Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Раҫҫейре Географи диктанчӗ иртӗ. Чӑваш Енре кӑҫал та ӑна Шупашкарти Наци музейӗнче ҫырӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Географи диктантне тӑватӑ вариантран йӗркелӗҫ. Вӗсенчен кашнинех 40 ыйту кӗрӗ, вӗсене икӗ пая пайлама пулать. Никӗс шайӗ шутланакан пай 10 ыйтуран тӑрӗ. Ута пурте пӗлекен географи факчӗсене кӗртнӗ. Иккӗмӗш пайӗнчи 30 ыйтӑва хуравлама пуҫа кӑштах ватма, ӗҫлеттерме тивӗ.
Диктант ҫырасси музейра юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Географи пӗлӗвне dictant.rgo.ru сайтра та тӗрӗслеме пулать. Онлайн-тест юпа уйӑхӗн 30-мӗшенче 14 сехетре пуҫланӗ те чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 14 сехетре (Мускав вӑхӑчӗпе) вӗҫленӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 91 ҫулти арҫынна палламан ҫынсем улталама, унран 900 пин тенкӗ сӑптӑрма хӑтланнӑ. Анчах ватӑскер хӑйне улталама паман.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та мӑнукӗ аварие лекнине пӗлтернӗ. Куншӑн мӑнукӗ айӑплӑ-мӗн, хӗр шар курнӑ имӗш. Кӗҫех тепӗр арҫын калаҫӑва хутшӑннӑ, следователь-мӗн. Хайхискер ыйтӑва 900 пин тенкӗпе татса пама шантарнӑ.
Старик ывӑлӗ патне шӑнкӑравлама шутланӑ, анчах хайхи следователь ҫакна тума чарнӑ, вӑл манукӗн характеристикине илме кайнӑ имӗш. Старик ӑна кӗтсе илессине пӗлтернӗ. Кӗҫех телефон патне арҫын пынӑ, ывӑлӗ имӗш. Ватӑскер унран вӑл, хӑйӗн ывӑлӗ ӗнтӗ, ӑҫта ӗҫленине, арӑмӗ мӗн ятлине ыйтнӑ. Хуравӗ пулман. Ҫапла 91 ҫулти старик телефона сӳнтернӗ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ.
Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем хула пуҫлӑхне суйланӑ. Ку пукана кам йышӑннӑ-ха? Евгений Кадышев.
Евгений Кадышева ку должноҫе иккӗмӗш хут шанса панӑ. Аса илтерер: вӑл 2017-2020 ҫулсенче мэр пулнӑ. 2016 ҫултанпа И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн аслӑлӑх енӗпе проректор шутланать.
Аса илтерер: Шупашкарӑн унчченхи мэрӗ Олег Кортунов ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 39 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Мускавра пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм ҫынсене улталаса пуйнӑ. Вӑл Чӑваш Енри 81 ҫулти кинемее те чутах шӑнман пӑр ҫине лартса яман.
Кӑҫал ҫу уйӑхӗнче кинемей Шупашкарти Гузовский урамӗнче вырнаҫнӑ банка пынӑ, такама 50 пин тенкӗ куҫарса пама тӑнӑ. Банк ӗҫченӗ сисчӗвленнӗ, ватӑ хӗрарӑма укҫана куҫарма паман. Вӑлах кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Кинемее ултавҫӑсем шӑнкӑравласах тӑнӑ-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче «МММ» пирамидӑра «ҫунса кайнӑ» укҫашӑн компенсаци пама шантарнӑ. Кинемей чутах вӗсене пысӑк укҫа тыттарса яман. Ҫапах вӑл ултавҫа 11,5 пин тенкӗ куҫарса пама ӗлкӗрнӗ.
Шупашкар хулинче троллейбус водительне ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн явап тыттарнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫуркунне, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, кӑнтӑрла пулса иртнӗ. Пассажирсене 1-мӗш маршрутпа турттаракан троллейбус «Ҫурҫӗр клиники» чарӑнуран хускалса кайнӑ чухне пӗри алӑкран тухса пӗтейменнине асӑрхаман. 83 ҫулти кинемей ҫапла вара алӑк хушшине хӗсӗнсе ларнӑ. Унтан троллейбус чарӑнса алӑка уҫсан ватӑ ҫын урама тухса ӳкнӗ. Вӑл аллине хытах амантнӑ.
Троллейбус рульне тытса пынӑ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне пӗртте тунса тӑман. Ӑна суд тӗрмене хупса хумасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Шупашкарти «Университет» микрорайонта 1500 ача вӗренмелӗх шкул хута ярӗҫ. Ӑна 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Вӗренӳ учрежденине «Тус» строительство компанийӗ хӑпартӗ. Шкула тума хыснаран 1 миллиард та 408 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Асӑннӑ суммӑран 569,9 миллионне килес ҫул уйӑрӗҫ, 2024 ҫулта – 838,1 миллион тенкӗ.
Шкул Лукин урамӗнчи 5-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулӗ.
Шупашкарти 43-мӗш шкулта вӗренекен Федор Матросов Чӑваш Ене пӗрре мар тӗлӗнтернӗ. Пӗлтӗр вӑл 60 килограмм таякан кавӑн ӳстернӗ, кӑҫал вара унӑн пахчинчи ҫак ҫимӗҫ – 73 килограмм. Вӑл тӗнчери чи пысӑк пулакан сорт пулнӑ – «Атлантический гигант». Федор ӑна ҫуркуннех акнӑ, фитолампа айӗнче ӳстернӗ. Ҫулла пахчана тухса лартнӑ. Ҫимӗҫ пысӑк пултӑр тесе ытлашши хунавӗсене татнӑ. Хальлӗхе арҫын ача пысӑк кавӑнпа мӗн тумаллине палӑртман.
Федор тахҫантанпах ӳсен-тӑранпа кӑсӑкланать. Кавӑнсӑр пуҫне вӑл помидор, тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ ӳстерет. Арҫын ача ҫитӗнcен агроном пуласшӑн.
Шупашкарти таксист пӗр кунхине ултавҫӑ капкӑнне ҫакланнӑ.
Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл палламан икӗ ҫамрӑка хула тӑрӑх турттарса ҫӳренӗ. Вӗсем малтан пӗр ҫӗре, унтан тепӗр ҫӗре кӗрсе тухма ыйтнӑ. Ҫамрӑксенчен пӗри ҫула май тенӗ пек хӑйӗн чуна ыраттаракан историне каласа кӑтартма тытӑннӑ: унӑн ачи чирлӗ имӗш, ӑна васкавлӑн сиплеме эмел туянас тесе укҫа пухать.
Таксист ҫамрӑк ашшӗне хӗрхеннипе ҫав ҫыннӑн банк картти ҫине 5 пин укҫа куҫарса панӑ. Тата тепӗр ҫӗре ҫитсен ҫамрӑксем таксиста ҫул укҫи тӳлеме тата кивҫен илнӗ укҫана тавӑрса пама шантарса машинӑран тухнӑ. Анчах водитель вӗсене кӗтсе илеймен. Унтан вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Улталаканни судпа унччен темиҫе хутчен те айӑпланнӑ (наркотикпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахшӑн, вӑрланӑшӑн тата улталанӑшӑн) 20 ҫулти каччӑ пулнӑ. Унӑн ача-пӑча тавраш пулман. Пакунлисем ҫав каччӑ ҫавӑн пек мелпе тата ытти ҫынна та улталаман-ши тесе шанмаҫҫӗ.
Шупашкарти 4-мӗш гимнази тата 39-мӗш шкул валли директор тупайман. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин телеграм-каналӗнче хыпарланӑ.
Ҫавна май конкурс малалла пырать. Унччен гимназие 6-мӗш шкул филиалӗ тӑвасшӑн пулнӑ. «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса унӑн директорӗ хутшӑннӑ.
Халӗ Денис Спирин 4-мӗш гимназин статусне улӑштарасшӑн маррине пӗлтернӗ.
Шупашкар хулинче кӗленчесемпе банкӑсем пухакан хатӗрсем (вӗсене фандоматсем теҫҫӗ) вырнаҫтарасшӑн. Вӗсене пысӑк суту-илӳ ҫурчӗсен умӗнче лартса тухасшӑн.
Фандоматсем кирлипе кирлӗ марри пирки ҫынсем мӗн шухӑшланине пӗлме хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин Телеграм-каналта ыйтӑм ирттерессине пӗлтернӗ.
Фандоматсем пластик тата кантӑк кӗленчесене, алюмини банкисене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсемшӗн укҫа илме пулать е лавккара тавар туянма купон параҫҫӗ.
Савӑт-сапа йышӑнакан автоматсене тӗрлӗ ҫӗршывра вырнаҫтарнӑ, вӗсем Мускавра тата ытти хӑш-пӗр хулара пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |