«Таса вӑйӑсем» квест-вӑййа Шупашкарти 60 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем «Солнечный», «Ясная поляна» микрорайонсем ҫывӑхӗнчи вӑрманта ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ.
Унта хутшӑнакансем артефактсен конкурсӗнче тупӑшнӑ, куншӑн балсене тивӗҫнӗ. 60 ытла ҫын 78 михӗ уйӑрнӑ ҫӳп-ҫап, 103 михӗ хутӑш ҫӳп-ҫап, 13 покрышка, 6 батарейка, пысӑк ҫӳп-ҫап пухнӑ. Пӗтӗмпе – 1,3 ытла тонна.
«ЭКО-ЛЕВИКИ» команда ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ, иккӗмӗш вырӑнта – «Шупашкар замесӗ», виҫҫӗмӗш вырӑна «Химик-энтузиастсем» тивӗҫнӗ.
Шупашкарти шкулта чӑваш чӗлхи учителӗ пулса ӗҫлекен Александр Степанов ҫӗршыври конкурса хутшӑнассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Нумаях пулмасть Александр Степанов «Контактра» страницӑра хӑйӗн пикри хыпарланӑ.
«Ставрополь тӑрӑхӗнче эпӗ 6-мӗш кун пурӑнатӑп ӗнтӗ. Пурӑнатӑп кӑна мар, тӑван чӗлхепе литературине вӗрентекенсен ӑмӑртӑвне хутшӑнатӑп. Тӗрлӗ регионти 68 вӗрентекен хӑйӗн пултарулӑхне методика лаҫҫисенче, уроксенче, класс сехечӗсенче тата ӑсталӑх лаҫҫисенче кӑтартрӗ. Эпӗ те хамӑн пултарулӑха кӑтартрӑм, ЛАУРЕАТ ята тивӗҫрӗм. Каласа хӑвармалла, ку сумлӑ ята 17 вӗрентекен кӑна илме пултарчӗ. Малалла утма ӑнӑҫу ҫитмерӗ пуль! Тепӗр майлӑ шутласан лауреата тивӗҫни тата та аван. Аталанма май пур. Ҫитес ҫулсенче хутшӑнса ҫӗнтерӗп. Ун пек пӗтӗмлетӳ тума пур май та пур)», — тесе пӗлтернӗ вӑл авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче.
Паян Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче 52-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус шӑтӑк-путӑка кӗрсе ларнӑ. Унта вӗсен бази вырнаҫнӑ.
Пӗлетӗр ӗнтӗ: унта шӑтӑк нумай, асфальт питӗ начар. Ҫумӑр ҫунипе лупашка мӗн тарӑнӑшне пӗлме те ҫук.
Ҫула хӑҫан юсӗҫ? Ку ӗҫе ҫитес ҫула куҫарнӑ. Ӑна суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн юсамалла. Приставсем нимӗн те туманшӑн тӳре-шарана икӗ хутчен штрафланӑ.
Реконструкци 2-3 тапхӑрпа иртмелле. Кашниех 2-3 ҫула тӑсӑлӗ. Хальлӗхе ку ӗҫсене 1,5 миллиард тенкӗпе пурнӑҫлама палӑртнӑ.
«Шкул-2025» проектпа килӗшӳллӗн 3 шкул хута ямалла: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Кӳкеҫ поселокӗнче. Кӳкеҫри пӗлӳ ҫуртне ҫитес ҫул тума тытӑнӗҫ. Унта 825 ача валли вырӑн пулӗ.
Шкул проектне питӗ хӑвӑрт хатӗрленӗ. Вӑл пӗлтӗрех патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Шкула ҫитес ҫул тума тытӑнса 2024 ҫул вӗҫӗччен хӑпартса пӗтерме палӑртнӑ.
Шкула хута яма Чӑваш Ен – 622,2 миллион тенкӗ, «ПроШкола» тулли мар общество 624,6 миллион тенкӗ хывӗ.
Шупашкар хулинче пӗр каччӑ телефон ҫухатнӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, гаджет Ленинла Комсомол урамӗнчи хӑйӗн хваттерӗнче пулнӑ. 85 пин тенкӗ тӑракан телефона 21 ҫулти ҫамрӑк хӑйӗнпе юнашар хунӑ. Вӑрансан пӑхать те — хаклӑ япала ҫук.
Йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмах тӗлӗшпе судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл кӳршӗсем патне хӑнана пынӑ, кайма тухсан юнашар кил хуҫисен хваттер алӑкне питӗрменнине асӑрханӑ. Хваттерте пӗр ҫывӑрнӑ, унпа юнашар телефон выртнӑ. Вӑрӑ хаклӑ гаджета ҫаклатса тухса кайнӑ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑрланӑ телефона таҫта ҫухатса хӑварнӑ имӗш.
Халӗ йӗрке хуралҫисем гаджета шыраҫҫӗ.
Полимер каяшӗсене тирпейлессипе ӗҫлекен Шупашкарти пӗр усламҫӑ шалу вӑхӑтра тӳлемен тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1 статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, асӑннӑ организацире пӗр рабочие 47 пин тенкӗ шалу тӳлесе ҫитермен.
Шалу тӳлемен тӗслӗх пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленине темиҫе мелпе пӗлтерме пулать. Пӗрремӗшӗнчен, chuvashia.sledcom.ru сайтри интернет-приёмнӑй урлӑ; иккӗмӗшӗнчен, (8352) 624-658 шанчӑк телефонӗпе; виҫҫӗмӗшӗнчен, Следстви управленийӗн ертӳҫи патне ну (8352) 624-661 телефон номерӗпе йышӑнӑва ҫырӑнса.
Шупашкарти пӗр ҫурт ҫине Андриян Николаева ӳкерме пуҫланӑ. Ӑна ҫуртӑн айккинчи стени ҫине ӳкерӗҫ.
Ҫак ҫурт -Хевеш урамӗнче, 30-мӗш ҫурт.
Картинӑна йӗрлесе тухнӑ ӗнтӗ. Вӑл - «Салам, Ҫӗр!» картинӑн пайӗ. Николай Овчинников ӑна 1962-1963 ҫулсенче ӳкернӗ. Сӑмах май, космонавт Тӑван ҫӗр ҫине таврӑнни пирки тата картина пур. Унта - Юрий Гагарин.
Паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшнче, ирхине Шупашкарта самосвалпа маршрутка ҫапӑннӑ.
Инкек 9 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Самосвал водителӗ ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн машинин тормозӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫавна май вӑл 234-мӗш маршрутка ҫине пырса кӗнӗ, маршрутка — «Убера» тесе ҫырса хунӑ ҫӑмӑл машина ҫине. Ҫул ҫинчи инкеке «Suzuki» автомобиль те лекнӗ.
Инкекре икӗ ҫын аманнӑ. Вӗсене больницӑна илсе кайнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарта реклама щичӗ машина ҫине персе аннӑ. Автомобильти икӗ ача суранланнӑ. Вӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Реклама щитне хулари Калинин урамӗнче вырнаҫтарнӑ. Вӑл йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем яваплисем щита йӗркеллех вырнаҫтарнипе вырнаҫтарманнине тӗрӗслӗҫ, унта тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Чӑваш Енри ача пахчисенче агролабораторисем уҫӑлаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ районӗнчи «Юмах» 6-мӗш ача пахчин 10 ҫулхине уявланӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.
Министр воспитательсене, ачасене тата ашшӗ-амӑшне ҫул ҫитменнисен учрежденине уҫнӑранпа 10 ҫул ҫитнипе саламланӑ. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме, ачасен пултарулӑхне тата ӑс-хакӑлне аталантарма ача пахчи республика Элтеперӗн грантне – 200 пин тенке – тивӗҫнӗ.
Ял хуҫалӑх министрӗ учрежденире ача-пӑча агролабораторийӗ уҫӑласси пирки пӗлтернӗ. Вӗсенче ачасем пӗчӗкрен тӗрлӗ опыт ирттереҫҫӗ, ӳсентӑран ӳстерме вӗренеҫҫӗ, ҫӗр ҫинче ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ.
Паянхи кун республикӑри ача пахчисенче 9 агролаборатори уҫнӑ, вӗсенчен саккӑрӑшӗ – Шупашкарта, пӗри – Ҫӗрпӳри 4-мӗш ача пахчинче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |