Шупашкар хула администрацийӗ пурлӑх сутса хыснана пуянлатнӑ.
Ӗнер хула администрацийӗнче иртнӗ планёркӑра пурлӑх комитечӗн председателӗ Юрий Васильев пӗлтернӗ тӑрӑх, пурлӑха 76-а яхӑн миллион тенкӗлӗх сутнӑ. Ку вӑл — кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта.
Асӑннӑ тапхӑрта хула мэрийӗ 57 суту-илӳ ирттернӗ, ҫав вӑхӑтра муниципалитетӑн куҫман пурлӑхӗн 8 объектне сутса янӑ. Унпа хула хысни 43 миллион тенкӗллӗ пулнӑ. 19 ҫӗр лаптӑкне сутса 33 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен унччен ҫарӗҫ комиссариачӗ пулнӑ ҫурта сутасшӑн, унпа 40 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа туса илесшӗн. Унсӑр пуҫне сутмалли тата тепӗр 15 объект палӑртса хунӑ.
Шупашкар районӗнчи упӑшкипе арӑмӗ маркӑламан пирус сутнине палӑртнӑ. Ҫапла пӗлтерет ШӖМ.
Вӗсене электронлӑ пирус курупкинче упранӑ. Ӑна вара, саккунпа килӗшӳллӗн, маркӑламалла мар. Ҫапла майпа вӗсем ултава пытарас тенӗ ахӑртнех.
Мӑшӑр ҫак пируссене Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата ытти хулари суту-илӳ вырӑнӗсенче сутнӑ. Ведомство тӗрӗслев ирттернӗ вӑхӑтра складра 100 пин ытла пачка пирус тупнӑ. Пӗтӗмпе – 10 миллион ытла тенкӗлӗх.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ҫак маркӑламан пируса ӑҫтан кӳрсе килниен уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер республикӑра ҫил-тӑвӑл алхаснине, ҫил Шупашкарти професси колледжӗн тӑррине сӳнине пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер "Мега Молл" суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче пысӑк баннер ӳксе 5 машинӑна сиенлетни пирки те хыпарланӑччӗ. Пӗр машинӑра 2 ача пулнӑ, вӗсем суранланнӑ - килте амбулатори мелӗпе сипленеҫҫӗ.
Элӗк районӗнче те пӗр харпӑр ҫурт тӑррине ҫил сӳнӗ. 7 районти 17 ялта электроэнерги сӳннӗ. Пӗтӗмпе 19 йывӑҫ тӳннӗ. Шупашкарта йывӑҫ ӳкнипе пӗр хӗрарӑм аманнӑ. Вӑл килте сипленет.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хулара хутса ӑшӑтмалли сезон хӑҫан пуҫланассине пӗлтернӗ. Ахӑртнех, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче. Ҫапла ҫырнӑ вӑл Телеграм-каналӗнче.
Малтан ача пахчисенче, шкулсенче, пульницӑсенче ӑшӑ парӗҫ, кайран - нумай хваттерлӗ ҫуртсенче. Сезон пуҫлансан 7-10 кунран пур ҫӗре те ӑшӑ ҫитмелле.
Аса илтерер: Ҫӗмӗрлере — авӑнӑн 14-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта авӑнӑн 19-мӗшӗнче ӑшӑ янӑ. Паянхи куна республикӑри чылай районта хутса ӑшӑтмалли сезон пуҫланнӑ.
Чӑваш Енри темиҫе ҫынна федераци судйи пулма ҫирӗплетнӗ. Ҫавна ӗнентерекен удостоверенисене вӗсене ӗнер панӑ. Документа Чӑваш Енри тӗп федераци инспекторӗ Григорий Сергеев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ.
Мероприятие Чӑваш Енӗн Верховнӑй сучӗн председателӗ Анатолий Петров, унӑн ҫумӗсем Галина Савелькина тата Марина Блинова, Чӑваш Енри Суд департаменчӗн управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Рената Макаричева хутшӑннӑ.
РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе федераци судйин удостоверенийӗсене Чӑваш Енӗн Верховнӑй сучӗн судйине Елена Никитинӑна, Шупашкар районӗнчи судӑн судйине Алина Лукинана, Шупашкарти Ленин районӗн сучӗн судйине Алексей Дмитриева панӑ.
Шупашкар хулинче патрульпе пост службин уйрӑм батальонӗн мобильлӗ взвочӗн уйрӑмӗн командирӗнче ӗҫленӗ арҫынна ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн явап тыттарӗҫ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каҫхи 11 сехет ҫитеспе хулари Эльмен урамӗнчи пӗр ҫурта пырса кӗнӗ. Унта подъездра ҫапӑҫаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ иккен.
Пӑтӑрмах вырӑнӗнче пулнӑ 53 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене курсан тарӑхма тытӑннӑ, хут ҫинче ҫырма юраман сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ҫав этеме йӗрке хуралҫи аллинчен ҫирӗппӗн ярса илнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл унӑн аллине хуҫнӑ.
Халӗ ҫав йӗрке хуралҫи ШӖМ тытӑмӗнче ӗҫлемест ӗнтӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Паян Шупашкарта ҫил-тӑвӑл алхасрӗ. Вӑл ахаль иртмен - пӑтӑрмахсем пулнӑ.
"Мега Молл" суту-илӳ комплексӗ патӗнче пысӑк вывеска ҫул ҫине вӗҫсе ӳксе 5 машинӑна сиенлетнӗ. Петров урамӗнче йывӑҫсем ӳкнӗ.
"Мега Моллтан" инҫех мар, Декабристсен урамӗнче, Шупашкарти професси колледжӗн ҫивиттин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Тимӗр татӑкӗсем ҫавӑнтах вӗҫсе ӳкнӗ.
Хула урамӗсенче шыв кӳлленчӗкӗсем пухӑнни пирки те ҫыраҫҫӗ тӗнче тетелӗнче.
Шӑматкун Шупакарта ретромашинӑсене курса киленме май пулӗ. Курав «Амазония» паркра уҫӑлӗ.
«Чайкӑсем», «Победӑсем», «Доджамисем»… Вӗсене курас тесен авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 10-15 сехетсенче парка пымалла.
Куравра 30 яхӑн машина пулӗ: ГАЗ-АА, ГАЗ-05-193, ГАЗ-С1, М-20 «Победа», ГАЗ-21 «Волга», ГАЗ-24 «Волга», ГАЗ-12 «ЗИМ», ГАЗ-14 «Чайка», тӗрлӗ ҫулти «Москвич», ГАЗ-69, ГАЗ-69А, ВАЗ-2101, Америкӑра 1941 ҫулта туса кӑларнӑ DODGE-WC51. Ҫавӑн пекех мотоциклсем пулӗҫ: ИЖ-49, JAWA-350. Ку кӑна мар – куравра ытти машинӑна та курса киленме май пур.
Шупашкарти икӗ вӑтам шкулта тата пӗр гимназире директорсем кирлӗ. Конкурс иртесси пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ.
Директорсӑр юлнӑ вӗренӳ учрежденийӗсен йышӗнче — 18-мӗш тата 39-мӗш шкулсем, 4-мӗш гимнази. Пуҫлӑх тилхепине тытас кӑмӑллисен заявленийӗсене авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗне юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче палӑртӗҫ.
Директор пулас ӗмӗтлӗ кандидатсен «Патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ», «Менеджмент», «Персонала ертсе пырасси» енсемпе аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла, педагог пулса 5 ҫултан кая мар ӗҫлени кирлӗ. Конкурсра ҫӗнтернӗ кандидатсемпе ӗҫ килӗшӗвне 5 ҫуллӑха тӑвӗҫ.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче парабадминтонистсем ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатне килсен Шупашкарти «Раҫҫей» хӑна ҫуртне кӳмепе кӗреймен. Унта ятарлӑ пандус ытлашши чӑнкӑ пулнӑ. Ҫавна май прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫак ҫитменлӗхе пӗтермелле тесе представлени ҫырнӑ. Ведомство хӑна ҫурчӗн хуҫи сусӑрсене ҫӳремелли пандуссемпе тытӑнмаллисене хатӗрлеменнине ҫирӗплетнӗ.
Хальхи вӑхӑтра хӑна ҫуртӗнче ҫак ҫитменлӗхсене пӗтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |