҫулта вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине кӳршӗ тӑрӑхра онлайн-тӗлпулу ирттерсе паллӑ тӑвӗҫ. Хутшӑнас кӑмӑллисене юпан 28-мӗшӗнче 15:00 сехетре кӗтеҫҫӗ.
«Misanec» информаци порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх мероприятие Чӗмпӗрпе Шупашкарти вулавӑш ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех онлайн-тӗлпулура таврапӗлӳҫӗсемпе литераторсем те пулӗҫ.
Мероприятие «Анатолий Юман — писатель, публицист, переводчик» (чӑв. Анатолий Юман — ҫыравҫӑ, публицист, куҫаруҫӑ) ят панӑ. Онлайн-тӗлпулӑва хутшӑнакансем унӑн пурнӑҫне аса илӗҫ, пултарулӑхне сӳтсе явӗҫ, сӑввисене вулӗҫ.
Анатолий Юман — паллӑ чӑваш сӑвӑҫи, публицист. Ҫавӑн пекех вӑл куҫаруҫӑ та: венгр, поляк, белоруҫ сӑвӑҫисен хайлавӗсене сахал мар чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн мӗнпурӗ 50 ытла кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Анатолий Юман РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чӑнлӑ районӗн (Чӗмпӗр облаҫӗ) хисеплӗ гражданинӗ, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ преми лауреачӗ.
Иртнӗ эрнере хореографи ӑсталӑхӗн «Ташӑ эрешӗсем» республикӑри пӗрремӗш фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри культура ҫуртӗнче пуҫтарӑннӑ.
Аса илтерер: хореографи конкурсне «Куславккасем» ентешлӗх тата Куславкка районӗн администрацийӗ Людмила Нянина тата Владимир Милютин балетмейстерсен ячӗпе ирттерме йышӑннӑ. Пултаруллӑ хореографсем ҫав тӑрӑхран тухнӑ.
Конкурса Чӑваш Енри Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар районӗсенчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Мари Элти Чикмери 9 коллектив 203 ташӑҫӑпа пырса ҫитнӗ.
Гран-прие Шупашкарти Тӗп культура тытӑмӗн «Сарпике» халӑх ташӑ ансамблӗ тата Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи «Белара» халӑх ташӑ ушкӑнӗ тивӗҫнӗ.
Ку эрнекун, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫынсене асӑнмалли куна паллӑ тӑвӗҫ.
Ҫак кунсенче республикӑри шкулсенче тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалланӑ занаятисем иртнӗ. Спикерсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче стариксем, хӗрарӑмсем, ачасем окоп чавни пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫак лекцисене 150 пин ача итленӗ.
Ача пахчисенче те шӑпӑрлансене окоп чавни пирки ӳкернӗ фильмсене кӑтартаҫҫӗ. Вӗсене ашшӗ-амӑшӗ, ачасем хӑйсемех хатӗрленӗ.
Ҫак кунсенче республикӑра тепӗр проект старт илнӗ: «Пӗрремӗш номерлӗ пост». Шупашкарти Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм патӗнче тата Куславкка районӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене халалласа» асӑну палӑкӗ патӗнче хисеплӗ кӑравул тӑрӗ. Ку ӗҫе 14-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем пурнӑҫлӗҫ. Кӑравулта 13-15 сехетсенче тӑмалла.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче «Звуки музыки народной» (чӑв. Халӑх кӗввин сасси) ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ.
Ал айӗнчи тӗрлӗ хатӗртен чӑваш халӑх музыка инструменчӗсене ӑсталакан маттур, краевед, чылай кӗнеке авторӗ, Николай Фомиряков ачасене чӑваш музыка инструменчӗсем пуҫланса кайни, вӗсен кашнин янӑравлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Ӑстапа тӗл пулма Шупашкарти 20-мӗш тата 49-мӗш вӑтам шкулсенче 6-мӗш класра вӗренекенсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем хӑмӑшран сӑрнай, шӑпӑр валли чӗлӗх хатӗрлеме май пуррине пӗлсе тӗлӗннӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Шупашкарта «Контур» савут» чарӑну патӗнче машина ҫынсем ҫине пырса кӗнӗ. Юрать-ха, вилмеллех таптаман.
Ҫынсем ятарлӑ вырӑнтан ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Вӗсем ҫине машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 35 ҫулти водитель ларнӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӑна янкӑр хӗвел ҫынсене асӑрхама чӑрмантарнӑ.
22ҫулти хӗре тухтӑрсем тӗрӗсленӗ. Тепӗр ҫын хӑйне лайӑх туйнӑран тухтӑрсен пулӑшӑвне илме хирӗҫленӗ.
Шупашкарта киле апат-ҫимӗҫ илсе ҫитерекен арҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн велосипедне вӑрланӑ.
Унччен маларах офиса пӗр арҫын кӗрсе чипс вӑрлама тӑнӑ. Анчах унти ӗҫчен ӑна ҫакна тума паман. Тепӗр икӗ сехетрен Павлов мичман урамӗнче ун евӗр арҫынна тытса чарнӑ. Хайхискер чипс вӑрлама тӑнӑ арҫыннах. Вӑл хайӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти общество транспорчӗсенчен пӗринче пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмаха пассажир, кондуктор тата водитель хутшӑннӑ. Транспортри хирӗҫтӑру 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусра, «33-мӗш шкул» чарӑнура сиксе тухнӑ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кондуктор пассажира пуҫӗнчен ҫапнӑ, мӗншӗн тесен лешӗ ҫул укҫи тӳлемен. Кайран пассажир троллейбуса пырса кӗнӗ те кондуктора ҫапнӑ, кондуктора троллейбус водителӗ хӳтӗлеме тӑнӑ.
Пассажирпа водитель пӗр-пӗрин тӗлӗшпе милицие заявлени ҫырса панӑ. Йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Паян Шупашкарта тӳре-шара кӗреҫе йӑтса кӳлмеке йывӑҫ лартма тухнӑ. Ку ӗҫ "Вӑрмана упрар" акципе килӗшӳллӗн иртнӗ.
Акцие ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Тӳре-шара нимеҫӗсемпе пӗрле кӳлмекре ҫӑка хунавӗсене лартнӑ. Вӗсен йышӗнче ирга та пулнӑ. Пӗтӗмпе - 71 тӗп.
Сӑмах май, кӳлмек реконструкцине пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеймен. Халӗ унта хунавсем ешерӗҫ.
Паян Шупашкарта кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче тӗтӗм мӑкӑрланма пуҫланӑ. Ӑна ҫынсем кӑнтӑрла иртни 3 сехет ҫурӑра асӑрханӑ.
Унта Ҫӗнтерӳ лапамӗнчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ 7-мӗш шкул ҫуннӑ-мӗн. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Чӳречинчен ҫӑра тӗтӗм тухнӑ.
Сӑмах май, шкул ҫуркуннеренпе хупӑ, унта юсав ӗҫӗсем тӑваҫҫӗ.
Пушарнӑйсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Хальлӗхе пушар пирки урӑх нимӗн те пӗлтермен.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын суя укҫапа усӑ курнӑшӑн судра явап тытнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Кӑҫал пуш уйӑхӗнче ҫак арҫын телеграмра 2 пин тенкӗлӗх икӗ суя укҫа туянасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Сутакан ҫын ӑна вӑрттӑн вырӑна хурса хӑварнӑ. Ку кайса илнӗ.
Кун хыҫҫӑн арҫын лавккана кайса электрон пирус туяннӑ. Сутуҫӑ ӑна сдача панӑ.
Арҫын судра айӑпне йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |